Шурă роза
1
Каçхине выртсан та, ирхине тăрсан та пĕртен-пĕр шухăш асаплантарать Ахмет чĕрине: мĕншĕн çав тери канăçсăр та чуна асаплантаракан япала пулнă-ха вăл кăвар пек вĕри юрату? Мĕншĕн кашни йĕкĕте пĕтĕм ӳт-тирте çамрăк юн вĕресе тăнă тапхăрта мĕнле те пулин хĕр, пĕр-пĕр кăвак куçлă кăвакăрчăн, ил-ĕртет-ши, мĕншĕн ун чĕрине çунтармалла пул-нă-ши?
Шухăшлать çакăн çинчен Ахмет ир те, каç та. Шухăшлать те, çатма çинчи пекех ăшаланма пуçлать унăн пăлханса кайнă чĕри; анчах ниепле те тупса çитереймест вăл кăмăл хусканăвĕпе чĕре пăлхавĕн сăлтавне. Çакна кăна лайăх пĕлсе тăрать Ахмет: ват пекех йӳçĕ иккен ăнман юрату, кăларса пăрахма çук иккен ăна, пĕр вырнаçнă япалана, чĕре варринчен...
Нумаях та пулмасть лăпкăн, нимĕн хуйхă-суйхăсăр пурăнатчĕ Ахмет. Савăнса ĕçлетчĕ вăл хăйĕн тракторĕпе çеçен хирте. Ĕçрен пушаннă вăхăтсенче кĕнекесем вулатчĕ, клуба çӳретчĕ, юрлатчĕ-ташлатчĕ, вылятчĕ-кулатчĕ, урăх ним çинчен те шухăшласа чуна ыраттармастчĕ.
Юратать Ахмет вĕçĕ-хĕррисĕр тăсăлса выртакан уй-хире, юратать хăйĕн пархатарлă ĕçне, юратать тăван çĕршыва, сарлака та аслă пурнăçа. Анчах халĕ акă таçтан, кĕтмен-туман çĕртен, инкек сиксе тухрĕ те ним мар япалапа чĕрӳне çунтарса кĕллентер... Эх, пулать те иккен!..
Кунпа та килĕшнĕ пулĕччĕ-и тен Ахмет, анчах асран каймасть, ăшран тухмасть, çав кастарать вĕт мĕскĕне.
Акă ларса пырать вăл халĕ те руль умĕнче хăйĕн шухăшĕсене шухăшласа. Хăнăхнă аллисем хăйсемех çул тытаççĕ, куçĕсем вĕлтĕртетсе тăракан инçетелле пăхаççĕ.
Кĕрлет трактор пĕр тикĕс хăватлă сасăпа. Татти-сыпписĕр пĕтĕрĕнсе тăсăлса юлаççĕ хыçалтан нӳрĕ те тарăн суха кассисем. Ĕç йĕркеллĕ те кал-кал пырать. Чĕри кăна пĕр тикĕс тапмасть Ахметăн. Шухăшĕсем кăна, суха кассисем евĕр, пĕр вĕçĕмрен тăсăлмаççĕ унăн. Пĕр татăлаççĕ вĕсем, пĕр сыпăнаççĕ. Пĕр явăнаççĕ, пĕр сӳтĕлеççĕ. Унтан каллех татăлаççĕ, каллех сыпăнаççĕ.
Куç умĕнчех акă унăн чĕрине тыткăна илнĕ хĕр сăнĕ-сăпачĕ. Хĕр хĕрех: пысăк мар чечен кĕлеткеллĕ, тăрăхларах пит-куçлă, кăшт каçăртарах пĕчĕк сăмсаллă тата сенкер тӳпе пек тăп-тăрă кăвак куçлă. Урăх нимĕнех те çук. Ну, мĕн ытлашши иленмелли пур-ха ĕнтĕ кунта? Мĕн ытлашши çунмалли пур уншăн? Çапах та пыр та калаç акă. Ахметăн куçĕ умĕнчен те татăлма пĕлмест вĕт...
«Э-ех!.. — тесе вăрăммăн сывласа илет Ахмет хăй çине хăй тарăхса. — Мана аттепе анне кăштах япшартарах чĕлхе-çăварлă туса яман çав. Пĕлнĕ пулăттăм эп ун кăмăлне мĕнпе çавăрмаллине, чĕрине епле çунтармаллине. Юратмасть вăл мана...»
Ахметăн шухăшĕ вĕçленсе те çитеймерĕ — сасартăк хыçалтан такам хаяр сасăпа кăшкăрса яни илтĕнчĕ:
— Эй, каччă, лайăх тыткала! Шăйрăк хăваратăн!
Вăл хыçалалла çаврăнса пăхрĕ те хăйĕнчен алă-утмăл чалăшра тракторне мĕкĕрттерсе килекен юлташĕ чышкипе юна-юна ятлаçнине асăрхарĕ. Ахмет тракторне чарчĕ, шăйрăкне кĕреçепе тӳрлетсе хăварчĕ. Унтан участок тавра тата тепĕр хут çаврăнчĕ те юлашки кассине сухаласа тракторне çул хĕррине илсе тухса тăратрĕ.
— Эсĕ мĕн çывăрса тăранайман пек ӳрĕк-сӳрĕк ĕçлетĕн паян? — ыйтрĕ унран хăйĕн юлташĕ Петюк.
— Хам та пĕлместĕп... Темĕн килсе хирĕнчĕ. Ăш çунать... — тавăрчĕ ăна хирĕç Ахмет халсăр çыннăнни пек мĕскĕн сасăпа.
— Пĕр-пĕр хура куç çунтармасть-и сан ăшна? — тăрăхласа сăмах хушрĕ лешĕ.
— Ан кул, Петюк, ан тăрăхла...
— Кам-ха вăл вара, сан ăшна çунтараканскер?
— Çирĕм хут та каланă эп сана...
— Çинçе пилĕк кĕлетке, каçăр сăмса, чечен мăй...
Хе-хе-хе! Юратмасть вĕт вăл сана! Мĕн ăшна çунтаратăн пустуй? Кăлар та ывăт чĕрӳнтен.
— Тен, юратать пулĕ, ăçтан пĕлетĕн эсĕ?
— Ăçта юрату пултăр кунта? Вăл врач, эсĕ... Мĕн тутăр вăл санпа?
— Врач тракториста юратма пултараймасть-им вара?
— Пултарать пулĕ те, анчах сан пеккине мар! — юриех йĕкĕлтесе илчĕ Петюк. — Эсĕ луччĕ ялти хĕрсенчен пĕр-пĕр кăтьăкне çаклатса яр. Çӳпçи валли хупăлчи пулĕ.
— Ан кул, Петюк. Елена Петровна ун пек çын мар, — ӳпкелешме пуçларĕ Ахмет юлташĕ тăрăхланипе кăмăлсăр пулса.
— Ун пек мар пулсан çӳре эппин ун хыçĕнчен çил хăваласа! — çăвар тулли лаплаттарчĕ Петюк юлташĕн юрату кăмăлне нимĕн вырăнне те хумасăр.
— Эс, Петюк, яланах кулма юрататăн. Пĕртте юлташ пек мар. Тепри сан çине тахçанах çилленнĕ пулĕччĕ. Пулăшас чухне юри ытларах çĕтĕлтеретĕн... — тата ытларах кӳренчĕ Ахмет.
Ку хутра ăна Петюк хĕрхенчĕ, йĕкĕлтеме пăрахса йăпатма тытăнчĕ:
— Çитĕ ĕнтĕ сана тута тăсма! Эпĕ кулса кăна калатăп вĕт, — терĕ вăл.
Ахмет пĕр самант темĕн çинчен шухăшласа чĕнмесĕр тăчĕ. Унтан юлташĕн куçĕнчен ĕненчĕклĕн пăхрĕ те сасартăк ыйтрĕ:
— Тен, вăл мана тутар тесе тиркет пулĕ? Петюк ку айван ыйтăва илтсен ирĕксĕрех кулса ячĕ:
— Каларăн та иккен сăмахна! Хăш çĕршывра пурнатпăр эпир? Елена Петровна эс капла шухăшланине илтсен чăннипех санран сивĕннĕ пулĕччĕ. Юратать вăл сана!
— Мĕншĕн-ха апла пулсан хăй юратнине кăтартмасть?
— Хĕрсем вĕсем яланах çапла. Сан хăвăн вĕсен чĕрине хускатма майне тупас пулать.
— Пулăш мана, Петюк, — терĕ Ахмет каллех юлташĕ çине тилмĕрсе пăхса.
— Эх, айван та иккен эсĕ. Ну, мĕнпе пулăшам-ха сана эпĕ? Ăна сума суса пĕр-пĕр сăва çыр эппин, сăвăсем вулама юратман хĕр çут тĕнчере. Тен, унăн чĕрине поэзи илемĕпе тыткăна илĕн, — ăс пачĕ Петюк нумайччен шутласа тамасăрах. Петюк канашĕ Ахметшăн хăйшĕн те вырăнлă пек туйăнчĕ. Вăл каччăсем умĕнче хăйне именерех тытакан хĕр кăмăлне чăнласа сăвапа çавăрма шут тытрĕ, анчах кулма юратакан юлташне кун çинчен систерес мар тесе сăмаха урăх май юптарса сирсе ячĕ:
— Эх, епле кăпка тăпра! Шăпах сарă тулă çĕрĕ! — кăшкăрса ячĕ вăл савăнăçлăн сарлака ал лаппипе пĕр ывăç нӳрĕ тăпра илсе чăмăртаса.
* * *
Çуллахи каçсем пит кĕске пулаççĕ. Кай енчен хĕвел анса ларать те, мал енчен шурăмпуç çуталса тухать. Сиссе те юлма çук çуллахи каçсем епле иртсе кайнине. Çавăнпа тарăхаççĕ те иккен шухă чĕреллĕ каччăсемпе хĕрлĕ питлĕ хĕр упраçсем пайтах-пайтах каçсене чăлăм куç хупмасăрах ирттерсе яма тивнишĕн.
Ахмет ĕçрен таврăннă хыççăн ура çинчех апат çырткаларĕ те хăвăртрах вăййа тухма хатĕрлене пуçларĕ. Чи лайăх тумтирĕсене, уявран уява тăхăнмалли тум таврашĕсене кăларчĕ вăл арчинчен. Çине пурçăн кĕпе, урине сарă хром ботинка тăхăнса ячĕ, ботинкине пустав татăкĕпе сăн курăнакан пуличченех çутатрĕ, унтан сарлака хулпуççийĕ çине кăвак коверкот пиншак уртрĕ те кĕсйинчен пĕчĕк тĕкĕр кăларса нумайччен хăй çине тинкерсе пăхрĕ. Тăрмаланса тăракан çӳçне одеколонпа йĕпете-йĕпете майлаштарса вырттарчĕ, чăпар галстукне тӳрлетрĕ. Унтан тĕкĕрне каллех кĕсйине чиксе урама тухрĕ.
Çав тери тӳлеккĕн анаслать çуллахи лăпкă каç. Тĕпсĕр пĕлĕтĕн сенкер кăвак пуставĕ çинче, çĕрлехи вăрманти çутă хуртсем евĕр, çăлтăрсем сапаланса выртаççĕ. Тулса çитмен шупка уйăх хăравçă текерлĕк мăйраки пек чĕтренет, вăрман хыçнелле йăпшăнать. Урам тăрăх, юмахри улăп майлăн, ватă йăмрасен мĕлкисем тăсăлса выртаççĕ. Ял тулашĕнче, колхоз арман пĕви леш енче, хут купăс сасси янăрать, — çамрăксем вăййа пухăннă.
Ахмет урама тухсан унăн-кунăн пăхкаласа илчĕ те васкасах анаталла ярăнчĕ. Анчах пĕр кил урлă та каçаймарĕ вăл, калле таврăнса хăй выртса пурăнакан кĕлете чупса кĕчĕ. Кравать айĕнчи чемоданне уçса пирус коробки кăларчĕ. Унтан шăрпăк чĕртсе çутатрĕ те коробкăран пилĕк-ултă тĕрлĕ значок суйласа илсе кăкри çине çакса тултарчĕ. Вара япалисене малтанхи вырăна майлаштарса хумасăрах васкаса çамрăксен вăййине чупрĕ.
Епле аван иккен çуллахи лăпкă каçсенче талккăшĕпех нимĕн хускалмасăр выртакан пĕве хĕрринче, ешĕл пустав пек çерем çинче, хаваслă тантăшсемпе пĕр ушкăна тăрса вăйăсем выляма, юрăсем юрлама, ташăсем ташлама! Епле аван иккен вăйă картинче вĕри чĕреллĕ хĕрпе юнашар тăрса унăн ăшă аллине чăмăртамашкăн!
Çамрăклăх! Урăм-сурăм вăйлă санăн никам тытса чарайми чăрсăр хăвату!
Ахмет вăйă карти тавра виçĕ хутчен çаврăнчĕ те куçĕсемпе Ленăна шыраса тупса кăшт аяккарах пăрăнса тăчĕ. Вăйăри çамрăксем ăна асăрхамарĕç, пĕр Петюк кăна ялти учительпе алла-аллăн тытса пыракан çамрăк врач еннелле ытарлăн куç хĕссе кăтартса йĕплĕ кулăпа йĕплерĕ. Пулать вĕт этем — çакăнта та пулин чĕпĕтсе илмеллех! Юрать-ха Ахмет вăл кулнишĕн кӳренмерĕ, вăйă-юрă вĕçленессе лăпкăнах кĕтсе илме шутларĕ.
Кĕмĕл шăнкăрав пек янăракан юрă кĕçех вĕçленчĕ. Вăйă карти пĕр самантлăха шăпланчĕ. Анчах купăсçăн пӳрнисем хăвăрт-хăвăрт пускаласа ташă кĕвви янăратса ячĕç те, çамрăксем каллех икшерĕн-икшерĕн мăшăрланса ташлама тытăнчĕç. Çакна çеç кĕтнĕ Ахмет Лена умне пырса тăчĕ.
— Вальс... сирĕн чи юратнă ташшăр. Юрать пулĕ сирĕнпе ташлама? — пăшăлтатрĕ вăл ăшă кăмăллăн.
Лена хаваслансах килĕшрĕ:
— Мĕншĕн юрамалла мар? Эпĕ сана маларахах кĕтнĕччĕ.
Çамрăк хĕр çемçе аллине Ахметăн тĕреклĕ хулĕ çине хучĕ те пĕтĕм кĕлеткипе ун çумне лăпчăнчĕ. Вара вĕсем чĕввĕн-чĕввĕн шăвăнса тапранса кайрĕç. Ахмет ăна хăй çумне ачашшăн туртса илчĕ, урисене çĕре тĕкĕнтерме памасăр çавăрттарма тытăнчĕ.
— Епле çăмăл санпа ташлама, Ахмет! — пăшăлтатрĕ Лена ун хăлхи çывăхĕнчех вĕри сывлăш варкăштарса. Çапла каласан унăн куçĕсем тӳпери чи çутă çăлтăр пек йăлкăшса илчĕç.
— Ман сирĕнпе калаçмалли пур... Ăсатма пырам-и? — ыйтрĕ Ахмет хăйне ырланипе хавхаланса.
— Мĕншĕн кунта мар? — пĕр тĕлĕнсе, пĕр шикленсе ун çине куçне çĕклерĕ Лена.
— Аван мар кунта. Ĕмĕрлĕхех калас сăмахăмсем пур...
Лена темĕн сиснĕ пек шарт сиксе илчĕ те унтан, вĕçерĕнес тесе, каялла туртăнчĕ. Анчах Ахмет ăна тата хытăрах чăмăртаса тытрĕ.
2
Вĕсем больница пахчинчи шурă хурăн айĕнчи тенкел çине пырса ларчĕç.
— Елена Петровна, сире ман сăмахсем кулăшла туйăнаççĕ пулĕ? — ыйтрĕ Ахмет йывăррăн сывласа.
— Çук, пачах та апла мар. Анчах эпĕ пачах та шухăшламан ун çинчен, — тавăрчĕ Лена çурма уççăн кулкаласа.
— Шухăшласан та ĕç тухас çук çав, Елена Петровна. Паллах, врачпа тус пулма тракторист тĕс мар. Сире валли хăвăр пек аслă шкул вĕренсе пĕтернисем те темĕн чухлех. Эпĕ сире айăпламастăп, анчах юратма та пăрахаймастăп. Çакă кăна асаплантарать мана...
— Тен, эп сана юрататăп та пулĕ? — сасартăк ун еннелле хăюллăн çаврăнса ларчĕ Лена.
Самантлăха салхуланнă Ахметăн сăн-сăпачĕ çавăнтах хĕвел пек йăлтăртатса çуталса кайрĕ. Вăл хăй сисмен хутранах Лена аллине хыттăн тытса чăмăртарĕ.
— Чăнах калатăр-и, Елена Петровна? Улталамастăр-и?
Çамрăк хĕр татăклăн тавăрас вырăнне ытарлăн кăна кулса ячĕ.
— Айван та эсĕ, Ахмет! Юрату çинчен сăмахпа калаççĕ-им вара? Чунпа, чĕрепе кăна туяççĕ ăна, ăшри сисĕмлĕхе.
— Пĕртте ĕненес килмест сире, вылятăр çеç эсир манпа...
Лена ку хутра хăй Ахмета аллинчен тытрĕ те ун куçĕнчен пăхрĕ.
— Мĕншĕн эс мана хăвăнтан çӳле хурса чĕнетĕн? «Эсир, эсир...» Иксĕмĕр эпир пĕр танах мар-им? Хама асла хунине юратмастăп эпĕ. Эсĕ тесе чĕн мана, Ахмет, — терĕ вăл каччăн тĕреклĕ аллине хăйĕн пĕчĕкçĕ ал лаппинчен ямасăр.
— Епле юратăр-ха апла? Эсир нумай вĕреннĕ-çке-ха...
— Каллех «эсир»...
— Ну, юрĕ-çке, асăрхаймарăм.
Хĕрпе каччă пĕр хушă шăп ларчĕç. Унтан Ахмет каллех сăмах хускатса ячĕ:
— Эпĕ хам ăшри шухăшăм-туйăмăмсем çинчен яланах сăмахпа калама юрататăп... — пуçларĕ вăл ерипен.
— Анчах хитре сисĕмсем хитре сăмахсемпе каласа парсан çеç чĕрене пырса тивеççĕ тесшĕн-и эс? — пӳлчĕ ун сăмахне Лена Ахмет малалла мĕн каласса пĕлнĕ пекех.
— Эсĕ йăнăшмарăн, Лена, — тавăрчĕ Ахмет.
— Кунта начарри ним те çук. Эпĕ хам та юрататăп илемлĕ сăмах çаврăнăçĕсене. Калăпăр, сăвăсем, юрăсем... Ăсăм çитсен эп чăнласах поэт пулнă пулăттăм, анчах талантăм çук, — ăшшăн кулса илчĕ Лена.
Ахмет ăна ăнланчĕ. Ăнланчĕ те хăй çырнă сăввине аса илчĕ. Тĕл килнĕ чух вăл ăна çакăнтах вуласа пама шутларĕ.
— Илтетĕн-и, эп сана пĕр сăвă каласа парам? — терĕ вăл сасартăк сиксе тăрса.
— Тархасшăн, сăвăсем итлеме эп питĕ килĕштеретĕп. Анчах кам сăвви? — ыйтрĕ Лена унăн куçĕнчен ĕненӳсĕррĕн пăхса.
— Хам çырнă сăвă. Итле!
Ирхине эп тухрăм, хĕвел куртăм,
Çавă хĕвел эсĕ пулĕ терĕм,
Чунăм, хура куçăм!
Каçхине эп тухрăм, уйăх куртăм,
Çавă уйăх эсĕ пулĕ терĕм,
Чунăм, хура куçăм!
Чăннипех кăмăла кайрĕ Ленăна Ахметăн кĕске кăна сăвви. Вăл хулпуççийĕсене чĕтрентерсе кулса ячĕ те Ахмет çумне пырса тăчĕ.
— Пĕлменччĕ эпĕ, Ахмет, эсĕ тракторист çеç мар, поэт та иккенне. Сăвву питĕ килĕшет. Кама халалласа çырнă ăна?
— Ун çинчен ыйтма та кирлĕ мар сан, Лена.
— Анчах ман куçăмсем хура мар-çке?
— Ку вăл поэзи меслечĕ. Чаплă поэтсем шавах хура куçсене мухтав юрри кӳреççĕ, — ăнлантарма пикенчĕ Ахмет.
— Ман пек хăмăр куçлă хĕрсен апла нихăçан та поэтсенчен ырă ят илтсе курас çук пуль-çке! — кулса ячĕ Лена. — Çапах та сăвву питĕ килĕшет. Çырса илме юрать-ши ăна?
— Манпала ăшăрах пулсан эпĕ сана çакна çеç мар, нумай-нумай сăвă çырса панă пулăттăм... — именчĕклĕреххĕн тавăрса каларĕ Ахмет.
— Чăнах-и? Мĕнлерех калаçас пулать вара санпа?
— Елена Петровна... — ыталама пикенчĕ ăна Ахмет. — Мĕншĕн эсĕ мана çав териех çунтаратăн?
Лена Ахмет аллине сирсе ячĕ те тенкел çине ларчĕ. Ахмет кӳреннĕ пек пулчĕ, анчах пĕр пуçланă сăмах çиппине татма шутламарĕ.
— Лена... Елена Петровна, эп сана вăйпа юраттарма шутламастăп. Манран нимĕн чухлĕ те ан хăра, — терĕ вăл унпа юнашар пырса ларса.
Çамрăк хĕр нимĕн те тавăрса каламарĕ. Кăштахран чĕнмесĕр ларнă хыççăн тин калаçăва урăх йĕрпе пăрса ярас тесе вăл каçхи шăплăхăн поэзийĕ çинчен ача пек ачашшăн калаçма тытăнчĕ.
— Мĕн тери канăçлăн тĕлĕрет каçхи тĕнче. Мĕн тери аван!
— Çапла... аван, — терĕ Ахмет ун хыççăн илтĕни-илтĕнми сасăпа. — Анчах маншăн кăна канăçлăхăм çук, Лена.
— Мĕншĕн? — тĕлĕннĕ пек пулчĕ Лена.
— Мĕншĕн тесен юратмастăн эс мана...
— Эп сана хамран нихçан та сиввĕн тĕксе яман-çке, Ахмет. Мĕншĕн апла калатăн?
— Çук, эп сана ĕмĕр пĕрле пурăнас мăшăрăм тăвасшăн... — терĕ Ахмет шăппăн хăйĕнчен хăй вăтаннă пек пулса. Ку сăмахсем ун чĕлхи çинчен аран-аран кăна татăлса тухрĕç. Лена шартах сикрĕ те каллех ури çине тăчĕ.
— Ахмет, — терĕ вăл татăклăн, — эпĕ сăмах вылятма юратмастăп. Сана тӳррипех калатăп: эп кун çинчен пачах та шутламан, шутласшăн та мар-ха.
— Мĕншĕн тесен эс хытă чĕреллĕ этем... — пăшăлтатрĕ Ахмет шăппăн.
— Çук, Ахмет, унпа мар, — пӳлчĕ ăна Лена. — Халĕ пире иртерех-ха мăшăрлă пурнăç çинчен ĕмĕтленме. Малтан пурнăçа кĕрес пулать, пурнăçра хамăрăн чăн-чăн вырăна тупас пулать.
— Эсĕ аслă шкултан вĕренсе тухнă-çке, тата мĕн вĕренмелли юлнă вара санăн? — ыйтрĕ Ахмет çумри хĕр унăн шухăшĕпе юриех килĕшмен пирки çагтла калаçать пулĕ тесе шутласа.
— Пурнăçа вĕренес пулать, ĕçлес пулать, халăхшăн усăллă ĕçсем тăвас пулать, — тавăрчĕ Лена васкавлăн калаçса.
— Халĕ вара эпир халăхшăн усăллă ĕçсем тумастпăр-им? — ыйтрĕ Ахмет.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...