Этемлĕх варçи


Пролог

2459-мĕш çул. Этемлĕх наука тĕлĕшпе пысăк çитĕнӳсем турĕ. Çынсенчен нумайăшĕ пĕлĕтри аэростанцисенче пурăнаççĕ. Хăшĕсем вара — космосра. Ахаль топливăна лазер улăштарчĕ. Кашни килтех андроид (робот) пур. Хуçасем тумалли ĕçе пĕтĕмпе хăйĕн çине илет. Чи пысăк çитĕнĕвĕ вара ют планетăри халăхсемпе çыхăну тытма вĕреннĕ. Çыхăнмалли аппарата Англире Гринвич обсерваторине вырнаçтарнă. Унта 200 ытла ученăй ĕçлет.

 

«Сэм, сэм, — кăшкăрать Виктор. — Пăх радар çине. Пирĕн пата чĕнмен хăнасем килеççĕ!» Чăннипех те экран çинче пысăк сарă пăнчă çывхарса та çывхарса пырать.

— Инçе-и вара вĕсем? — ыйтрĕ Сэм.

— Тин пирĕн системăна кĕчĕç, — хуравларĕ Виктор.

— Апла лăпках, çапах ырăпа мар пуль вĕсем…

Ир. Виктор вăранчĕ. Çанталăк паян çумăра пулас. Хура пĕлĕтсем тӳпе тăрăх шăваççĕ. Ученăй куçлăхне шăлса илсе компьютер çине пăхрĕ. Ĕнерхи сарă пăнчă курăнмасть те унта. Сасартăк ăнланман кĕске сасăсем илтĕнме пуçларĕç. Виктор ăнланман пек пулса чӳрече çине пăхса илчĕ. Ирхи пĕлĕтсем хуралса та хуралса пынă. Кĕтмен çĕртен вĕсем хушшинче пысăк шăтăк пулса кайрĕ. Тем хулăнăш çиçĕм пайăрки çиçсе илчĕ. Хула шăпланчĕ. Виктор тăнне çухатрĕ. Тăна кĕрсен вăл урама тухрĕ те тĕлĕнмелле пулăм курчĕ. Осьминог евĕрлĕ пысăк инопланетянинсем вăрăм аллисемпе çуртсене ишеççĕ. Каярахпа çынсене вĕлерме те пуçларĕç. Вĕсем пĕччен килмен. Акă виç ураллă машинсем тата урăх тĕрлĕ тискер тĕлĕнтермĕшсем ĕçлеме пуçларĕç. Виктор часах хваттерне кĕрсе лазер хĕççине, виçĕ аккумулятор илчĕ. Сасартăк вăл Сэма асăрхарĕ. Тăнне çухатнă пулнă вăл иккен. Сăмси айне спирт сăтăрсан çеç вăл тăна кĕчĕ. «Мĕн пулнă?» — ыйтрĕ вăл. Виктор нимĕн те чĕнмерĕ. Ăна çавăтрĕ те иккĕшĕ гидроплана кĕрсе вĕçсе кайрĕç. Вĕçсе пынă чухне пĕр пушă пĕччен ларакан пӳрт курчĕç Унта кĕрсе вырнаçрĕç.

— Çапах та мĕн пулнă пирĕн хулара, мĕншĕн эпир унтан кайрăмăр? — ыйтать Виктортан Сэм.

— Чĕнмен хăнасеем çапах та килчĕç. Эс каланă пек, ырăпа мар. Пирĕн этемлĕх вара ыйту айне пулчĕ. Чăннипех те пулĕ-ши вăл малашне? Тен, эпир те паян вилĕпĕр, — каларĕ те пуçне усрĕ Виктор.

Çакăншăн этемлĕх хăй айăплă. Сасартăк илтĕнсе кайрĕ пӳртре. Картлашка çинчен ватăрах çын анчĕ. Кĕпи вара унăн пĕрре те хальхи пек пулман. Хура çӳхе кĕлеткине пĕтĕмпех хупланă. Пуçĕ çинче вара ăнланман тискер чĕр чун пуçĕ çакăннă. Стенасем çинче хăрушă тимĕр çар тумĕсем. Пĕрре те çыннăнни пек пулман вĕсем. «6 пин çул каялла çĕр çинче этем тата дестептикон халăхĕ пурăннă. Пирĕн раса усал та тискер пулнă. Дестептиконсемпе пысăк вăрçăсем тунă. Пиншерĕн-пиншерĕн вĕлерсе пынă çынсем çак мĕскĕн халăха. Юлашкинчен вĕсем пирĕн планетăран вĕçсе кайнă. Пулас пысăк тавăру çинчен пĕлтернĕ. Çулсерен вĕсен йăхĕ улшăнса пынă. Юлашкинчен вĕсем пире хирĕç вăрçă пуçларĕç», — каласа пачĕ çав çын.

— Пирĕн вĕсене мĕнле те пулсан чармалла, — хăюллăн каларĕ Сэм.

— Тĕрĕс калатăр, — терĕ ватă çын. — Анчах та эпĕ сире малтан вĕсен пĕрремĕш патшин шлемне парăп. Вĕсем кунта çавăншăн килнĕ. Халĕ сирĕн васкамалла. Тепĕр сехетренех вĕсем кунта пулĕç. Викторпа Сэм васкаса тухса кайрĕç. Инкеке гидропланĕ те ĕçлемест. Çуранах утма тиврĕ вĕсен.

Тискер дестептиконсем çывхарса та çывхарса пынă. Сасартăк Сэма хыçалтан çĕлен евĕрлĕ анчах пысăк та лапчăклă пуçлă инопланетянин çапса илчĕ. Виктор тӳрех лазер хĕçне кăларса унăн пуçне касрĕ. «Вĕсем кунта, — терĕ вăл. — Малалла кайсан вĕсен пурпĕрех хăваласа çитеççĕ. Пирĕн çакăнтах юлас пулать. Вĕсем иртсе каиччен кĕтмелле,» — тесе каларĕ вăл. Вĕсем иккĕшĕ те пысăк чул хыçне пытанчĕç. Акă çĕр чĕтренме пуçларĕ. Тискер сасăсем хăлхана çурмаллах кăшкăраççĕ. Акă вĕсем пытанакан чулне пысăк виç ураллă (Треножка) катса пăрахрĕ. Вĕсем çине лазер пайăрки ячĕ. Çапах лекнĕ вăл мĕскĕн Сэма. Виктор тухăм çуккине пĕлсе çӳлерех хăпарчĕ те шлемне треножка патне çĕклесе кăтартрĕ. Ăна темле вăй туртрĕ, ĕмсе те ячĕ. Виктор куçĕсене уçрĕ те нимĕн те ăнланаймарĕ. Пĕтĕм çĕрте тĕттĕм. Сасартăк этемле пĕр сасă илтĕнчĕ. «Иккĕмĕш килтĕмĕр, сирĕн вăхăт иртсе каймарĕ. Шлем каялла таврăнчĕ. Виççĕмĕш киличчен этемлĕх пурăнĕ». Çак сăмахсене Виктор малтан ăнланмарĕ. Кăвак тӳпе, çĕр курчĕ. «Вĕçленчĕ. Эпир малалла пурнăпăр», — ассăн сывласа илчĕ Виктор.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Энтри (2008-11-26 17:48:33):

Пирĕн этемлĕх вара ыйту айне пулчĕ.

К пачах та чăвашла мар. Ача вырăсла шутласа çырнă курнать.

 

Admin (2008-11-26 18:04:18):

Хайлав чĕлхи питĕ япăх. «Ыйтать», «пынă» ĕçхĕлсене асăннă чух темшĕн калав, самантлăха (кайран хальхи вăхăталлах таврăнать), иртнĕ вăхăта куçса илет. :)

Пулса çитеймен. Ытларах чăвашла вуламалла, вара, тен, тепрехинче лайăх калав хайланĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемсĕр | Шухăшĕ: вăйсăр | Содержанийĕ: ăшах

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: