Шăрчăк
1
Ĕнерхи кун эпĕ кăмака хыçĕнче, Çĕпĕр çăматти ăшĕнче пурăнакан Шăрчăкпа туслашрăм.
Шăрчăк:
— Кăмака айĕнче пурăнатăп, сурăх урине кăшлатăп, вăхăтăн-вăхăтăн — кăмака çинче, кулачă çисе…
Эпĕ:
— Хитре юрлатăн!
Шăрчăк:
— Манăн ĕçĕ çавăн пек!
Эпĕ çăматă ăшне пăхса илтĕм — нӳхрепри пек, сĕм тĕттĕм! Ытла тинкерсе пăхнăран-и аяла, çăматă тĕпне шуса антăм.
— Кăравул! Тăванăм, çăлăр пĕчĕк çынна! Кăларăр тамăкран!
Шăрчăк:
— Хăв вырăнна пĕл!
Эпĕ:
— Пĕчĕк çуралнăшăн каçарăр, господасем!
Çутă тĕнчене мана Шăрчăк çинçе çиппе туртса кăларчĕ…
2
Пĕррехинче Шăрчăкпа çулçӳреве тухрăмăр.
Кăмака айĕнче пĕр пус укçа тупрăмăр та, савăннипе, лавккана чупрăмăр. Эпĕ кофе банкине пăтапа шăтара-шăтара тухрăм та Шăрчăка унта вырнаçтартăм. Банкăна çыхнă çипе ик хулпуççинчен çаклатрăм та урам тăрăх вĕçтертĕм.
Укçине эпĕ Шăрчăка памарăм, хам умра, велосипед урапине кустарнă пек, тĕксе чупрăм.
Шăрчăк, танкистла, шăтăк витĕр çут тĕнчене сăнаса, банка ăшĕнче юрласа пырать.
Тем вăхăтран эпир «универсаллă сарай» умĕнче чарăнтăмăр.
Эпĕ тӳрех, альпинист евĕр, касса аппарачĕ çине хăпарса лартăм та ăна чышкăпа шаккаса хĕрарăм кассиртан ыйтрăм:
— Эй! Халăха тăрантарса пурăнакансем, пĕр пуслăх çăкăр сутăр-ха!
Хĕрарăм кассир пуçне унталла-кунталла çавăркаларĕ — пире курмарĕ. Кайран таçтан пысăк «лумпа» туртса кăларчĕ те тинех мана асăрхарĕ. Эпĕ, именсе кайнипе çапла каласа хутăм:
— Пĕчĕк çуралнăшăн каçарăр, господасем!
Çак самантра лешĕ çухăрса ячĕ:
— Кам кунта хӳри çумне консерва банки çакнă кушак аçине чаплă заведение кĕртсе янă?! Хуралçăсем ăçта?
Мана ку тарăхтарсах ячĕ.
— Эпĕ кушак аçи мар, эпĕ — хура халăх! Эй, Шăрчăк тусăм, сассуна пар!
Шăрчăк банка ăшĕнчен кăшкăрчĕ:
— Эпĕ те — хура халăх! Хура халăха пĕр пуслăх çăкăр сутăр!
Хĕрарăм кассир çапла каласа хучĕ:
— Пĕр пуслăх эпĕ сире спичка шăрпăкĕ çеç пама пултаратăп. Укçалла мар — пĕтĕм чунтан, сире хĕрхеннипе. Сирĕн пĕр пусу тахçанах «деревяннăй».
Калаçăва Шăрчăк хутшăнчĕ:
— Укçари тимĕре кам вăрланă?
Эпĕ те чăтаймарăм:
— Чăнах та, пĕр пус укçа çул тăрăх ытла та çăмăллăн кусса пычĕ. Спичка шăрпăкĕ мĕн тума кирлĕ пире? Сирĕн «универсаллă сарайне» чĕртсе яма-и?
Çак сăмахсене илтсен хĕрарăм кассирăн пуçĕ çаврăнса кайрĕ.
— Кам унта çĕр айĕнчен сас парать?
Эпĕ:
— Ку — манăн çывăх юлташ, кăмака хыçĕнче, Çĕпĕр çăматти ăшĕнче пурăнакан Шăрчăк-морячок-чок! чок!...
Шăрчăк каллех:
— Эпĕ те — хура халăх! Сутăр, тархасшăн, пĕр пуслăх çăкăр!
Хĕрарăм кассир:
— Ку хура халăх Тĕп закона хисеплет-и?
Эпир харăссăн:
— Хисеплет! Хисеплет!
Шăрчăк кӳренчĕ:
— Çутçанталăк саккунĕ тăрăх, манăн кăнтăрла ĕçлеме юрамасть. Эпĕ — çĕрлехи чĕрчун.
Хĕрарăм кассир пире «шеллерĕ».
Çăкăр çемçине банкăна чышса тултарчĕ.
Вăл пире çăкăр сăмсине те парасшăнччĕ, анчах вăл банкăна ниепле те кĕреймерĕ…
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...