Вениамин Пехил (Вениамин Васильевич Кондратьев) 1955 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Янкас ялĕнче çуралнă. Ялта сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Красноармейскинче вăтам пĕлӳ илнĕ, каярах И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Унтан вăл журналистика ĕçне кӳлĕннĕ: районти «Ял пурнăçĕ» хаçатпа радиовещани редакцийĕсенче ĕçленĕ, каярахпа Чăваш писателĕсен союзĕ кăларса тăракан «Ялав» журналта вăй хунă.
Шкулта вĕреннĕ чухнех Вениамин Пехил сăввисем республикăри тĕрлĕ хаçат-журналта пичетленнĕ. Каярах, 1986 çулта, унăн Чăваш кĕнеке издательствинче «Шăнкăрав курăкĕ» çапăнса тухнă, унта поэтăн лирикăллă тата философиллĕ сăввисем, çавăнпа пĕрлех «Мир ялавĕ» поэми кун çути курнă. 1990 çулта унăн «Янкас йăмрисем», 2000 çулта «Мерттес» кĕнекисем вулакан патне çитнĕ. Вăл çырнă сăвăсем тăрăх чăваш композиторĕсем сахал мар юрă хывнă.
Поэт 2004 çулхи утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче вилнĕ.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Have you thought about what happens to y...
Attract high-quality visitors to your si...
Emergency plumbing rescue at your home -...
Want more targeted traffic to your Chuva...
Check out Elegant Angels Milano Now
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...