Юмăç пулăшнă
Пĕр хресчен малтан чиперех майлашкаласа пурăннă, анчах çулсем иртнĕçемĕн хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх ĕрчеме пăрахнă, путек-сурăхĕ сахалланнă, пăрушĕ те киле таврăнман.
Карчăкĕпе канашланă хыççăн хресчен юмăçа кайма шутланă. Вăл кутамккине çăкăр, тăпăрчă тата икĕ çăмарта чиксе çула тухнă. Çул çинче шур сухаллă старикпе тĕл пулнă.
— Салам, ырă çыннăм! Ăçталла çул тытатăн?
— Ырă кун! Юмăç патне кайма тухрăм-ха.
— Юмăçĕ хам пулам-и? Мĕншĕн хурлăхлă?
Хресчен хăйĕн инкекĕ çинчен каласа панă. Шур сухаллă старик хресчен аллине тытса пăхнă.
— Санăн килĕнте усал вăйсем пурăнаççĕ. Эпĕ сана пулăшаймастăп, манăн вăй-хăват çителĕксĕр, çавăнпа та сана хамăн пичче патне кайма сĕнетĕп. Акă сана сăмса тутри — вăл сана пулăшĕ. Асамлă çăмхана та ил. Вăл ăçта кусать, çавăнталла ут, — çапла каласанах «шурсухал» çухалнă.
Хресчен вăл кăтартнă çулпа утнă та кĕçех пĕр пӳрт умне çитнĕ, хуçинчен çĕр каçма хваттере яма ыйтнă. Лешĕ килĕшнĕ.
Ирхине вырăн çинчен тăрсан хресчен çăвăннă та сăмса тутрипе шăлăннă.
— Ăçтан тупрăн ку сăмса тутрине? — тĕлĕннĕ хваттер хуçи.
— Ăна мана шур сухаллă старик парнелерĕ, вăл мана пулăшасса шантарчĕ.
— Ку манăн пиччен парнийĕ-çке. Ну, каласа пар, мĕнле нуша илсе çитерчĕ сана ман пата?
Хресчен кăвак сухаллă старике хăйĕн нуши çинчен каласа парсан лешĕ шухăша кайнă.
— Мĕнех, çăмăлах мар пулин те пулăшма тăрăшăп, — тенĕ те вăл, хресчене пысăк шăпăр парнеленĕ. Çак шăпăрпа кил таврашне шăлса тирпейлеме хушнă.
— Мĕн пур шăтăк-çурăка тасатса тухсан 77 çăл куçран кашнинчен пĕрер кашăк шыв ăсса килĕр. Çав шывпа кил-çурта çуса тасатăр, ман пичче панă тутăрпа шăлса типĕтĕр те алăк умне шăтăк чавăр. Унта тапă лартăр. Сире кам чăрмантарнине ирхине хăвăрах куратăр, — тенĕ асамçă. Хресчен ăна тав тунă та каялла кайнă.
Килне кăштăртатса çитсен карчăккипе канашланă. Вĕсем çывăхри вăрмана çăл куç шырама тухса кайнă. Шăп та лăп 77 çăл куçран таса шыв илсе килнĕ те ĕçе пуçăннă. Тапă лартсан ывăннă ватăсем вырăн çине выртнă-выртман çывăрса кайнă.
Ирхине çухăрашнă сасса илтсе тула чупса тухнă та шăтăкра çыхланса ларнă усал çурисем йĕрсе выртнине курнă.
— Мĕн тумалла? Усал çурисене ăçта чикмелле? — аптранă старик.
— Кăларса яр пире, тархасшăн. Урăх сан кил-çуртна нихăçан та килмĕпĕр, — куççульпе йăлăннă тыткăнрисем.
Старик шăтăк алăкне яриех уçсан усал çурисем уялла тапса сикнĕ.
Çавăнтанпа карчăкпа старик каллех картиш тулли выльăх усрама пуçланă. Усал çурисем урăх килсе чăрмантарман.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...