Ялтан çерçи çухалнă
Малтан çакна никам та асăрхаса илеймен-ха. Кукăртурта ялĕнче пурнăç пĕр майлах шуса пынă. Хайхи пĕррехинче Катăк йĕм Лариванĕ, яланхи пекех, картишне тухатъ те выльăх-чĕрлĕхне арпа тăкса парать. Мăйракаллă сурăхĕпе шăши тĕслĕ ĕни, хур-кăвакалĕ, чăххи-чĕппи васкаса ыткăнса пыраççĕ ун патне. Катăк йĕм пăхăр чĕлĕмне тивертет, техĕмлĕн паклаттарма тытăнать. Таврара шап-шурă çĕнĕ юр. Сывлăш уçă. Кăшт уçăлкаласа тăрам-ха, тет Лариван. Тăрать-тăрать те вăл çапла картишĕнче, сасартăк ăна тĕнчере темĕскер çитмен пек туйăнса каятъ. Хальчченхинчен темĕскер катăкрах пек. Мĕн амакĕ ку?
Лариван канăçне çухататъ, шухăша каятъ. Чĕлĕмĕ те сӳнсе ларатъ. Унтан, темле майпа-çке, кĕçех асăрхать Катăк йĕм: çерçисем çук. Чив-чив-чив туса арпа патĕнче сиккелекен, карта çумĕнчи çапăсем çинче тĕкĕсене тăраткаласа ларакан çерçисем ниçта та курăнмаççĕ. Чăнах, ĕмĕртенпе ялта пурăннă çерçисем тăмăч çухалнă. Вăт тамаша! Ниçта та çук. Лариванăн ăш-чикĕ хускалчĕ, чĕркуççийĕ лĕнчĕрех кайрĕ. Аллинчи чĕлĕмĕ те юр çине ӳкрĕ. Мĕне пĕлтерет ку? Тен, пĕр-пĕр инкек-синкеке мар-и? Тен, кĕçех çĕр чĕтренмелле мар-и ку вырăнта, вулкан тухмалла мар-и? Катăк йĕм васкасах кӳршĕри Сĕрĕм Михали патне каçрĕ.
— Михала, килтех-и эс? — чĕнчĕ вăл.
— Ях! Килтех, килтех, — кăмака çинчен сиксе анчĕ Сĕрĕм.
— Пĕтрĕмĕр, хăта. Ялта çерçисем çухалнă!
— Мĕскер?! — шанк хытса тăчĕ Михала. — Пулма пултараймасть. Çерçисĕр ял ял-и вăл? Мĕнле капла? Ара, ял çерçисĕр пулма пултараймастъ тесе ваттисемех каланă.
— Тăтă, çапла каланĕ çав. Халĕ ав тап-таса та яп-яка. Йĕрри-палли те çук...
Ĕненмерĕ Михала — Катăк йĕмпе пĕрле картишне вăркăнса тухрĕ. Вĕрлĕк урлă чĕвенсе тинкерчĕç вĕсем, пуçĕсене йăмра тăрринелле каçăртрĕç. Вăт каттăршнăй япала — курăнмаççĕ çерçисем.
— Сивĕпе мăрьене кĕрсе ларман-ши вĕсем? — тавçăрса илчĕ Михала.
Пусма тăратрĕ те пӳрт тăррине хăпарчĕ икĕ тус. Пуçне мăрьене чиксе пăхрĕ Михала. Унта пуш-пушах, нимĕнле чĕрчун та çук. Михала арăмĕ сысна ури ĕнтет пулас та, кукар шăрши хӳ-ӳ ьггкăнса тухрĕ. Михалапа Катăк йĕм иккĕшĕ те харăсах апчăхху тума тапратрĕç, хыпалансах пурт тăрринчен анчĕç.
Хайхи Катăк йĕмпе Сĕрĕм Михали урамалла ыткăнчĕç. Кунта вĕсем кăна мар иккен, куршĕ çыннисем те капланса тухнă. Пурте çухрашаççĕ, пĕççисене шарт та шарт! çапаççĕ. «Эй, тĕнчере пулман япала!» «Ырра пулас çук ку», — теççĕ. Ара, вĕсем те çерçисем ялтан çухалнине асăрханă иккен. Нумай та вăхăт иртмерĕ, пĕтĕм ял кĕрлеме, çуйхашма тапратрĕ. Аптраса çитнипе ял çыннисем пурте колхоз правленийĕ еннелле кĕпĕрленсе чупрĕç. «Ялтан çерçи çухалнă!» «Çерçисĕр ял ял-и вăл?» — çĕмĕрлешет халăх.
Колхоз председателĕ Кăшман Якурĕ крыльца çине сирпĕнсе тухрĕ.
— Мĕн пулнă? Ăçта сĕкĕнетĕр? — кăшкăрчĕ вăл.
— Çерçисем çухалнă! Ялтан çерçисем тарнă! — çухăрашаççĕ ял çыннисем.
Председатель тĕлĕннипе кăвакарса кайрĕ. Çапах та хăйне çирĕп тытма тăрăшатъ вăл.
— Мĕнле тарма пултарнă-ха çав шăпăрлансем? Ăçта тарнă вĕсем? Мĕн сăлтавпа?
— Нимĕн те ăнланмастпăр, — евитлерĕç мучисем.
— Капла юрамасть. Ялта çерçи пулмаллах. Унсăрăн епле-ха? — шĕвĕр пӳрнине çулелле тăратрĕ Кăшман Якурĕ. Вара чылайччен шухăшласа тăчĕ, çамкине картлантарма тытăнчĕ. Кĕçех пĕр вăрăм карт тăсăлса выртрĕ ун çамки çине, унтан тепĕр карт, татах тепĕр карт...Çиччĕмĕш кĕске карт палăрсан председатель йывăррăн сывласа ячĕ. — Шыраса тупасах пулатъ çерçисене! Халех! Унсăрăн пĕтĕм... район умĕнче, тĕнче умĕнче намăс куратпăр.
Каç пулас умĕн председатель пӳлĕмне Ефимейкин бригадир хашкаса пырса кĕчĕ. Питĕнчен тар тумламĕсем шăпăртатса ӳкеççĕ. Хăй пурпĕрех питĕ савăнăçлă.
— Ан пăшăрхан, Егор Сахвандеевич. Çерçисене тупрăмăр. Вĕсем вăрман хĕрринчи сĕлĕ хирĕнче. Эпир, астăватăн пуль, унта хĕрĕх икĕ гектар сĕлле юр айне янăччĕ. Пухса кĕртейменччĕ. Халĕ çав сĕлĕпе çерçисем киленеççĕ. Пурте сывă, пурте калама çук савăнăçлă — пĕр чарăнмасăр чĕвĕлтетеççĕ. Яла таврăнас пирки аса та илмеççĕ. Курортри пек пурăнаççĕ...
Кăшман Якурĕ тем шухăша кайса тăчĕ-тăчĕ те, хăйĕн шанчăклă бригадирĕ çине çирĕппĕн тинкерчĕ, пуçне аяккалла пăрчĕ:
—Чĕвелтетеççĕ, эппин? Тавтапуç, — терĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...