Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Аслă халалКатӑлнӑ уйӑхКăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнекеКĕперАкăшсем таврăнаççĕĔмĕр сакки сарлака. 4-мĕш томКайăк тусĕ

Шупашкар


Тĕп хуламăр çамрăк мар иккен —

Юлнă ун пĕр сий пăлхарсенчен.

Пирĕн несĕл Паттуран тарса

Ларнă Атăл тăрăх хăпарса.

Сăвартан юлман тăрса пăлхар:

Атăлти утрав çинче — Поляр.

(Полярта выртан ырăсене

Асăнса кĕл тунă хăш чухне.)

Ӳкнĕ çичĕ ĕмĕр каяллах

Карттăсем çине тăван хула,

Ячĕ пулнă ун Вăта-Сăвар.

(Халĕ те пур пирĕн ик Супар.)

Ячĕ-шывĕ сумлине курса

Ларнă ун патнех Путай мăрса.

Ишĕлнĕ те çуннă Ишлĕ те,

Хĕсĕннĕ çывăхарах тĕлте.

Тупăнман телей ку тăрăхра —

Тапăннă йĕри-тавра хурах.

Атăлçи хурахсенчен тип шар

Мĕн тери тӳсмен-ши Шупашкар?

Тарçăри пек пурăннă чăваш,

Аптраса сывланă хаш та хаш.

Хусанпа Мускавăн хушшинче

Хĕç вылянă пирĕн çĕр çинче.

Тăнă тĕлĕнсе чăваш вара,

Кĕреймен питех Шупашкара.

Хĕн килсен хула хăй тĕрекне

Кӳнĕ тăтăш вырăссен çарне.

Тав çапах упранăшăн чуна,

Панăшăн курма хальхи куна.

Тиврĕ çĕнетме тĕн йĕркине,

Манасса манман ĕлĕкхине.

Аслă чиркĕве лартсан вара

Малалла

Илеме илентĕм те...


Илеме илентĕм те

кĕллентĕм.

Кĕмĕле кĕлерĕм те

имлентĕм..

 

1978, ака.

Хĕрарăмсем, эсир...


Хĕрарăмсем,

эсир –

Пурнăç Кăвапи,

савнисемшĕн –

сӳнми Кăвак Хуппи,

мăшăрсемшĕн –

Хĕртсурт тирпей-чуппи,

ачасемшĕн –

Кепе чĕрин таппи.

Вилĕмлисен пирĕн,

арçынкассин, –

хĕвел çаврăнăш пек

çаврăнасси,

кунĕн-çĕрĕн сире май пăхса

пуççапасси.

 

1.03.1978.

Хĕвел те пур, ăшши те пур...


– Хĕвел те пур, ăшши те пур,

хăçан пулать?

– Çу кунĕнче.

 

– Хĕвелĕ пур та, ăшши çук,

хăçан пулать?

– Хĕл кунĕнче.

 

– Кăмăл та пур, хĕрӳ те пур,

хăçан пулать?

– Яш çулсенче.

 

– Кăмăлĕ пур, хĕрӳлĕх çук,

хăçан пулать?

– Ват кунсенче.

 

18.02.1978.

Пушкин Пăлхарта


На окружности семи верст я не мог сделать ни одного шага, не попирая костей человеческих.

Карл Фукс.

 

Чуна халлантарчĕ Хусан,

Ăса пăлхантарчĕ хыпарĕ.

Çула шикленмесĕр тухсан

Çын тем те илтмешкĕн пултарĕ.

 

Карл Федорыч Фукс пĕр хăех

Пин ылтăн пекех савăнтарчĕ:

Мана Пугачев пиркиех

Тем чул каласа ăнлантарчĕ.

 

Асрах авалхи укçисем —

Асамлă Пăлхарăн хĕлхемĕ.

Кунтах-çке упраннă вĕсем,

Улт-çич çĕр çулхи ылтăн-кĕмĕл.

 

Хальччен те пĕтмен-ха хули,

Пур тет пилĕк-ултă хуралтă.

Вак шăм çеç çав лаптăк тулли,

Çурт-йĕрĕ ларать хăлтă-халтă.

 

Тустарнă иккен Пăлхара

Хасарĕ, тутарĕ те руçĕ.

Ун чапĕ çӳрет халапра,

Тапмасть унта пурнăç çăлкуçĕ.

 

Курасшăн ăс-пуç минĕрет,

Ыйха та вĕçтерчĕ ку тапхăр.

Уй урлă курнать минарет,

Тинех хулаша çывхаратпăр.

 

— Чим, ямшăк, чуптар ял вĕçне,

Малалла

Ача чухне Çĕр чăмăрĕнчен...


Ача чухне Çĕр чăмăрĕнчен

пӳске туса выляттăмăр.

Кăшт ватăлсан,

тусан пĕрчи катса

çĕр çухрăм çул

сарма пултартăмăр.

 

18.02.1978.

Вартарăм...


Вартарăм,

саваларăм,

шăнкăрч йăви пек

сăвă ăсталарăм,

виçĕ çăлтăртан

тухса çакрăм.

Кам чунĕ ютшăнĕ,

кам чунĕ йышăнĕ...

ши-и!

 

18.02.1978.

Хĕр ача тени мĕн тени, ывăлсем?..


– Хĕр ача тени мĕн тени, ывăлсем?

– Пĕвĕнчен хĕр пекех те тени вăл, атте,

чĕлхерен ача çеç-ха тени вăл, атте.

 

– Хĕрупраç тени мĕн тени, йĕкĕтсем?

– Пĕвĕнчен те хĕр пулнă тени вăл, тете,

ят-чысне те упрать-ха тени вăл, тете.

 

– Хĕрарăм тени мĕн тени, арçынсем?

– Сăмахпа хĕр пекех пулайсан та тени вăл, тăван,

пĕвĕпе вара арăм тени вăл, тăван.

 

17.02.1978.

Кив Хусан


Ăна асаттесем пуçланă

Ютсемшĕн мар, хăйсем валли.

Хусан — асаттесен хули,

Пуçне вĕсем кунта сыхланă.

 

Чул хушшинче пулсассăн та,

Кунта упраннă халăх чунĕ.

Юлман йăх-несĕл Хусанта —

Тарса тупать малашлăх кунĕ.

 

Хула никĕслени çинчен

Сире халап ярса парасшăн.

Вăл ахăртне асаттесен —

Тутарлăх йышăннă чăвашăн.

 

Калас сăмахăм — Фукс пикен,

Тĕрĕссинех-и, тен, пĕлтерĕ.

Вăл хăй — йăхташăмăр иккен,

Хусан мăрси таврашĕн хĕрĕ.

 

Ахаль-и вăл чăвашсене

Тăван пек ăшшăн пахаланă,

Ялти мăрьесĕр пӳртсене

Кĕрсе курма та кăмăлланă.

 

Авал çĕршер çул тăршшĕне

Пăлхар çĕршывĕ чечекленнĕ,

Инкеклĕ пусмăр сăнчăрне

Пачах курмасăр тĕрекленнĕ.

Анчах пурин те пур шăпа —

Хăй çавине пĕр шелсĕр сулнă:

Мăнаçлăх пĕтнĕ унтанпа,

Тăпра пулса патшалăх юлнă.

Хальччен упраннă ишлĕке

Салхуллă, хурлăхлă куратăн.

Тиран хăварнă инкеке

Масар тĕшне хурса тăратăн.

Малалла

Тăван чĕлхе


И чĕлхеçĕм, и чиперĕм,

атте-аннемĕн чĕлхи.

Тĕнчере нумай мĕн пĕлтĕм

тăван чĕлхеме пула.

 

Чи малтан чĕлхеçĕмпе

аннем сăпкара çывратнă.

Каярах çĕрлесенче

асаннеçĕм юмах янă.

 

И чĕлхеçĕм! пулăшăву

яланах пĕрле санăн,

пĕчĕкрен ăнлашăннă

савнăçăм, хуйхăм манăн.

 

И чĕлхеçĕм! Сан ятупа

малтанласа кĕл турăм,

каçарсам тесе, хама та

атте-аннеме, Туррăм!

 

Г.Тукай

Тутарларан 1977 ç. куçарнă.

■ Страницăсем: 1... 748 749 750 751 752 753 754 755 756 ... 796