Чăваш Тăрăм — тăван ялăм


Тăван ял! Мĕнле илемлĕ те хаклă вăл кашни çыншăн. Çавăн пек ялсенчен пĕри вăл — Чăваш Тăрăм ялĕ. Маншăн вăл — чи илемли, чи пахи, чи пуянни.

Пирĕн ял Чăваш Республикин Елчĕк районне кĕрет, вырăсла — Аранчеево. Паянхи куна ялта икçĕре яхăн кил. Яла икке уйăракан Турма юханшыв Кĕтнене юхса кĕрет.

Тăван ялăм Тутар Республикипе юнашар вырнаçнă. Укăлчаран тухсанах çурçĕр енче тутар çĕрĕ пуçланать. Кăнтăр енче чăваш ялĕсем: Шуршу, Каркалар, Аслă Таяпа.

Мĕншĕн пирĕн яла Чăваш Тăрăм тенĕ? Ун çинчен ваттисем темиçе тĕрлĕ каласа параççĕ.

Ĕлĕк Кĕтне юхса тăракан Тăрăм çырми пуçĕнче, Хусан ханлăхĕ вăхăтĕнче «Тăрăм» ятлă ял ларнă. «Тăрăм» сăмах венгрла «стоянка» (пурăннă вырăн) тенине пĕлтерет. Хусана илнĕ хыççăн (1552) çапăçура чапа тухнă вырăс улпучĕсемпе княçĕсене Кĕтне шывĕ тăрăхĕнче акмалли çĕрсемпе çарансем касса панă.

Çав вăхăтсенче (1556) Богдан Путиловпа унăн юлташĕсем 195 теçеттин çĕр илеççĕ те Тăрăм шывĕ Кĕтнене юхса кĕрекен вырăнта çĕнĕ ял пуçласа яраççĕ. Пожарский князь ăна шыв ячĕпе «Турминское» тесе ят парать.

Çакăн хыççăн чăвашсем çак яла Вырăс Тăрăмĕ, хăйсене Чăваш Тăрăмĕ теме тытăнаççĕ.

Князь хăйĕн хресченĕсемпе тутарсем патĕнче тыткăнра пурăннă вырăс салтакĕсене куçарса килсе таврари ялсен çĕрĕсене тыта-тыта илет. Çĕрсĕр тăрса юлнă Чăваш Тăрăмĕ çыннисем Кĕçĕн Пăла тăрăхĕнчи тăлăх хире куçса каяççĕ. Çапла хальхи Елчĕк районĕнчи Тăрăм ялĕ (Сабанчино) пуçланать.

Чăваш Тăрăмĕнчи ватăсем тăван ял пуçланса кайни çинчен урăхларах каласа параççĕ. Малтан Чăваш Тăрăм ялĕ çӳлерех вырăнта ларнă, хальхи вырăнта мар. Унти Утар варĕ патĕнче «кивĕ ял» вырăнĕ те пур, пахча вырăнĕсене те курма пулать. Ял халăхĕ малтан çав «кивĕ ял» вырăнĕнче пулнă. Çак Утар вар патĕнчи ялта виçĕ пĕртăван пурăнать. Пĕррехинче вĕсем хирĕçсе каяççĕ, çĕрĕсене уйăрма тытăнаççĕ. Ун хыççăн çак «кивĕ яла» пăрахса каяççĕ. Вĕсенчен пĕри, Аранча ятли, тĕп вырăнтах тăрса юлать. Вăл çĕнĕ ял — хальхи Чăваш Тăрăм ялне (Аранчеево) пуçлать.

Иккĕмĕшĕ, Сабанча ятли, ку вырăнтан пăрахса хальхи Тăрăм (Сабанчино) ялне пуçлать. Виççĕмĕшĕ ăçта кайнине ялти ватăсем калаймаççĕ.

Чăваш Республикин паллă историкĕ, тĕпчевçи В.Д.Дмитриев çирĕплетнĕ тăрăх, Чăваш Тăрăмĕпе Тăрăм ялĕсене (Аранчеево, Сабанчино) хальхи Куславкка районĕнчен куçса килнĕ çынсем пуçласа янă. XVII ĕмĕрти 30-мĕш çулсенче ял Байберино- Аранчеево ятлă пулнă, каярахпа — Байбердино. Вăл Сĕве уесĕн Аринск вулăсне кĕнĕ. Байбердин вăл пирĕн яла пуçласа яракан çын тесе шутлать тĕпчевçĕ.

Тăван ялăм мана килĕшет. Юрататăп эпĕ унăн кашни вырăнне, кашни кĕтесне, вĕсем мана питĕ çывăх. Чăваш Тăрăм — манăн савнă ялăм.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2009-11-18 13:33:23):

Очерка çырма самай тăрашнă — тĕрлĕ çăлкуçсемпе усă курнă. Шел те, халапне илсе кăтартман.

 

инçет (2009-11-29 21:06:08):

Очерка тата тепĕр хут тимлĕн вуласа тухрăм. Интересли нумай. Тавах.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: