Амăшĕ
Анне...
Çак ятран асли, çакăнтан хисепли тата мĕн пур-ши çутă тĕнчере? Çук та пулĕ. Çук, çуках!
Анне вăл — пире ик ура çине тăнк пустарнă кăкăр сĕчĕ.
Анне — пире чĕрçинче вылятса-култарса ӳс-тернĕ чĕре ăшши.
Анне — вăрăм çула такăнмасăр та ывăнмасăр утса тухма пехилленĕ иксĕлми вăй-хал.
Анне — пирĕн пĕтĕм пурнăçăмăр; хамăра çӳле-çуле вĕçме çирĕп çунат халалланă Тăван çĕршыв та вăлах.
Анне...
Надежда Даниловна та, ытти чылай хĕрарăмсем пекех, ача амăшĕ. Икĕ хĕр çуратса ӳстернĕ вăл. Халĕ вĕсем пысăк ĕнтĕ, çитĕннĕ; иккĕшĕ те пурнăç çулĕ çине тухнă, ĕçлеççĕ. Апла пулин те, амăшне «йӳтетмесĕр» минут ирттермеççĕ. «Анне» те «анне» — çăвар уçмассерен. Пĕчĕк чухнехи пекех.
Вĕсем кăна та мар. Çук, тăван ачисем кăна мар. Пилĕкçĕрĕн çапла чĕнеççĕ ăна. Петĕм общежити. Пуриншĕн те вăл амăшĕ.
* * *
...Ун умĕнче иккĕн тăраççĕ. Иккĕшĕ те çамрăк. Надежда Даниловна вăсене лайăх пĕлет. Валя Высоцкая кунтах, общежитирех, пурăнать. Пăра пек çаврăнса тăсăлакан пусма тăрăх çӳлти хута хăпаратăн та тӳрех ун пӳлĕмĕ тĕлне çитсе тухатăн. Тирпейлĕ те таса пӳлĕм. Чи лайăххисенчен пĕри.
Борис Скорняков хĕрарăмсен общежитинче пурăнмасть, паллах. Хулара вĕсен хăйсен çурт. Анчах йĕкĕт кунта килмесĕр пĕр кун та ирттермест. Художество пултарулăх кружокне çӳрет вăл.
Паллашма та çамрăксем çакăнта, кружокра, паллашрĕç. Ахаль пулсан, тен, пĕрне-пĕри пĕлеес те çукчĕ-тĕр. Комбинат пысăк, унта темиçе пин çын ĕçлет. Çакнашкал йышра ăçтан-ха пурне те пĕлсе пĕтерĕн! Çитменнине, вĕсен специальноçĕсем те расна: Валя — ровничница, Борис — слесарь-юсавçă.
Кружокра яш чĕресем пĕр-пĕрне хăвăрт асăрхарĕç. Асăрхарĕç те ăнланчĕç. Иккĕшĕ те ăста ташăçă. Сцена çине тухрĕç иккен, пĕлсех тăр, номер пулатех. Ĕçре те хастар — нормăна кирек хăçан та ирттерсе тултараççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ иккĕĕн санĕ те Хисеп хăми çинче.
Хăйсен туйăмне çамрăксем, паллах, çын умĕнче палăртмаççĕ. Тĕрĕсрех, палăртасшăн мар тăрăшаççĕ. Ăçта унта, пĕр-пĕрин çине пахмаççĕ те: калăн, вĕсем хушшинче нимĕнле çыхăну та çук. Анчах... çын умĕнче çеç. Улахрах вырăнсенче вара хăйсем яланах пĕрле. Надежда Даниловна вĕсене урамра иккĕш çӳренине те пайтах курнă, театрсенче те пĕрре çех мар тĕл пулнă. Репетицисем хыççăн та вара Валя юлташĕсенчен тĕрлĕ сăлтавсем тупса уйрăлать те йĕкĕте кашнинчех автобус тăхтакан çĕре ăсатса ярать...
Пӳлĕме вĕсем хăюсăртараххăн килсе кĕчĕç. Кĕчĕç те пĕр-пĕрин çине вăтанчăклăн пăхса илчĕç. Иксĕлми савăнăçпа тулнă куçĕсене самантрах тартрĕç пулин те, Надежда Данилоовна çамрăксем тем каласшăн пулнине çийĕнчех ăнланчĕ.
— Иртĕр, ларăр, — сĕнчĕ вăл; пукансем пачĕ. — Мĕн çăмăлпаччĕ?
Валя Борис çине тепĕр хут куç хӳрипе пăхса илчĕ. Ку ĕнтĕ, эсĕ пуçла, тенине пĕлтерчĕ пулмалла. Анчах лешĕ васкамарĕ-ха. Аллинчи карттусне çавăркаларĕ, пĕр ури çинчен теприн çине тĕренкелерĕ. Унтан воспитательница енне пуçне çĕклерĕ те:
— Эпир, Надежда Даниловна, сирĕн пата пĕр ыйтупаччĕ... Хамăр туя чĕнесшĕнччĕ эпир... Мĕнле, пырайăр-ши? — терĕ, çаплах именнине çĕнтереймесĕр.
— Кунта ман тăвансем çуккине лайăх пĕлетĕр ĕнтĕ. Çавăнпа кĕрекере эпĕ анне вырăнне сире лартасшăн, — хушса хучĕ Валя, Бориспа юнашар пукан çине вырнаçса.
Кун пеккисем Надежда Даниловна пурнăçĕнче сахал мар пулнă. Воспитательницăра вăл çирĕм çул ытла ĕнтĕ. Пурне те çакăнта, комбинатра. Мăшăрланакансем вара чи малтан ниçта та мар, тӳрех ун патне чупса килеççĕ: атьăр, теççĕ, пирĕн туя, эсир пирĕншĕн тăван аннепе пĕрех...
Нумаях пулмасть-ха Люся Чибисова качча тухрĕ. Ырă кăмăллă хĕр, активистка. Вальăпа Борис пекех ташăçă. Килчĕ те: — Атьăр, — тет, — сире илме килтĕм. — Хăй çиçет, пулас телейĕн савăнăçĕпе ялкăшса çиçет.
— Ăçта? — тĕлĕнсе пăхать Надежда Даниловна.
— Мĕнле «ăçта», — ман туя! — хавассăн тавăрать Люся.
— Э-э, авă мĕн пирки иккен эсĕ... — Надежда Даниловна кулса илет. Унтан ăна ăнлантарма хăтланать. — Ан ӳпкеле те, пыраймăп, Люся. Паян-ыран тумалли ĕçсем нумай.
Хĕр çакна илтрĕ те сăмсине нăш-нăш туртсах ĕсĕклеме пуçларĕ:
— Эсир ыттисене çеç юрататăр çав, мана çакăн пек чухне те хисеп кӳресшĕн мар...
Вара, мĕн тăвăн, итлемех тиврĕ. Халĕ, акă, каллех. Каллех йыхрав.
— Хам енчен ман тăвансем çителĕклĕ, эпĕ уншăн хăрамастăп. Туя пырас текенсем Вальăн та пур-ха. Сахалах та мар. Анчах, хăвăрах пĕлетĕр, унăн тĕп çынни çук, амăшĕ. — Лешĕ шухăша кайнине курса хăюланчĕ Борис. — Çавăнпа пирĕн кăмăла ан хăварăр ĕнтĕ, Надежда Даниловна...
Воспитательница шутларĕ-шутларĕ те:
— Юрĕ, ачамсем, килĕшетĕп, — ăшшăн кулса пăхрĕ хăйĕнчен сăмах кĕтекен савнисем çине. — Иккĕленмессе пултаратăр, пыратăпах, — хушса хучĕ тепĕр хут шанчăклăн.
...Шăматкун, ĕç вĕçленсен, çăвăнса-тасалса капăр тум тăхăннă хăнасем Бориссен килне пухăнчĕç. Çĕрĕпе янăрарĕ юрă-кĕвĕ, çĕрĕпе юрларĕç-ташларĕç туй çыннисем. Калаçрĕç, шӳтлешреç, çĕнĕ мăшар телейĕшĕн пĕрре çех мар черкке çĕклерĕç...
Çак чаплă кĕрекере Надежда Даниловна та пурччĕ. Ăна, чысласа, чи шала, Вальăпа юнашар лартрĕç. Амăшĕ вырăнне, тĕп çын вырăнне.
* * *
Çулсем, çулсем — çăмха çипписем... Тăсăлатăр та тăсăлатăр эсир, татти-сыпписĕр черетленетĕр. Унтан ерипен-ерипенех ĕмĕр кустăрми çине чĕркенетĕр, тиенетĕр.
...Ун чух ăна, çулне кура, кĕскен кăна «Надя» тесе чĕнетчĕç. Вăл çамрăк юн пек вĕресе тăракан Мускавăн анлă проспекчĕсемпе бульварĕсенче савăнса çӳретчĕ. Паллах, ĕçсĕр аптраса мар. Канма, уçăлма тухатчĕ хĕр. Ĕçлессе «Мосфильмра» ĕçлетчĕ. Кинокартинăссм ӳкернĕ çĕртеччĕ. Унпа пĕрле кунта хăй пекех пĕр çамрăк йĕкĕт те пурччĕ. Лăпкă та сăпай йĕкĕт. Хĕр ăна пĕрре курсах кăмăлласа пăрахрĕ. Каччă чĕри те тимĕр пулман-мĕн. Вăл та ăна асăрханă, вăл та ăна килĕштернĕ. Вара вĕсем кĕçех пĕрлешрĕç.
Ыттисенни пекех, тулăх та савăнăçлăччĕ вĕсен пурнăçĕ. Çамрăксем хуйха-суйха пĕлместчĕç, йывăрлăха туймастчĕç. Вĕсем çинче кунĕн-çĕрĕн телей хĕвелĕ ялкăшса çиçетчĕ. Çаплаччĕ...
Пĕррехинче — çак куна Надежда Даниловна чĕри тапма чарăнмасăр та манас çук — июнь çилĕн лăпкă хумĕпе пĕрле халь çеç пурнăç тĕвви çыхма пуçланă çамрăк мăшăр пӳлĕмне хăрушă хыпар вăркăнса кĕчĕ: фашистсем пирĕн çĕршыв çине ирсĕррĕн тапăннă...
Пĕр самант хушшинчах йăвашланчĕ, тĕксĕмленчĕ хаваслă та шавлă хула. Арçынсем, çемйисемпе сывпуллашса, вăрçă хирне туха-туха кайрĕç. Надежда Даниловна упăшки те ыттисенчен юлмарĕ. Çырусем тăтăшах çыратчĕ вăл. Йăпатса çыратчĕ, кулянма, пăшăрханма хушмастчĕ. Унтан... Унтан вара çыхăну татăлчĕ. Татăлчĕ яланлăхах, ĕмĕрлĕхех...
Тăшман Молдавире, Украинăра, Белоруссире, Балти тинĕсĕ таврашĕнчи республикăсенче ашкăнать. Смоленск та фашистсен аллине юлчĕ. Мускав патнелле çывхарса килет. Йывăр, питĕ те йывăр самант çĕршывшăн...
Тĕп хула хаяр та çивĕч тытăçăва хатĕрленет. Çавна май çапăçăва юрăхсăррисене пурне те тыла куçараççĕ. Приказ çавăн пек: ватăсемпе вĕтĕсене хĕвелтухăçнелле ăсатмалла.
Надежда Даниловна та çавсен шутне лекрĕ. Паллах, пăшал тытма пултарайман çын мар вăл, пултарать. Мĕнле йышши кăна тытĕ-ха! Упăшки пуçне хунă хыççăн çак туйăм ун пушшех те вăйлă ӳсрĕ. Вăл пĕрре çех мар фронта кайма тăчĕ, анчах... Анчах унăн ачасем пур. Икĕ ача, чĕвĕлти чĕлхеллĕ чĕкеç чĕпписем. Вĕсене, вартан тухнă çав пĕчĕк тĕпренчĕксене, çакнашкал вăхăтра ăçта тата кама шанса хăварăн-ха?..
Куçса килнисене Шупашкар кăмăллăн кĕтсе илчĕ. Вĕсене кунта ăшă хваттерсене вырнаçтарчĕç, ĕç пачĕç.
Надежда Даниловна госпитальре ĕçле пуçларĕ. Алла пăшал тытса çапăçма тивмерĕ пулсан, вăрçă хирĕнче аманнă салтаксене сыватса та пулин Тăван çĕршыва усă кӳресшĕн тăрăшрĕ вăл!
Кунсемпе çĕрсем иртнĕ май, фронтран килекен хыпарсен пĕлтерĕшĕ те улшăнсах пычĕ. Савăнаçлăран савăнăçлăрах вĕсем. Мускав патĕнчи пĕрремĕш çитĕнӳ!.. Сталинградри тĕнче халиччен курман-илтмен пысăк çĕнтерӳ!.. Курскпа Орел «пĕкки»... Унтан —татак... татах... Çакнашкал мĕн Берлина çитичченех.
Ĕнтĕ вăрçă шавĕ лăпланчĕ, ĕнтĕ тăнăçланчĕ тĕнче. Фашизма хăй йăвинче тĕпленĕ çĕнтерӳçĕсем майĕпен-майĕпен тăван килĕсене таврăна пуçларĕç. Надежда Даниловна та упăшкине кĕтрĕ, анчах кĕтсе илеймерĕ...
Кĕçех Шупашкарти госпиталь те хăйĕн ĕçне вĕçлерĕ. Çакна май Надежда Даниловнăна парти хула комитетне кĕрсе тухма сĕнчĕç. Калаçу унăн пуласлăхĕ пирки пулчĕ унта.
— Пĕлместĕп, тем тумалла ĕнтĕ... Шупашкара эпĕ Мускав пекех хăнăхнă, маншăн вăл халь тăван килпе пĕрех, — иккĕленнине пытармарĕ Надежда Даниловна.
— Кунтах юлма кăмăлăр пур-тăк, ĕç пирки пачах пăшăрханмасса пултаратăр, — шантарчĕç хула комитетĕнче.
— Мĕнле ĕç-ши?
Ăна Шупашкарта пир-авăр комбиначĕ уçма палăртни çинчен каласа пачĕç. Унта, паллах, ĕç аллисем нумай кирлĕ пулаççĕ. Çав шутрах — воспитательсем те. Общежитисенче ĕçлекен воспитательсем.
— Мĕнле пек, килĕшмелле-и?
Надежда Даниловна нумай шутласа тăмарĕ: — Юрĕ, — терĕ, — килĕшетĕп. Воспитатель ĕçне эпĕ пултармалла.
* * *
Кунтан, пир-авăр комбиначĕ патĕнчи тĕмерен, хула ывăç тупанĕ çинчи пекех курăнать.
Умра, ак, аялта, Хĕрлĕ площадь. Йĕри-тавра сăртсем пулнăран вăл чашăк евĕр туйăнать. Пысăк чашăк. Кунта тĕрлĕ учрежденисемпе магазинсем, хула паркĕ. Пассажирсем турттаракан транспорт маршручĕсемпе мăн çуртсен шăрçисем те çакăнтанах пуçланаççĕ. Пуçланаççĕ те тĕрлĕ еннелле тăсăлса саланаççĕ. Çурчĕсем вара пĕринчен тепри хитререх, пĕринчен тепри капăртарах. Пурте çĕнĕ, пурне те юлашки çулсенче тунă. Тата тăваççĕ. Курăр, мĕн чухлĕн авă вăрăм мăйлă крансем! Унта та пур вĕсем, кунта та.
Çуртсем, çуртсем, çуртсем... Шутласа пĕтерме çук нумай вĕсем. Ленин проспекчĕ пирки каламăпăр та. Ку вăл йĕркене кĕрсе çитнĕ урам ĕнтĕ. Илемлĕ урам. Халĕ çуртсем ытларах Етĕрне çулĕ хĕррипе тата Кировпа Чапаев поселокĕсенче хăпараççĕ. Çумăр хыççăн шăтнă кăмпасем пекех хăвăрт хăпараççĕ.
Çапла, куç умĕнче, Надежда Даниловна куçĕ умĕнче, ӳссе ларчĕç çак çуртсем. Сарлака та çӳллĕ кӳлепеллĕскерсем, пĕрин хыççăн тепри çĕклене-çĕклене тăчĕç вĕсем. Çакна май, сисĕнмесĕр тенĕ пекех, комбинат та пĕчĕк фабрикăран темиçе пин çынлă предприяти пулса кайрĕ.
Çултан-çул сарăлчĕ, пысăкланчĕ вăл. Хăйпе пĕрле çыннисем те ӳссе, аталанса пычĕç унăн. Ăстăн енĕпе те, культура тĕлĕшпе те. Çак пархатарлă ĕçре Надежда Даниловнăн тивĕçĕ те сахал мар.
Тӳрех каламалла, йывăрччĕ, питĕ йывăрччĕ малтанах. Çăкăр-тăвар çителĕксĕрччĕ, дисциплина хавшакчĕ. Вăрçă кунĕсенче иртĕхме хăнăхнисем тĕрлĕ ӳкен-тăрана вăрттăн хăйсен кĕсйине чикме пăхатчĕç. Куçкĕретĕнех вăрлакансем те пурччĕ. Киревсĕр сăмахсемпе ятлаçакансем, ним çукранах пĕр-пĕрне кӳрентерекенсем тата?! Çавсенчен, çакнашкал пăсăк кăмăллисенчен, культурăллă та общество йĕркине пăхăнакан, ăна чунĕпе ăнланакан, кĕскен каласан, чăн-чăн совет çыннисем тумаллаччĕ...
Тăрăшни, вăй хуни сая каймарĕ. Вĕсем чăннипех те лайăх çынсем пулса тăчĕç. Çакăншăн, хăйсене яланлăхах тĕрĕс çул çине тăратнăшăн, Надежда Даниловнана кашни курмассеренех сывлăх сунаççĕ. Ку кăна та мар, чун-чĕререн тав тăваççĕ.
Пурнăç çулĕ... Ун çине никам та асфальт сарса хуман. Кукăр-макăр та тумхахлă вăл. Пăрланнă сăрт-тăвĕсем те сахал мар унăн. Апла пулин те, Надежда Даниловна йывăрлăхран хăрамарĕ. Вăл пĕрре кăна мар такăнчĕ, сахал мар шăва-шăва ӳкрĕ. Анчах кашнинчех сиксе тăчĕ те, тӳрленсе, малалла утрĕ, малалла талпăнчĕ. Хăйпе пĕрле пыма ыттисене те хавхалантарчĕ, шанăç пачĕ.
Пир-авăр комбинатĕнче хĕрарăмсем ытлараххи пуриншĕн те паллă. Ĕçре вĕсем хастар: государство заданийĕсене вăхăтра тата тивĕçлипе пурнăçлассишĕн чунне парса тăрăшаççĕ. Анчах общежитире... Кунта вара час-часах тĕрлĕрен киревсĕрлĕхсемпе инкек-синкексем тăва-тăва хураççĕ. Мĕншĕн-ха ун пек? Ăçта тата мĕнре унăн сăлтавĕ?
Надежда Даниловна шухăшлать, çĕр çывăрмасăр шухăшлать. Юлашкинчен çапах та тупсăмне тупать. Ĕç, ĕç кирлĕ çынсене общежитире те! Калăпăр, алĕçĕ. Çĕлеме, çыхма, тĕрĕ тĕрлеме вĕренччĕр!
Пĕринпе канашлать, тепринпе, виççĕмĕшпе... Пĕри те хирĕç мар. «Лайăх сĕнӳ, — теççĕ пурте. — Эпир хатĕр, эпир килĕшетпĕр».
Анчах вĕренес пулсан, вĕрентекен кирлĕ-çке-ха. Ăна ăçтан тупмалла? Шырать. Тĕрлĕ çĕре чупать, тĕрлĕ çĕре çитет — пурпĕрех тупать. Ку вăл Мария Ивановна Новикова пулчĕ. Ăста çĕвĕç, ырă кăмăллă çын. Надежда Даниловнăна вăл çийĕнчех ăнланчĕ. Вара иккĕш ларчĕç те вĕренӳ программи хатĕрлерĕç. Кĕçех занятисем пуçланчĕç. Çакăнтах, общежитирех. Сакăр уйăхран малтанхи ушкăн экзамен тытрĕ. Пурте йĕркеллех. Вĕренес текенсен йышĕ çакăн хыççăн тата та вăйлăрах ӳссе кайрĕ.
Халĕ кунта çĕвĕ ĕçне пĕлмен çын пачах çук. Пулсан та, çĕнĕ килнисем кăна-тăр. Ĕнер-паян килнисем. Вĕсем те, ним тума аптраса, нумаях япăхса лармаççĕ. Унашкаллисене Мария Ивановна часах асăрхать. Пырать. те:
— Хитре платье тăхăнассу килет-и? — ыйтать тӳрех. Калаçăвĕ ун кĕске, нумай сăмахлама юратмасть вăл.
— Ма ан килтĕр, килет, — тавăрать лешĕ.
— Апла пулсан, атя манпа, — хулĕнчен çавăтать. — Лар çак машина умне...
Çакнашкал пĕчĕкрен пуçланчĕ пысăк ĕç. Пуçланчĕ те общежитире сивĕ хум çапса тăнă «пăра» тĕпренех хускатрĕ. Çĕвĕ машини тăрăлтатнă май, «ирĕлсех-ирĕлсех» пычĕ, юлашкинчен вара Атăл шывĕпе пĕрле яланлăхах «юхса» кайрĕ.
Анчах алĕçне çеç пĕлни çителĕклĕ-ши? Пирĕн вăхăтри çынсен вăхăтра выляс-кулас, савăнас та килет. Общежитире ун пекки пур-и? Çук. Апла-тăк, ăна пуçармалла. Пуçармаллах!
Воспитательница художество пултарулăх кружокне çырăнас текенсем пирки кулянмасть. Пур вĕсем, сахалах та мар. Ăна пуринчен ытла ертсе пыраканĕ пăшăрхантарать. Ăçтан тупмалла-ха унашкал çынна? Çак шухăш Надежда Даниловнăна пĕррехинче театра илсе кĕртет. Кунта вăл Геннадий Щербинин артистпа тĕл пулать, ăна хăй хуйхи-суйхи çинчен каласа парать.
— Апла пулсан, хам пыратăп, — килĕшнине пĕлтерет Геннадий Владимирович, тимлĕн итленĕ хыççăн.
Çав кунран пуçласа вăл общежитири хĕрсемшĕн чăниипех те çывăх çын пулса тăчĕ. Юлташ та, вĕрентекен те.
Кĕçех ташăçăсен, юрăçăсен, эстрада ăстисен кружокĕсем йĕркеленчĕç кунта. Вырăнти артистсем комбинатра çех мар, хулари тата районсенчи клубсен сценисем çинче те тăтăшах концертсем пара пуçларĕç. Хăйсен пултарулăхне вĕсем Константин Иванов ячĕпе хисепленекен театрта та пĕрре кăна мар кăтартса пачĕç. Кашнинчех ăнăçлă. Пур çĕрте те вĕсене тăвăллăн алă çупса кĕтсе илеççĕ, хĕрӳллĕн саламлаççĕ.
* * *
Çĕнĕ çул çывхарать. Общежити ăна кĕтсе илме хатĕрленет. Тĕрĕссипе, пĕтĕмпех хатĕр ĕнтĕ. Пурте пур, пурте çителĕклĕ. Пĕри çех çук, — юрпике. Ăçтан тупмалла та кама хушмалла?..
Шухăша путнă Надежда Даниловна коридор тăрăх утать. Пĕри те, тепри те килĕшмест ăна. Вăл самантлăха чарăнса тăрать. Пуçне çĕклет те... Ара, чим-ха, ку Валя Никитина пурăнакан пӳлĕм вĕт. Лĕпĕш евĕр çăмăл çӳрекен Валя. Сарă çӳçлескер те пĕчĕкрех пӳллĕскер. Анчах темшĕн тĕксĕмрех-ха вăл. Çакă ун юлашки вăхăтра тата ытларах палăра пуçларĕ. Те вара ача çуртĕнче ӳснĕрен? Çапла пуль. Ашшĕнчен кипкере юлнă та амăшĕнчен — сăпкара. Малтан тăванĕсем патĕнче пурăннă, унтан ача çуртне лекнĕ. Пăхма унта вĕсене, паллах, начарах пăхман. Государство вĕсемшĕн мĕн кирлине пĕтĕмпех туса панă. Ача çуртĕнче ашшĕ-амăш çуккине туйман вăл. Халĕ, акă, хăй тĕллĕн пурăнма пуçласан, салхуланчĕ. Пулăшас пулать ăна, пулăшас... «Пулчĕ те! — кăшкăрнă пекех калать хăйне хăй воспитательница. — Юрпике никам та мар, Валя пулать. Вăл çех».
— Кĕме юрать-и? — шаккать алăка.
— Кĕрĕр, — илтĕнет лерен лăпкă сасă. Пӳлĕмре хĕр пĕр-пĕчченех. Вăл, сменăна кайма хатĕрленнĕскер, ĕç тумĕ тахăнса ларнă та пикенсех кĕнеке вулать.
Надежда Даниловна ăна хăй шухăшĕпе паллаштарать.
— Çук-çук, ан та калаçăр, — итлесе пĕтернĕ-пĕтерменех аллисене сулкалама пуçлать лешĕ. — Ун пек япалапа эпĕ нихăçан аппаланман та, мĕн эсир мана...
Воспитани парас тĕлĕшпе вăрах хушă ĕçленĕ çыншăн ку темĕнех мар. Çитменнине, кăшт кулкаласа та илет авă. Апла пулсан — ĕç тухатех. Тухмалла, урăхла пулма пултараймасть. Хирĕçлĕ-хирĕçлĕ те хăех килĕшĕ.
— Малтан тытăнса пах-ха эсĕ. Ĕçне тăвичченех пат татса каламаççĕ ăна, — çемçен хуравлать воспитательница. — Ыран ман пата кĕр, калаçăпăр.
— Кĕме эпĕ кĕрĕп те, анчах манран пурпĕрех ырри пулас çук, — иккĕленнине пытармасть хĕр.
— Пулать, пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулать!
...Çĕнĕ çул уявĕ чаплă иртрĕ. Юрпике тумне тăхăннă Валя залра вĕçнĕ пекех ярăнса çӳрерĕ. Вĕттĕн-вĕттĕн пускаласа, е пĕр çĕре чупса пычĕ вăл, е тепĕр çĕре. Çавăнтах пухăннă çынсем хушшине кĕре-кĕре кайрĕ, калаçрĕ, кулчĕ, шӳтлерĕ. Ăна кура ыттисем те мĕнпур хуйха-суйха манса кайсах хавхаланчĕç, савăнчĕç.
— Чăн-чăн талант эсĕ, Валюша! Пĕлетĕн-и, талант! — терĕ ун хăтланăвне тимлĕн сăнаса тăнă Надежда Даниловна кайран, иккĕш кăна юлсан. — Санăн ним вăрахламасăр художество пултарулăх кружокне çырăнас пулать. Паянах, халех...
— Мĕн эсир... — каллех иккĕленсе пăхать Валя. — Пулмасть манран.
— Пулать! — çине тăрать воспитательница. — Каларĕ тейĕн, пулать.
Хĕр, ирĕксĕрпе пулин те, килĕшрĕ: ташă кружокне çырăнчĕ. Борис Скорняков, Валентина Высоцкая, Люся Чибисова тата ыттисем те çӳреççĕ унта. Сцена çинче вĕсем пĕрре çех мар пулнă ĕнтĕ, хăйсен ăсталăхĕпе çынсене сахал мар тĕлĕнтернĕ.
Опытлă ташăçăсем халь çеç «ураланакан» Вальăна ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕç. Репетицисенче те, ытти чухне те нумай пулăшрĕç вĕсем ăна. Çавна пула «артисткăн» ăсталăхĕ кунпа мар, сехетпе тенĕ пекех ӳссе пычĕ. Халĕ вăл — чи пултаруллисенчен пĕри. Ăна час-часах тĕп рольсем шанса параççĕ.
Валя ĕçре те çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ тăвать. Техникум пĕтерчĕ. Ун хыççăн пĕр хушă ровничницăра ĕçлерĕ. Каярах ăна ФЗО шкулне куçарчĕç. Кунта вăл пир-авăр тĕртекен пулас ăстасем хатĕрлет, вĕсене хăйĕн мĕнпур пĕлĕвне парса вĕрентет.
Анчах пурнăçра пăшăрханмаллисем те тупăнаççĕ-мĕн. Кĕтмен çĕртен сиксе тухаççĕ вĕсем. «Березкăпа» та çаплах пулчĕ. Ара çав, пурте юратнă, пурне те килĕшекен «Березкăпа». Мĕн чухлĕ вăй хушманччĕ-ши уншăн Валя, мĕн чухлĕ тăрăшманччĕ-ши?! Халĕ акă...
Ку шухăш Мускавра пулнă хыççăн çуралчĕ. Пĕтĕм тĕнчипе паллă ансамбль ăсталăхне курса тĕлĕннĕ комбинат артисчĕсем Шупашкара таврăнчĕç те хăйсен «Березкине» йĕркелерĕç. Сакăр çынран. Концертсем пĕринчен тепри ăнăçлăрах иртрĕç. Ун çинчен хаçат-журналсенче те сахал мар мухтаса çырчĕç. Халĕ çак коллектив саланма пултарать. Пултарать çав! Мĕншĕн тесен унăн пĕр çынни урăх хулана вĕренме куçса каять.
— Мĕн тумалла? — тĕлĕнсе пăхать воспитательница çине сехĕрленнĕ Валя.
— Тăхта, ытла пăшăрханса ан ӳк-ха труках, — лăплантарать ăна Надежда Даниловна. — Астăватăн-и, ташăçăсен кружокне Галя Даниличева çӳретчĕ? Унтан вăл пăрахрĕ. Калаçса пăх-ха, тен, килĕшĕ.
— Ара-иç, — Валя пичĕ çинче çутă кулă палăрчĕ. — Эпĕ ун пирки пачах манса кайнă...
Вăл çавăнтах Галя патне вĕçтерчĕ. Лешĕ малтанах килĕшмерĕ-ха. Ăçта унта, яхăнне те ямасть. «Маннă, — тет, — пĕтĕмпех маннă. Эпĕ халĕ «Березкăра» мар, ахаль те ташлаяс çук...» Пайтах ӳкĕтлерĕ ăна Валя. Юлашкинчен çапах та ӳкĕте кĕртрĕ.
«Березка» каллех ĕçлет. Рабочисем юратнă ансамбль çĕнĕрен çĕне программа хатĕрлет. Ун концерчĕсене кунта кашнинчех чăтаймасăр кĕтеççĕ.
* * *
Общежитире пилĕкçĕр çын. Пилĕкçĕр çын — пилĕкçĕр тĕрлĕ шухăш-кăмăл. Апла пулин те, пĕр çемьери пекех туслă та килĕшӳллĕ пурнаççĕ вĕсем. Тĕрĕсрех, пурăнатчĕç. Юлашки вăхăтченех çаплаччĕ. Паян...
Паян йăла совечĕ ларăва пухăннă. Н. ыйтуне сӳтсе явать вăл. Кăткăс ыйту. Çавăнпа плансăр-мĕнсĕрех пухăнма тиврĕ.
Н. пĕр каччăпа паллашнă. Пурнăçĕ лешĕн çăмăлах пулман иккен. Тĕрлĕ çĕрте çапкаланса çӳренĕ вăл. Хăй çинчен ним пытармасăр каласа панăран, хĕр ун сăмахне чĕререн йышăннă, шаннă.
Малтанах йĕкĕт хăйне йĕркеллех тыткаланă. Алăка шаккамасăр кĕме мар, графинри шывата ыйтмасăр ярса ĕçмен. Çакна кура ăна чăнласах тӳрленнĕ пулĕ тесе шутланă, художество пултарулăх кружокне çӳреме ирĕк панă. Анчах лăпкăлăхĕ ун нумая пыман. Вăл çĕнĕрен сĕмсĕрлене пуçланă, хĕрсене ним сăлтавсăрах кӳрентерме те именмен. Çакăншăн Н. совет умĕнче ответ тытать.
— Мĕншĕн общежитири йĕркене пăсатăр? — ыйтаççĕ унран. Ыйтаççĕ ним турткаланмасăр, çирĕп, куçран тӳррĕн пăхса.
— Эпир пĕрне-пĕри юрататпăр.
— Юратма никама никам та чармасть. Анчах. ма-ха вăл яланах кунта, хĕрарăмсен общежитийĕнче?
— Унăн урăх ниçта пурăнма çук...
Çакна илтсен, халичченех чĕнмесĕр ларнă Надежда Даниловна ура çине тăрать.
— Эсĕ, — тет вăл, хĕре ячĕпе каласа, — ăслă та ырă çын. Ĕçре те хастар. Апла пулин те, пĕлсе тăрсах обществăллă йĕркелĕхе пăсатăн...
— Надежда Даниловна...
— Эсĕ нумай калаçрăн, сана никам та пӳлмерĕ. Халĕ эпĕ калаçатăп, мана та ан пӳль... Пĕрне-пĕри юрататпăр, тетĕн. Питĕ те лайăх. Çамрăксен юратмалла. Ку кăна та мар, пĕрлешмелле, çемьеллĕ пулмалла...
— Эпир капла та мăшăрланасшăн, Надежда Даниловна. Анчах пирĕн ниçта пурăнма çук.
— Тĕрĕс, çемьеллĕ çынна пурăнма хваттер кирлĕ, — тăсать малалла воспитательница. — Анчах, хăвах куратăн, халлĕхе вăл япала çук-ха. Апла пулсан, унччен, хваттер париччен, пĕр-пĕр пӳлĕм урăх çĕрте шырамалла мар-ши? Пĕрлешме сирĕн пĕрлешмеллех. Ку вăл иксĕршĕн те лайăх пулмалла. Уншăн — пушшех те. Ăна тĕрĕс çул çине кăларасси — пирĕн ĕç. Пурсăмăрăн та. Санăн вара ытларах. Унăн пуласлăхĕ, ăнлан, санран нумай килет. Çавăнпа шутла, аван шутла.
— Чăн та!.. — персе ярать пуçне пĕксе ларнă Н. — Ырă сĕнӳ ку сирĕн, Надежда Даниловна! Ну, тавтапуç... Сире те, — çаврăнать совет членĕсем енне. — Чăрмав кӳнĕшĕн каçарăр. Тĕрĕссипе калас-тăк, эпĕ хам çинчен çакнашкал пысăк калаçу пулĕ тесе нихçан та шутламанччĕ...
* * *
Çапла çав, аванни кирек кама та савăнтарать, начарри — кулянтарать. Анчах Надежда Даниловнăн савăнмалли ытларах. Унăн çемйи пысăк, — пилĕкçĕр çынлă çемье. Кашниех вĕсенчен тăрăшса ĕçлет, ӳсĕм хыççăн ӳсĕм тăвать. Хăй воспитанникĕсен çитĕнĕвĕпе вăл чун-чĕререн хĕпĕртет. Тăван амăшĕ пекех.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...