Ласса Хĕлипĕ


Филипп Лазаревич Аникин (Ласса Хĕлипĕ) 1881 çулта Саратов кĕпĕрнин Хвалынск вулăсĕнчи (халĕ Саратов облаçĕнчи Пасарлă Карапулак районĕ) Шурту ятлă чăваш ялĕнче çуралнă. Хăй ĕмĕрĕнче вăл чылай вăхăт чиркӳ ĕçĕнче тăнă. 1937 çултанпа Çĕмĕрле хулинче пурăннă.

1907 çулта «Хыпар» хаçатра пичетленнĕ «Пурнăç» тата «Шурту ялĕсем» сăввисемсĕр пуçне Ласса Хĕлипĕн ытти хайлавĕсем те пулнă, анчах вĕсем вулакансемшĕн хальлĕхе паллă мар.

1974 çулта вилнĕ.


Хайлавĕсем