Сăвар Эртиван (Виталий Григорьевич Родионов) Вăрнар районĕнчи Хураçырма ялĕнче 1947 çулхи чӳкĕн 5-мĕшĕнче çуралнă. Вăтам шкулта, Çĕрпӳри культура училищинче, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ăс пухнă.
1976-1979 çулсенче Мускаври Тĕнче литературин институтĕнче аспирантурăра вĕреннĕ, чăваш сăвви ыйтăвĕсемпе кандидат, каярахпа доктор диссертацийĕсене хӳтĕленĕ. Литературăна, уйрăмах поэзие тĕпчет, сăвăсем те çырать.
Хальхи вăхăтра ЧПУра Чăваш филологийĕпе культурологи факультечĕн деканĕ пулса ĕçлет. Раççей писателĕсен союзĕн членĕ. «Чăваш сăвви», «Аслă халал», «Çеçпĕл — çĕрпе тӳпе чечекĕ» тата ытти кĕнеке авторĕ.
Шухăшсем
Your website, chuvash...
Ready to energize your website vi...
Is your website chuvash...
Get more leads for your chuvash...
Struggling with a sluggish websit...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...