Качакан та çилли пур
Петровсен кĕçĕн ывăлĕ кӳршĕ кас хĕрĕ çине авланчĕ. Матви пиччепе Натали аппа çамрăках мар (утмăл пиллĕкрен каçнă) пулин те ачине сапăр туса чаплă туй ирттерчĕç. Вĕсен килĕнче çур ял хăналанчĕ пуль. Ятарласа ĕçкĕ валли кил хуçи центнер туртакан самăр сыснине, аран-аран утакан мăнтăр, çуллă кăвакалĕсене пустарчĕ. Ашĕ-пăшĕ, кăлпассийĕ, çăвĕ, шăрттанĕ, чăкăчĕ, ăнса пиçне кăпăшка çăкăрĕ куç тулли — çи кăна. Сĕтел урисем тутлă апат-çимĕçе аран йăтса тăраççĕ.
Пурнăçăн тути-масине туякан, самаях хыткукарланса çитме ĕлкĕрнĕ, мĕнпур вак-тĕвеке перекетлекен çын çиччĕмĕш, чи кĕçĕн ачин туйне анлăн ирттерес терĕ. Вĕреннĕ хĕр качча илет. Ăса хака хуни паха. Эппин ачи хăйне хывнă. Пулас кинĕн сăнĕ-пуçĕ те хӳхем, юратмаллискер. Унăн ывăлĕ те начар мар. Паттăр, вăйлă. Ĕçе ăна ашшĕ мĕн пĕчĕкрен хăнăхтарнă. Хитрелĕх тенĕрен, Петровсен çичĕ ачине те пĕр кашăк шывпа çăтса яма пулать. Хăйсем те, ватăсем начар, сăнсăр çынсем мар. Халь аллисем куштăрканă та, пичĕсем пĕркеленнĕ, утти йăвашланнă. Ытти-хытти çамрăк чухнехиллех: веçех тĕпчесе пĕлме юратаççĕ, тепĕр чух 17-18 çулти яш-кĕрĕмрен ирттерсе ăмăртса ĕçлеççĕ. Кил-çуртĕнче яланах тирпейлĕ вĕсен, витисенче выльăх-чĕрлĕх кĕшĕлтетет, пахчисем ĕмĕрĕпех çум-курăксăр пулнă. Кивçен ыйтма килнĕ кӳрши-арши çеç, ытларах çамрăксем, пама тăхтаса тăнăшăн, хыт-кукар тесе янрашма пăхать. Укçана каялла илме çăмăлах маррине пĕлмеççĕ мар ватăсем, самаях чухлаççĕ. «Алăпа çăмăллăнах паратăн, каялла илес тесе çӳресе урасем ывăнаççĕ», — текелет Матви пичче.
Çапла, сăмахран пăрăнтăм пулмалла, туй патнех таврăнар. Петровсем нихăш ачине те кун пек мăнаçлă туй туса панине астумаççĕ. Кĕçĕнни вĕт, кам пĕлет? Тен, шăпах вĕсем хăлхисем хытма, куçĕсем йăвашланма пуçланă ватăсене пăхакансем пулĕç. Халь Матви пиччепе Натали аппа — анаталла, çамрăксем — тăвалла. Ватăсене пулăшакан кирлех. «Ĕмĕр сакки сарлака», — тенĕ ватăсем. Вĕсем те вăй пур чухне пурнăç тути-масине туйма вĕрентĕç: тулли, укçаллă пурнăç вăрттăнлăхĕсене уçса парĕç. Кинĕ — вĕреннĕ çын. Петровсем унпа килĕштерессе чунтан шанаççĕ. Çемьере хĕрарăмран нумай килет. Хĕрарăм арçын «тилхепине» аван тытсан, çăварлăхласан пурнăç пулатех. Суймасăр каласан, Натали аппапа Матви пичче — кăмăл-туйăмĕсемпе пач расна çынсем. Хĕрарăм вĕсен çемйинче нихăçан та ытлашши çăвар уçман, канаш çеç пама пултарнă. Ăна ытларах килĕшме тивнĕ. Пĕр-пĕрне каçарса сапăр туса пурăннă.
Икĕ енчи ĕçкĕ-çикĕсене туса ирттерсен пурнăç хăй еккипе каймаллаччĕ пек. Анчах та çын ватăлать çав. Çамрăк чух апла марччĕ. Эрехпе пит иртĕхмен. Матвипе Натали туй хыççăн иккĕшĕ те часах урăлаймарĕç. Мухмăр-сухмăр чĕртсе хăйсем сисмĕсĕрех эрех серепине çакланчĕç. Икĕ эрнене те тăсăлчĕ пуль çак тапхăр.
Çĕнĕ çын малтан туй хыççăн юхăннă кил-çурта тирпейлерĕ. Упăшкипе пĕрле пахчара çум курăк çумларĕç. Выльăх-чĕрлĕх те вĕсем çинчех пулчĕ. Çапла майпа чуп-чуп уйăхне килтех ирттерчĕç. Утă уйăхĕпе тĕл килнĕрен савăшу вăхăчĕ мар, хĕрӳ ĕç кунĕсем пулчĕç. «Ĕçĕ пуç тӳпинченех», — теççĕ вĕсен ялĕсем. Атипе анийĕ «типсе» çитейменни çамрăк çынна тарăхтара пуçларĕ. Вăхăт-вăхăт качча кайнăшăн та хăйне ӳпкелесе вăрçрĕ. Упăшкипе те, Валерикпе, сăлтавсăрах хирĕçрĕ, ватăсене те аслине пăхса тăмасăр çине-çинех тустарса илчĕ. Сассине самаях хăпартрĕ. Хӳтлĕхсĕр ватăсене ăс пама шутларĕ.
— Вĕсене пĕçеркке парсан ытлашши пулас çук, карланкисене йӳле ярсах эрех лĕрккеççĕ. Ĕни те çук вĕсен, çурчĕ те, манпа та, çĕнĕ çынпа, кинĕпе, урăлла калаçса курман. Сăмахшăн çилленес çук, — терĕ вăл упăшкине халех сассуна хăпартатăн тенине хирĕç.
Света унашкал çемьере ӳсмен çав. Мăн кăмăллăрах, пуян, сăмаха ĕçпе çирĕплетекен çирĕп кил-йышран. Кăçал ав институт пĕтерсе тăван ялне таврăнчĕ. Упăшкаллă пулчĕ. Васкаса мар, тахçантанпах варлă ĕнтĕ. Юратсах пĕрлешрĕç Валерикпе Светлана. Тĕрĕссипе çамрăксем чиперех пурăнаççĕ-ха. Хутшăнăвĕсем те йĕркеллех. Вăр-вар кинĕпе анийĕшĕ самаях килĕштереççĕ.
Натали аппа ытла та лăпкă, сăпайлă хĕрарăм. Упăшкине урлă сăмах та каласа курман. Арçынна хирĕç калани никама та килĕшĕс çуккине аван чухлать. Стариккипе килĕштерсе пурăнать. Натали ĕçчен кин лекнĕшĕн — чунтан савăнчĕ. Матви çеç çамрăк çын çине куç хӳрипе шанмасăртарах пăхрĕ. «Чĕппи чăххине (автанне) вĕрентмест», — текелерĕ. Кинĕпе иккĕшĕн хушшинчен хура кушак каçса кайнă тейĕн. Матви пичче пуçĕпех урăлса çитсен кинĕ хуçалăхри ĕçсене тума пултарнипе пултарманнине тĕрĕслеме пуçларĕ. Çăварĕпе аптрамасть, ăсĕ-пуçĕ, аллисем еплерех? Малтанласа чуста хума ыйтрĕ. Çăкри пиçсе тухичченех хуняшшĕ кăмака патĕнчен каймарĕ. «Мана тыттарса кăтарт, çăмăл пулсан кăларăн, пиçеймен пуль-ха, сехет çурăран çеç кăларăпăр», — текелерĕ. Хăпма пĕлмерĕ, тупата.
— Ай-уй, кинĕм, çăкру çăмăл, аван пиçсе тухнă, хытă сăнарăм, хăрарăн та пуль,— терĕ.
— Чейĕ вĕрет, кин, эп сăнанă тăрăх шăп çирĕм минутран вĕреме кĕрет.
— Ват мучи темерĕн. Кун пирки те пулсан астутарсах тăрать-çке, шуйттан старикки, — мăкăртатрĕ Света тĕпел кукринче. Васкаса пахчаналла тухса кайрĕ.
Пĕррехинче сар хĕвел тухичченех ĕçе каякан упăшки арăмне вăратас темерĕ. Шеллерĕ. Чуп турĕ те тутлăн мăшлатса çывăракан пирĕшти урлă шăппăн каçса кайри пӳлĕме тухрĕ. Ытла та çывăрас килнĕ вăхăт-çке. Çамрăк чухне ыйхă тутлăран та тутлă, пылак шерпет пек. Ыйхи тарнă ватă ашшĕ мăкăртатнине Валерик итлесшĕн те пулмарĕ.
— Мĕнле вĕсем — хальхи çамрăксем? Ытла та йăваш, чăтма çук ачаш. Арçынни ĕçе тухса каять, вăл вара апат çитерме те тăмасть.
— Ну, юрĕ ĕнтĕ, атте. Автансем те вăранман-иç, çывăртăрах, — текелесе ывăлĕ кутамккине хулпуççийĕ урлă ярса ĕçне тухса вĕçтерчĕ. Кăнтăр апатне Света çĕркаçах хатĕрлесе холодильника хунă. Кукли, кăлпасси, пăтă, çăкăр...
Ĕçсĕр аптранă кăвакал кутăн чăмнă тенĕ пек Матви пичче çенĕкри кĕнеке çӳлĕкĕнчи ăпăр-тапăра кĕлете йăтма пуçларĕ. Карчăкне мĕшĕлти тесе вăрçрĕ. Ирхи ултă сехетре тутлăн карăнса тухакан кинĕн кăмăлне пăсрĕ.
— Эсĕ паян ире усăсăр ирттертĕн, çăкăр çимелĕх мар, яшка çимелĕх те пĕр пĕрчĕ ĕç тумарăн, — терĕ.
— Ну, çак мăйракасăр старике, татах кăмăла пăсасшăн, юрать шкула каймалла, — шутларĕ кинĕ чышкине çанни ăшне пытарса. Çăвăнса-тасалса çимесĕрех ĕçне — ачасем патне — тухса чупрĕ.
Вăрçа хирĕç — вăрçăпа. Кинĕпе хуняшшĕ хушшинчи лару-тăру çивĕчленсех пычĕ. Канмалли кун тасатма тытăнсан Света Петровсен 30 çулхи кĕпе çумалли машини юрăхран тухасран, çĕмĕрĕлесрен чунтан хăрарĕ. Атийĕшĕ сăнасах тăрать. Пӳрнипе шаккаса пилĕк минут çавăрттармалла та виçĕ минут кантармалла, шывĕ лĕп пултăр, порошокне перекетлесе яр... тет.
Тупата хăлха çĕрет. Кинĕн чăтăмлăх хутаççи пушансах пырать. Ахаль те чĕлхине ирĕке ярас мар тесе шăпăрт кăна ĕçлет.
— Шывне кил картишне ан тăк, çырма хĕрринех кай. Ку шăлавара ан çу, икĕ эрне çеç тăхăннă. Ку костюма каялла хур, çаннисем тавăрăнса каяççĕ, хури паллă мар-ха. Те эс порошоклă шывна кашни çаврăнмассерен тăкатăн... — янрашать те янрашать.
— Ати, хамах пĕлетĕп. Веçех вĕрентсе ан тăр ĕнтĕ, лăплансам.
— Ха, кин, тавлашатăн-ха тата, хирĕç чĕнсе ан тăр...
Çак сăмахсене илтсен Света хуняшшĕне аллинчен çавăтсах тĕпелтен кăларса ячĕ.
— Ати, качакан та çилли пур, мăйракисемпе еплерех хăмсарать, путсĕрленет, анчах та пур япалан та вĕçĕ пулмалла. Каплах пулсан епле пурăнас? Çуртăртан кăларса ярас тесен тӳрĕрен кала. Мĕнпур ĕçне Валерикпе иксĕмĕр тăватпăр. Мĕн килĕшмест сана, çилленсе пурăнатăн. Каçарар пĕр-пĕрне. Çилĕпе пурăнма май çук. Ыратман пуçсене ыраттаратпăр, кăмăлсене пăсатпăр. Мĕн калан, ати, мирлешĕпĕр-и е малашне те çилленсе пурăнар?
Света йĕпе аллине ал шăллипе типĕтрĕ,чакăр куçĕпе хуняшшĕне тинкерчĕ. Кĕпесем çăвакан машинине сӳнтерме вăхăт çитнине пăхмасăр пĕр вырăнта тăчĕ. Ватти мĕн калать. Кунашкал çил-тăман кăларса пурăнаймасть вăл урăх. Килне пăрахса кайма хатĕр.
— Ват çын тăват çын тетпĕр те, яланах ăслă пулаймастпăр çав, кинĕм, сăнатăп та эсĕ аван çын, каçар эппин. Качака пирки тĕрĕсех каларăн. Çилленсе çӳрени сиен çеç кӳнине хам та пĕлетĕп.
Кинĕпе упăшки пĕр сăмахлă пулнăшăн, мирлешнĕшĕн Натали аппа та савăнчĕ. Ахаль те йăваш чĕри тинех çăмăллăн сывласа ячĕ. «Маттур, шухăшлакан ăслă кин лекрĕ ывăла, килĕштерсе пурăнасчĕ», — терĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...