Çăмахуй...


Хĕвел паян хăй ăшшине шеллемесĕр тавралăха чĕрĕлĕх кĕртет. Кăçал çуркунне каярах юлчĕ. Тен, çавăнпа та пуль, хăй айăпне туйнăн, сар хĕвел канăçне пĕлмесĕр ĕçлет: кашни йывăçа хăй пайăркисемпе çупăрлать, кашни курăка ачашласа илет, çĕр питне хаваслă кулăпа саламлать.

Ака вăхăчĕ çитрĕ. Хресченшĕн хĕрӳ вăхăт: пĕр самант та усăсăр ирттермелле мар, унсăрăн çĕр типсе каять. Типĕ çĕре пăрахнă пĕрчĕн усси сахал — нӳрĕк çителĕксĕр пулнипе шăтаймĕ вăл. Çавăнпа та кăвак çутăллах уя тухса кайнă хресчен хĕвелĕн юлашки пайăркисем курăнми пулсан çеç килне таврăнать.

Ахтар та вăйне шеллемесĕр хăйĕн маттур лашипе суха тăвать. Çĕрĕ нумаях мар-ха унăн: пĕр ят кăна. (Ашшĕ, ывăлĕ унăн сăмахĕнчен тухса авланнишĕн тарăхнăскер, пĕр ят çĕр кăна уйăрса панă. Пĕрремĕш ачи те тем муршăн пурăнмарĕ — кун çути курнă хыççăн ашшĕпе амăшне нумай та савăнтараймарĕ — вилчĕ). Çĕрĕ нумаях мар пулсан та вăхăта тăсма юрамасть. Ахтар паян ир-ирех хăйĕн лашине кӳлсе сухана тухрĕ. Çăлтăр суха кассине лайăх тытса пырать, хушăран çеç пуçне пăрса сухапуçне тытса шухăша путнă хуçи çине пăха-пăха илет. Ахтарăн вара шухăш çиппи татăлма пĕлмест. «Мĕн амакĕшĕн пурнăç ăнмасть-ха? Атте пил паманниех ура хурса пырать-ши? Е Аскар юмăç калани тĕрĕс-ши? Таса мар вырăн терĕ вăл пирĕн кил вырăнне. Ку вырăнта турра хирĕçле ĕç пулнă, çынлăх умĕнче пысăк çылăха кĕнĕ терĕ. Инкек-синкекрен хăтăлайрас çук тесе асăрхаттарчĕ. Тен, çавăнпах малтанхи ывăл пурăнмарĕ-ши? Иккĕмĕшпе çăмăлланнă чухне те Шăнкăрпи пĕр урипе вилĕм патĕнчех пулчĕ. Халĕ ĕнтĕ вăй илме пуçларĕ-ха. Савтей те виçĕ уйăха çитрĕ».

Çапла шухăш çăмхине сӳтекен Ахтар лаши чарăнса тăнине те сисмен. Çăлтăр, хуçи тилхепине пушатнине туйса, кăштах канса илес тенĕ пулас.

— Эй, мĕн яра куна канса тăратăн! Ĕçлемесĕр сĕлĕ çиеймĕн, — ăшшăн ятласа илчĕ Ахтар хăйĕн янаварне. Лаши çакна çеç кĕтнĕ тейĕн — пуçне ухса илчĕ те çăмăллăн малалла тапранчĕ. Хуçи мĕн хушасса Çăлтăр «çур сăмахранах» ăнланать. Ахтар тепĕр чухне: «Ну, янаварăм!» — тет те, Çăлтăр: «Эпĕ хатĕр», — тенĕ евĕр икĕ хăлхине вылятса илет. Питĕ юратать вăл хăй хуçине. Ара, имшеркке тихаран çакăн пек ăйăр çитĕнтерчĕ те Ахтар. Ĕçĕ çапларах пулчĕ.

Хăйĕн ирĕкне хирĕç кайнă ывăлне Туктамăш тĕп килтен нимсĕр уйăрса кăларчĕ. Хамăн тĕпренчĕкех тесе пуль, ял вĕçĕнче пĕчĕк мунча пек пĕр пӳрт лартса пачĕ-ха вăл. «Ыттине хăвăр майлаштарăр, манран нимĕн те ан ыйтăр», — терĕ хытах çилленнĕ ашшĕ. Йывăр пулчĕ Ахтарпа Шăнкăрпие пĕрремĕш хĕле каçма. Юрать-ха Шăнкăрпин ашшĕпе амăшĕ, хăйсем те çити-çитмирех пурăнаççĕ пулсан та, юр-варпа пулăшкаласа тăчĕç, хушăран сĕт е çăмарта пыркаласа пачĕç.

Çуркунне Туктамăшăн çамрăк кĕсри пĕрремĕш хут хăмларĕ. Нумай асапланчĕ çамрăк ут. Вăйсăрланса юлнă тиха аран-аран кун çути курчĕ. Анчах çинçешке урисем çине ниепле те тăраймарĕ. Пĕр кун иртрĕ, иккĕ — тиха пушшех те начарланса, халсăрланса юлчĕ. Вара Туктамăш, чирлĕ тихапа ĕçĕ нумай тесе, пĕчĕк чуна Ахтар патне йăтса кайрĕ.

— Тихаран лаша тăвайратăн пулсан — хăвăн пулĕ, — терĕ.

«Ура çине тăрататăпах», — тĕв турĕ Ахтар. Тихан çамки çинче шурă çаврашка пулнăран Çăлтăр ят пачĕ. Ахтарпа Шăнкăрпи тăрăшнипе Çăлтăр кунран кун вăй илсе пычĕ. Хăйне юратса пăхнине туйрĕ выльăх чунĕ — хуçисене савăнмалăх хăвăрт йăл илчĕ. Часах тĕрлĕ ĕçе те хăнăхрĕ. Шăнкăрпие курсан вара Çăлтăр хăй савăнăçне палăртса яланах кĕçенсе илет. Савăнмасăр! Шăнкăрпи çемьене тăрантаракана яланах ăшă сăмах каласа ачашласа илет, пĕчĕк касăк та пулин çăкăр çитерме тăрăшать.

Акă халĕ те Шăнкăрпи ял пуçĕнчен тухнине Çăлтăр тӳрех туйрĕ, кĕçенсе илчĕ. Ахтар та пуçне ял еннелле пăрчĕ те шур акăш евĕр курăнакан мăшăрне асăрхарĕ, чĕри савăнăçлăн кăртлатса илчĕ.

Хĕвел çӳл тӳпенех хăпарса çитнĕ иккен — кăнтăр вăхăчĕ. Ахтар халь тин хырăмĕ выçнине туйса илчĕ (хĕрӳ ĕçре апат шухăшĕ пулман). Шăнкăрпи те мăшăрне кăнтăр апачĕ çитерме васкать. Ак тамаша, ăçта çухалчĕ Шăнкăрпи? Таса уйра чип-чипререх утса пыракан арăмĕ сасартăках курăнми пулни çамрăк ар çынна хăратса ячĕ. Ун-кун пăхкаларĕ Ахтар, хирĕç кайма хатĕрленчĕ. Анчах часах малтан Шăнкăрпин шурă тутри, унтан хăй те чупса тенĕ пекех васкаса утни курăнчĕ.

Хăй патне çитнĕ арăмĕ йĕрес пекех тăнине курсан Ахтар тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ. Шăнкăрпие темле йывăр вăхăтра та салху сăн-питпе кураймăн. Темĕнле сӳрĕк кăмăла та хăпартма пултарать. Çут уйăх пек сăн-пичĕ, пиçсе çитнĕ çĕмĕрт çырли пек куçĕсем, шăнкăр-шăнкăр сасси Ахтар чĕрине хытах тыткăнланă çав. Вăйăра ун сассине илтсен шăпчăк та юрлама чарăнать тетчĕç çамрăксем. Ахальтен мар Шăнкăрпи ят панă çав ăна.

Пур енчен те илĕртӳллĕ Шăнкăрпи: сăнĕпе те, кăмăлĕпе те, çи-пуçĕпе те, ĕçĕпе те. Халь мĕн пулнă-ши вара ăна? Ахтар чĕри темскер лайăх мара кĕтрĕ.

— Мĕн пулчĕ, Шăнкăрпи, эсĕ шурсах кайнă? Килте чиперех-и, Савтей чирлемен-и? — ыйту хыççăн ыйту пачĕ Ахтар.

— Килте чиперех-ха, уншăн ан пăшăрхан, — сывлăшне çавăрса яма тăчĕ арăмĕ.

— Апла мĕншĕн-ха йĕрес пекех тăратăн?

— Ах, Ахтарăм, каçарсам ĕнтĕ эсĕ мана. Пушă чӳлмек йăтса килтĕм-çке сан пата.

— Çăмах яшки пĕçерсе тухатăп терĕн-çке, — тĕлĕнчĕ мăшăрĕ.

— Çапла, пĕçертĕм. Савтей те паян канăçсăрланмасть, мăшлатса кăна выртать сăпкара, пачах та кансĕрлемерĕ — аттене апат кайса çитертĕр тенĕ пекех. Çывратса хăвартăм та — тухрăм. Ухатер варĕ патне çитсен темле сасă илтĕнчĕ. «Анне! Анне!» — тенĕ сасă чĕрене пырса тиврĕ. Унталла-кунталла çаврăнса пăхрăм — никам та çук. Темшĕн мана хамăрăн вилнĕ ывăлăм чĕннĕ пекех туйăнчĕ. Çан-çурăм сӳлетсе кайрĕ. Хам та сисмерĕм — тап-такăр вырăнтах такăнса ӳксе чӳлмекри яшкана тăкса ятăм. Çăмахĕсене пуçтарас терĕм — темскер чарчĕ, ывăлăм ыйтнă пекех туйăнчĕ, пуçтарма хăяймарăм. Санăн хырăму та выçнă ĕнтĕ, иртенпех ĕçлетĕн, каялла кайса пуçтарас пуль.

— Çук, çук, Шăнкăрпи, ан та шутла каялла кайма. Ахалех мар пуль-ха ку. Тен, мĕне те пулин асăрхаттарни, — лăплантарма тăрăшрĕ мăшăрне Ахтар.

— Эсĕ вара мĕнле-ха? Кунĕпе выçă-çке, — пăшăрханчĕ çамрăк арăм.

— Темех мар. Çăлтăр валли пĕр татăк çăкăр илсе тухнăччĕ, çурмалла тăвăпăр.

Çăлтăр хăй ятне илтсенех пуçне çавăрса пăхрĕ, килĕшетĕп тенĕ евĕр хăлхисене вылятса илчĕ.

— Паян сухаласа пĕтеретĕп. Эсĕ нимĕншĕн те ан пăшăрхан, лăплан та киле кай. Савтей те вăранчĕ пуль, — тулли кăмăлпа ăсатрĕ Ахтар мăшăрне.

Арăмне лăплантарма тăрăшрĕ пулсан та Ахтар, чунĕнчи пăшăрхану туйăмĕ çавах çухалмарĕ-ха унăн. Ĕç вăхăтĕнче те, килне килсен те çак туйăм иртсе кайма пĕлмерĕ. Çывăрма выртсан та ыйхă килмерĕ унăн, уйра ĕçлесе ĕшеннĕ пулсан та часах çывăрса каяймарĕ.

Ыйха путсан часах ăна тĕлĕк тĕлленме пуçларĕ. Сарлака уй, уй варринче çĕнĕ пӳрт. Савтей (калаçакан, утакан пулнă) ашшĕне кĕпе аркинчен туртать: «Атте, атя çав пӳрте пурăнма каятпăр». «Ку пӳрт пирĕн мар-çке», — хуравлать Ахтар. «Пирĕн, пирĕн!» — йĕмех пуçлать Савтей.

Ахтар ывăлĕ макăрнипе тата Шăнкăрпи хул пуççинчен силленипе вăранса кайрĕ.

— Ахтар! Ахтар! Тăр-ха хăвăртрах! Çунатпăр вĕт! — кăшкăрчĕ Шăнкăрпи.

Ахтар йăпăр-япăр сиксе тăчĕ — кантăкран çулăм курăнчĕ. Савтее сăпкаран çатăрласа илчĕ те арăмĕпе çунакан пӳртрен вирхĕнсе тухрĕ. Юрать, арăмĕ вăхăтра вăраннă, унсăрăн пӳрчĕпе пĕрлех çунса каятчĕç-и тен. Пушар сӳнтерме чупса çитнĕ çынсем те кил-çурта çăлса хăвараймарĕç — ял хĕрринче тата çĕрле пулнăран пушар тухнине ял халăхĕ часах сисеймен. Юрать, Çăлтăра кăларма ĕлкĕрнĕ.

— Аскар инкек çинчен систерни çакă пулчĕ-ши? Ăçта пурăнăпăр ĕнтĕ? — куççульне тытса чараймарĕ Шăнкăрпи.

Ывăлĕпе кинĕн пӳрчĕ çуннине илтсен Туктамăш та васкаса чупса çитрĕ. Хăйсем кăна сывă юлччăр тесе çул тăршшĕпе кĕл туса пычĕ. Ывăлĕпе кинне тата мăнукне курсан хуйхăпа тулнă чĕри лăшах пулчĕ. Тахçанах каçарнă ĕнтĕ вăл ывăлне, кинне те юратать. Мăнукне мĕнле тытса çупăрлас килет тата! Анчах ывăлĕ патне пĕрремĕш утăм тума мăн кăмăллăхĕ питĕ чăрмантаратчĕ-çке. Халĕ вара чуна пусарса тăнă мăн кăмăллăхĕнчен нимĕн те юлмарĕ тейĕн.

— Ывăлăм, кинĕм, тав турра, сывах эсир! — ыталаса илчĕ тăванĕсене канăçне çухатнă Туктамăш. Шăнкăрпи, çакна кĕтменскер, татах макăрма тытăнчĕ.

— Каçарăр эсир мана, ват ухмаха. Ывăл кăмăлне ăнланма пĕлмерĕм-çке. Халь тин пирĕн ним уйăрмалли те çук. Хамăр пата пурăнма каятпăр, — тинех лăпкăлăх тупнă чĕринчен тухакан сăмахсене каларĕ Туктамăш.

Ашшĕсен килĕнче пĕр çулталăк пурăннă хыççăн Ахтарпа Шăнкăрпи уйрăлса тухасси çинчен шухăшлама пуçларĕç. Шăнкăрпи час-часах çăмах яшки тăкса янине аса илчĕ. Вилнĕ ывăлĕ çав вырăна чĕннĕ пек туйăнчĕ амăш чĕрине. Ахтар та пушарччен курнă тĕлĕк ахалех тĕлленмен пуль тет. Унсăр пуçне, ашшĕ килĕнче шăллĕ те çемйипе пурăнать.

Уйрăлса тухасси пирки Ахтар ашшĕпе темиçе хут та калаçрĕ-ха. Туктамăш тĕп килпе юнашар пӳрт лартас тет. Çавăнпа та Ахтар ашшĕпе тепре калаçса пăхма шутларĕ.

— Атте, эпĕ ăнланатăп-ха санăн кăмăлна, эсĕ пире хăвăрпа пĕрлех пурăнтарас тетĕн. Анчах Шăнкăрпи çăмах яшки тăкса янă вырăнта çĕнĕ пӳрт лартса сан пиллĕхӳпе телейлĕ пурăнăпăр эпир унта. Хирĕç ан пул, тарахасшăн, атте.

— Юрĕ, ывăлăм, сире хирĕç каймăп урăх. Кăçалах çĕнĕ пӳрт валли йывăç хатĕрлеме пуçлăпăр, — хăй кăмăлне пĕлтерчĕ ватти те.

Çулталăкран Ухатер варĕ пуçĕнче Ахтарпа Шăнкăрпин çĕнĕ пӳрчĕ çĕкленчĕ. Майĕпен урам пысăклансах пычĕ, пӳрт çумне пӳрт хушăнчĕ. Çĕнĕ урам Шăнкăрпи çăмах яшки тăкса янă вырăнта пулнăран ку урама Çăмахуй тесе ят панă ял халăхĕ.

 

Халапĕ

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракасси ялĕн Çăмахуй урамĕ тата ячĕ пуçланса кайни çинчен çакăн пек халап пур.

Хуракасси ялĕ тӳрем вырăнта вырнаçнă, урамсем хушшинче çырма-çатра питех çук. Çăмахуй урамĕ кăна Сентреш юханшывĕ юхакан çырма урлă ларать. Ĕлĕк-авал юханшывăн ку енче анлă уй-хир пулнă, хресченсем тыр-пул туса илнĕ, ял вырнаçнă енче вара — сĕм вăрман. Ял пуçĕнче çамрăк çемье пурăннă. Пурнăçĕ ăнсах пыман çамрăк мăшăрăн. Пĕррехинче арăмĕ уйра ĕçлекен упăшкине апат çитерме каять. Çăмах яшки пĕçерет те чӳлмеке ярса уя тухса утать. Анчах çырма урлă каçсан такăнса ӳкет, чӳлмекри яшкана тăкса ярать. Çăмахĕсем уйра сапаланса выртаççĕ. Ял пысăкланса кайнă май çĕнĕ пӳртсене лартма вырăн çук пирки çынсем хăйсен пӳрчĕсене çырма тепĕр енне лартма тытăнаççĕ. Çапла майпа урам пуçланса каять. Çĕнĕ урама Çăмахуй теме тытăнаççĕ.

 

Çăлкуçĕ: халапа 2009 çулта Васильева Ирина Альбертовна 72 çулхи Николаев Михаил Николаевичран çырса илнĕ.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2009-11-03 12:02:30):

Мана килĕшрĕ. Вырăн йышăнма та пултарать пулĕ тетĕп.

 

Светлана (2009-11-09 18:13:35):

Халапа питĕ интересленсе вуларăм. Юмахри сăнарсене пур енчен те уçса панă.Вулама çăмăл.Мана килĕшрĕ.Ăнăçу сире,Ирина Альбертовна!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Vyacheslavna (2009-11-09 20:14:11):

Эпĕ те юмах хайлама юрататăп.Ирина Альбертовна çырнă юмах мана килĕшрĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Анастасия (2009-11-15 19:35:09):

Калав мана питĕ килĕшрĕ. Халапа юратса вуларăм. Сăнарсен ячĕсем те кăмăла кайрĕç. Тавтапуç.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Нина (2009-11-27 18:54:15):

Ирина Альбертовна калавĕ тарăн шухăшлă. Литература кĕнеки çине те кĕртме пулать. Питĕ илемлĕ чĕлхепе çырнă. Малти вырăн йышăнма пултарть пуль тетĕп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Катя (2009-11-27 18:56:50):

Ирина Альбертовна калавĕ пире çемьипех килĕшрĕ. Питĕ интересленсе вуларăмăр.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: