Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Катӑлнӑ уйӑхХĕрес хывнă хĕвелПепке çуралсан...Куçа-куçăнĔмĕр сакки сарлака. 4-мĕш томСӗве Атӑла юхса кӗрет. Иккӗмӗш кӗнекеПурăнас килет

Ахалех пит лайăх


Ним те кирлĕ мар,

Ахалех пит лайăх.

Тĕлĕрет вăрман,

Тĕлĕрет тавралăх.

 

Уйăх — çип-çинçе —

Уйăх та ĕшеннĕ.

Çут пĕве çине,

Хăй сăнне ӳкернĕ.

 

Ним те кирлĕ мар,

Ахалех пит лайăх.

Тĕлĕрет вăрман,

Тĕлĕрет тавралăх.

 

Пур сукмак паян

Ыр çула тухмалăх,

Пур юлташ-тăван

Ал тăсса памалăх.

Кĕтет


Л-на

 

Хуркайăксем иртеççĕ,

Хуркайăксем вĕçеççĕ,

Шурă хурăн тухнă ăсатма.

Ыйтас кăмăл пур ун,

Калас кăмăл пур ун,

Хăю çитмест çавах ал сулма.

 

Шухă шухăш пуçра,

Шурă тунсăх куçра:

«Тепĕр çул татах килейĕр-ши?

Çулăр йывăр пулса,

Çулăр вăрăм пулса,

Ют çĕрех эсир иленмĕр-ши?»

 

Шурă хурăн йĕмест,

Шурă хурăн чĕнмест,

Хĕле хирĕç куççуль ӳкермест.

Юратма вăл пĕлет,

Ĕненме вăл пĕлет,

Пĕр сăмахсăр кĕтет те кĕтет.

Çĕрулми пулса куртăм


Кĕркунне çитрĕ. Йăмăкпа пĕрле çĕрулми пуçтарма тухрăм.

Çĕрулми пухнă май манăн пуçра интереслĕ шухăш çуралчĕ. Тен, хамăн та çĕрулми пулса пăхас? Таня мана пухма пуçлĕ те эпĕ унран кулмаллипех кулăп: вăл мана тытасшăн пулĕ, эпĕ вара тарма пуçлăп. Çапла шухăшларăм çеç — чăннипех те пысăк та çап-çаврака çĕрулми пулса тăтăм.

Йăмăкăм мана курсан питĕ савăнчĕ: «Пĕр çĕрулмипех витре тулать!» — тесе мана çĕклеме пикенчĕ. Эпĕ вара йăпăр-р турăм та унран вĕçерĕнсе тартăм. Çапла-çапла, вĕçерĕнсе тартăм. Вăл мана хăвалама пуçларĕ. Алри парнене çынна камăн парас килтĕр-ха?

Иксĕмĕр анкарти тăрăх чупатпăр, эпĕ таратăп, вăл хăвалать. Тен хăваласа çитетчĕ те пуль. Çав вăхăтра мана хирĕç упа карçинкка йăтса килетчĕ. Эпĕ ун карçинккине сиксе кĕтĕм. Упа тĕлĕнчĕ, çапах çийĕнчех мана тутăрпа витсе хучĕ те вăрманалла вĕçтерчĕ.

Килне çитсен, карçинккана çĕре лартрĕ. Мана пăхса илес шутпа виткĕче уçрĕ те эпĕ çийĕнчех сиксе тартăм.

Упа мана хăвалать, эпĕ таратăп. Чупсан-чупсан вăл ывăнчĕ те тунката çине канма ларчĕ. Эпĕ малалла кайрăм.

Мулкача тĕл пултăм. Мана курсан унăн куçĕсем çамки çинех сиксе ларчĕç. Кун пек пысăк çĕрулми нихăçан та курман-çке вăл!

Малалла

Ан ятлăр


Ах, ан ятлăр мана, ан ятлăр,

Пĕтĕмпех ăнланатăп хамах.

Кĕрхи кун хĕле хирĕç тухать-тĕр,

Ятлани те халь тин кăлăхах.

 

Хам çине эп уртмастăп сар пӳрçăн,

Куллăма пытаратăп кас-кас.

Уншăн çеç антăхан айван пуçшăн

Ма тĕнче илемне ылханас?!

 

Калайман шухăша шăплăх витĕ,

Кĕрхи кун шăннипе пĕр пулса,

Ӳкĕнни те халь тин, йынăшни те —

Пăр купи пек çеç юлĕç тăрса.

 

Ах, ан ятлăр мана, ан ятлăр,

Ятлани те халь тин кăлăхах.

Эсир мар, кĕрхи кун шатăртаттăр,

Шăнттăр çеç чунăма хытăрах.

Сĕтел ури авăнать...


Сĕтел ури авăнать,

Урай хăми авăнать.

Авăнсан та аптрамасть,

Авăнсан та хуçăлмасть.

 

Сикĕр, сикĕр! Сикмелле.

Туйăн туй пек иртмеллĕ.

Мĕншĕн, ара, ташлас мар,

Мĕншĕн, ара, савнас мар?

 

Яштак каччи япăх-им,

Сарă хĕрĕ ятсăр-им?

Тăрăс! Тăрăс! тапар-и,

Çĕн мăшăра мухтар-и?

 

Ав, кĕтесри сар каччă

Çакă хĕре саватчĕ.

Шăлне çыртса ал çупать,

Хĕрне качча ăсатать.

 

Килекенсем — килччĕрех,

Кĕрекенсем — кĕччĕрех.

Туя туй пек тăвăпăр,

Ырă туя пăсмăпăр.

 

Сĕтел ури авăнать,

Урай хăми авăнать.

Авăнсан та аптрамасть,

Авăнсан та хуçăлмасть.

Сарă, сарă çулçăсем


Тӳпере шур уйах тулчĕ,

Чĕтренсе йĕрет йăмра.

Çул çине ӳкет сар çулçă,

Çухалать таçта, умра...

 

Сарă, сарă çулçăсем те

Эс каланă сăмахсем

Шух çилпе вĕçсе каяççĕ,

Шур юр ăйне пулăççĕ.

 

Чĕрĕ шыв сапса чĕртместĕп

Çав ултав сăмахсене.

Каялла килме чĕнместĕп —

Ĕненместĕп вĕсене.

 

Эс кайнйшĕн ӳкĕнместĕп

Çирĕпленчĕ кăмăлăм,

Çулçăсем çилпе вĕçсен те,

Халь сывлатăп çăмăллăн.

 

Сарă, сарă çулçăсем те

Эс каланă сăмахсем

Шух çилпе вĕçсе каяççĕ,

Шур юр айне пулаççĕ.

Чечек акрăм


Чечек акрăм та,

Чечек акрам та,

Шăтса тухрĕ пуль хытă чул.

 

Пăхаймарăм-и,

Сапаймарăм-и,

Сивĕрех пулчĕ-ши ку çул?

 

Кулас кăмăлăм,

Савнас кăмăлăм

Ма пĕрмай ӳкет чул çине?

 

Эс курмастăн-и,

Эс сисместĕн-и,

Манăн чунăм çуннине?

 

Чечек парăттăм,

Чечек парăттăм,

Шăтайман пулсан, мĕн парам?

 

Эс хаваслă-и?

Пурте лайăх-и?

Сан телейшĕн савăнам.

Маттур Марье


Пĕр карчăкăн икĕ ывăлпа пĕр хĕр пулнă тет. Аслă ывăлĕ — Йăван, тепри — Илле, хĕрне Марье тесе чĕннĕ.

Пĕррехинче çынсем çак çĕр çине эсрел чури — хура чун килме тухнине пĕлнĕ. Йăванпа Илле унпа çапăçма инçе çула пуçтарăннă. Вĕсем тăванĕсемпе сыв пуллашнă та урхамахсем çине утланнă, йăмăкне амăшне пăхма хушса хăварнă.

Пĕр кун иртнĕ, иккĕ — ывăлĕсем таврăнман. Çур çул та иртсе кайнă — пиччĕшĕсем çаплах çук. Марье усал вăйпа кĕрешме кайма амăшĕнчен ирĕк ыйтнă, анчах лешĕ килĕшмен. Хĕр ăна пур-пĕрех ӳкĕте кĕртнĕ.

Марье инçе çула çурранах тухнă. Утсан-утсан вăл пĕр пĕчĕк старике тĕл пулнă, ăна хăй ăçта кайни çинчен каласа панă. Хĕр усалпа вăй виçме шутланине пĕлсен старик питĕ тĕлĕннĕ, çав вăхăтрах шикленнĕ те. Ара, эсрел таврашне ку таранччен никам та çĕнтереймен-çке.

— Эпĕ çĕнтеретĕпех, — парăнман Марье.

— Эпĕ те сана пулăшăп, хĕрĕм, — тенĕ ватă çул çӳревçĕ. Акă сана пĕр пан улми. Усал çăварне карсан эсĕ ăна çак пан улмие пăрахса пар. Ăна çисен шуйттан чури тинех пăчланĕ.

Хĕр ырă старике тав тунă та малалла чупнă. Кайсан-кайсан вăл пĕр кивĕ çурт патне çитнĕ, алăкран шаккаса шала кĕнĕ. Пӳртре çĕтĕк-çатăк тумланнă Вупăр карчăк хурланса ларнă. Марье ăçта васкани çинчен пĕлсен çавскер савăнсах кайнă. Усал унăн хĕрне те вăрласа кайнă-мĕн. Вупăр карчăк Марьене хăйĕн урхамахне парнеленĕ, хĕç тыттарнă, хăйĕн хĕрне çăлма пил панă.

Малалла

Яш вăхăту иртнишĕн ан кулян...


«Яш вăхăту иртнишĕн ан кулян,

эс юлнă шухăш-кăмăлпа пуян»,-

 

тесе каларĕ мăшăрăм мана,

пуçа пĕксе итлерĕм эп ăна.

 

Аш сăмахпа чуна пусарнăран,

хуллен ăна тытатăп алăран.

 

Ман савнăç куçрĕ унăн кăкăрне,

йăл-йăл кулса пăхатпăр пĕр-пĕрне.

 

Чунра пытаннă çамрăклăх сасси

калать пек хамăр ĕмĕре тавсси.

Мĕншĕн манăн чунра кăмăл тунсăхĕ?..


Мĕншĕн манăн чунра кăмăл тунсăхĕ?

Калама пултараймăп сана.

Ма пусать пĕрмаях шухăш пуслăхĕ?

Пушатасчĕ пăртакçă ăна!

 

Пушатмашкăн май çук, эпĕ — лавçă,

ман тиевĕм ан кайтăр тӳнсе.

Хурлă кун та килсе мана явăçĕ,

ларас çук чун кăварĕ сӳнсе.

 

Инкеке те куçран пăхăп чăрсăррăн,

çирĕп тытăп эп хамăн çула.

Ларас çук ӳлесе эпĕ вăйсăррăн,

Эй, шăпа, эс мана ан тулла.

 

Пур, çук мар ман чунра пурнăç тивĕçĕ.

Эп валеçĕп телей çынсене.

Муталантăр тăшман — нĕрсĕр, сив ĕçĕ

пурпĕр тухĕ-ха тăр шыв çине.

 

Сирĕлинччĕ чунран кăмăл тунсăхĕ,

эп чĕнетĕп сана инçетрен.

Ик чĕрен тахçанхи ырă туслăхĕ

шурăмпуç пек сĕкленчĕ хитрен.

■ Страницăсем: 1... 564 565 566 567 568 569 570 571 572 ... 796