Çуллахи ĕç çинчи вут-кăвар
Ачаш ача пуç кăшлать,
Тăп тытни усă тăвать.
Çулла хĕвел ир тухать,
Кантăрлапа хыт шартать.
Çумăр час-часах пулмасан
Йывăç симĕссĕн курнан
Кăшăркама пуçланать.
Сарай çинчен типсе ка[я]ть
Ул[ă]мран тунă çивитти,
Тусанланать çул питти.
Çуркуннехи симĕс курăк
Типсе каять темскер пек:
Ура айĕнче шатăр! тет,
Ăна сысна кăшламасть.
Хĕвел ларсассăн хĕрелсе,
Тепĕр кунне ирпеле
Сывлăм ӳкет самаях,
Анчах типсе ка[я]ть часах.
Сывлăм типсе пĕтиччен
Утă çулса пăрахасшăн
Тухса кайрĕç мăннисем —
Хулпуççинче çависем.
Вĕсем хăварнă килсене
Карчăксемпе ачасене.
Сывлăм типсе пĕтсессĕн,
Таврăнаççĕ çулмаран.
Утă пуçтарса пĕтерсен,
Нумай та иртмест — ялран
Тухса каççĕ тыр вырма —
Тар тунине пуçтарма.
Ун чухне вара ачсене
Сахал хвараççĕ килсене,
Вилме патне çитнисем
Тата юлаççĕ суккăрсем.
Анчах пĕчик пĕр пӳртре
Тăлăх арăм ачине
Пит ачашран хăварса1
Чăх чĕпписем сыхлама.
Ачи пулнă саккăрта.
Вăл çăмарта тупнă та
Пçерес тесе шутланă:
Кĕл лаппине вут хунă.
Малтан илс[е] килнĕ пӳртемне
Вутне часрах тивретме
Аслăк çинчен уç2 улăм,
Анчах маннă мĕскĕнĕм
Пӳртнелле йăтса кĕмешкĕн,
Унпа вутне чĕртмешкĕн.
Вăл чĕртсе ячĕ вуттине
Пӳртри хурăн хуппипе.
Ай, унччен те пулмарĕ,
Хай çăмарта ванса кайрĕ:
Ача, хый3 пăрахмасăрах,
Тухса кайрĕ хыт чупсах
Пӳртем çине шыв патне,
Унпа çума çăмартине.
Улăм урлă каçна чух
Кунăн ӳкрĕ кăварех.
Ача кăна сисмерĕ те
Чупса кĕчĕ час пӳрте;
Вăл çăмартине кăларса,
Куркари шывпе çывса4
Ларчĕ çăмарта çимешкĕн,
Пĕлмесĕр пӳртем çинчен.
Çисе тăранчĕ, пуççапрĕ,
Пӳртемелле тухса кайрĕ.
Пӳртем çинчи тĕтĕмĕ
Юхтарса кăларчĕ куçшывне5.
Ача нимĕ пĕлмесĕр,
Пӳрте кĕчĕ — хăй те мар;
Сак айне кĕрсе ларчĕ,
Тухса кайма пĕлмерĕ.
Вăл вăхăтра пӳртемче
Вутти çунма прахмарĕ.
Çав вăхăтра амăшĕ
Яла килетчĕ шыв патне.
Пӳрчĕ умĕн иртнĕ чух
Вăл ачине: «Саша, тух!», —
Тесе хыттăн кăçкăрчĕ,
Анчах сасă илтĕнмерĕ,
Çанпа вара килкартне
Çавăрăнса кĕчĕ алăкпе.
Килкартине кĕрсессĕн,
Курчĕ: пӳртĕм алăкрен
Тухать тĕтĕм вутăран.
Пӳртре ларать макракан.
Алăк сассине илтсе,
Ача хăпарчĕ укăшкаçне6,
Карчăк кĕчĕ пӳртнелле.
Вут хыпса илнĕ маччана,
Май çук кăна сӳнтерме.
Часрах кăларас япала,
Саша ярас ялалла.
Укăшка тĕксе кăларчĕ,
Саша тула антарчĕ.
Пăртак япала хăй тупса
Илсе тухрĕ васкаса.
Тĕтĕм тухать крышăран,
Вăл курăнать катаран.
Халăх килет ялалла
Çуртран кăларма япала.
Карчăк пӳрчĕ ишĕлет,
Сарай çивитти тивет.
Хĕм тухать тамăкри пек,
Карчăк васкать ухмах пек.
Вăл пĕччен нимĕн тăвимасть.
Вучĕ çунать, çил кларать.
Чупса çитрĕç ял çынсем:
Ампартан япаласем
Туртса клараççĕ кирлине,
Васкаççĕ пурĕ пĕрле.
Кӳрĕшĕн пӳрчĕ улăмпа
Витнĕ анчах кĕркунне.
Унта хĕм кайса ӳксе
Тивертсе ячĕ: шалккă-çке.
Ак çитрĕçĕ насоспа.
Анчах пӳрчĕ ампарпа
Çунса пĕтет карчăкăн.
Куçшыв тухать мĕскĕнĕн.
Çынсем йăтаççĕ витрепе
Шыв, турттараççĕ пичкепе.
Шывне насос сирпĕтет.
Япала çуртран кăларать
Хура халăх пур выйпа.
Анчах вут-кăвар чарăнмасть,
Шута илмест — тискер-çке,
Тăлăх карчăк макрать-çке:
«Аху ах, кайрĕ çурт çунса,
Çак пулчĕ ача туса7».
Вучĕ ăна итлемест,
Сиен тума чарăнмасть:
Вăл каять хăй çулпе.
Ах, тивретет килĕпе!
Карчăк кӳрĕшĕ çунса ка[я]ть,
Вучĕ çапах сӳнимасть;
Тивсе илчĕ Иванне,
Карчăк кӳрĕшĕн кӳрĕшне.
Насос халĕ виççĕ те,
Анчах вăйсăр çилĕ те
Вут-кăвара пулăшать:
Çын куçшывне юхтарать.
Пĕр насос та чарăнмарĕ,
Çапах улт çурт çунс[а] кайрĕ.
Пĕчиккен шу8 урампе
Чарăнаççĕ шу йăтма.
Насос урапи насоспе
Вырăнне кайрĕ ларма.
Вут-кăвар тухсан тата,
Пулмасть вăлă вырăнта.
Анчах улт çурт вырăнтан
Пурăнма куçрĕç сахалпа.
Вĕсен вырĕн паянтан
Хуралса выртать кăмрăкпа.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...