Тăрна çырми мыскарисем


— Ан хăра, Зоя, эпĕ сана халĕ сăвăра памастăп, киле илсе каятăп.

Сăвăрне çапла каларăм: «Сăвăр, эсĕ Микуç-и, хăвăрăн пуçлăхна кала, эпĕ айăплă мар кунта, Зойăн ашшĕпе амăшĕ питĕ кулянаççĕ. Тата çакна кала. Çын хĕвелсĕр, уйăхпа çăлтăрсемсĕр, çумăрсăр, ĕçлемесĕр, мунча кĕмесĕр, пĕçернĕ апат çимесĕр пурăнаçмасть. Сирĕн çĕр айĕнчи пурнăç хăвăршăн лайăх — çынсемшĕн вара пĕртте ырă мар, сывă пулăр».

Çапла каларăм та Зойăна йăтса кĕтӳ ачисем выртакан çĕре пырса тăтăм. Вĕсем пуканене курсан тĕлĕнсех кайрĕç. Сиккасси кĕтӳçисене те чĕнсе илсе Зойăна кăтартрăмăр. Кĕтӳçсем пĕр вĕçрен тĕлĕнсе калаçса юлчĕç, эпĕ вара ялалла çул тытрăм. Яла çитсен Зойăсен килне кайиччен лавккана кĕрсе тĕрлĕ тавар илме пынă çынсене пуканене кăтартас терĕм. Зоя манпа килĕшрĕ. Лавккара Зойăна тӳрех сутуçă умне тăратрăм та çынсене çапла каларăм: «Ну, пăхăр кунта, ку пукане Тăрна çырминче Пухвирсен ĕни çинче ларса юрлаканскер. Халĕ пурте пăхса тата итлесе тăрăр вăл каланине. Çак пукане кам пулнине кайран хăвăрах пĕлĕр», — тетĕп. Унтан пукане енне çаврăнса çапла каларăм: «Кала-ха, юлташăм, кама пĕлетĕн çак çынсенчен? Хытă, уçă сасăпа кала, пурте илтчĕр», — тетĕп.

Унччен те пулмарĕ — питĕ çинçе сасă янраса кайрĕ: «Акă сутуçă Нина, эсĕ — Ваçлей Энтрийĕ, — пĕчĕк пӳрнисемпе тĕллесе кăтартрĕ пукане. — Эсĕ пĕчĕк Илле, эсĕ Якур тете.

— Ара, Пухвир Зойи вĕт ку! — тесе кăшкăрса ячĕç пурте пĕр харăс.

Çав вăхăтра Пĕчĕк Илле лавккаран вĕлт çеç тухса чупрĕ.

Э-э! тесе шутласа илтĕм пуçăмра, халь ĕнтĕ хамăр ĕçе турăмăр: пукане Зоя пулнине пĕтĕм ял пĕлет. Тепĕр сехетрен акă Сантăр Куçмине те пульницаран кăларĕç. Хыпар вăл çил пек вĕçет, ăна ĕнтĕ тытса чараймăн, чарма та кирлĕ мар — ырă хыпар. Эпĕ çапла шухăшласа тăнă вăхăтра лавккари çынсем пурте Зойăпа калаçасшăн. Ăна тĕрлĕ ыйтусем параççĕ. Эпĕ вара Зойăна ашшĕпе амăшĕ патне илсе кайса каллех çын тума шутларăм.

— Çитĕ сире, — терĕм çынсене. — Кăшт тăрсан хăех акă лавккана тавар илме килĕ. Халĕ эпир килне каятпăр, унта чăн çын пулатпăр, — терĕм те Зойăна йăтса урама тухрăм. Çур çула та çитменччĕ — пире хирĕç Зоя ашшĕпе амăшĕ тата вĕсен кӳршисем чупаççĕ. Эпĕ вара Зойăна хĕве пытартăм та ним пулман пек малалла утрăм. Ман тĕле çитсен пурте тăпах чарăнчĕç те: «Зоя ăçта?» — терĕç. «Эпĕ кунта, анне», — терĕ Зоя пуçне кăларса. Çакна курсан амăшĕ, Кĕтерне аппа, çĕре лапах ӳкрĕ. Зоя ман хĕврен тухса выртакан амăшĕ çине сикрĕ те амăшне ик аллипе питĕнчен сăтăра-сăтăра тăна кĕртме тытăнчĕ.

— Эх, йăнăш турăм, — шутласа илтĕм пуçăмра. — Зойăна пуканерен çын тумаллаччĕ, кайран тин ашшĕпе амăшĕ патне илсе каймаллаччĕ. Зоя амăшĕ тăна кĕрсен эпир пурте вĕсен килне утрăмăр. Çынсем пухăнсах пыраççĕ, пурте пĕчĕк Зойăна курасшăн, хăшĕсем вăрттăн телефон çине ӳкерсе илеççĕ. Эпĕ никама та чармарăм — пур пĕрех часах Зоя чăн-чăн çын пулса тăрать тесе шутларăм.

Килне çитсен Пухвир пичче çынсене картишне кĕртесшĕн пулмарĕ. Хапхине питĕрсе хучĕ те пире пӳрте чĕнсе: «Часрах çын тăвăр-ха, çын тума май килĕ-ши?» — терĕ. Эпĕ пĕр патак тупса кĕме ыйтрăм. Кăшт тăрсан Пухвир пичче патак илсе кĕчĕ. «Ак çак патак юрать-и?» — тет вăл мана патакне парса. «Юрать, питĕ лайăх», — тетĕп. Зойăна амăшĕн аллинчен илтĕм те урай варрине тăратрăм, унтан аллине патака сĕртĕнсе виçĕ хутчен хĕвеле май çаврăнма хушрăм. Зоя урай варринче выртакан патак йĕри-тавра виçĕ хутчен çаврăнчĕ, анчах та нимĕнле улшăну та пулмарĕ. Хам тĕлĕнсе хăраса кайрăм, ара, эпĕ çавăн пек хĕвеле май виçĕ хутчен çаврăнсан çын пулнăччĕ вĕт-ха. Мĕн тумалла-ха? «Пулмарĕ-им?» — туйса илчĕç Зоя тăванĕсем. «Пулмарĕ-ха, йăнăшрăм пулмалла, — тетĕп. — Зоя, сана сăвăрсем хĕвеле хирĕç çаврăнма хушнă-и малтан?» Хĕвеле хирĕç, хĕвеле хирĕç», — тет вăл мана. «Апла пулсан хĕвеле хирĕç çаврăнса пăх-ха, тен, хĕвеле хирĕç çаврăнсан çын пулатăн». Зоя хĕвеле хирĕç çаврăнма тытăнчĕ те куç умĕнчех пĕчĕкленсе пычĕ. Акă виççĕмĕш хутне çаврăнса пĕтернĕ тĕле паш пӳрне пысăкăш тăчĕ те юлчĕ. Зоя амăшĕ çакна курсан кăшкăрса йĕме пуçларĕ. Эпĕ вара Зойăна каялла хĕвеле май çаврăнма хушрăм. Çаврăнса пĕтернĕ тĕле Зоя каллех пукане пек пулса тăчĕ.

— Кăшт ларам-ха, шухăшлам, — тетĕп хама хам. — Ăçта йăнăшĕ?

Çапла шутларăм-шутларăм та йăнăш патакра пулнине ăнланса илтĕм. Ара, хăйĕн кĕтӳре çӳренĕ патакĕ кирлĕ ĕнтĕ. Зоя çав патак йĕри-тавра çаврăннă вĕт-ха сăвăр хушнипе. Çав патака тупса килмелле, унсăрăн Зоя яланах пукане пулса юлать. Зойăна çакна каласа ăнлантартăм та хăйĕн кĕтӳри патакĕ ăçта юлнине ыйтрăм.

— Ман патака сăвăр хăйсен шăтăкне сĕтĕрсе кĕрсе хучĕ, халь вăл тултан курăнмасть те, — тесе хурланса пĕлтерчĕ Зоя.

Апла пулсан пирĕн халех çав патака шырама каймалла. Эсир пĕр-икĕ кĕреçе илсе, Зойăна йăтса утăр Тăрна çырмине. Эпĕ час хуса çитетĕп сире, хам киле кĕрсе тухам-ха терĕм те килелле утрăм. Иртенпе апат çименччĕ. Кăшт çырткаласа ярас терĕм. Пĕр пилĕк минут иртсен мансăр ĕç тухмасть пулĕ тесе каллех Тăрна çырмине тухса утрăм. Вырăна çитсен тĕлĕнсех кайрăм. Кунта пĕтĕм ял çынни пухăннă тейĕн. Нумайăшĕн аллинче кĕреçе. Ĕçе тытăнман. Мана кĕтсе лараççĕ. Эпĕ вара пĕрне ерипен сăвăр кĕрсе çӳрекен шăтăка чавма хушрăм.Нумаях та чавма тивмерĕ — патак курăнса та кайрĕ. Хамах патака илсе çерем çине хутăм та Зойăна амăшĕн аллинчен илсе патак йĕри-тавра хĕвеле май çаврăнма хушрăм. Зоя пукане патакран тытса çаврăна пуçларĕ. Кашни çаврăм тумассерен пысăкланса пычĕ. Çынсем вара пĕр сасă кăларми пăхса тăчĕç. Виççĕмĕш хут çаврăнса пĕтернĕ тĕле Зоя пуканерен çын — чип-чипер хĕр пулчĕ те тăчĕ. Çынсем савăннипе ур-ра кăшкăрса ячĕç.

Зоя пĕчĕк пуканерен пысăк хĕр пулса тăнине курсан Пĕчĕк Илле çапла кăшкăрса ячĕ:

— Манăн та сăвăрсен ялне кĕрсе курас килет. Эсир ан кайăр-ха эпĕ кĕрсе тухиччен.

— Атя иксĕмĕр кĕретпĕр, Илле, — тет Кĕтюк Ваççи. — Иксĕмĕре курса çӳреме хавасрах пулать

— Эх, ухмахсем, — тет Куштан Юркка. — Хăвăра сăвăрсем тапăнсан мĕн тăватăр-ха?

— Чăнах та ан кĕрĕр-ха, — терĕç ял-йышсем. — Тен, каялла та тухаймăр, аташса кайма пултаратăр.

— Кĕрер, кĕрер, — тет Илле. — Эпир, Ваççа, санпа авă çав кĕтӳçсен чăпăркка пăявĕсемпе çыхăнатпăр та, эсир пире туртса кăларатăр.

Вара Иллепе Ваççа пăявăн пĕр вĕçĕпе çыхăнчĕç те тепĕр вĕçне Пухвир пиччене тыттарчĕç.

— Пухвир пичче, эсĕ шанчăклă çын, ан вĕçерт, пăяв вĕçне тухсан пăява каялла туртса ил.

Унтан иккĕшĕ те Зоя патакĕ йĕри-тавра хĕвеле хирĕç çаврăна пуçларĕç. Çаврăннăçемĕн пĕчĕкленсе пычĕç, юлашкинчен пукане пек пулса тăчĕç те сăвăрсен шăтăкне кĕрсе çухалчĕç. Пăяв кĕскелсе пычĕ те вĕçне тухрĕ. Пурте шăтăкалла пăхса тăчĕç. Иллепе Ваççа тухасса кĕтрĕç. Çынсем Пухвир пиччене васкатаççĕ, пăява каялла туртса илме ыйтаççĕ. Пухвир пичче вара пăява ерипен туртма тытăнчĕ. Туртсан-туртсан Иллепе Ваççа шăтăкран чупса тухрĕç. Хăйсем савăннă, сиккелеççĕ, тем калаççĕ.

— Ну, чарăнăр-ха, паттăрсем, — терĕм эпĕ вĕсене. — Килĕр-ха кунта, малтан патак тавра çаврăнăр, ун хыççăн мĕн курнине каласа паратăр.

Иллепе Ваççа эпĕ мĕн каланине итлесе патак тавра çаврăнчĕç те чипер çынсем пулса тăчĕç. Çын пулса тăрсан тытăнчĕç пĕрне-пĕри пӳлсе мĕн курнине каласа пама. Çынсем тĕлĕннипе:

— Ну, чăнах-? Çапла-и? Суймастăр-и? — тесе çеç тăчĕç.

Итлесе пĕтерсен Сиккасси кĕтӳ ачисемпе сыв пуллашрăмăр та ялалла савăнса утрăмăр. Ваççа патака илчĕ те:

— Куçмана пульницаран кăларсан, тен, тепре Куçмапа кĕрсе курăпăр-ха сăвăрсем патне, — терĕ.

Яла çитсен лавкка умнелле утрăмăр. Унта тата темĕн чухлĕ çын пуçтарăннă. Вĕсен хушшинче, ак тамаша, Сантăр Куçми тăра парать. Çынсем хăшĕсем Куçма патне, хăшĕсем Зоя патне ыткăнчĕç. Пурте чĕрĕ, пурте савăнăçлă.

— Паян пирĕншĕн пысăк праçник, пирĕн телей. Çавна пула сире пурне те лавккана сăра, тутлă шыв ĕçме кĕме чĕнетĕп. Хам хăналатăп. Пурне те тав тăватăп, ырă сунатăп, — терĕ Пухвир пичче.

Чăнах та, тепĕр виçĕ кунтан Илле, Ваççа тата Куçма патака илсе сăвăрсен ялне кĕресшĕн пулнă. Анчах та темиçе хутчен çаврăнсан та пĕчĕкленеймен вĕсем. Сăвăрсем хăйсен асамлăхне каялла илнĕ пулмалла. Кĕтӳçĕсем те Тăрна çырминче урăх сăвăрсене пĕри те курман тет. Хăйсен ял хапхине (шăтăкне) кĕреçепе чавнăшăн шикленсе-ши е урăх сăлтава пула ялĕпех куçса кайнă пулмалла урăх вырăна. Ăçта кайса вырнаçнă вĕсем — ăна никам та пĕлмест ĕнтĕ. Яманкассисем те, сиккассисем те сăвăрсем куçса кайнишĕн чăнласах кулатчĕç.

Халап çăлкуçĕ: Сиккасси ялĕнче пурăнакан 71 çулхи Галина Ивановна Талляран 2009 çулта çырса илнĕ.

■ Страницăсем: 1 2

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Лидия Алексеевна (2009-11-06 12:42:43):

Халапăн ытарлă чĕлхи тыткăнлать, ял историне пĕлме пулăшать,топонимипе кăсăклантарать, тĕпчес туйăм çуратать.Ĕç пысăк хака тивĕçлĕ тесе шутлатăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Роза (2009-11-06 12:50:34):

Интереслĕ халап. Ăна вуласа сăвăрсен "пурнăçĕпе" паллашрăм.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Оля Шакова (2009-11-06 20:58:12):

Халап питĕ интереслĕ,илемлĕ.Вулама кăмăллă.Мана питĕ килĕшрĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Светлана Хĕвел (2009-11-06 22:08:47):

Ку калава икĕ-виçĕ хут киленсе вуларăм. Пите лайăх юмах! Автор хăй ялне,унăн илемлĕхне анлăн кăтартаса панă. Юмахри сăнарсене пур енчен те уçса пана. Маттур!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Оля Павлова (2009-11-06 22:14:58):

Халап питĕ кулăшла,тата хам пĕлекен вырăнсене аса илтерет...

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Админ "Сарă Хĕрача" (2009-11-06 22:58:27):

Чăн-чăн юмах! Илемлĕ юмах! Ку халапа чи ăнăçлисен шутне кĕртетĕп! Вуласа тухсан шухăша кайрăм - çак юмаха каласа паракан Талля Галина Ивановна ман шутпа тата нумай интереслĕ калавсемпе сăвăсем çырнă пуль тетĕп. Кĕтетпĕр!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Елена (2009-11-08 20:41:25):

Халапа питĕ интересленсе вуларăм. Шухăша путрăм..Хам пĕчĕк чухне Тăрна çырмине кĕтĕве çӳренĕ вăхăтсем аса килчĕç.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Сергей Радченко (2009-11-08 21:31:17):

Питĕ интереслĕ халап!Мана çав тери килĕшрĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Павлов Николай (2009-11-08 21:39:02):

Пите лайăх калав,савăнса вуларăм.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Илле (2009-11-08 21:42:05):

Пĕчĕк чухнисене аса илтем.Чăнах та икĕ кĕтӳ

çӳретчĕ эп пĕчĕк чухне!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă

 

Галина Зотова (2009-11-09 21:32:39):

Çав тери илемлĕ юмах.

Хаçатра Лариса Петрова çырнă тарăн шухăшлă сăвăсем пичетленетчĕç.Эпĕ сăвăсен авторĕ çитĕнсе çитнĕ хĕр пулĕ тесе шутланăччĕ,вăл вара 7-мĕш класс хĕрачи пулнă.Лариса шкула кĕмĕл медальпе вĕренсе пĕтерсе университет студентки пулса тăчĕ. Халĕ те час-часах унăн сăввисем хаçатра пичетленеççĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Сурнаев Владимир (2009-11-17 19:56:55):

Питĕ кăмăллă юмах!Ачасене вуласа пама çав тери хапăл!

 

Галина Витальевна (2009-11-17 21:07:01):

Питĕ интереслĕ юмах! Ачасене те, аслисене те килĕшмелле ку халап. Вăхăтпа култарать те, шухăшлаттарть те. Авторĕ - маттур!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Admin (2009-11-18 12:55:50):

Юмахĕ мана та килĕшрĕ. Пĕр çитменлĕх çеç пур — халапне илсе кăтартманни. Çăлкуçне палăртнă — ку лайăх, анчах та халапĕ — çак юмах мар пулĕ.

Вырăн йышăнма юрăхлисен шутне кĕртетĕп — анчах лекĕ-и, лекмĕ-и, халĕ калаймастăп. Ытти хаклавçăсем мĕн калĕç.

 

Бойко Софья (2009-11-18 21:14:40):

Мама мне прочитала. Я прослушала с удовольствием. Было интересно узнать про жизнь сказочных сурков! Молодец!

 

Сашук (2009-11-25 22:48:17):

Салам!!!!!! Эпĕ ĕнер вуларăм , ку пулать юмах наверно, чăнах пулакан япала. питĕ интереслĕ вулама! спасибо .

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

инçет (2009-11-29 20:32:56):

Юмахĕ лайăх. Калăпăшĕ те пур. Тата тăрăшни, тăван чĕлхене лайăх пĕлни аван палăрать.

 

Татьяна (2018-02-07 19:22:47):

Автора мухтав!Пите лайăх калав,савăнса вуларăм.Аннесем калани аса килчĕ. Сиккассине пĕччен Тăрна çырмипе ан кайăр, ку çырма çынсене аташтарса яракан çырма теччĕç.

 

askoldgerasimov (2018-03-11 14:21:44):

Вулама кăмăллă, кăсăклантарать çыравçă хăйĕн илемлĕ те çăлкуç евĕр таса чăваш чĕлхипе. Çакăн евĕр çыравçăсем пур чухне, хамăрăн чĕлхешĕн аптрамалли çук. Пур чăвашлăхăн пуласси, пур!

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: