Арсентий Кузьмич Андреев 1937 çулхи чӳк уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патăрьел районĕнчи Тури Тăрмăш ялĕнче колхозник кил-йышĕнче çуралнă. 1955 çулта Турханти вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Ун хыççăн Канашри механизаторсен шкулĕнче çулталăка яхăн вĕреннĕ. 1956-1959 çулсенче Казахстанри Кокчетав облаçĕнче трактористра ĕçленĕ. 1959 çулта вăл Шупашкарти ял хуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ. Агроном дипломне илнĕ хыççăн А.Андреев Сахалина тухса кайнă. Вăл 1968 çулхи утă уйăхĕнче вилнĕ.
Поэт сăвăсемсĕр пуçне поэмăсем тата «Атăл каччи-хĕрĕсем» пьеса çырнă. Вăл кĕске сăвă-миниатюра çырма ăста пулнă. Унăн икĕ кĕнеке тухнă: «Тĕлпулу» (1967), «Сахалинăм, манăн Сахалинăм» (1980).
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Эп ку сăвва тоже шкулта вĕреннĕ чухне пĕ...
Борлен «Сувар» редакторĕ пулнă Сорокинпа...
Виççĕри ачана «хĕр пĕрчи» темеççĕ пуль
пӳрт сутнă кун тени пурччĕ таçта
Питĕ лайăх çырнă,чуна пырса ответь...
Хочу поделиться замечательными курсами з...
Вĕçлемĕш ик йĕрки асăма килсех тăратччĕ ...
Вячеслав! "Шурё юрлё" (Белым снегом) юрр...
Тавах паттёр Борлена мухтанёшён...
Паян поэтăн çуралнă кунне паллă тумалли ...