Пенальти
Физкультура учителĕнче ĕçленĕ Куракин тивĕçлĕ канăва тухсан та кичемленсе лармарĕ, ялта ветерансен фугбол командине йĕркелерĕ. Питĕ килĕшрĕ ку ватăсене. Пĕр-икĕ хутчен кӳршĕллĕ районти хăйсем пек ветерансемпе те тĕл пулса вылярĕç. Кĕçех тата футболла выляса мала тухмалли ăмăртусем те пулмалла. Çавăнпа паян та стадиона тренировка тума утрĕç вĕсем.
— Астăватăн-и, иртнинче пире пенапьтипе çĕнтерчĕç? — терĕ Уртем мучи.
— Ара, астумасăр, — тавăрчĕ ăна Хĕветĕр Иванч. Паян эпир те 11 метртан тапма ăсталăха ӳстерĕпĕр.
Мечĕке пĕр-икĕ хут çеç тапкалама ĕлкĕрчĕç ветерансем, стадиона Уртем мучи карчăкки — Маюк кинеми те çитсе кĕчĕ.
— Вăн ăçта? Эпĕ ăна анкартинче шыраса çӳретĕп. Пăру иртенпе, ав, вĕренте тăрать. Шăварман. Ман пĕччен таçта кайса кĕрес! Атя, хăть пăрăва кайса шăвар! — хăтăрса илчĕ вăл Уртем мучие.
— Пăру çак вăхăтрах типсе вилмест. Хĕветĕрпе эпир пĕр пенальти анчах... — турткаланса тăчĕ старикки.
— Атя! Атя! Чи малтан пăрăва кайса шăвар. Кайран пенатти мар, хуть те... — канăçсăрланчĕ карчăкки.
Киле çитиччен те вĕсем пĕр-пĕринпе калаçмарĕç.
— Çав тери кирлĕ япала-ши ĕнтĕ вăл пенатти? — Уртем мучи çине чăр пăхрĕ Маюк кинеми.
— Пенатти мар! Пенальти! — тӳрлетрĕ ăна старикки. — Час сана кăтартатăп. Пĕри тапать — тепри тытать. Футбол вăййинче çавăн пек.
— Тавай мечĕк. Тапса парам эппин. Тыт! — кăмăлĕ çемçелнĕ пек пулчĕ карчăккин.
Уртем мучи хăй тăнă вырăнтан шутласа вун пĕр вăрăм утăм турĕ те мечĕке кайса хучĕ.
— Çакăнтан тапмалла, — кăтартрĕ вăл Маюк кинемие.
Маюк кинеми хăй урисем çине пăхса илчĕ.
— Ку тапăчкăпа тапаяс çук-ха. Утнă чух та ураран тухса ӳкет, — терĕ те васкасах çенĕкрен Уртем мучин сăран аттине тăхăнса тухрĕ.
— Пулчĕ-и? — ыйтрĕ стариккинчен.
— Пулнă пĕрех... Тап эс! Тап! — аллипе сулчĕ старикки çĕлĕкне çамки çине пусса лартса.
Маюк кинеми вăрăммăн сывласа илчĕ, мечĕк патне чупса пырса пĕтĕм вăйран сылтăм урине сулса ячĕ. Ури мечĕке перĕнмерĕ, сăран атă, уринчен хывăнса, Уртем мучие куçĕнчен пырса тиврĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...