Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Том Сойер темтепĕр курса çӳрениТутимĕрĔмĕр сакки сарлака. 4-мĕш томКайăк тусĕКăвак çĕмренЧакăл-туСунарçă халлапĕсем

Çăханпа çерçисем


Кайăксен çапла йăла:

Анать персе аяла

Çерçи часах çĕр çине,

Курсан çăхан вĕçнине.

Сассине парать: «Чĕрик!»

Çурăлас пек ун чĕри

Кăкăрта тĕпĕртетет,

Хăраса çерçи чĕтрет.

Çӳлте вĕçнĕ чух çăхан

Хăпараймĕ нихăçан

Çерçи уçă тӳпене.

Лăпчăнсан çеç çĕр çумне

Пурăнайĕ вăл вăрах

Хур курмасăр, лăпкăрах.

Çĕкленсессĕн çӳлелле

Çăхан сăхĕ çĕленле.

Анчах мĕн ку? Çерçисем —

Ĕмĕрхи хăравçăсем,

Ушкăн-ушкăн пĕрлешсе,

Хăвалаççĕ çăхана!

Тарать лешĕ вăрмана.

Кĕрхи çеçке


Асăрхатпăр: хăш чух кĕркунне

Çĕмĕрт-йывăç çурать çеçкине.

Курăнать шуралса инçетрен,

Сĕртĕнет çывăхра вăл питрен.

 

...Юратать çын хăй çамрăк чухне,

Ыталать вăл хитре хĕрсене.

Пурнăç урлă иртсессĕн çулсем,

Чунĕнче ун чакать вут-хĕлхем.

 

Тĕлĕнес мар, анчах, çынсенчен,

Ватăлсан: «Юратап», — тенинчен.

Ăнланар: вĕсен те кĕркунне

Çурнă пуль чунĕсем çеçкине.

«Ĕçре пиçсе тарланă кăкăр...»


Ĕçре пиçсе тарланă кăкăр

Тухасшăн анлă уй-хире:

Ăша уй-хир сассисĕр тăвăр,

Вăл çук-тăк — канăç çук пире.

 

Шăрши те хаклă тăван çĕрĕн,

Йӳç тĕтĕмĕ те — чĕр сипет.

Çавна ăнланнăран-ши чĕррĕн

Хăватланса чĕре сикет?

 

Вăрманĕ, улăхĕ, шыв-шурĕ,

Тĕтрийĕ, пĕлĕчĕ, ăрши —

Йăлтах — çак çĕр çинче мĕн пурĕ —

Тăван çĕршывăмăр ăшши.

 

Тăван çĕрте сукмак та тӳрĕ,

Телей те хĕвелпе пĕрех...

Пĕр ӳркенмесĕр, пырăп, çӳрĕп,

Юратăп хамăрăн çĕре.

«Çăлтăрăн — ялкăшмалла»


Çăлтăрăн — ялкăшмалла.

Сан — мана юратмалла!

 

Хурăнăн — кашламалла.

Сан — мана юратмалла!

 

Шăпчăкăн — юрламалла.

Сан — мана юратмалла!

 

Тинĕсĕн хумханмалла.

Сан — мана юратмалла!

 

Сан — мана юратмалла.

Ман-и? Ман — савăнмалла.

Пуянăн çăкăрĕ йӳçĕ


Паян Шансовсен çемйинче халиччен пулман пысăк ĕçкĕ. Тăватă пӳлĕмлĕ хăтлă хваттерĕн залĕ тăршшĕпех сĕтел лартнă. Тутлă апат-çимĕçпе тулнă сĕтел йăтăнса анас пек ларать. Шансовсем патне хăнасем патшалăх банкĕнче самаях пысăк должноçа куçнă Мария Петровнана саламлама килнĕ.

Шурă чĕнтĕрлĕ çиттипе витнĕ сĕтел çинче хурапа хĕрлĕ вăлчасемпе тултарнă савăтсем, темле акăлчан рецепчĕсемпе хатĕрленĕ сысна çурипе хур тушкисем, банан, ананас, хĕл кунĕсене пăхмасăрах тин татнă пек курăнакан çĕр çырли, кил хуçи халиччен курман тĕрлĕрен эрех темĕн чухлех.

— Мария Петровна, сирĕн сывлăхăршăн, пуянлăхшăн, — çĕклеççĕ черккисене хăнасем.

— Сирĕншĕн, сирĕншĕн! — янăраса тăрать пӳлĕмре.

— Каçарăр та, Мария Петровна, — илтĕнсе кайрĕ сасартăк пĕр хулăнрах сасă, — мăшăрăрпа паллаштарăр-ха пире.

Халиччен ют çын пек вăрттăн сĕтел хушшинче хĕсĕнсе ларакан Николай Иванович шартах сикрĕ. Хумханса кайнипе чĕри сиксе тухасла тапрĕ унăн.

— Николай Иванович, эсир хăш банкра ĕçлетĕр? — ыйтрĕ пĕр мăнтăр туталлă майра.

Шансов ура çине тăчĕ:

— Эпĕ нимĕнле банкра та ĕçлеместĕп, эпĕ наукăпа тĕпчев институтĕнче биологи наукисен тухтăрĕ, аслă наукăллă сотрудник пулса ĕçлетĕп, — хумханнипе тем айăпа кĕнĕ çын пек аран-аран сассине кăларчĕ вăл.

Малалла

Хула чакакĕ


Хурама çийĕнче, хулара,

Тăхăр хутлă çуртсем хушшинче,

Чак! та чак! тутара-тутара,

Ик чакак çуйхашать вăрахчен.

Эп курман халиччен нихăçан

Чакаксем хулара вĕçнине.

Сăмахран, пурăнать вĕт ăсан

Вăрмантах тăрантса хырăмне.

Тĕлĕнетĕп: ма килнĕ кунта

Инçетрен чаклатса чакаксем?

Мĕн çитмест вĕсене вăрманта,

Хулара мĕн шыраççĕ вĕсем?

Çакăн пек ыйтупа чакака

Кансĕрлерĕм, çӳле эп пăхса,

Вăл каларĕ: «Итле, ан васка

Тĕрĕс мар шут тума, йăнăшса.

Ху пĕлетĕн: хĕлле вăрманта

Кайăка апат çук вĕт питех.

Кунта çеç: хулара е ялта

Апат-çимĕç пире те çитет.

Сăлтавсем малалла пур тата.

Ак пĕри: вĕçсĕр-хĕрсĕр тăкать

Çын тени, ухмах пек, тупата,

Уй-хире, вăрмана химикат.

Хĕлĕн-çăвăн сунарçă çӳрет

Пăшалпа вăрман тăрăх пĕрмай.

Кĕрс! те кĕрс! тутарать вăл, перет —

Хăраса ахлатать çеç вăрман.

Ху куратăн: ăçта ман каяс?

Вăрманта е кунта пурăнас?»

Шеллесе эп каларăм ăна:

«Ан кай урăх, чакак, вăрмана».

Сывалĕ-ши вăрман?


Çулла вăрманăн тĕсĕ симĕс,

Ку тĕс чуна лăплантарать.

«Ăна никам çĕнеймĕ, тивмĕ» —

Эп шухăшлаттăм çак таран.

 

Сип-симĕс тĕс анчах çухалчĕ

Чылай çĕрте лаптăкĕпех.

Ун вырăнне вăрман хуралчĕ,

Çаралчĕ хытă хăрнипе.

 

Мĕскер ăна килсе çапайрĕ?

Пин-пинĕн хăрчĕç юмансем,

Вăрманăн симĕс тĕсĕ кайрĕ —

Типсе хуралчĕç йывăçсем.

 

Çакна курса, ман чун пăлханчĕ,

Хупланчĕ питĕм тĕксĕмпе,

«Хăçан-ши, — терĕм, — начарланчĕ

Çак çутçанталăк вăйĕпе?»

 

Хĕлле çитсен, пăртак лăплантăм

Шур тĕс çĕре капланăран.

Юрпа шуралчĕ хăрнă лаптăк...

Анчах сывалĕ-ши вăрман?

Кĕркунне


Çĕр каçать тĕтре халь айлăмра.

Тĕтрепе хупланнă хурама.

Курăнмаççĕ çирĕкпе йăмра

Тĕтре витĕр. Шурă хурăна

Сар тĕс çапнă. Йăрăс вĕрене

Пăрахать пĕрерĕн çулçине.

Йĕкелне тăкать лаштра юман.

Шăп кăна ларать кĕрхи вăрман.

Типсе хăрнă çĕмĕрт туратне

Карса илнĕ эрешмен карти.

Кăр-кăрлатрĕ тăрнасен карти:

Вĕçсе иртрĕ ăшă çĕр енне.

Тăкнă çулçине хăмла çырли.

Çук çырли ун. Типнĕ пĕрлĕхен.

Шăтнă кăмпасем вăрман тулли:

Çĕр ăшши кайман-ха халлĕхе.

Тăрса юлчĕ хыçалта çулла,

Шевлине сапмасть хĕртсе хĕвел.

Сивĕсем кĕçех пуçланмалла,

Çил ачи чупса кĕрет хĕве.

«Акатуй шăнкăравĕ тин-тин...»


Акатуй шăнкăравĕ тин-тин

Туй пĕкки çинчи пек шăнкăрав,

Иртнине мĕн шыратăн халь тин;

Туй иртсен туй кĕвви ан шыра!

 

Тин-тин-тин те тин-тин, халĕ тин,

Чим-чим-чим те чим-чим, ĕнтĕ чим...

Савнисен каччисем эпĕр мар,

Каччисен савнисем эпĕр мар,

Тин-тин-тин, тин-тин-тин, халĕ тин

Çутă ахрăм çеç ĕнтĕ пин-пин...

 

Çулçӳрев — паянхи катаччи,

Чун çути пек умри йăлтăрав.

Чимлетет чарăнмасăр: чим-чим —

Пуç çинчи янкăс сас шăнкăрав.

 

Тин-тин-тин те тин-тин, халĕ тин,

Чим-чим-чим те чим-чим, ĕнтĕ чим...

Савнисен хĕрĕсем эсĕр мар,

Хĕрĕсен савнисем эпĕр мар,

Тин-тин-тин, тин-тин-тин, ĕнтĕ чим

Çутă ахрăм çеç ĕнтĕ пин-пин...

 

1996, çу, 29.

Пӳлер, Валĕм хуçа çăлĕ

Çăлкуç


Пĕррехинче пĕр арçын пахчана шыв ăсма тухнă тет. Пахчара такам макăрнине илтет тет. Йĕри — тавра пăхать — никам та курăнмасть. Икĕ тулли витре шыв ăсса пӳрте кĕрет. Шывне сак çине лартса вутă çурма тула тухать. Ěçлесе ывăнсан пӳрте шыв ĕçме кĕрет. Ăна хирĕç пӳртрен така вирхĕнсе тухса тарать.Витрери шыва такам ĕçсе янă, пĕр пĕрчĕ те хăварман!

— Така пĕтĕм шыва ĕçсе янă! Пӳтсĕрскер! — ятлаçать арçын.

Арçын каллех витре йăтса пахчана тухать. Каллех шыв ăснă чухне такам макăрнине илтет. Унталла-кунталла пăхать тет, каллех никама та курмасть тет. Хайхи арçын витрене çăлран туртса каларчĕ тет. Витрере шыв çук тет. Арçын çăлкуçа пахать тет, çăлта шывĕ туллиех тет. Çăлкуçра такам калаçса ларать тет: «Мана никам та тасатасшăн мар, юшкăнланса лартăм, сывлама йывăрланса çитрĕ, çамрăк чухнехи пек шывăм та янкăр тăрă мар», — тесе макăрать такам.

— Кам эсĕ? — тесе ыйтать арçын.

— Çăлкуç, эсĕ кашни кун ăсакан çăлти çăлкуç!

— Мĕншĕн макăратăн?

— Мана сывлама йывăр, пулăш-ха, тархасшăн!

Арçын килне чупса кайса кĕреçе йăтса килчĕ те çур сехетре çăла тасаларĕ. Тинех çăл макăрма чарăнчĕ. Шывĕ те тасалчĕ.

■ Страницăсем: 1... 260 261 262 263 264 265 266 267 268 ... 796