Шăпчăк
Хĕвел анчĕ, теттĕмленчĕ —
Çырма-çатра пытанчĕ.
Сăрт тăррисем шĕвĕрленчĕç.
Симĕс вăрман хуралчĕ.
Кăнтăрлахи çавра çилсем
Хăямата çухалчĕç.
Çынĕсем те, выльăхсем те
Ыйхăпала лăпланчĕç.
Канăçлăха хурал тăма
Уйăх тухрĕ шуралса.
Таса хирсем, тӳлек шывсем
Кайрĕç хуллен çуталса.
Чăтлăх çĕрте çĕр çумĕнче
Чăштăр-чăштăр тутарчĕç —
Сĕм вăрмана вăхăтлăха
Хăй ыйхинчен вăратрĕç.
Çил те вара çилленнипе
Вĕрсе кайрĕ çиелтен.
Кайăксене итлемешкĕн
Тăрăр, терĕ тĕлĕкрен.
Çĕмĕрт çинче шăпчăк ларать
Икĕ турат хушшинче:
Кĕтет вăхăт вăл юрлама
Çуйсăр çурçĕр тĕлĕнче.
Çăлтăрсем те, пĕлĕтсем те,
Шурă сăнлă уйăх та,
Итлĕр, тăнлăр, шăпрах тăрăр,
Çĕр çыннисем, пурсăр та.
«Тре-ле-ле-ле, итлĕр пĕрле,
Пĕр чĕнменшĕн тавтапуç.
Пур еннелле, çӳлелле,
Юр юрласа, сассăм, куç!
Шелттĕм-шелттĕм ăвăс çулçи,
Хуллен-хуллен ална çуп;
Шелтĕр-шелтĕр сив çăл шывĕ,
Таш ташласа инçе чуп.
Халĕ илтнĕ юрă çинчен
Тĕрлĕ çĕре хыпар сар:
Çитĕ канма, тăрăр тесе
Выртнă çĕртен тăраттăр.
Кĕлеткĕре силлентерĕр,
Пĕлĕте çитнĕ юмансем,
Тăрăр, вĕçĕр, юрлăр, шавлăр,
Тĕрлĕ тĕклĕ кайăксем!
Çăлтăр сӳнет, уйăх анать,
Хĕвел тухăç хĕрелет.
Манран ирĕк пур чĕрчуна
Шавламашкăн тре-ле-ле-ле».
Шевеллеттим, трелелеттим!
Шевĕлтетрĕ шăпчăк тус;
Юрларĕ те, шăхăрчĕ те,
Шаклаттарчĕ шăпчăк тус.
Вăрман хирĕç янра-янра
Кайрĕ таçта çитиччен,
Шавла-шавла кайăк тăчĕ
Ăçтан кирлĕ пур енчен.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...