Космосра


Пĕр кунхине питĕ вăйлă çумăр çăватчĕ. Аçа-çиçĕм те çапатчĕ. Ялти йывăçсене пĕтĕмпех хуçса пĕтернĕччĕ. Ларатăп чӳрече умĕнче. Сасартăк пуканăн урисем хуçăлчĕç. Ман çӳç-пуç вирелле тăрса кайрĕ. Пăхатăп — ман умра йывăç тураттисем выртаççĕ... Хыçалалла пăхрăм та — урайĕнче манран ик-виç метрта турилкке выртать. Кайран турилккен урисем тухрĕç. Тепĕртакран алăкĕ курăнакан пулчĕ. Патнерех пырса йĕри-тавра сăнама пуçларăм. Пуçа та хыçса илтĕм, сăмсана та. Çав вăхăтра куç ыратакан пулчĕ. Куçа шăлса илнĕ вăхăтра ман ума ют планета çыннисем иккĕн тухса тăчĕç. Пĕри — хĕр ача. Сарă вăрăм çӳçлĕскер, сăмси-çăварĕ кроликăнни пек. Хăйĕнчен тутлă шăршă кĕрет. Тепри — арçын ача. Унăн çӳçĕ кишĕр çулçи евĕрлĕ. Куçĕ китаецăнни пек, тути-çăварĕ пирĕнни пекех.

Эпĕ вĕсемпе калаçса кайрăм. Чи малтан хăйсемпе паллаштарчĕç. Хĕр ачи Дильфа ятлă, арçын ачи — Рольфид.

— Мĕнле пурăнатăн, Света? — терĕç вĕсем мана.

— Аванах. Хăвăр мĕнле тата? — вĕсем ятăма пĕлни тĕлĕнтерчĕ мана.

Сиссе те ĕлкĕреймерĕм — пĕр-пĕринпе часах пĕр чĕлхе тупрăмăр. Вĕсем мана хăйсем çинчен каласа пачĕç, эпĕ — хам çинчен. Дильфăпа Рольфид мана хăйсен планети çине хăнана чĕнчĕç. Юлташĕсемпе паллаштаратпăр терĕç. Вĕсен пурнăçне лайăхрах пĕлме пултаратăп иккен, юратнă вырăнĕсенче пулса курма пултаратĕп.

Мана сасартăк намăс пулса кайрĕ: вĕсем мана хăйсем патне хăнана чĕнеççĕ — эпĕ вĕсене хам хăналама та ăс çитереймерĕм. Вара эпĕ хăвăртрах вĕсене сĕтел хушшине лартса чей ĕçтертĕм. Пирĕн патра темиçе кунлăха юлăр терĕм.

— Çук, юлаймастпăр. Эпир килтен уйăх каяллах тухса кайнă, тăвансем кулянаççĕ пуль. Уйăх вĕçлениччен пирĕн киле çитмелле.

— Апла пулсан эпĕ сирĕнпе пыратăп, — терĕм те хатĕрленме пуçларăм.

Часах турилккене кĕрсе лартăмăр та çĕнĕ юлташăмсен юратнă килне, вĕсен тăванĕсем патне вĕçрĕмĕр те кайрăмăр. Вĕсен планети Нептун ятлă. Унта вĕçсе çитсен эпĕ тем те куртăм, тем те пĕлме пуçларăм. Çавăн çинчен сире каласа парасшăн та ĕнтĕ эпĕ.

Нептун çинче пĕр япăх нептунеца та курмарăм эпĕ. Пурте питĕ маттур, кашнин юратнă ĕç пур. Пĕрисем консервăсенче канфет кăлараççĕ, теприсем пахчара ĕçлеççĕ… Пĕри те ĕçсĕр лармасть. Уйăхра пĕрре уяв тăваççĕ — канаççĕ, савăнаççĕ. Вĕсем мана питĕ тарават кĕтсе илчĕç, хырăм тулса кайиччен апат çитерчĕç.

Пурнăçĕ вара интереслĕ вĕсен. Нептунецсем пĕр планета çинчен теприн çине вĕçсе çӳреме юратаççĕ. Мĕн пĕлменнине пĕтĕмпех пĕлме тăрăшаççĕ. Кашни планета çинче юлташ тупма тăрăшаççĕ. Ытти планетăсем çинчен те мана тем те каласа пачĕç. Меркурие вĕсем суту-илӳ турри теççĕ, Марса — вăрçă турри, Венерăна — илем турри. Астероид, комета, метеорит, аслатипе çиçĕм, çил-тăвăл, çавра çил тата тем çинчен те пĕлеççĕ кунтисем. Нептун лăпкă планета, усал çанталăкпа çыхăннă пулăмсем пулмаççĕ кунта. Юнашар планетăсенче инкек-синкек сиксе тухсан вара нептунецсем пулăшма кар çĕкленеççĕ. Çавăнпа вĕсене ытти планетăсенче пурăнакансем питĕ хисеплеççĕ. Марсиансем çеç темшĕн килĕштерсе пурăнасшăн мар Нептун планетăрисемпе.

Марс планета çинче пурăнакансем пурте япăх мар, арçыннисем анчах. Вĕсен королеви Дуриха ятлă. Вăл вара питĕ-питĕ усал. Хăйĕн тарçисене ĕç хушса кăна тăрать. Унăн кашни сăмахĕ — закон. Вăл никама та шеллеме пĕлмест, кирлĕ пулсан вĕлерттерме те пултарать. Ытти планетăсемпе пĕрре те килĕштерме пĕлмест, пуринпе те çапăçать. Çĕнтерсен вара налук нумай тӳлеттерет. Пурте унран хăраса çеç тăраççĕ, çавăнпа никам та çĕнтереймест Дурихăна.

Çывăрма выртсассăн Рольфид тата мана акă мĕн çинчен каласа пачĕ. Пĕррехинче вĕсем Венера планета çине вĕçсе кайнă. Турилкке çинчен ансанах манăн çĕнĕ тусăм пĕр илемлĕ хĕр ачана курнă. Пĕрре пăхсах Рольфид ăна килĕштерме пуçланă. Венера çинче пурăнакан юлташне — Томонтăна çак хĕр ачапа паллаштарма ыйтнă. Паллашнă та — кунта ирттернĕ пĕр уйăх хушшинче унпа кашни кун тем çинчен те юмахланă. Çав хĕр ачапа калаçма питĕ кăмăллă пулнă. Киле кайма вăхăт çитсен Рольфид питĕ хурланнă, унăн Венера турри пек илемлĕ хĕр ачаран уйрăлас килмен. Кун çинчен ку таранччен Рольфид никама та каласа кăтартман пулнă, эпĕ пĕрремĕш пултăм унăн вăрттăнлăхĕ пирки пĕлекенни.

— Ан кулян, — лăплантартăм эпĕ ăна, — Венера çине тепре вĕçсе каятăн та унпа тĕл пулса тем çинчен те калаçăн-ха. Эсĕ ăна хăвăр пата хăнана чĕнме тăрăш.

— Эх, эпĕ те çав … Хамăр пата чĕнме ăс çитереймерĕм.

— Пĕр-пĕрин патне вара пĕрмаях вĕçсе çӳреме пултаратăр. Тăванусемпе, юлташусемпе паллаштаратăн, — терĕм эпĕ.

Ман сăмахсем хыççăн Рольфид йăл кулчĕ те çывăрма выртрĕ.

Тепĕр кунне урама тухрăм та уява лекрĕм. Пĕчĕккисенчен пуçласа ваттисем таран пурте уява хатĕрленеççĕ. Пĕрисем юрлаççĕ, теприсем ташлаççĕ, виççĕмĕшсем апат-çимĕç хатĕрлеççĕ, тата теприсем — тĕрлĕрен вăйăсем… Кăнтăрла уяв хĕрсе çитрĕ. Пурте савăнаççĕ, кулаççĕ. Сцена çинче спектакль, концерт лартаççĕ. Тĕттĕмленсен кăвайт чĕртрĕç, йĕри-тавра сĕтел лартса хăналанчĕç. Çĕрле вара тӳпе фейерверкпа илемленчĕ. Мана мĕн килĕшрĕ: пĕр-пĕрне никам та тĕккелемест, кӳрентермест, пурин те пичĕ-куçĕ кулăпа çеç çиçет. Çывăрма та час выртман эпир çавăн чух. Уяв вĕçленсен хам та Дильфăпа Рольфида Çĕр çинче уявсем çинчен каласа патăм.

Дильфа хăйне уйăхра пĕрре пулакан уявсем питĕ килĕшни çинчен каларĕ. Иртнинче вĕсем çĕрĕпе çывăрман иккен. Çамрăксем ирччен пĕр-пĕринпе выляса-кулса çӳренĕ. Ирхине çеç çывăрма выртнă та каçхине 9-ччен ыйха туртнă. Вара çур çĕр иртсе 3-ччен кĕнеке вуланă, ӳкернĕ Дильфа. Тепĕр кун вара кунĕпе пахчара ĕçленĕ. Юлташăм питĕ кулăшла каласа кăтартрĕ, манăн кулнипе хырăм ыратакан пулчĕ.

Тепĕр кунне эпĕ Рольфидран ыйтрăм:

— Эсĕ Марс çинче пулса курнă-и? Каласа кăтарт-ха.

— Марс çинче те пулнă. Малтан пире ахаль марсиансем аванах кĕтсе илчĕç. Тепĕртакран салтак тумĕ тăхăннисем вара тытса темле пысăк çурта илсе кайрĕç те тĕттĕм пӳлĕме хупса хучĕç. Тепĕр ирхине пирĕн пата темле хĕрарăм килчĕ. Хăй сивĕ куçлăскер, салтаксене пире сăнчăрласа тула илсе тухма усаллăн приказ пачĕ. Пĕр эрне сăнчăртан вĕçертмесĕр ĕçлеттерчĕç. Ырăрах марсиансенчен ыйтса пĕлтĕмĕр: çав усал хĕрарăм Дураль ятлă королева иккен. Ăна хăйсен хушшинче Дуриха тесе чĕнеççĕ. Ют планета çинче пурăнакансене тата чĕр чунсене шеллемест вăл. Çут çанталăка упрама тăрăшманнипе ӳсен-тăран та ӳсмест вĕсен планети çинче. Унта-кунта çеç ик-виç сантиметрлă курăк ӳскелет. Дурихăна хирĕç тăрса та пăхнă ырă марсиансем, анчах усси çук. Ăна никам та çĕнеймест. Унăн салтак нумай. Вĕсене валли фабрикăра ятарлă таблеткăсем кăлараççĕ, çавăнпа вĕсем питĕ вăйлă. Çав таблеткăсем ятарлă вырăнсенче ещĕкĕ-ещĕкĕпе лараççĕ. Дуриха уйрăмах Венера планетăра пурăнакансене юратмасть, мĕншĕн тесен унта пурăнакансем сăнĕпе питĕ хитре. Марсиансем вара пурте илемсĕр, уйрăмах королеви тискер сăнлă. Пĕррехинче Венера çине тапăнса унта пурăнакансене питĕ нумай вĕлерсе пĕтернĕ.

Рольфидпа юлташĕсем Марс çинчен хăйсен чеелĕхне кура çеç тарса кайма пултарнă. Дурихăран хăтăлайман пулнă пулсан çак таранччен унăн тарçи пулмаллаччĕ вĕсен. Рольфид калавне итлесе хăраса лартăм эпĕ. Ырă хыпар пĕлни çеç мана усалли çинчен мантарчĕ.

— Ыран Венера планета çине хăнана каятпăр, — йăл кулса каларĕ Рольфид.

— Ура! Эс килĕштерекен хĕр ачапа паллашатăп ĕнтĕ, — савăнтăм эпĕ. Çĕрле вара куç умне Венера пики темиçе хутчен те тухрĕ.

Çула тухсан манăн хăвăртрах Венера çине çитес килетчĕ. Анчах та Юпитер патне çитеспе пирĕн турилкке çĕмĕрĕлсе кайрĕ. Юрать эпир Марс патĕнче марччĕ, унсăран эпĕ хăранипе вилсех каяттăмччĕ. Юпитер çинче çĕр каçрăмăр та тепĕр кунне ирех Венера çинелле çул тытрăмăр.

Илем планетинче пире çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Венерианкăсем хушшинче пĕри уйрăмах хитрескер пек туйăнчĕ.

— Рольфид, çакă-и сана килĕшекенни? — ыйтрăм юлташăмран.

Вăл пуçне сулчĕ те мана ун патне илсе пычĕ:

— Анрисвена, паллаш — ку Света. Вăл Çĕр çинче пурăнать.

— Салам, Света, — çепĕç сасăпа сывлăх сунчĕ Рольфид килĕштерекен пике. Тӳрех хăйĕн патне хăнана чĕнчĕ.

Венера çинче пурăнакансем те Нептун çинчисем пекех, ĕçсĕр лармаççĕ иккен. Пушă вăхăтра кăна пĕр-пĕринпе калаçса ларма, уçăлса çӳреме пултараççĕ. Анрисвена çĕлеме юратать. Хăй çĕленĕ тума çеç тăхăнса çӳрет вăл. Юлташĕсене те парне пама юратать. Бисерпа тĕрлеме те, ӳкерме те ăста иккен вăл. Килĕнчи стенасем çинче Анрисвена ӳкерчĕкĕсем çакăнса тăнине курсан вăл ăста художник тесе шутларăм. Унăн пӳлĕмĕнче вара чăн-чăн дизайнер ĕçлени палăрчĕ. Манăн çакăн пек пӳлĕм пулсанччĕ! Çĕр çине таврăнсанах эпĕ те Анрисвена пек темпе те интересленме пуçлатăп тесе шутларăм. Шкулта та аван вĕренет иккен вăл, юлташĕсем те нумай. Мĕнле тарават тата вăл — пире тӳрех хăналама пуçларĕ.

Анчах та çав вăхăтра темле хăрушă сасă илтĕнсе кайрĕ. Эпир урама чупса тухрăмăр. Манăн чĕре ура тĕпне анса каятчĕ: Марс çинчи тăшмансем хăйсен Дурихипе кунта вĕçтерсе килнĕ. Королева хура çӳçлĕ, вăрăм хăлхаллă, шĕвĕр сăмсаллă, усал куçлă, чĕрни сыснанни пек, хура плащ тăхăннă.

Марсиансене хирĕç венериансем тăраççĕ. Вĕсене ертсе пыраканни Ансэр ятлă.

— Мĕн кирлĕ сире? — ыйтрĕ вăл Дурихăран.

— Сирĕн планета çинче хуçа пулма килнĕ эпир. Халех парăнăр, унсăрăн пĕри те чĕрĕ юлмастăр! — Дуриха сасси ытла та хăрушă иккен. — Пĕтĕм тĕнчене парăнтаратпăр тепĕртакран!

— Хăвна парăнтарсассăн? — шикленсе тăмарĕ Ансэр.

Дурихăпа салтакĕсем çапăçу пуçларĕç. Венера çинче пурăнакансем те хăраса тăмарĕç. Вĕсем те хăйсен вăйне кăтартма пуçларĕç.

Мана ку çапăçу пĕрре те килĕшмерĕ. Тĕнчере килĕшӳ çеç пулмалла тесе шутласа илтĕм. Мĕнле чармалла космосри вăрçă-харçа? Çĕре та тапăнма пултараççĕ-çке кунта çĕнтерекенсем!

— Итлĕр-ха мана пурте! — алла рупор пек тытса кăшкăртăм. — Эпĕ сирĕн пата ырă шухăшпа, ырă ĕмĕтпе килнĕ. Сирĕнпе паллашма, сирĕнпе туслашма. Пирĕн Çĕр çинче те хăрушă вăрçăсем пулнă тахçан. Пирĕн планета çинчисем çапăçма чарăнман пулнă пулсан Çĕр тахçанах темиçе пая арканса кайнă пулĕччĕ. Анчах та çынсем ăнланса илнĕ те, халĕ пирĕн патра темиçе ĕмĕр ĕнтĕ пĕр вăрçă та çук. Пирĕн планета çинче тем чухлĕ хĕç-пăшал пулнă малтан. Ытти планетăсене тапăнма та, çĕнтерме те, тĕнчере хуçа пулма та пултарнă çынсем. Усал шухăшсене пуçран кăларса пенĕ те пурте — пирĕн планета халĕ тĕнче уçлăхĕнчи чи илемлĕ, чи пуян, чи телейлĕ планета. Эпĕ сирĕн вăрçа чаратăп! Чаратăп! Чаратăп!

Темле пĕчĕк хĕр ача аллипе сулкалашса, çинçе сассипе çухăрса калани çапăçакансене тĕлĕнтерчĕ пулмалла. Вĕсем эпĕ калама пуçланăранпах çăвар карса мана итлерĕç. Кайран тин ăнланса илтĕм: асаннен гипноз вăйĕ мана куçнă! Манăн мăн асаннен мăн асламăшĕ Çĕр çинчи вăрçа чараканни пулнă.

Космосри вăрçа çапла чарса лартма пултартăм эпĕ — Çĕр çинчен килнĕ Света ятлă хĕрача. Тĕрĕссипе, Дильфăпа Рольфид Çĕр çине ятарласа мана илме килнĕ пулнă. Пĕлнĕ вĕсем, кĕтнĕ эпĕ çураласса, космосран сăнанă эпĕ ӳснине. Вăхăт çитнĕ те — мана хăйсемпе тĕнче уçлăхне чĕннĕ.

Халĕ ĕнтĕ эпĕ Çĕр çинчех пурăнатăп. Манăн ни Венера çинче, ни Нептун çинче, ни Марс çинче юлас килмерĕ, çавăнпа киле леçсе ячĕç космосри тусăмсем. Кунта вара никам та пĕлмест эпĕ тунă пысăк ĕç çинчен, хам та никама та каламастăп. Эпĕ мухтанчăк хĕрача мар.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2008-11-24 17:39:40):

Калавĕ вăрăм, çав енченех содержани тĕлĕшĕнчен унталла-кунталла пăрăнмасть — тип-тикĕссĕн пырать. Шел, чĕлхи питĕ япăх. Çавăншăнах лайăххисем шутне те кĕртейместĕп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемсĕр | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: