Помидор


Кĕркунне. Çĕрле. Тĕттĕм.

Пĕр ял. Сас-хура çук. Ял-йыш çывăрнă.

Майпе, майпе, урам хапхине уçса, пĕр килтен урама тухрĕ йăпшăнса пĕр çын.

* * *

Унталла-кунталла пăхкаларĕ. Карта çуммипе утса пырать ку.

* * *

Пĕр кил тĕлне çитрĕ. Пӳрт çумне пычĕ. Хапхи енчи кĕтесе, пĕр пĕрене пуçне, шак-шак, шаккарĕ виçĕ хут.

* * *

Пăртак тăнласа тăчĕ. Хапха патне пычĕ. Пĕчĕк калинккене, хăлăпĕнчен çĕклерех уçса, ку киле картишне кĕчĕ. Ура вĕççĕнтерех утса, ик аллипе хыпашлакаларах пырса, алкумне ухрĕ вăл.

* * *

Пӳрт алăкне виç хут шаккарĕ. Каллех пăртак тăнласа тăчĕ. Сас мĕн илтĕнмерĕ. Алăка тĕртсе пăхрĕ кăшт. Алăк уçăлчĕ. Пӳрте кĕчĕ ку çын. Алăка хупрĕ майпе.

* * *

Пӳртре тĕттĕм. Пăртак кăна кантăксем курăнаççĕ.

Ерипе чĕнет ку çын: — Ман килес, Улю кин. Кин, Улю кин! Эп килтĕм те-ха... Çывран пулĕ эс; ан хăра-ха çĕрле килнĕрен, — тет пӳрте кĕнĕ çын.

Анчах ку çын сассине хирĕç тĕттĕм пӳртре никам та чĕнекен çук.

Çак вăхăтра, те сентре çинчен, те кăмака çинчен, тӳп! сиксе анчĕ урайне шурă кушак; мăр, мăр, мăрлатса пӳрте кĕнĕ ют çын урисене сĕркеленсе çаврăнать кушак.

— Кăс-кăс, кăс-кăс! — тесе, пĕшкĕнсе кушака ачашлать аллипе.

— Мăр-р, мăр-р, — майпе мăрлатать кушак, хӳрине тăратса.

— Санăн хуçу килтех-и-ха? — тесе, шурă кушака сулахай аллипе тытса çĕклерĕ те хай çын каллех: — Улю кин! Эс вылямалла пытаннă пуль те-ха манран, — тесе, сылтăм аллине малалла тăсса, хыпашласа пăхрĕ путмар çине.

Сарса хунă вырăн; çемçе тӳшек; пуçне-пуçне мамăк минтер, икшер минтер хунă.

— Ыр пурнăçлă çынсен вырăн та сирĕн, сар кайăк йăви пек-çке ĕнтĕ, — тесе, каллех ачашларĕ шурă кушака пуçне шăлса.

— Мăр-р, мăр-р, — мăрлатать кун аллинчи кушак. — Тĕпеле те пырса çаврăнас, шырас тĕплĕрех, — тесе, шухăшланăччĕ вăл.Çав вăхăтра шăлтăрт, кăлтăрт, турĕ калинке сасси. Мăкăл-мăкăл, шăкăл-шăкăл, — ерипе шăкăлтатса кĕреççĕ.

— Сĕм тĕттĕм-çке; куç курмас; çакăнтарахăн ух алкумне, — тет Улю, кулюкка кăвăлтатнă пек.

«Ак тамаша! Пĕччен мар-çке Улю кин; ак ĕнтĕ. Мĕн тăвас ман! Ăçта кайса кĕрес! Пĕтрĕ пуç!» — тесе, ку çын шухăшланă хушăра хăлтăрт, туса, алкум алăкĕ уçăлчĕ те. Шурă кушак çак çын аллинчен тӳп, сикрĕ урайне; кăмака хыçнелле кĕрсе кайрĕ. Кушак хыççăн ку çын та хай кăмака хыçне, ура вĕççĕн пускаласа, кĕрсе кайрĕ. Йăпшăнса тăчĕ кăмака кĕтесси çумне; тăрать итлесе.

* * *

Алăк уçăлчĕ.

— Ман хыçран ирт кунталла. Ак çакăнта, сĕтел хушшинех, кĕрсе лар, — тет Улю ерипе, илемлĕ, çемçе сасăпа.

«Ах, çав Улю кин кăмăлĕ — ăшă кăмăл; хăйĕн çыпăçуллă чĕлхи-çăварĕпе такама та хăй енне çавăрĕ çав», — тесе шухăшлать кăмака хыçне пытаннă çын.

— Ак, ĕнтĕ, сана çĕр-хута чăрмантарса çӳреп, — тет Улюпа кĕни, уçă саслăскер.

«Ара, чăрмантарасси пулать у; çынпа çын пурнать ку тĕнчере», — тет хăй ăшĕнче кăмака хыçне пытанни; вара, майпе пĕшкĕнсе, тăват уран тăчĕ; лапчăнса ларчĕ пĕрене çумне сĕвĕнсе.

— Краçын çутма, краçын пĕтнĕччĕ; кооперативран кайса илменчĕ те-ха. Сана пăртак апат çитерес пуль. Çул çӳрекен çынăн та хырăм выçать. Кваспа холодный пекки тунăччĕ-ха эпĕ, помидор, хăяр, çăмарта, паранкă, сухан, салат тураса. Çисе пăх пăртак çакна. Сирĕн пек çын умне кунашкал начар апат лартни килĕшмес те-ха вăл, — тет Улю.

— Помидор, хăяр, паранкă, пахча çимĕç таврашĕ питĕ лайăх, ăш-чике вырнаçуллă, этеме пит усăллă апат вăл. Хăв та çи-ха эс, Улю, — тет сĕтел хушшинчи хăна. Кăмăрт, кăмăрт, тутарса çиме пуçларĕç иккĕш те.

«Шăл-çăвар лайăх çав çамрăк çыннăн апат çине. Ах, ку Улю кин хăни сăнне-пуçне, пĕвне-сийне курасчĕ. Холоднăя, апата капла, кăмăрт, кăмăрт тутарса, лайăх чăмласа, апата вĕтетсе çиекенскер, паттăр, кĕрнеклĕ çын пуль ку. Ун шăлĕсем те пит вăйлă пуль çав. Выльăх-чĕрлĕх те, кайăк-кĕшĕк те, шăлĕ вăйли хăй те пит маттур пулать. Унашкалли никама та парăнмасть, пурне те çĕнтерет; никама та пăхăнмасть шăл-çăвар вăйли; çиеле тухать вара вăл нихçанах; çӳреме те ун урам аслă, çул такăр; ним хуйхи те çук. Ак, ман шăлсем, аялти те, çӳлти те, мăка çав. Ним тума та çук, начар çын эпĕ. Çакнашкал пытанкаласа, хĕсĕнкелесе ларсах, ĕмĕр иртет ĕнтĕ ман, — тесе, хăй ăшĕнче шухăшлать кăмака хыçĕнчи. Çăварне пăртак каркаласа, сылтăм алли пуç пӳрнипе хăйĕн шăлĕсене сăтăркаласа пăхать; чĕлхипе шалти шăл хушшине хурса, майпе çырткаласа пăхать. — Начар, мăкалнă япалана ним тума та çук ĕнтĕ çав», — тесе, хăйпе хăй шухăшлать каллех.

— Çи-ха эс, тăранах çи; çул çинче çӳрекен çыннăн хырăм выçать, — тет Улю хăй хăнине.

— Халь те пит лайăх çиетĕп-ха. Помидорпа тунă апата, помидора пит килĕштеретĕп эп ăна. Помидор çисе пурăнсан, этем сывă пулать. Этеме çамрăклатать вăл апат, сăн кӳртет, сыватать, — тет хăна.

«Ара, сывă пулмасăр помидор çисен; Улю кин помидорĕ пекки ăçта пултăр ĕнтĕ вăл. Çапла çав, тĕрĕс, пĕр апат, тутлă апат, какай яшки, çуллă пăтă çисенех вăй кĕрет; апла çамрăкланатпăр ăна кирек кам та», — тесе, шухăшлать кăмака хыçĕнчи.

Улю хăни сăмахлать.

Помидор пирĕн çĕр-шывра ӳснĕ япала мар. Хурăн çырли, çĕр çырли, хăмла çырли кунта тĕп авалтан ӳснĕ; вĕсем кунта мĕн вăхăтранпа пула пуçлани çинчен никам та çырса хăварман пулас, — тет хăна.

«Ха, ку çын пит пĕлекенскер иккен, сăмах майĕн каласа памĕ-ши-ха вăл кикен, тилпĕрен, этем тăн-пуçне анратакан япала, пуринчен малтан ӳсме тапратнă пуль вĕсем çĕр çинче», — тесе шухăшлать кăмака хыçĕнчи.

— Паранкă, помидор Европа килни ĕнтĕ 440 çул ытла иртнĕ. Атлантик океанĕ хĕрĕнче, Португали патшалăхĕнче пĕр Христоф ятлă питĕ тăнлă çын пурăннă. Фамили Колон пулнă унăн. Христоф Колон вăл вăхăтра тинĕс, океанра караппа таçта-таçта та çитсе курнă çын пулнă. Акăлчансем, испани, португалисем, дани, голланди, французсем ун чухне чей, пăрăç, кофе, какао, рис таврашĕ килме тие-тие килме Индие, Индо-Китая, Цейлона Португали çуммипе, Африка тавра çаврăнса, Мадагаскар çуммипе çӳренĕ. Апла çӳресси чылай тавра, вăрăм çул пулнă; апла кайма-килме темиçе уйăх иртнĕ. Индие, Индо-Китая, Цейлона шывпа, океанпа кайса килме тӳрĕрех, çывăхрах çул пулмалла, — тесе каланă Христоф хăй тĕпчесе, ыйта-ыйта, вуласа, сăнаса чухланă тăрăх. Анчах ун сăмахне вăл вăхăтра никамах та ĕненмен. Çапах та Христоф хăй шухăшне пăрахман. Вăл малтан Португали хуçисенчен, Португали патшинчен карап туянма, кирлĕ-кирлĕ хатĕрсене хатĕрлеме, пĕрле илсе кайма матруссем тытма укçа, пулăшу ыйтнă. Никам та Христофа пулăшман, вăл ыйтнине паман. Вара вăл Испание кайнă. Испани патши, майра патша, Изабелла мĕн-мĕн кирлине Христофа пама хушнă. Вара Христоф, виçĕ карап хатĕрлесе, хăйпе пĕрле кайма матруссем тупса, çул тытма кампассем илсе, карап çине ларса, Испани полуостровĕнчен хĕвел анăç еннелле, Атлантик океанне кĕрсе кайнă 1492 çулта, Индие тӳрĕрен тухас, — тесе.«Мĕн тăвас тен, кукăр-макăр çӳрени ыр япала мар та вăл; тӳрĕ çӳрени аван-çке те, — тесе шухăшлать кăмака хыçĕнче лараканни; майпе ассăн сывласа илет хăй. — Тавар тиеме, тавара Индире йӳнĕ илме; кунта илсе килсен, хакла сутса, пуйма, чапа тухма шутласа кайнă пуль те-ха ĕнтĕ вăл, Христоф тенĕскер. Эп те çав хам çамрăкрах чухне, Сĕмĕл пасарĕнче пушăт пит йӳнĕ, — тенине илтнĕчĕ те; кайнăчĕ Сĕмĕле, тесе, çăварни умĕн, пушăт тиесе килĕп-ха, тесе. Лаша апачĕ çуна туллиех хунăччĕ. Сĕмĕл пасарĕнчен йӳнĕ хакпа пушăт илсе килес. Хĕлĕ-çăвĕ çăпата хуçас, çăпатине лайăхрах тăвас та, хаклăрах сутас. Çапла майпа та пулин пурнăç туса пулмĕ-ши, тесе шутласа, çула тухса карăм та тур лаша кӳлсе. (Пит лайăх пăхаттăмччĕ те уна, пит утлĕ çӳретчĕ те вăл. Çынсем çавăнпа пит кĕвĕçрĕç пулмалла та лайăх лаша усранăшăн. Вăрра кайрĕ вара вăл ман тур лаша).

Тăман тухрĕ. Çил вĕçтерет; çула шăлать. Карăм, карăм, аташса карăм. Энтри пасар çуммипе иртсе каймаллаччĕ ман Сĕмĕл пасарне. Энтри пасарĕ те, Сĕмĕлĕ те таçта. Лашана ыртарас мар тесе, — лаша ырсан, кунашкал çанталăкра пĕтрĕ пуç вара, тесе лашана темиçе хут çитертĕм. Çапла аташса çӳресе, вăхăт та тем чулах иртрĕ; лаша та апатне çисе пĕтере пуçларĕ темиçе те çитернипе. Ир-ирех тухса кайнăскер, таçта-таçта çӳресе, кун иртрĕ, каç пулчĕ. Çил-тăман айăн-çийĕн вĕçтерет, ниçта кайса кĕме çук; те малалла, те каялла; те сылтăма, те сулахая каймалла. Ним те паллă мар. Лаша та анрарĕ çӳресе; хам та аптрарăм. Ытла аташса çӳресен, лашан та пуç çаврăнĕ; хам та таçта ухмаха ерĕп, анра сурăх пек, ниçта кайма пĕлмесĕр мĕн пулин пулать, — тесе, лашана тăвартăм, çуна çумне кăкартăм. Тилхепе вĕçĕпе çуна турти пуçне пĕр чăмакка улăм чӳркесе çыхрăм. Туртана çӳлелле тăратса, çуна пуçĕнчен çыхрăм. Христоф та, аякран курăнтăр тесе, Индие кайнă чухне, карап çине флаг çакса янă пуль-ха вăл, — терĕм хам ăшра.

Лаша ытла пит шăнасран, кутлăхпа йĕнерчĕк айне çыхса, ашăк витрĕм лаша çине.

Чаплă çын вилсен, памятник лартаççĕ, вĕсене юратса, хисеплесе. Манăн та çакă çуна турти, улăм чăмакки памятник майлă пултăр; хама хам хисепленине кăтартса тăтăр; хам тур лашана эпĕ юратнине пĕлтерекен памятник пултăр ку çуна турти, тесе шухăшлап хам ăшра; лаша та йăвăррăн сывлать, хуйхăрнă пек; хамăн та кăкăр уçă мар; пыр та тăкăскă; куç шывланать. Çын пек, сăмахламасть те ман тур лаша; кулянать ман лаша, хаш сывлать хуйхăрса. Мĕн пур пек апатне лаша умнерех пуçтарса патăм. Хам, аçампа чӳркенсе, тутарла урана хам ая туса, аçам çухипе лайăх чçркенсе лапчăнса лартăм çуна пуçне, пăчăр юр айне варăнса выртнă пек. Çил тăман хăтсăр вĕçтерет. Мĕн пулин пулать ĕнтĕ. Çунана, лашана, мана юр хĕвсе кайсан та, турта пуçне юр хĕвеймĕ-ха. Шăнса, кӳтсе вилсен те, юр айĕнчен çапах чавса кăларĕç. Йыт вилли мар-çке, çын вилли-çке, — тесе, кайса пытарĕç масар çинех. Тур лашапа иксĕмĕре пĕр шăтăка, юнашар вырттарсан лайăхчĕ те тесе, çуна пуçĕнче çапла шухăшласа, тĕлĕрсе ларнă вăхăтра ыйхăланă, çывăрнă пек пулнă эпĕ.

Те чылай ларнă, ас тумастăп. Лаша тулхăрса ячĕ. Аçам çухине уçса пăхатăп; тăман лăпланать мĕн. Кăвак çутă килет; арпалăхсем, йĕтемсенче хурăн, улăм урисем курăнаççĕ пĕртак.

— Ак тамаша! Хамăр йĕтем хыçĕ мĕн. Хамăр арпалăхран инçех те мар, лара парап çуна çинче хамăр тирĕс ани пуçĕнчех. Ман тур лаша çапах тăн çухатман çав; хамăр тирĕс ани тĕлне чухласа, хамăр ана çине илсе çитернĕ, тесе шухăшласа, тухрăм çуна пуçĕнчен, хам çине ларнă юра силлесе. — Çын мĕн ан куртăрччĕ, — тесе, часрах лаша кӳлетĕп те тухатăп çула. Кăвак çутпах яла çитетĕп.

— Тăман тухнăран пасара пушăт тухман çав; пушăт сутма Сĕмĕл пасарне çармăссем Атăл урлă каçайман. Унталла çил-тăман тата вăйлăрах пулни теп, — тесе килте те, ялта та суйрăм вара. Аташса çӳренине, йĕтем хыçнех пырса ларнине, мăшкăлĕç мĕн тесе, никама та каламан вара. Çак Улю кине пăртак пуплесе кăтартас шухăш пурччĕ те-ха ман ун çинчен. Тинĕс çинче çӳресси çĕр çинче çӳресси мар та-ха вăл. Çулта-йĕрте çын аташма, шăнса вилме пултарать хĕлле. Тинĕсре этем шыва та путма пултарать, тăвăл мĕн тухсассăн. Христофа майра патша, Изабелла, пулăшнă тет те-ха ăна Индие тӳрĕрен кайма. Изабелла тенĕ, вăл пуян пулнă пуль те; ун хысна хăй аллинче пулнă та, çавăнпа, пăртак мухтава тухас шухăшпа та, Христоф тупнă çĕрсене те хăй аллине çавăрса илес шухăшпа пулăшнă пуль çав ĕнтĕ вăл Христофа.

Эп Сĕмĕл пасарне тухса кайнă чухне, мана арăм çăкăр та касса памарĕ; хам касса, çăкăра кушеле чикрĕм. Лашине те хам пĕчченех кӳлтĕм. — Мĕн асапланса, сĕтĕрĕнсе çӳремелле кун пек пурнăçпа; мĕн пуйма шутламалла капла тесе шухăшланăччĕ лаша кӳлнĕ чухнех, чӳлĕк туртса çыхнă чухне. Ман арăм хапха уçма та тухмарĕ. Çывăрсах юлчĕ, те çывăрнă пек туса выртрĕ. Вырăн çинчен тăмарĕ те мана пасара ăсатма.

Хапха уçса, — япала мĕн ан çухатса хăвар; чипер, ас туса çӳре хăвна ху, — тесе, ăсатса янă пулсанччĕ хуть.

Христофа Изабелла патша укçа та панă; апат çитерсе, эрех, сăра ĕçтерсе (Испанире вăл вăхăтра сăра тунă пулсан), лайăх пăхса янă пуль-ха ăна. Пĕччен кайман тата вăл, эртел тупса кайнă. Тĕнче çав; пĕри апла; тепри капла; тавра кайсан çул вăрăм ĕнтĕ. Таçтан-таçтан çаврăнмалла тет-çке-ха ун, тавра каяс пулсан. Тӳрĕрен каяс тесе тухса кайнă та-ха вăл, Христоф текенскер. Те час çитет-ха вăл Индие, те час çитместь-ха вăл. Ман ăна кĕтсе лар-ха кунта, кăмака хыçĕнче.

Ах, Улю кин! Аçтан тупса килтĕн эс ку юмах яракан çынна. Ку çынна ертсе килмен пулсан, сан помидора та иксĕмĕр çиеттĕмĕрчĕ пулмалла та ăна. Ай, тамаша; пулать мĕн япала. Кĕрсе ӳкрĕм тыткăна, кермань вăрçине кайман пулсан та. Ни тухса кайма çук ĕнтĕ ман, ним тума та май килмес», — тесе шухăшлать кăмака хыçĕнчи.

Çăварне карса майпе анаслать, сулахай аллипе çăварне пăртак тытса.

Сылтăм аллипе çамкине, питне сăтăрса илчĕ. Вара ик аллине те çӳлелле тăсса, каркаланса, анасласа илчĕ, тепре, каллех майпе анасларĕ вăрăммăн сывласа, сулахай урине тăсса, сулахай аллине пăртак çĕклесе, йăванарах выртса. Анасласа шывланнă куçне сулахай алли тӳртĕшпе шăлса илчĕ пăртак.

— Пур çав тĕнчере нимрен те хăраман этем, Кристоф йышшисем. Индие халиччен çын çӳренĕ çулпа мар, океанпа, урăх тĕлтен кайнă вăл, тӳрĕрен çӳреме çул тупас çĕнĕрен, тесе. Изабелла патша та ăна çавăншăн юратса, мĕн кирлĕ таран укçа парса янă Христофа, — тет Улю илемлĕ сасăпа, хăни каласа панăшăн хĕпĕртенĕ пек.

«Ах, Улю кин! Ĕлĕкхи вăхăтра пулсан, хăвăн тăн-пуçпа эс те çав, патша майри мар пулсан та, питех майра пулса, виç лашапа çӳремелле мĕн те, ярăнчăклă кӳме çинче стришнапа юнашар ларса; сан апла пурăнма та тăн çитмелле те. Пĕлес çук, таçта патшасем, Изабелла çинчен калаçаканскер, сан ку хăну та çемски начальник тавраш пулнăскер мар-ши-ха. Тивесси, сан сăмахху, Улю кин, манах тивет. Ара, чăн ĕнтĕ сан сăмах, Улю кин! Çын çӳресе такăрлатнă çулпа çӳресси мĕнех вăл. Вăл ним те мар, çын çулĕпе çӳресси. Хăйне валли çĕнĕ çул уçайман çын, манашкалли, пит начар çын ĕнтĕ вăл. Çапла та вăл, Улю кин! Мĕн тăвас тен! Пурнас пулать çуралнă япала», — тесе шухăшлать кăмака хыçне пытанни.

— Çĕр çавракине вăл вăхăтрах чухланă Христоф. Океанпа хĕвел тухăçнелле кайса, Индие çитеççĕ пулсан, океанпа хĕвел ăнăçнелле кайсан та, Индиех пырса тухма пулать тепĕр енчен, çĕр çаврака пулсассăн, — тесе шанса, малалла пынă Христоф океанпа. Виçĕ карап Атлантик океанĕпе эрне, виç эрне, уйăх ишсе пынă хĕвел анăçнелле. Йĕри-тавра шыв кăна, океан хумханнă. Çĕр курасшăн Христоф пăхса пынă. Унăн матрусĕсем те питĕ пăхса пынă çĕр çине тухасшăн.

Тем чул кайса та, ниçта та çĕр таврашĕ курăнман пирки Христофа матруссем ӳпкелеме тытăннă. — Мĕншĕн эсĕ пире çак халиччен çын çӳремен çулпа, вĕçĕ хĕррисĕр океанпа илсе килтĕн. Темиçе уйăх кайсан та, çĕр çине тухас çук эпир капла. Хум çапса, тăвăлпа кимĕсене йăвантарсан, çак океанах путса вилетпĕр ĕнтĕ эпир, — тесе хытăрах та хытăрах шавланă матруссем.

— Кайсан-кайсан, çĕр курмаллах эпир. Çитсе тухатпăрах çĕр çине, — тенĕ Кристобаль, пĕр шикленмесĕр малалла пăхса.— Çил-тăвăл тухса, хумсем карапа йăвантарса океана путиччен, пурсăмăр та тискер пулăсен çăварне пуличчен, Кристабале тытса ывăтас шыва; иштĕр вăл Индие çитиччен пĕчченех; хамăр каялла çаврăнса, каяс Лиссабона, çитес киле, — тесе пăтранакансем те пулнă хăш-хăш матрус, — тет Улю хăни.

■ Страницăсем: 1 2

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Эртиван (2009-05-14 11:42:34):

Тĕлĕнмелле вăйлă хайлав. Чăваш эротика прозин чи палăрăьлă тĕсĕхĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Irina (2009-05-14 19:11:57):

Килĕшетĕп. Тăхти чĕлхи илемлĕ те пытарăнчăк шухăшлă. Пысăк мар калаврах чăваш психологине, характерне, тĕнчекурăмне уçса пама пултарнă автор. Ытти хайлавĕсене те вуласчĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Марина Тинеспи (2024-09-05 21:06:03):

Вăйлă xaйлав! Помидор çимĕçĕн усăлăхĕпе помидор пек хĕрелме пултарни пирки те калать калав...

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: