Никита Волков


Волков Никита Михайлович — чӑваш ҫыравҫи. 1911 çулта Комсомольски районĕнчи Шурут ялĕнче çуралнă. 1971 çулта вилнĕ.

Шупашкарти рабфакра вĕреннĕ. Чăвашрадион «Юлашки хыпарсем» передачин редакторĕ, «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн хăйсен корреспонденчĕ, «Капкăн» журналăн яваплă секретарĕ вырăнĕсенче ĕçленĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă.

Хайлавӗсем «Манăн сăмах» (1962), «Евчĕ» (1963), «Парне» (1965) кӗнекесенче, тата хаҫат-журналсенче пичетленнӗ.


Хайлавĕсем