Ырă кăмăллă чĕрчун


Пулăсем пурте краба ăмсаннă: шыва кĕрес килет — шыва чăмать, çĕр çине тухас килет — çĕр çинче уçăлса çӳрет.

Чĕрчунсене те краб пурнăçĕ килĕшнĕ.

Тĕрĕссипе каласан, краба çакăн пек пурнăç пĕрре те килĕшмен. Ара унăн çурчĕ шывра та, çĕр çинче пулман-çке.

Пĕррехинче вăл хăйне валли çурт тума шутланă. Шывра. Тĕрлĕ чулсенчен стенине купаланă, медузăна çурт тăрри вырăнне пулма ыйтнă, йĕри-тавра водоросель лартнă. Шывра пурăнакан пур чĕрчуна, пулла çĕнĕ пӳрт хăни пулма йыхравланă. Çапла вара ыттисемпе пĕрле шывра пурăнма пуçланă.

Хĕвел хăйĕн пайăркисене шыв çинелле тăсса ярсан крабăн каллех çыран хĕррине тухса хĕртĕнес килсе кайнă. Шывран тухса кăштах хĕртĕнсе выртнă, унтан ĕмĕтленсе: «Шывра лайăх. Çыран хĕрринче тата лайăхрах», — тенĕ. Унтан типĕ хăма таткисем, патаксем, ракушкăсем пуçтарнă та тепĕр çурт лартнă. Çулсене хăйăрпа сапнă, хăна-вĕрле пуçтарнă. Самаях пурăннă вăл кунта.

Часах хĕвел хĕртсе пăхма пуçланă, краб шывалла васканă.

Килне çитет, унта медуза тĕпленнĕ. Йĕри-тавра медуза ачисем вылянă.

Краб медузăпа ачисене хĕрхеннĕ. «Пурăнччăрах, ман икĕ çурт», — тенĕ вăл.

Каллех çырана тухнă. Пăхать — кунти çурта самăр калта йышăннă.

Мĕн тăвас: юлашкинчен краб виççĕмĕш çурт тунă — панцирь. Çакăнтан ăна шывра та, çĕр çинче те çакса çӳреме шутланă.

Халĕ крабăн пурнăçне никам та ăмсанман. Камăн хăйĕн çуртне хăй çинче çакса çӳрес килтĕр.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2008-11-23 00:11:29):

Шухăшĕ интереслĕ. Шел, хайлав чĕлхи ытла чаплах маррине пула вырăн пулаймасть пулĕ — лайăхраххисем нумай.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Vyacheslavna (2008-11-26 19:39:42):

Виççĕмĕш класс вĕренекенĕшĕн хайлав аптрамасть пек туйăнать.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: