Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пурăнас килетÇамрăк ĕмĕтÇич çунатлă куракВăрман ачисемВăхăт таппиĔмĕр сакки сарлака. 4-мĕш томПепке çуралсан...

«Перспективăсăр» ялта


Кунта кĕрленĕ пурнăç,

Шавланă урамсем.

Телей, пуянлăх курнă

Тăван çĕрте çынсем.

Хирте ӳстернĕ тырă,

Ĕрчетнĕ выльăхне.

Пит пулнă пурнăç ырă —

Çын пухнă пурлăхне.

Ку вырăнта ял ларнă —

Илемлĕ çĕр çинче.

Анчах, шăпа тустарнă

Ăна çак çулсенче:

— Пуласлăхĕ çак ялăн

Ан пултăр малашне! —

Каланă, пуснă алă

Чиновник хут çине.

Вăл янă директивă

Яла кабинетран,

Малашлăх перспективи

Ку ялăн çак кунран

Ĕмĕрлĕхе çухалнă

Çынран ыйтмасăрах,

Яла кăкланă, алнă

Тем пĕр вăрçăсăрах.

Эп çакăнта пулманччĕ

Çич-сакăр çул таран,

Анчах, чĕрем аманчĕ

Курма килсен паян.

Сăнарăм — кураймарăм

Шăв-шавлă пурнăçа,

Шырарăм — тупаймарăм

Хам пĕлнĕ çăлкуçа.

Эп пăхрăм каллĕ-маллĕ:

Йăваннă картасем,

Урамсенче шăп халĕ,

Клуб ларнă ишĕлсе.

Пуш çуртсенче кураймăн

Хуçин ура йĕрне:

Тахçан тухса вăл кайнă

Инçет хула енне.

Ман чунăм пит хурланчĕ

Çакна куçпа курсан...

Ан сӳнтĕр çыннăн шанчăк —

Ан тартăр вăл ялтан.

Ялти клубра


Ял урамне каçпа тухсан,

Унта-кунта пăхкаласан,

Васкавлăн утрăм клубалла —

Унта кино кăтартмалла.

Клубра лараççĕ каччăсем —

Хаваслă, çамрăк ĕçченсем.

Вĕсем пуçтарăннă канма —

Пуш вăхăтра кино курма.

«Çуралнă çĕр, уйсем-хирсем, —

Тесе лараççĕ, — пит хитре.

Шавлаççĕ симĕс вăрмансем,

Асран каймаççĕ инçетре».

Уй-шухăшне уçа-уçа,

Сӳтсе яваççĕ пурнăçа.

Хĕрсем çинчен те сăмахне

Калаççĕ, тарăхнă енне:

«Хĕрсем тăван ялта сайра:

Телей шыраççĕ хулара,

Качча каяççĕ инçете.

Туссем, çакна тӳссе çитет!

Вунтăххăра е вăтăра

Çите пуçланă вăхăтра

Улахсене çӳрер, туссем,

Кĕрлеттерер вара туйсем!»

Билет сута пуçланă чух

Клуба, ак, килчĕ ӳсĕр чун.

Ура çинче тăрать аран —

Яла вăл килнĕ... хуларан.

«Мана, тесен, ял-йыш хуйхи

Пит кирлĕ мар, — тет, ак, хайхи. —

Айван ĕçлетĕр фермăра,

Ухмах юраттăр трактора!

Ман çак ялтан тухса кайни

Пĕр уйăхран виç çул çитет.

Эп тахçанах — хула çынни!

Малалла

«Асамлă курăнман карап туса...»


Асамлă курăнман карап туса

Эп вĕçсе кайăп çăлтăрсем патне

Хам кам пулнисене йăлт астуса

Эп çитĕп-ха унта Атте патне.

 

Телей эп ыйтăп чăвашсем валли

Мана хама пĕр ним те кирлĕ мар

Чăваш сĕтелĕ пултăр туп-тулли

Кашни çынра упрантăр пархатар.

 

Çакна курса тав тăвăп савăнса

Çӳл тӳпере юратнă Аттене.

Çĕн юрăсем çуратăп мухтаса

Чăвашлăха упранă çынсене.

 

30.12.06.

Мăн акка тӳрĕлĕхĕ


Уяв умĕн çапла каçхине

Çул тытрăм хам мăн акка патне.

Ялта ман мăн акка пурăнать,

Ĕнтĕ вăл çĕр çула çывхарать.

 

Выçлăх, вăрçă, тем чул терт-нуша

Мăн акка ман тухнă чăтса.

Нихçан та, нихçан та пуçа вăл усман.

Калап эп: «Чăн-чăн аптраман!»

 

Мăн акка çынна ялан тарават,

Хăна мĕн килсен апат янтăлать.

Хăпарту кăларать, сиплĕ чейне,

Пуçлать те вара хăй сăмахне.

 

— Ухванеç, кунта эс килсем,

Пирĕнпе пĕрле апата ас тивсем, —

Ватти мăшăрне çапла асăнать,

Мăн акка куçĕнче куççуль ялтăрать.

 

Пĕлетĕп эпĕ инкен ашшĕне

Çамрăклах вăрçа илсе кайнине.

Мăн аккан аллинче юлнă Суйук,

Сăпкара утайман пĕчĕк Хветюк.

 

Ик çул пурнайман çамрăк çемье

Шутламан çĕр çинче телей пĕтессе.

— Час килĕп киле тăшмана çĕнтерсе,

Йывăр пулсан та кĕтсем ĕненсе.

 

Уничери мăшăрь сăмахне

Аса илет мăн акка ир те каçхине.

Пĕлсемĕр эсир, вăл хăй мăшăрне

Çич теçетке çапла кĕтнине.

Малалла

Чутах акула пулса тăраттăм


(пулмасла халап)

 

Эпĕ пулă тытма юрататăп. Хĕллехи сивĕ çанталăк асар-писер çил çавăрттарать-и, çил-тăман ахăрать-и е хĕвел хĕртсе пăхать — маншăн пурпĕрех, алла вăлта илсе çырма хĕррине васкатăп. Пĕччен мар, паллах, аттепе. Атте хăшпĕр чухне мăкăртатса илкелет-ха, анчах та вăл хăй те пулла çӳреме юратать, хăй тетепĕр чухне ман пусăрăнчăк кăмăла пăхмасăрах мана хăйпе пĕрле пулă тытма кайма васкатать. Эпир яланах вăлтапа кăна каятпăр, тетелпе нихăçан та усă курмастпăр.

Паян та ăмансем пухса ирхи хĕвелпе кӳлĕ хĕрне тухса утрăмăр. Кӳлли ку ахаль кӳлĕ мар-ха. Ун таврашĕнче яланах темĕнле тĕлĕнтермĕшсем пулса иртеççĕ. Ăна Асамлă кулĕ тесе ят панă. Мĕншĕн тетĕр? Кунти шыв çав тери таса та сăваплă. Çынсене чирсенчен сыватать, асамлăх кӳрет. Тепĕр чухне вара аскăнма юратать. Эпĕ хам та кунта пĕррехинче чутах ухмаха тухаттăм. Касу пăхма кайнăччĕ. Вăл кунхине питех те шăрăхчĕ. Выльăхсем выртасшăн та мар, шыв шыраса кăна çӳреççĕ. Темĕнле уçланкă патне чупса кайрĕç, кунта шапа хупаххисем çав тери нумай. Йĕри-таврари сап-сарă чечек шăрши сăмсана кăтăклать. «Шапахупаххи ӳснĕ çĕрте шыв пулма кирлĕ», — тет атте. Чăнах та уçланкă варринче тем пысăккăш та тем сарлакăш кӳлĕ пур иккен. Ĕнесем чупса пырса кӳлĕрен шыв ĕçме пуçларĕç. Ман куç умĕнчех ĕнесен хăлхисем ӳсме тытăнчĕç. Аттепе иксĕмĕр нимĕн тума аптратпăр. Ĕнесене шывран хăвалатпăр, итлеттерейместпĕр.

Малалла

Теней ялĕнче


Пырса кĕрсен асфальт çулпа

Кĕрлеттерсе Теней ялне,

Малтан куратăн эс клуба,

Çитсе тăратăн ун умне.

Уру утать магазина.

Ял кантурне кĕрсе тухан.

«Аван-и!» — тетĕн эс çынна,

Вăл чăвашлах калать: «Аван!»

Унпа тăрсан кăшт калаçса,

Ыйтса пĕлсессĕн сывлăхне,

Çак чăваша чунна уçса

Ху та паратăн хăвăнне.

Вара утатăн малалла

Илемлĕ ял урамĕпе,

Кил-çуртсене тата шкула

Курса иртетĕн майĕпен.

Хитре те аслă ял Теней!

Урамĕсем ун — темиçе.

Утса тухаймăн вĕсене

Утăмăпах виçе-виçе.

Кунта юхать шăнкăртатса

Ĕсек çырми ял варрипе.

Ӳсет яла илем парса

Йăмра, хăва ун хĕррипе.

Юрлать саркайăк вĕтлĕхре,

Сасси ял çийĕн шăранать.

Малалла

Асаттен халалĕ


Калатчĕ асатте мана:

— Эс, ульăм, пысăк ӳс!

Йывăрлăхсем çапсан пуçна

Нихçан ăна ан ус!

Русаковсен ятне ан яр!

Чăваш ятне ан çĕрт!

Пул тăшманпа чее, хаяр!

Кам вăйсăр — хутне кĕр!

Эс, Аркади — чăваш ачи!

Эс — пĕчĕк Русаков!

Ял-йышсемпе ĕçле те çи.

Ку — пурнăçăн сакки!

Тăван ту эсĕ тăвана,

Юлташ пул туспалан.

Кинчеккее — тăван ялна

Юрат! Ăна ан ман!

Эп пултăм икĕ вăрçăра —

Тăван ялтан инçе.

Мана сыхларĕ тыткăнра

Пулни вăл çĕр çинче.

Кинчеккее — тăван яла

Ман туртăнатчĕ чун.

Çак еннелле — тухăçалла

Пăхаттăм кашни кун.

Кунта ман юлнă, ма, тесен,

Çемьеçĕм, тăвансем.

Эп килтĕм вăрçă вĕçленсен

Тăван ялах. Пĕлсем!

Çапла калатчĕ асатте

Пире — ачасене.

Анчах та пурпĕр — халĕ те

Манмастăп сăмахне.

Эп те калатăп, ак, паян:

— Çĕклентĕр тăван çĕр!

Тăвансемпе эс пул тăван!

Чăваш ятне ан çĕрт!

«Ытла та хитреччĕ ун чух çуркунне...»


Савнă Розăна

 

Ытла та хитреччĕ ун чух çуркунне,

Саркайăк юрлатчĕ кĕтсе мăшăрне.

Çут уйăх, савса ман пекех, сан çине

Тăкатчĕ тем тĕрлĕ ахах-мерченне.

 

Сĕм тĕттĕм каçа çутататчĕ куллу,

Сассу илтĕнетчĕ хитре юрă пек,

Савса ман çӳçе ачашлатчĕ аллу,

Çав каç тыткăнларăн мана пĕтемпех.

 

Çур ĕмĕр ытла унтанпа ман пӳртре

Чуна ăшăтать сан куллу хĕвел пек.

Санран маттурри никам çук тĕнчере,

Саватăп сана çирĕмри каччă пек.

 

23.12.06

Купăсçине юратап


Купăс сасси ян каять,

Кăмăла çĕклентерет,

Пĕлменни те чăтаймасть,

Савăнса вăл сиккелет,

 

Хушса юрламалли:

Тĕрлĕ тĕслĕ тӳмисем,

Тĕслĕрен ун сассисем.

Тӳмисем, тӳмисем —

Чуна илĕртекенсем.

 

Ун сасси савăнтарать

Авалтанах çынсене.

Хуйхăра та пулăшать,

Юрлаттарать туйсене.

 

Купăсçине юратап,

Пӳрнисем вылянăран.

Ун куçĕсем ялкăшса

Юратуллă пăхнăран.

Асамлă тетрадь


Пĕррехинче Женя шкулалла утнă май пĕве пуçĕнче тетрадь тупрĕ. Унăн хуплашки çине çапла çырнă: «Тусăм, çак тетраде уç та хăвăн чи кирлĕ икĕ ĕмĕтне çырса хур. Вара вĕсем çийĕнчех пурнăçланĕç». Женя аса илме пуçларĕ: «Ĕнер юлташсемпе тĕттĕм пуличченех урамра вылярăмăр. Çавăнпа та уроксене тĕплĕн хатĕрленеймерĕм». Вăл нумай шутласа тăмасăрах пĕрремĕш ĕмĕтне çырса хучĕ: «Паян кашни урокрах «5» паллă илесчĕ». Çак ĕмĕт-шухăшпа шкулалла кĕрсе кайрĕ.

Акă пĕрремĕш урок — математика. Учитель Женьăна доска умне задача шутлама чĕнсе кăларчĕ. Женя задачăна хăвăрт та тĕрĕс шутларĕ. «Пиллĕк» паллă илчĕ.

Иккĕмĕш урокра сăвă пăхмасăр каламалла пулчĕ. Женя сăвва вĕренмелли çинчен пачах та манса кайнă. Доска умĕнче вăл сăвва тикĕс, пĕр такăнмасăр каласа пачĕ. «Аван! Ку тетрадь пулăшать иккен», — шутларĕ Женя. Çапла вара арçын ача кашни урокра «5» паллă илчĕ.

Тепĕр ĕмĕтне килте амăшĕпе пĕрле çырма шутларĕ. Амăшĕ ĕçрен килсен вăл ăна асамлă тетрадь çинчен каласа пачĕ. Амăшĕ Женьăна: «Пирĕн кукамай чирлĕ, сыватсан лайăхчĕ», — терĕ. Вара Женя иккĕмĕш ĕмĕтне кукамай часрах сывалтăрччĕ тесе çырчĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ — Женьăн кукамăшĕ хăйне аван туйма пуçларĕ. Арçын ача питĕ савăнчĕ. Женя тетраде сунтăха хучĕ те çывăрма выртрĕ, вара ирчченех тĕлĕкпе айкашрĕ вăл.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 267 268 269 270 271 272 273 274 275 ... 796