Сăмах патăн пулсан...
Сăмах патăн пулсан —
пурнăçла.
Тен, кая кăшт юлан —
пурнăçла.
Пултăр çул тăвалла,
йывăр пултăр чунра,
юрамасть сан манма:
сăмах патăн пулсан —
пурнăçла.
Ан çемçел,
ан нăйла,
ут мала.
Сăмах патăн пулсан — пурнăçла!
Сăмах патăн пулсан...Сăмах патăн пулсан — пурнăçла. Тен, кая кăшт юлан — пурнăçла. Пултăр çул тăвалла, йывăр пултăр чунра, юрамасть сан манма: сăмах патăн пулсан — пурнăçла. Ан çемçел, ан нăйла, ут мала. Сăмах патăн пулсан — пурнăçла!
|
Лидия Изекеева сăвăç (2013-04-22 14:53:18):
Ырă шухăш,кирлĕ сĕнӳ ку сăвăра, малалла талпăнса утма хушать Л.Мартьянова. ТАВАХ!