Тăлăх арăм
Юмах юпа тăрринче,
Хам урхамах çийĕнче.
Вĕçсе-вĕçсе пытăм та,
Килтĕм тухрăм çакăнта
Аслă вăрçă хушшине,
Ик халăх вăрçнă çĕре.
Унта пĕр кун пурăнтăм,
Çак ĕçсене эпĕ куртăм:
Асап курать çичĕ ютра
Çичĕ тăван вăрçăра.
Хам та чăваш пуçăмпа
Часакх сисрĕм чунăмпа
Вĕсем чăваш иккенне.
Ырă сунтăм вĕсене:
"Ырă чăваш тăвансем,
Пĕтчĕр сирĕн тăшмансем!
Çут хĕвелпе çут тĕнче
Вăй паччăр çак кунсенче!"
Çичĕ тăван çапăçать,
Çапăçать те тытăçать.
Сăсар çĕлĕк пуçĕнче,
Шурă тумтир пĕвĕнче,
Симĕс тукмак аллинче,
Сенкер сăнă хыçĕнче.
Вĕçет кăвак урхамах
Кайăкран та хытăрах.
Вĕçет, çӳрет тăлхăрса,
Тăшман пуçне таптаса.
Вăрçă шавĕ шав кĕрлет,
Таврашри çĕр кисренет.
Çичĕ тăван çапăçать,
Çапăçать те çуй тăвать;
Тăшман пуçĕ çĕмĕрлет,
Хура юнĕ сирпĕнет.
Çавна курса тăнипе,
Хам та хытă пăхнипе,
Сехри хăпса тухнипе
Урхамахăм сикрĕ те
Илчĕ кайрĕ туласа,
Пĕр еннелле çавăрса.
Ырса çитсен тăтăмăр,
Унтан çакна куртăмăр:
Çеçен хирте çил вылять,
Сарă ыраш хумханать.
Сарă ыраш хумханать,
Чăваш чунне йăпатать.
Ирех тăрса пит çуса,
Ирех хырăм тăрантса,
Ертсе килет хунямăш
Çичĕ кинне тырă вырма.
Çичĕ тăван ют çĕрте,
Арăмĕсем çак хирте.
Тырă выраççĕ юрласа,
Ыраш ӳкет касăлса,
Пулать тăрать кĕлтесем,
Кăтра пуçлă çĕмелсем.
Тырă выраççĕ юрласа,
Пĕлмеççĕ те канасса.
Темĕншĕн ватă карчăкăн
Ăшĕ çунать паян унăн.
Тырă выраççĕ юрласа,
Пĕтрĕ карчăк ывăнса.
Ытла ăшĕ çуннипе
Утрĕ урапи патнелле,
Çичĕ кашăк ывăтрĕ,
Çапла сăмах каларĕ:
"Пӳлĕх, кăтарт тĕрĕсне,
Кашăк, кала чăннине:
Хăш кин юнлă кашăклă -
Пĕтнĕ унăн упăшки".
Кашăк ӳкрĕ çаврăнса,
Ӳкрĕ - тăчĕ юн тулса -
Кĕçĕн кинин кашăкки, -
Пĕтнĕ иккен упăшки!
Çеçен хирпе кин пырать,
Вăрçă еннелле утать, -
Кашăк юнпа тулайрĕ,
Чăн тĕрĕсне кăтартрĕ.
Йĕре-йĕре кин пырать,
Аслă пиччĕшне курать:
- Пиччем, пиччем, шăллунне
Курмарăн-ши виллине?
Куртăм-ĕçке курасса:
Ларать çӳлĕ ту курăнса,
Çӳлĕ ту çинче пӳрт ларать,
Унта шăллăм çывăрать.
Тимĕр кăвак лашиччĕ,
Лаши тирĕ айĕнче,
Шурă тутăр пит çинче,
Симĕс тукмак аллинче".
Йĕре-йĕре кин каять,
Тепĕр пиччĕшне курать:
- Пиччем, пиччем, шăллунне
Курмарăн-ши виллине?
"Куртăм-ĕçке курасса:
Ларать çӳлĕ ту курăнса,
Çӳлĕ ту çинче пӳрт ларать,
Пӳртре шăллăм çывăрать.
Тимĕр кăвак лашиччĕ,
Лаши тирĕ айĕнче,
Йĕнерĕ пуçĕ айĕнче,
Сăнни ури вĕçĕнче".
Йĕре-йĕре кин утать,
Виççĕмĕшне тĕл пулать:
- Пиччем, пиччем, шăллунне
Курмарăн-ши виллине?
"Куртăм-ĕçке курасса:
Ларать çӳлĕ ту курăнса,
Çӳлĕ ту çинче пӳрт ларать,
Пӳртре шăллăм çывăрать.
Тимĕр кăвак лашиччĕ,
Лаши тирĕ айĕнче,
Шурă тутăр пит çинче,
Тĕттĕм каçĕ куç çинче".
Йĕре-йĕре пырать кин,
Çӳлĕ тăва курчĕ тин.
Курчĕ мĕскĕн курасса,
Ларать çӳлĕ ту курăнса,
Тĕтре çӳрет шуралса,
Çӳлĕ ту тавра явăнса.
Ылттăн хĕвел савăнмасть,
Çутă куна çутатмасть:
Пĕлĕт айне пытанать,
Хăй çуттинчен вăтанать.
Çил тухать те çил каять,
Хурлăхлă юрă юрлать.
Çӳлĕ тăвăн тĕлĕпе
Çăхан карать çăварне,
Хăйĕн çивчĕ сăмсипе,
Апат пурне сиснипе.
Ту тăрринче пӳрт ларать,
Чăваш хытă çывăрать.
Кун килет те кун иртет, -
Чăваш хытă çывăрать.
Шăппăн выртать, хускалмасть,
Ун арăмĕ хурланать.
Йĕре-йĕре хуйхăрать,
Упăшкине ыталать,
Анчах арăмĕ йĕнине
Вăл сисес çук чĕрипе.
Ĕмĕр-ĕмĕр йĕрсен те,
Чĕрĕлес çук куççулĕпе.
Вара тăваттăмĕш кун
Çакăнчĕ те, пĕтрĕ чун,
Хăй упăшкин çӳçĕпе,
Виçĕ ылттăн пĕрчипе.
Эпĕ те вара хурланса,
Икĕ чуна асăнса,
Урхамаха вырттартăм,
Чӳклерĕм те хăвартăм.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...