Ахăр самана


Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче Шăхасана хăрушă хыпар çитрĕ. Шкул ачисен хăлхине те пырса кĕчĕ вăл, Вулăс пуçлăхĕпе чиркӳ çыннисем шикленсех ӳкрĕç. Земство начальникĕ Шалавин кăмăлне пытараймарĕ, тарăхнипе кăшкăрсах ячĕ:

— Пулемет çитмен! Пу-ле-мет! Акă мĕн кирлĕ пулнă вĕсене.

 

* * *

Шкул заведующийĕ Афанасьев ĕçе тунсăхлăн пырса кĕчĕ. Унпа пĕрле — Воскресенский пуп, вăл та питĕ кичем.

Ачасене зала пуçтарчĕç. Анчах хальхинче «Боже, царя храни» гимна юрлаттармарĕç. Кăшт тăхтасан вĕсене патшана вырăнĕнчен кăларнине, вăл хăй ирĕкĕпех влаçа халăх аллине панине пĕлтерчĕç. Ку Петербургри рабочисемпе большевиксен ирсĕр ĕçĕ имĕш. Малашне патшасăр пурăнасси пурне те хăратать иккен. Вăхăтлăх правительство тунă-ха, унăн пуçлăхĕ — Керенский. Вăл министрсене уйăрса лартнă ĕнтĕ.

Иван Афанасьевич ачасен шухăшне пĕлме кăмăл турĕ.

— Кам тухса калаçасшăн? — ыйтрĕ вăл.

Ик-виçĕ ача алă çĕклерĕ.

— Титов Григорий сăмах илет, — пĕлтерчĕ Иван Афанасьевич.

Титов нумай шухăшласа тăмарĕ, тӳрех политикăна кĕрсе кайрĕ:

— Вăхăтлăх правительство сăмахпа çеç пур халăх та пĕр тан, пĕр праваллă тесе çаптарать. Вырăс чиновникĕсем вара чăвашсене авалтанпах хĕсĕрленĕ, халĕ те таптаççĕ. Вĕсем чăвашсене ятпа мар, Василий Иванович тесе чĕннĕ. Халĕ те çаплах. Ĕнер кăна пасарта Высоковка вырăсĕ мана: «Василий Иванч чĕппи, мĕн сутатăн?» — тесе мăшкăлларĕ. Патша вăхăтĕнче иртĕхнĕ чиновниксене ирĕке яма юрамасть, хăваламалла кунтан. Чăвашсен хăйсен чиновникĕсем пулмалла. Пирĕн хамăр халăха хамăрăн тытса пымалла.

Герман кун пек çаптарни вырăс ачисене килĕшмерĕ.

Вĕсем шавлама пуçларĕç. Хирĕçлекенсем самантрах тупăнчĕç.

— Вырăс чиновникĕсене хăваласа ярсан эсир ытти вырăссене те хăвалама шут тытмăр-и? — вырăненченех кăмăлсăррăн ыйтрĕ Ронгинский.

— Шкулсенче тăван чĕлхепе вĕрентмеллех, — хуравларĕ ăна Титов.

Иван Афанасьевич Шăхасанта пурăнакан вырăс ачине Альфонсова сăмах пачĕ.

— Тĕрĕс мар калаçатăн, Гриша. Шăхасанта вырăссемпе чăвашсем нихăçан та хирĕçсе, тавлашса пурăнман, — лăпкăн пуçларĕ Альфонсов. — Çапăçман та. Кунта тымар янă вырăссем ссылкăна янă çынсем пулнă. Вĕсене Пугачев восстанине пусарнă хыççăн Чулхула патĕнчи Павлово хулинчен кăларса янă. Тар тăкса ĕçлекенсемех вĕсем.

Черет Мишшана çитрĕ. Вăл малтан Ефремовпа Ронгинский еннелле пăхса илчĕ, унтан учительсен шухăшне хирĕçлеме пикенчĕ:

— Эсир Аслă Раççей пулмалла тетĕр. Аслă Раççейре вара вырăссем пуç пулса тăмалла иккен. Кун пек политика яланах шовинизм патне илсе çитерет.

Ронгинскипе Ефремов вĕренекен çине сиввĕн пăхрĕç...

— Германипе Австри вăрçă пуçланăран халăх пурнăçĕ пушшех йывăрланчĕ, — сăмахне малалла тăсрĕ Кузьмин. — Çакна эпир пурте пĕлетпĕр. Тăшмана пĕр метр çĕр те памалла мар. Çавăнпа пирĕн, арçын ачасен, вĕренсе пĕтерсенех хамăр ирĕкпе фронта каймалла тесе шутлатăп. Хамăн та çара каяс шухăш пур... Гриша вырăс чиновникĕсене ютта хăвалама сĕнет. Тĕрĕс. Анчах та пурне те мар, чăваш халăхне юратманнисене, курайманнисене çеç. Эп вулăсра çыруçă пулса ĕçленĕ чухне хăш-пĕр чиновниксем унта пыракансемпе вырăсла çеç калаçатчĕç. Чăваш чиновникĕсем те пурччĕ, анчах вĕсенчен хăшĕ-пĕри хăй чăваш пулнине палăртасшăн марччĕ. Çынсен вара вĕсемпе тăлмач тытсах калаçма тиветчĕ... Вырăс чиновникĕсем хушшинче те лайăх çынсем нумай. Эпĕ хам ав Слесарев вырăс килĕнче хваттерте пурăнтăм. Мĕн тери тараватлă, ырă çын!

— Чăвашсен те вырăсла пĕлмелле, çавăнпа вĕсене вырăсла вĕрентетпĕр те, — пӳлсех сас пачĕ Федор Иванович Гиляровский.

— Пуçламăш шкулсенче чăвашлах вĕрентмелле, — килĕшмерĕ унпа Мишша. — Павел Александрович каларĕ вĕт, чăваш чĕлхин çĕнĕлле чĕрĕлмелле. Мĕн чухлĕ чăваш сăмахне манмарăмăр-ши, мĕнле кăна йăла-йĕркене пĕтермерĕмĕр-ши? Вĕсене халех пуçтарма тытăнмалла. Чăвашла литература вара пирĕн çукпа пĕрех. Библиотекăра ав тăватă-пилĕк кĕнеке пур та... «Нарспи» те çук-çке! Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренекен Виктор Чиндыков çав поэмăна илсе килнĕ терĕç, анчах ăна курса калаçаймарăм — каялла тухса та кайнă. Ытти çĕрте пурăнакан чăвашсемшĕн те тăрăшмалла пирĕн. Раççейри чăвашсен пĕр чăмăра чăмăртанмалла.

Вася Токсин сиксе тăчĕ. Вăл Мишшапа килĕшсе ун шухăшне малалла тăсрĕ:

— Кружоксенче музыкăпа вĕрентессине лайăхлатмалла, унта чиркӳ юррисене çеç мар, халăх юррисене те вĕрентмелле. Строительствăпа архитектура кружокĕсем уçмалла, пахчаçă ĕçне хăнăхтармалла. Кружоксене мĕнпур ял ачисене явăçтармалла.

Токсин калаçнă вăхăтра Иван Афанасьевич пӳлĕмрен тухса хулăн папка йăтса кĕчĕ. Ун ăшĕнчи хутсене суйла-суйла сĕтел çине майлаштарса хучĕ. Унтан ура çине тăчĕ. Ăнланмалла: калаçăва пĕтĕмлетме вăхăт çитрĕ.

— Кузьмин Михаил тĕрĕс шухăшсем каларĕ. Анчах та эп хăш-пĕр сăмахĕсемпе килĕшме пултараймастăп. Хусан, Чĕмпĕр, Саратов, Ĕпхӳ, Пăкăруслан кепĕрнисенчи чăвашсене пĕрлештерсе пĕр чăмăр тăвасшăн вăл. Унта пурăнакан вырăссене, тутарсене, пушкăртсене ăçта хурасшăн эсĕ, Михаил? Акă «Хыпар» хаçатăн иккĕмĕш номерĕ. Çу уйăхĕн вунпиллĕкмĕшпе çирĕм иккĕмĕш хушшинче Хусанта Атăл çинчи вак халăхсен союзне туса хунă иккен. Ăна тăвакансем — Хусанти, Ĕпхӳри, Чĕмпĕрти чăвашсен наци обществисем. Ку союзăн тĕллевĕ — мусульман тĕнне тытман йăхсемпе халăхсен интересĕсене хӳтĕлесси. Пĕрлешĕве йĕркелеме çармăссем, чăвашсем, мăкшăсем, удмуртсем икçĕрĕн ытла пуçтарăннă. Акă «Хыпарта» пĕтĕмпех çырса кăтартнă.

Мишша тӳссе лараймарĕ, Иван Афанасьевича пӳлсе хучĕ:

— Кун пек пĕрлешӳ пĕтĕм чăваш халăхне çĕкленсе аталанма пулăшаймĕ.

— Тĕрĕс, Мишша, — килĕшенçи турĕ шкул заведующийĕ. — Хам та çакнах каласшăн. Атăл çинчи вак халăхсен союзне туни — ĕç пуçламăшĕ çеç-ха. Çав пухура сĕннипе Чĕмпĕрте Пĕтĕм тĕнчери чăвашсен наци съездне ирттерме палăртнă... Ячĕшĕн каламастăп ĕнтĕ. Эпĕ хам та Теччĕ уесĕнче çуралса ӳснĕскер. Унта чăвашсем нумай. Ялĕсем, курак йăвисем пек, ушкăнăн-ушкăнăн вырнаçнă.

Мишша каллех калаçăва хутшăнчĕ:

— Малтан чăвашсене пĕтĕçтермелле, унтан вĕсен кĕпĕрнине йĕркелемелле. Анчах хирĕç пыракансем те пур çав. Çитменнине тата, хамăрăн вĕреннĕ çынсем сахал, вĕсене такăнтараканĕсем чылай. Чăвашшăн тăрăшакансене националист, сепаратист теççĕ.

Иван Афанасьевич хальхинче Мишшана уççăнах хирĕçлерĕ:

— Сире паллаштарма акă ятарласа çирĕм çул каялла Раççейре ирттернĕ перепись материалĕсене илсе килтĕм: 1898 çулта Хусан кĕпĕрнинче 527 пин чăваш пурăннă, Чĕмпĕр кĕпĕрнинче — 120 пин, Ĕпхӳпе Пăкăруслан тăрăхĕнче — 80 пин, Самар кĕпĕрнинче — 110 пин, Саратов кĕпĕрнинче — 16 пин. Унтанпа халăх йышĕ татах ӳснĕ-ха. Вĕсене пĕр кĕпĕрнене мĕнле чыхăпăр? Ку питĕ кăткăс ыйту, ăна эпир татса параяс çук. Вулăссенче хăш чĕлхепе калаçасси те пирĕн ĕç мар.

Пуху вĕçленсен те Мишша класри калаçăва чылайччен манаймарĕ. Иван Афанасьевичпа килĕшмерĕ пулин те хăйĕн хăш-пĕр шухăшне улăштарчĕ. Çав вăхăтрах ăна шкул заведующийĕпе уйрăм учительсем хăй çине чалăшшăн пăхма тытăннăн туйăнчĕ. Ефремов вара пĕр урокра тĕртсе те илчĕ.

— Пирĕн хушăра революционерсем пур иккен. Тутисем çинче амăшĕн сĕчĕ типсе çитмен, хăйсен пуçĕсене тĕрлĕ шухăшпа пăтратаççĕ, — тесе хучĕ вăл Мишшана куçран тинкерсе.

Учительсем хăйне çитес экзаменсенче такăнтарма пултарассине Мишша аванах чухларĕ, çавăнпах вĕренме пăрахас шухăшĕ çирĕпленсе пычĕ. Çитменнине тата, ют çын патĕнче пурăнасси нушаллă, апат-çимĕç тĕлĕшĕнчен те хĕсĕнсе çитрĕ. Фронта каяс шухăшĕ çирĕпленчĕ унăн.

 

* * *

Эрнекун Шăхасан пасарĕнче çĕршывра мĕн пулса иртнине вулăс пуçлăхĕсем халăха пĕлтерчĕç, çынсем пăтранасран шикленнипе патша вырăнĕнчен хăй ирĕкĕпе тухнă тесе ăнлантарчĕç.

Малтанхи вунă кун хушшинче халăх нимĕнле улшăну та асăрхамарĕ-ха. Уесра хăрушсăрлăх комитетне туса хучĕç. Ăна ертсе пыма Петербургри шалти ĕçсен министрĕ хушнипе Хусантан Алексей Николаевич Абалымова илсе килсе лартрĕç. Алексей Николаевич Шăхран купсин, Николай Яковлевичăн, ывăлĕ иккен. Çапла вара вулăса комиссар ертсе пыма тытăнчĕ.

Вулăс комиссарĕ, купсасем, сутуçăсем, çĕр хуçисем, ялти пуян çынсем нарăс уйăхĕнчи революцие хăйсене евĕр ăнланчĕç. Ăна вĕсем чăн-чăн демократиллĕ революци тесе ăнлантарчĕç. Чăнах çапла мар-и? Шăхран вокзалĕнче ав митингсем кĕрлеççĕ, халăх пухăнакан вырăнсенче тăтăшах ахаль çынсем туха-туха калаçаççĕ. Ялсенче те митингсемпе пухусем пула-пула иртрĕç.

Ронгинскипе Ефремов учительсем уроксенче ачасемпе калаçу ирттернĕ май революци пĕлтерĕшне пысăклатарах кăтартрĕç. Вĕсен шучĕпе, вырăс халăхĕ тинех ирĕке тухать, чăвашсем те чĕрĕлсе тăрĕç. Вăрçă вара эпир Германие çĕнтеричченех пымалла. Учительсем фронтри çитĕнӳсене мухтарĕç, Керенский правительствине ырларĕç.

Çур уйăх иртрĕ, хура халăх пăлханма тытăнчĕ. Крестниково ялĕнчи хресченсем ав Есиповăн çуртне аркатса тăкрĕç, арманне туртса илчĕç. Николай Яковлевич ывăлĕ, комиссар пулин те, чĕтреве ерчĕ: Крестниково тăрăхĕнче ун ашшĕн икçĕр утмăл пилĕк теçеттин çĕр-çке. Ăçта килнĕ унта никамран ыйтмасăр хысна вăрманĕсене касма тытăнчĕç.

Хусантан Шăхрана тата Шăхасана халăха лăплантарма çар роти килсе çитрĕ. Хăрушсăрлăх комитечĕн комиссарĕпе членĕсем хăйсене революционерсем вырăнне хурса калаçма пуçларĕç. «Вăрçа Германие çĕнтеричченех тăсатпăр», — ĕрлешеççĕ хушăран.

Ирĕклĕх вырăнне пĕчĕккĕн каллех пусмăрлăх вăй илчĕ, кĕтсе илеймен мир вырăнне вăрçă малалла тăсăлчĕ, патша влаçĕ вырăнне буржуази влаçĕ çирĕпленсе пычĕ. Хресчен çĕр ыйтсан ăна пилĕк çул каялла çеç çĕр валеçнине аса илтерчĕç, тепĕр пилĕк çул кĕтмелле имĕш. «Сире общинăран уйăрăлса тухма ирĕк панă, Учредительнăй пуху татса парĕ», — çапларах ăнлантарчĕç çĕршĕн çунакансене.

Мишша пăтăрмахсем пуçлансанах ырă мара туйса илчĕ: халăх чаракне çухатрĕ тейĕн, хумханать те хумханать. Пуш уйăхĕн вĕçĕнче, сăмахран, Иван Гавриловăн икĕ лаши çухалчĕ. Ун килĕ умне халăх пуçтарăнчĕ. Кĕçех Алексей Александрович Афанасьев çитсе тăчĕ.

— Кам вăрлатăр? Яккупа Мĕкĕте Денисовсем вĕсем вĕт вăрăсем, — пуçларĕ пăтратма.

Тин çеç килсе çитнĕ черносотенец Мăкăр Михали те ун майлă çаптарма тытăнчĕ:

— Кайса ухтарас Мĕкĕтепе Якку патне.

Пĕтĕм халăх Денисовсем еннелле сулăнчĕ. Ухтарчĕç-çавăрттарчĕç, мĕнех тупрĕç-ши? Якку патĕнче ют çын хăмисене, Мĕкĕте килĕнче — икĕ пăта яхăн курăс. Аш-какай сутса пурăнакан Матви чăтаймарĕ, персе ячĕ:

— Ку ман курăс, ку леш хăма...

Вăрăсен аллисене пăрса хучĕç, çурăмĕсем çине курăс тĕрки çыхса ячĕç, пĕрер хăма кăкарчĕç. Пуçларĕç урам тăрăх хăвалама. Такмак каласа, шик шăхăрса хăвалаççĕ:

 

Эпир кам, эпир кам?!

Сысна пасар панчисем!

 

Денисовсене кашни иртен-çӳрен тӳнккет. Ачасем юнашарах хĕвĕшеççĕ. Кунĕпе çапла хăваларĕç апăршасене. Каç кӳлĕм Яккăва картишне çавăтса кĕчĕç.

— Мĕнле вăрларăн?! — кăшкăрать Алексей Александрович.

Унтан çăл патнерех выртакан пакура çĕклерĕ те унпа Яккуна пуçĕнчен тӳнклеттерчĕ. Палтах кайса ӳкрĕ лешĕ, самантрах урисене тăсса хучĕ.

Мĕкĕтене те хăйĕн килĕ умĕнче çапса пăрахрĕç. Куçĕсене чарса пăхса тăчĕç ачасем. Тепĕр кун вара шкулта пурте çак тискерлĕх пирки калаçрĕç.

— Тĕттĕм çынсем çеç, пусмăр тӳссе пурăнакансем, çапла хăтланма пултараççĕ, — тарăхса ăнлантарчĕ Мишша. — Пиртен кашниех çирĕмшер çынна хутла вĕрентме пултарсан, тен, чăвашсем çутта тухĕç.

 

* * *

Мишша «Çăлтăр» журналăн черетлĕ номерне кăларма хатĕрленчĕ. Çуркуннене халалларĕ ăна. Хуiăран Çавал хĕрне çӳрекелерĕ. Унтан пăхса чиркӳ урамне ӳкерме тытăнчĕ. Ӳкерчĕкне туса пĕтерсен ăна Павел Александровича кăтартрĕ.

— Маттур эсĕ, Мишша, — мухтарĕ учитель. — Чăнах та талантлă.

— «Шăхасана кураксем килни» ят парасшăн. Акă ачасем кураксем вĕçсе килнине сăнанине те ӳкертĕм, — ăнлантарчĕ çамрăк художник.

Журналăн çĕнĕ номерне Мишша ӳкерчĕксемпе илемлетесшĕнччĕ, анчах палăртни пурнăçланаймарĕ, вăл журнал кăлараймарĕ: лару-тăру пушшех те пăтранса пычĕ.

 

* * *

Çу уйăхĕн 15-мĕш кунĕ. Касаккасси старости Николай Макаров килрен киле чӳречерен шаккаса çӳрет:

— Хавăртрах хурал пӳртне!

Мишша нумаях пулмасть Шăхасантан килсе çитнĕччĕ.

— Ирпе ирех пырасшăнччĕ, — лайăхмарланчĕ амăшĕ ывăлне курсан. — Кури ямшăка кайрĕ те паян ерçеймерĕ. Юр-варне те хатĕрлесе хунăччĕ.

— Староста пирĕн пата килет, — асăрхарĕ тăрук Кируш.

Пиччĕшĕ чӳрече патне пычĕ.

— Мишша та килтех-çке, — сывлăх сунса тăмасăрах сăмах хушрĕ староста. — Пухăва пуçтарăнмалла, халех.

Ашшĕне тытса кайнăранпа Мишша хурал пӳртĕнче пулманччĕ. Унта ют çынсем унăн ашшĕне хĕнени халĕ те куçĕ умĕнчех-ха.

— Мишша, пухăва каятăн пулĕ, — терĕ амăшĕ. — Арçын шутне кĕтĕн ĕнтĕ. Эс пур чух мана пухăва кайса ларма лайăх мар. Хăвăн ял-йыш çине тухма вăхăт çитрĕ пулĕ.

Килĕшрĕ ывăлĕ. Вăл çитнĕ çĕре хурал пӳртĕнче çирĕм çын ытла пуçтарăнма ĕлкĕрнĕ.

— Мишша та килчĕ, — терĕç темиçен пĕр харăс. Çав вăхăтра хурал пӳртне тепĕр икĕ ушкăн килсе çитрĕ, пĕтĕмпе вăтăр çынна яхăн пухăнчĕ.

— Пуçлар пуль апла, — сăмах илчĕ староста. — Килес текенсем килсе çитрĕç ĕнтĕ.

Унтан пухăва мĕншĕн пуçтарнин сăлтавне ăнлантарчĕ. Вăхăтлăх правительство ялти старостăсен ĕç вырăнĕсене пĕтернĕ иккен, хăрушсăрлăх комитечĕсем туса комиссарсем суйламалла. Ушанарта ав виçĕм кун комиссар пулма Мирон Яккăльча, Кронштадтри матроссен 1905 çулхи пăлхавне хутшăннăскере, çирĕплетнĕ.

— Вăл сан кукку вĕт, Лукарье шăллĕ, -— пăшăлтатрĕ Мишшапа юнашар ларакан арçын.

— Çапла, — килĕшрĕ Мишша.

— Уйпуçсем ĕнер хăйсен комитетне турĕç, — малалла хыпарларĕ староста.

— Апла пирĕн çĕр общини саланать пуль?! — вырăнтанах кăшкăрчĕ Назаркка.

— Халех мар-ха, васкар мар-ха, — ăнлантарчĕ Макаров. Унтан тăрук такăннă пек пулчĕ. — Чимĕр-ха, пуху мĕнле пыни пирки протокол çырмалла вĕт. Секретарь кирлĕ. Кама суйлар?

— Кĕркури Микихверча суйлар, — сĕнчĕç харăсах темиçен.

— Вырăсла çырмалла. Эп вара вырăсла пултараймастăп, — килĕшесшĕн пулмарĕ Кĕркури.

— Мишшана çыртарас тен? — сĕнчĕ староста. Пурте килĕшрĕç...

Пуху малалла тăсăлчĕ. Комиссар пулма пĕр шухăшлă пулса Алексей Максимовича суйларĕç. Çапла Мишша ял пурнăçне хутшăнма тытăнчĕ.

Çавăн пекех пăхăр

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: