Акула пулăшрĕ


Паян эпĕ шкула кайиччен чечек шăвартăм, урай шăлса кайрăм тата ытти ĕçсене те турăм. Ларса канас терĕм те — çывăрнă та кайнă. Акă ĕнтĕ сиксе тăтăм. Эпĕ ларса çывăрнăччĕ. Пăхатăп — ман кĕлетке ларать. Хăраса кайрăм. Шутларăм: вилнĕ-им эпĕ? Лайăхрах пăхрăм та — ман кĕлетке сывлать. Шутласа илтĕм вара: пурнатăп-ха! Савăнăç! Кĕлеткеме тĕкрĕм-тĕкрĕм те — куçа уçрĕ те утса кайрĕ, эпĕ — ун хыççăн. Килтен тухса кайрĕ. Ял урамĕпе ун хыççăн пыратăп. Никам та курăнмасть. Каярахпа вăрмана çитрĕмĕр, шалтан шала кĕретпĕр. Унтан шыв çийĕпе утатпăр. Аялалла пăхатăп та — мĕн тĕрлĕ пулă кăна çук! Ман патăма акула ишсе пырать. Хăранипе шыва ӳкрĕм. Илтетĕп: акула пирĕн чĕлхепе калаçать. Шутларăм, вăл мана ăнланма пултарать вĕт. Вара калаçма пуçларăмăр.

— Лар ман çурăм çине, — терĕ акула. — Атя манпа.

Эпĕ ним хăрамасăрах ун çине хăпарса лартăм. Пăхатăп, ман кĕлетке вĕçекен турилккене кĕрсе ларчĕ.

— Атя часрах, — васкататăп акулăна,- манăн хамăн кĕлетке хыççăн пымалла.

Турилккене хăваласа çитрĕмĕр.

— Тавтапуç, — терĕм акулăна.

Вăл савăннипе мана пит çăмартинчен чуп туса илчĕ те турилкке çине лартрĕ.

— Татах та тĕл пулăпăр-ха, — терĕ.

Вĕçекен турилкке ăшĕнче мĕн кăна çук! Хамăн кĕлеткене шырама тытăнтăм. Аран шыраса тупрăм. Сасартăк ман кĕлеткерен пĕр пĕчĕкскер тухрĕ. Эпĕ хăраса кайрăм:

— Эсĕ мĕн хăтланатăн? — терĕм.

Вăл ман çине хăйĕн пысăк куçĕпе мĕнле пăхрĕ — шеллесех кайрăм ăна. Вара эпĕ хамăн иртсе кайнă кунăмсене аса илтĕм. Çав пысăк куçлăскер эпĕ хамах-çке. Темшĕн ют чĕлхепе калаçать вăл. Эпĕ ăна аллинчен ярса тытрăм та — вăл кăшкăрса ячĕ. Ман çӳç-пуç вирелле тăрса кайрĕ. Унтан вăл çын чĕлхипех калаçма пуçларĕ.

Кайран тем те пулчĕ. Çĕр çине килтĕмĕр. Каллех шыв тăрăх пытăмăр. Эпĕ хамăн кĕлеткене темшĕн шыва путартăм. Кайран, киле çитсенех, тĕкĕр çине пăхрăм та — эпĕ курăнмастăп. Акула çинчен аса илтĕм те пулăшу ыйтрăм. Вăл часах кĕлеткене тупса килсе пачĕ.

— Хăвăн кĕлеткӳне текех ан çухат. Эпĕ сана урăх пĕрре те пулăшаймăп, — терĕ те акула куçран çухалчĕ.

Эпĕ кĕлеткем ăшне кĕрсе кайрăм та часрах шкула вĕçтертĕм. Халĕ эпĕ урокра ларатăп.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Ларис (2008-11-26 20:25:17):

"Ларса канас терĕм те — çывăрнă та кайнă. Акă ĕнтĕ сиксе тăтăм. Эпĕ ларса çывăрнăччĕ",- пăтратнă кăна çине-çинех. Чĕлхи илемлĕ мар, содержаниĕ те чаплă мар. 9-мĕш класс ачи çырнă калав тесе калама çук, 5-мĕш класс тенĕ пулсан аптрамасть

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемсĕр | Шухăшĕ: вăйсăр | Содержанийĕ: вăтам

 

Admin (2008-12-04 20:32:17):

Ку ушкăнри çиччĕмĕш хайлава вулатăп — нихăшĕ те вырăн йышăнма каймасть... 6-8 классенче вĕренекенсен ĕçĕсенче лайăх ĕçсем питĕ нумай, вырăн пама йывăр. Кунта вара... вырăн памашкăн хайлав тупаймастăп.

Шухăшĕ енчен лайăх-ха ĕнтĕ... çапах та чĕлхи япăх.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: ăшах

 

елена (2008-12-05 21:56:06):

Тем ăнлансах пĕтереймерĕм-ха калав сюжетне. Герой патне акула епле пынă-ши, ун урисем çук-çке? Куç умне тухса тăмасть. Туса çитереймен хăш-пĕр самантсене, ытла васканă.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: вăтам

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: