Манекен
Турă умĕнче сăх сăхсах калатăп: нихăçан та шухăшламан эпĕ ĕçсĕр юласса. Кăнтăрла ĕçленĕ. Каçхине, кĕсьере укçа пур чух, ĕçнĕ. Халĕ "кĕскетрĕç".
Çапла каласа эпĕ тус-тăвана суйрăм. Тĕрĕссипе, фирма пуçлăхĕ мана ирĕксĕрлесех заявлени çыртарчĕ. "Хăв ирĕкӳпе тухса каймасан статьяпа ĕçрен кăларса ывăтатăп, мĕншĕнне хăвах пăлетĕн!" — çухăрчĕ вăл сурчăкне сирпĕтсе. Унтан ĕç кĕнекине алла тыттарса сылтăм аллипе алăк еннелле тĕллесе кăтартрĕ.
Мĕншĕнне, ара, чухлатăп ĕнтĕ. Ухмах мар. Тепĕр чух ĕç хыççăн кăна мар, ĕç вăхăтĕнчех кӳпсе лартни те пулать. Йӳççине нихăçан та пĕччен лĕрккемен. Пĕччен анмасть. Ĕçри юлташсемпе, сварщиксемпе.
Сăлтавсăр ĕçмен. Малтан — хамăршăн. Унтан — сывлăхшăн. Кайран — хитре майрашăн. Юлашкинчен — путнă "Курска" асăнса...
Паллах, пуçлăхран ним те пытараймăн. Эпир ĕç вырăнĕнчех "фуршет" тунине директор та, тĕп инженер та асăрханă. Пире пĕрре мар алăранах ярса тытнă темелле. Анчах выговорпах çырлахнă. Кутран тапса кăларса яман.
Мĕншĕн тетĕр-и? Эпĕ — 5-мĕш разрядри газосварщик! Ман пек чаплă специалистсем урамра йăваланса выртмаççĕ. Мансăр план та тулмасть, фирма ĕçĕ те чарăнса ларать. Эпĕ хамăн хака лайăх пĕлнĕ. Пилĕк çул каялла сварщиксен конкурсĕнче те çĕнтернĕччĕ. Чăн та, ун чухне алă чĕтреместчĕ. Сахалрах ĕçнĕ.
Хальхинче пуçран шăлмарĕç. «Вăн!» — тесех ăсатрĕç иçмасса. Тĕнче мăшкăлĕ! Ара, хамах айăплă. Пĕр пĕлĕшĕн çуралнă кунне ĕçре чааплă паллă тунă хыççăн эрне ĕçе тухман. Ирех ĕçме пуçланă та, каç енне хамăр мĕн сăлтавпа пухăннине те манса кайнă.
Э, ĕçме пĕлместпĕр мар-и? Виçи çук, виçи! Ав манăн кум, Вичча, хăть хăçан та пилĕк черккерен ытла ĕçмест. «Вçо! Пилĕк черкке — норма!» текелесе урăх яхăнне те ямасть. Çыртмаллине вара пилĕк çыншăн чăмлать. Пирĕн хушăра Вичча ларнă чухне хаçат çине касса хунă хура çăкăр та, тăварланă пулă та самантрах куçран çухалаççĕ.
Манăн норми мĕн чухлĕ-ши? Кăна хам та пĕлместĕп. Çичĕ черкке-и? Саккăр-и? Эпĕ черккепе ĕçместĕп. Маленков стаканне хăнăхнă. Унпа ĕçсен тутлăрах пек туйăнать.
Пĕр юлташăм Якур, черккене те, стакана та тиркет. Вăл йӳçĕ шĕвеке кĕленчерен тӳрех карланкине ӳпĕнтерет. Мăнтăр хырăмĕ тулса какăрма пуçличчен. Çакăн хыççăн çеç: «Пулчĕ!» — тесе ăçта ларнă çавăнтах тӳнсе каять. Пĕр аллинче — пушă кĕленче, тепринче — сварщикăн ĕç хатĕрĕ.
Эпĕ ун пекех алкаш мар. Çапах та çав каç киле мĕнле çитсе алăк умне ӳкнине астумастăп. Подъездран арăм сĕтĕрсе кĕнĕ тет мана. Ачасем пулăшнипе.
Таса мар эрех ĕçнипе склероз... Тасине, тутлине туянма укçи-тенки шалккă пек. Пире, сварщиксене, тем те каять — çунтăр çеç! Мухмăр уçма — тăварланă хăяр шывĕ!..
Эсир заводра туса кăларнă эрех таса тетĕр-им? Таса пулсан вăл тепĕр кун ирхине пуçа та ыраттармĕччĕ. Ман шухăшпа, сăмакун, килте туни, лавккари шурă эрехрен темиçе хут тасарах. Мана, пысăк стажлă ĕçкĕç-сварщике, ĕненĕр!
Каçарăр, кăшт айккине пăрăнтăм. Юрать-ха ĕç йĕркине пăснă тесе фирмăран «убойный» статьяпа кăларса ямарĕç. «Хамăн ирĕкпе» тени япăх-им? Унсăрăн урăх ниçта та ĕçе йышăнмастчĕç.
Çапла, эпĕ арăма виçĕ ачашăн алимент тӳлесе пурăнатăп. Уйрăлмасăрах. Пĕр хваттерте пурăнсах. «Ĕç укçине ĕçсе ярать, ачасене пĕр пус та памасть», — тесе арăм виçĕ уйăх каялла суда кайнă. Судья, хĕрарăм пулсан та, хуняма мар. Унпа тавлашнин усси çук. Тытрĕ те алимент тӳлеме йышăну кăларчĕ.
Бухгалтери манăн ĕç укçин çуррине арăма куçарса тăчĕ вĕт. Çавăн хыççăн укçа çитми пулчĕ. Панкрут! Кашни кун мар, кун сиктерсе çеç пыра чӳхеме тиврĕ.
Халĕ, ĕçсĕр юлнă хыççăн, арăм каллех кăмăлсăр: «Эсĕ ĕçрен юри тухса кайнă! Алимент тӳлес мар тесе», — хăртать вăл мана.
Юлташсем те сивĕнчĕç. Ĕçленĕ чух, кĕсьере укçа пур чух шăна-пăван пекех çыпăçатчĕç. «Эй, хаклă тусăм, çывăх тăванăм!» — тесе çеç чĕнетчĕç мана. Çуллă сăмахсене илтсен савăннипе куçăм шывланатчĕ. Çывăхри пĕр-пĕр лавккара пысăккине туянсах хăналаттăм тусăмсене. Çыртмалли валли те укçа хĕрхенмен.
Паян эпĕ, ĕçсĕрскер, никама та кирлĕ мар. Арăмпа ачасем калаçмаççĕ, тус-тăван айккинчен пăрăнса иртет. Курсан та курмăш пулаççĕ.
Эрех ĕçмесĕр апат та анми пулчĕ. Хăть подиум çине тух — мода тумĕ кăтартма!
«Чим-ха, эврика! Манран модель пулмасан та, манекен пулма пултаратăп!» — ăслă шухăш пырса кĕчĕ урăлса çитнĕ пуçăма сугу-илӳ çурчĕн алăкĕ çинчи пĕлтерĕве курсан. Арçын тумтирне рекламăлама чĕрĕ манекен кирлĕ иккен вĕсене!
Эпĕ суту-илӳ çурчĕн директорĕн алăкне шаккарăм. Шакла пуçлă, тулли хырăмлă арçын-пуçлăх эпĕ мĕн сăлтавпа килнине пĕлсен хаваспах йышăнчĕ. «Сирĕн сăн-пуç та, кĕлетке те хитре. Манекен пулма юрăхлă! — пĕтĕмлетӳ турĕ вăл мана куçлăхĕ витĕр тимлĕ сăнаса. — Атту килеççĕ кунта ĕç шырама, хăйсем çине пăхма хăрушă. Пĕрин пуçĕ шакла, теприн хырăмĕ — вĕрсе хăпартнă хăмпă пек».
Х-мм, хăйне тĕкĕр çинче курнă-ши ку пуçлăх? Хăй те çавах вĕт, шампа хырăм. Çӳçĕ те çук. Лезвипе хырса çу сĕрнĕ ахăр — пуçĕ хрусталь глобус пек çуталса тăрать.
Апла пулин те ăшра тав турăм ăна. Хама манекен пулма ĕçе илнĕшĕн. Малтан вăл мана çĕнĕ костюм тăхăнтартрĕ те суту-илӳ çуртĕнчех тăма хушрĕ. Хытса тăтăм вара гранит палăк пек. Тавар туянакансем унталла та кунталла иртсе çӳреççĕ. Манăн вара алла та хускатма юрамасть.
Эпĕ — манекен! Пахчана тухса лартнă катемпи пек тăратăп. Хускалмасăр, сывламасăр тенĕ пек. Турă ан хуштăр апчхи тума. Ĕçрен кăларса сирпĕтеççĕ. Пĕрремĕш кунах. Тавар туянакансене хăратнăшăн.
«Кур-ха, кур! Çĕнĕ манекен!» — аллипе ман çине тĕллесе кăтартать пĕр майра. Ун тантăшĕ те мана асăрхарĕ: «Кур-ха, хитре манекен! — тет вăл. — Шел, чĕрĕ мар. Тӳрех качча тухнă пулăттăм.»
«Чим-ха, чĕрех пулас?» — çывăхарах пычĕç майрасем. Çурăмран та, хырăмран та хыпашлама пуçларĕç. Эпĕ кулса ярасран аран чăтса тăратăп. Манăн куç хупма та, пуç пăрма та ирĕк çук.
Çапла паллашрăм эпĕ весемпе, Иринăпа тата Маринăпа. Вĕсем мана та килĕшрĕç. Иккĕшĕ те хитре, йăрăс. Качча кайман.
«Эпир сана иксĕмĕр те юратса пăрахрăмăр, — теççĕ кĕтмен çĕртен тӳперен ман ума ӳкнĕ икĕ çăлтăр. — Пирĕнтен хăшне суйласа илетĕн — çавна арăм ту!» Эпĕ курак пекех çăвара карса пăрахрăм. Ман çинчен нимĕн те пĕлмеççĕ (çемьеллине те, алимент тӳленине те, унччен ĕçкĕç пулнине те) — качча тухма хатĕр. Танлаштартăм та, Марина ытларах кăмăла кайрĕ.
Ыран каçхине тĕл пулма калаçса татăлтăмăр. Ресторанта. Анчах манăн кĕсьере укçа çук.
Хăй вăхăтĕнче культура училищинче ăс пухнă-çке эпĕ. Çур çул. Сăвă та лайăх каланă. Юрлама-ташлама та ăста. Эрех ĕçнĕшĕн пĕрремĕш курсрах кăларса ячĕç çав. Ун хыççăн сварщике вĕрентĕм те.
Сăмах паратăп: малашне çăвара пĕр тумлам та — ни-ни! Пурнăç илемĕ — эрехре мар, юратнă ĕçре, юратура. Шел, çакна элĕ каярах юлса ăнлантăм та, пĕрех: пурнăç малалла — ĕмĕрĕпех манекен-катемпи пулса пурăнмĕ чăваш арĕ!..
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...