Кукша пуçлă сарă хир
Уй-хир, уй-хир — йăлттам, илемлĕ,
Юмах тĕнчи пек илĕртет.
Хĕвел шевлийĕ çут хĕлхемлĕн:
«Пăхсамăр, куç ан илĕр», — тет.
Чăнах та, тĕлĕнтермĕш мар-и:
Чечек кавирĕ талккăшпех.
Ăçта пăхсан та — сарă, сарă,
Сар тинĕс сарăлнă пекех.
Хавха çĕклерĕ çеç пĕр ластăк
Сар кун çĕршывĕнчи юмах —
Чĕре кăртлатрĕ ман сасартăк:
«Мĕскершĕн савăнан, ухмах?!»
Куратăн, халь вăл — хир хуçийĕ,
Ăна саратнă кукша пуç.
Кула-кула юхать çĕр çийĕн...
Эс пур каласшăн: «Тавтапуç?!»
Шарт сикрĕм. Çуттăн, шуçăм евĕр
Тухать ӳкерчĕк куç умне:
Тыр-пул пуссийĕ вĕçсĕр-хĕрсĕр,
Кустарчĕ савăккăн хумне...
Унтан палт улшăнчĕ ӳкерчĕк:
Уйра — тем çӳллĕш хыт хура.
Мĕнле инкек тухатрĕ, ерчĕ —
Усал çĕнтерчĕ-ши ырра?
Пĕлетпĕр-ха, сăлтавĕ паллă:
Хăварнă уй-хире пушша.
Çум курăк ашкăнчĕ усаллăн,
Халь ак кукша ярать ташша...
Пăхма хитре-ха — куç илеймĕн,
Анчах кăшт вăхăт ирттĕр çеç —
Нимскер те юлмĕ çак илемĕн:
Вĕçтерĕ вăррине веçех.
Вара... Вара çак сарă юхăм
Татах та сарăлĕ инçе.
Çапса хытарĕ шелсĕр шалкăм:
Ан ӳстĕр тырă çĕр çинче!
Çакна кĕтетĕн-и, ентешĕм —
Мухтавлă паттăр, ял çынни?
Е çĕр халь саншăн ют тĕнче-ши,
Тем мар-и вăл «кукшаланни»?
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...