Йĕреççĕ ĕмĕтсем шăпам чĕрçи çинче
Ял выртрĕ çывăрма, сас-чĕвĕ илтĕнмест,
Канать тавралăх çутçанталăк сăпкинче.
Пĕр манăн çеç, пĕр манăн çеç çыврас килмест,
Йĕреççĕ ĕмĕтсем шăпам чĕрçи çинче.
Ыр канăçне çухатнă сĕмсĕр çил-тăман
Выç кашкăрла ӳлет ман кантăк умĕнче.
Каллех çăвать пек пуç сине вĕри тăхлан,
Çук хӳтлĕх пытанмашкăн вăрçă хирĕнче.
Хăрушă вăрçă, эп паян сана пула
Ларатăп ал-урасăр çамрăк пуçăмпа.
Вĕри тăхлан, ма пӳлтĕн эсĕ ман çула?
Мĕн-ма шăвартăн тăпрана ман юнăмпа?
Чечня вăрçи аркатрĕ пирĕн пурнăçа,
Сӳнтерчĕ яшлăхри пуласлăх çутине.
Туртса илсе пиртен илемлĕ савнăçа
Пăрахрĕ тамăкри хĕн-хур кĕрленкине.
Юратнă чун савниçĕм, эс каçар мана
Манпа пуç сырайманшăн кĕтнĕ çимĕкре.
Халь урăххи савать сана ман вырăна,
Эп саншăн çук текех çак çутă тĕнчере.
Тархасшăн, эс каçар, аннеçĕм, ывăлна
Сăпка çакса сиктерейменшĕн мăнукна.
Мĕн тăвăн, çавăн пек телейсĕр ман шăпа,
Çап-çамрăк ĕмĕр иртрĕ хуйхă-суйхăпа.
Асаплă шухăшсем кăвак çути килсен
Çил-тăмана ăсатрĕç кантăк умĕнчен.
Анчах та тухаймастăп эпĕ юр хырма
Чечня хирне хăварнăран ал-урана.
Тархасшăн, эс каçар, аттеçĕм, ывăлна
Эп хывайманшăн санăн йывăр хăмăтна.
Шăлпа туртса çурса хĕн-хур сив чатăрне
Пĕрех сикесшĕн чунăм пурнăç авăрне.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...