Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
 Вăрçă инвалидне
Михаил Захарова халаллатăп
Вăрçăччен ман сăнăм капла марччĕ,
Çĕвĕ çукчĕ питĕм-куçăмра.
Кăтра çӳçĕм манăн тĕм-хураччĕ,
Сайралса шуралчĕ вăрçăра.
Куçăмсем ман хӳхĕм шĕл-кăварччĕ,
Çухрăмран паллаттăм çын сăнне.
Сирĕлми сĕм-тĕттĕм чатăр карчĕ
Вăрçă вучĕ манăн куç умне.
Вăрçăччен калаттăмччĕ эп купăс,
Тăвăл пек ташлаттăм вăйăра.
Çивĕч çамрăклăха тискер тупă
Илсе юлчĕ юнлă вăрçăра.
Пирĕнпе пĕр ӳсĕмсем нумайччĕ,
Тантăшсем нумайччĕ пирĕнпе.
Тантăшсем нумайăшĕ çухалчĕç,
Вăрçă хирне юлчĕç пуçĕпех.
Мул хуçи каллех урать, туятăп,
Сиккелет вăл вăрçă пуçарма.
Юнлă вăрçа хирĕç сасăлатăп,
Миршĕн хума хатĕр пуçăма.
 Ярăмланчĕ ылтăн шуçăм,
Пур тавралăх ыйхăра.
Ман баян сасси çеç уççăн
Янăрать-çке шăплăхра.
Анлă Атăлăн сăнарĕ
Чĕрене хумхатнă чух
Саншăнах çунатăп мар-и,
Инçетри чи çывăх чун?
БАМ ӳссех пырать мăнаçлăн
Вĕçсĕр-хĕрсĕр тайгара.
Пурăнма епле хаваслă
Хамăр тунă хулара.
Юлташсем кунта хăюллă,
Сахал мар чипер хĕрсем.
Çук, сӳнмест эс чĕртнĕ çулăм,
Асăмрах сенкер куçсем.
Асăмрах сап-сарă çивĕт,
Шуçăм евĕр çутални.
Сансăр çут хĕвел те сивĕ,
Ăнлансамччĕ эс, савни.
Ĕмĕрех пĕрле пуласшăн
Эп шутлатăп ĕмĕтре.
Ĕсĕклет баян ачашшăн:
«Çит, пикеçĕм, инçетрен»
 Телей тени
Çын умĕнче-и йăл! çиçме? —
Утаттăм та сăнаттăм,
Шухăшлаттăм.
Эс манăн,
Эс манăн çеç теме
Хамран хамах пуль çав
Эп вăтанаттăм.
Тус-тантăшсем
Ут таканне шыранă чух
Такан йĕрлĕ
Сукмак та çитетчĕ.
Çут тĕнче
Савăнса,
Янратса кулнă чух
Ашă çил
Калаçни те телейччĕ.
Камран кам халь,
Паян,
Мĕн ыйтать?
Çут тĕнче те ăш çил
Манран кулнăн туйнать,
Туйăнать...
 Çиçет, куçа йăмăхтарса ялтăрать апрель юрĕ. Çӳлтен ӳксе çĕмĕрĕлнĕ кĕленче ванчăкĕсем евĕр çуталса сирпĕнеççĕ çунатлă шевлесем. Сенкер кăвак тӳпе Кĕмĕллĕкӳль шывĕ пекех тăп-тăрă та тап-таса...
Эпĕ, çурхи туйăмпа хĕрнĕскер, иртенпех ĕнтĕ картишĕнче кĕрмешетĕп: хĕвел питĕнче тухса пыракан тислĕке хырса пухатăп, юлашки тăвăл вăхăтĕнче лартса хăварнă кĕрте кăнтăр енчи пахчаналла ывăтатăп. Манăн йăлăхтарса çитернĕ юртан часрах тасалас, хăвăртрах симĕс курăклă çĕре ирĕке кăларас килет.
Тĕрĕссипе, çуркунне пуçланать кăна-ха. Çаплах шурă пĕркенчĕк айĕнчи шăплахра тĕлĕрет уй-хир. Çав-çавах харăлтаттарать хĕл ыйхине анатри вăрман. Çил çеç, выляса ашкăнма юратакан нӳрĕ çил, çурхилле шухă. Пĕр хушă вăл шăп-шăпăртах. Калăн, ăна çĕр çăтса янă. Анчах минут иртет е иртеймест те-и, вăл сан патна çитсе те тăнă. Тахăш хушăра, тахăш самантра. Çукаланать вара, ачашланать, пит-куçа çупăрла-çупăрла йăпшăнать. Çавăнтах хăлха патне хăпарса каять те: «Килчĕ ырă çуркунне, килчĕ ячĕ ăшăтса...» — пăшăлтатса хыпарлать васкавлăн.
Ĕшеннĕскер, канма чарăнтăм. Пĕр хушнă тытăнса ĕçленĕ хыççăн мĕнле лайах вăл туртса ямашкăн! Васкамасăр, ирĕкленсе.
Малалла
 Калаç, калаç чĕкеç пек çепĕç,
Çĕр саслă купăсçăм-чĕрем.
Санпа йăпанăп, юрлăп эпĕ
Ăшчик тулса хĕмленнĕрен.
Юр пек шур тутăр çыхрĕ çĕмĕрт,
Çеçке çурать ачаш сирень.
Çурхи каçра çуралнă ĕмĕт
Тухма пĕлмест ман чĕререн.
Ăçта кайма хитре вăл маншăн?
Тен, çавăнпах пуль, вăтанса
Çӳретĕп ун çине пăхмашкăн,
Çунатланса, хавасланса.
Çумне ларса пуплесчĕ ăшшăн,
Чи савăк сăмахсем тупса.
Мĕн-ма çаплах вăркать-ши ăшăм?
Чĕре те тарас пек тухса.
Итлет-ши çăлтăр пек пикеçĕм
Чунран тухан кĕвĕсене?
Кала-ха, купăсçăм-чĕкеçĕм,
Эп калайман сăмахсене.
 Вăрçăри тусăма — Петр Кольцовă асăнса
Ăçта çухалтăн-ши эс, тусăм,
Ăçта канатăн-ши? Ăçта?!
Эс маншăн çутă шурăмпуçăм,
ĕре таппи те, пурнăç та.
Эпир, чăнах, йĕкреш пекехчĕ,
Ик çул пĕр шит те уйрăлман.
Вута кĕрсессĕн те пĕрлехчĕ,
Хастарлăхпа кайра пулман.
Асран каймасть Карели çĕрĕ,
Умра юхать пек анлă Свирь.
Снаряд та мина çырнă тĕрĕ
Ӳте касать-ха каç та ир.
Çапăçусем кĕрлерĕç çивĕч,
Вут ăшĕнчеччĕ пур тавра.
Тусан пулатчĕ чул та кирпĕч,
Çапах чăтать çын вăрçăра.
Амантăм эп. Мана хăтартăн.
Чуптурăн та ыталаса,
Атакăна çил пек васкарăн,
Юта вутпа ăшаласа.
Хыпарсăр эс. Ăçта çывран-ши?
Пĕччен аннӳ кĕтет хальччен.
Шырать чĕрем. Эс таврăнан-ши
Хăрушă вăрçă хирĕнчен?
 Йăлтăр-йăлтăр сирпĕнчĕ хĕлхем,
Куçăма шартарчĕ, йăмăхтарчĕ.
Ялт! хыпса илес пек çиçнĕрен,
Иртнине сасартăк астутарчĕ.
...Кĕçĕрхи пекех тӳлекчĕ каç,
Çапăçун та лăпкă хăш саманчĕ,
Миномет вут сапрĕ те кас-кас,
Çумăмри юлташăм ман аманчĕ...
Хĕм сапса çиçет, ав, айлăмра
Йăмăх çутă халь те тапхăр-тапхăр.
Мина çурăлмасть ман умăмра,
Сварка çути çеç. Вăл питĕ капăр.
Шăратса электро хĕмĕпе,
Пăрăхсем сыпать иккен ĕçчен хĕр
Кайĕ газ çав пăрăх тăршшĕпе.
Газ хăвачĕ халь ăçта çитмен-тĕр?
Хавасланчĕ хамăн та чĕрем.
Йăмăх çутă ялкăштăр этемшĕн.
Йăлтăр йалтăр çиçтĕр вут-хĕлхем
Мирлĕ куншăн, пурнăçшăн, телейшĕн.
 Виктор кунта, çеçенхирти çак пĕчĕк станцие, культурăпа çутĕç шкулĕ пĕтернĕ хыççăн килчĕ.
— Клуб унта халĕ çеç уçрăмăр-ха, — асăрхаттарчĕç ăна культура пайĕнче. — Çавăнпа сирĕн, ĕçе тивĕçлипе пуçарса ярас тесен, нумай вăй хурас пулать...
Вăйне ун, чăнласах та, чылай хума тиврĕ.
Клуб валли уйăрнă пысăк мар шатрунра юлашки вăхăтченех тырă хатĕрлекен пунктăн лабораторийĕ пулнă-мĕн. Ик-виç эрне каярах вăл çĕнĕ çурта куçнă. Çавна май вара ку пӳрчĕ пушанса юлнă.
Виктор такам пурăпа кукăрткаласа пысăк саспаллисемпех «Клуб» тесе çырса хунă чус хăма алăкран кĕрсе тăчĕ те тĕлĕнсех кайрĕ: стена бомба-снаряд ванчăкĕсемпе арканнă пекех ирсĕрленнĕ, урайĕнче купи-купипе çӳп-çап йăваланать... Вара ирĕксĕрех çанна тавăрмалла пулчĕ. Пĕр эрне вăл ним канмасăр тенĕ пекех платниксемпе тата штукатурсемпе тан ĕçлерĕ. Малярĕ те хăех пулчĕ.
Халĕ, акă, клуб хатĕр. Стенасем тип-тикĕс те яп-яка. Кĕтесĕсем катăлса пĕтнĕ кăмака та качча каяс хĕр арчи пекех тăпăл-тăпăл. Уçă чӳречесем умĕнче сĕт евĕр шурă каркăçсем лăпкăн хумханаççĕ...
— Ну, мĕнле, йĕркене кĕчĕ-и пăртак? — Лутра та тултармăш пек тулли кĕлеткеллĕскер, хатĕрлев пункчĕн директорĕ — ăна Николай Сергеевич тесе чĕнеççĕ — урата урлă йăваланса каçрĕ те урай тăрăх мечĕк евĕр кусса кайрĕ. Ара çав, утса мар, кусса. Кĕскерех ураллă пулнăран-и, ăна кирек хăçан та арбуз пысăкăш мăкăрăлса тухнă хырăмĕ сĕтĕрсе çӳренĕн туйăнать.
Малалла
 Тăван чĕлхе — ыр чĕлхе,
Тăван анне чĕлхи вăл:
Тăван анне сĕчĕпе
Пирĕн чуна кĕнĕ вăл.
Тăван чĕлхе — ыр чĕлхе,
Тăван атте чĕлхи вăл:
Тăван атте асĕпе
Пирĕн пуçа кĕнĕ вăл.
Тăван чĕлхе — ыр чĕлхе,
Тăвар каснă чĕлхе вăл:
Тăвансемпе пуплеме
Пылтан тутлă чĕлхе вăл.
Тăван чĕлхе — ыр чĕлхе,
Тăвăл хумлă чĕлхе вăл:
Тăшмансене питлеме
Хĕçрен çивĕч чĕлхе вăл.
 1
Ĕçпе эп çӳретĕп чăваш ялĕнче —
Çĕн юрă пухатăп ялйыш хушшинче.
Кăçал эп ĕçлерĕм Каçал салинче,
Легенда итлерĕм, вăл — Ленин çинчен.
Çыратăп яланлăх ăна хут çине:
Пĕлсе тăтăр халăх пулса иртнине.
2
Хисеплĕ çын — Ленин, Владимир Ильич,
Çĕн кун пехилленĕ ĕçчен çын валли.
Хисеплĕ çын — Ленин, хăватлă чĕре,
Пĕртанлăх пилленĕ, çын тунă пире.
Çавна шута илнĕ ĕçчен чăвашсем:
Парне пухас тенĕ ыр çыншăн вĕсем.
Пĕрле шухăшланă, йышпа пухăнса,
Ходок туса янă çынсем суйласа.
Пуху çирĕплетнĕ чи сумлă çынсем.
Çула хатĕрленнĕ, хумханнă хăйсем:
— Каятпăр-çке, — тенĕ, — Мускав хулине,
Тăратпăр-çке, — тенĕ, — çулпуçăн умне.
3
Суйланă йыш кайнă Мускав хулине,
Çитсессĕн пуç тайнă хула илемне.
Чăнах та, Мускавăн илемĕ çук мар:
Курса çӳре, савăн — епле вăл капмар!
Çĕршывăн илемĕ, шур чуллă Мускав —
Пăхса тăранаймăн, мĕн чухлĕ хускав!
Ильич тăван килĕ, Çĕршывăн чĕри —
Малалла
■ Страницăсем: 1... 642 643 644 645 646 647 648 649 650 ... 796
|
Шухăшсем
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...