Петĕр ачисем
Петĕр авланчĕ пĕрре çуркунне,
Каларĕ йăвашшăн вара арăмне:
«Анчах ытлашши ачасем кирлĕ мар,
Пырать хăть пĕрре — хăш чухне йăпанма...
Чăрмавĕ, темскерĕ — ăçта вĕсемпе!
Пурнар-ха чипер çеç яшпа пике пек».
Анчах Марине тăнламан Петĕре;
Пĕр харăс çуратрĕ ик ывăл — йĕкреш.
Мĕн тăвăн?.. Çилленчĕ хай Петĕрĕм ман.
Пĕрне чиперех алла тытрĕ курма,
Хăяккăн куç хыврĕ унтан теприне...
Пăхать те — хавассăн кулать Марине.
«Мĕн тăвăн, — тет Петĕр, — пулать вĕт инкек.
Анчах та хитре ачисем... чечек пек...
Ăçтан-ха çакланнă вĕсем ман тĕле?..
Пĕлесч... ман виççĕмĕш пулĕ епле?»
Çуралчĕ ак виççĕмĕш... Петĕр пăхать:
Ак ку-мĕн татах та хитре курăнать: —
Куç-пуçĕ шăрçа пек, пит-куçĕ — çырла!..
«Пĕлесчĕ, тепри мĕнлерех-ши пулать?..»
Нумай çулсем иртрĕç... Ман Петĕр пурнать.
Кĕçех ун вуниккĕмĕш, хĕр çуралать.
«Вунвиççĕмĕш пулеччĕ, тен, лайăхрах,
Анчах та эп мар, Марине айăпра...
Мĕн тăвăн? — тет Петĕр. — Пулать вĕт инкек:
Ватăлчĕ амăшĕ. Хĕрĕ — инке...
Каçартăр çеç халăх: çитет пуль манран —
Вун иккĕш те шăкăр хама хывайсан».
Шухăшсем
Use AI to build a website by just enteri...
В мире, где чистота и здоровье становят...
Лазерный уровень легко помещается в су...
Ready to accelerate your website ...
В современном мире, где качество и безо...
Use AI to build a website by just enteri...
Get more leads for your chuvash...
Working to energize your website ...
Ever thought how chuvash...
Looking to boost your website tra...