Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ЙĕрсемАкăшсем таврăнаççĕХум пӑшӑлтатӑвӗСана ҫырма сӑмах ҫитетВăхăт таппиТаркăнТутимĕр

«Тулхăрса кăкăрти кăшăла…»


Кăшласа

кăкăрти

кăшăла

Тĕпретсе

тăллакан

тăнăма,

Тапса тухрĕ

тула

теветкеллĕх1:

 

Çĕмĕрсе

çĕнерен

çĕклемелĕх

Суяран

саваланă

сăмах!

Тулхăрса

тăракан

туйăма

Хасупа2

хăтлансан

хăмсарма3

Чĕвенленнĕ

чĕлхемĕн

чăн чĕмĕ4

Сăпатна5

салатмасăр

сĕвемĕн

Кĕртместех

канăçне

картана...

Асăрхан.

Асăрха —

Малалла

«Хăюсăррăн шаккарĕç кантăка...»


Хăюсăррăн шаккарĕç кантăка...

Шанмарĕç-тĕр эп уçасса ăна...

Ма уçас мар — çын ăнсăртран килмен.

Килнех пулсан, курасшăн вăл мана.

 

Хăюсăррăн шаккарĕç кантăка...

Инкек, тен, пулнă пач кĕтмен çĕртен?..

Инкек куçа, шел, курăнса килмест;

Май çук ăна çĕнме хăш чух пĕччен.

 

Хăюсăррăн шаккарĕç кантăка...

Ыр хыпарпа, тен, килнĕ ман пата?..

Ырă хыпар вăл эмелпе пĕрех —

Пĕрре илтсен илтес килет татах.

 

Хăюсăррăн шаккарĕç алăка...

Шанмарĕç-тĕр эп уçасса ăна...

 

24.07.21

Хырай Ĕнел

Учитель


Эп хам

учитель пулнă май,

çырмалли

манăн нумай.

Анчах та

эп нумай çырмастăп,

паллăсене те

эп памастăп.

 

Учитель вăл

вĕрентекен –

чăваш пулсан,

ăна пĕлен.

«Учитель» тесе

каласан,

вăл маншăн –

тăванран тăван!

 

Пĕрремĕш ман

вĕрентекен –

ун сăнĕ

ман пуçра пĕтмен.

Вăл вĕрентни

ĕмĕр манпа,

эп мухтанатăп та

унпа.

 

Вĕрентнĕ

вулама, çырма,

вăлах вĕрентнĕ

юрлама.

Мана вăл

панă уроксем –

ылтăнран

хаклă вĕсем!

 

Малалла

Тĕп хула


Шупашкарăм

Шупашкарăм –

ху патна

туртан иккен.

Эп сана курма

васкарăм –

килтĕм

нумай çул иртсен.

Тĕп хула эс,

Шупашкарăм –

тĕнчери

пур чăвашсен.

Санăн умăнта

пур парăм –

вĕçĕ çук

вăл парăмсен.

 

Улшăнатăн,

Шупашкарăм –

эс хула,

çамрăк çынсен.

Сана эп пуçра

упрарăм –

тĕлĕнтĕм

кунта килсен.

 

Эс ӳсетĕн,

Шупашкарăм –

нумай ĕмĕр

иртиччен.

Малалла

Ашкăнчăк


Вăрманкасри ман тус Вадим та манашкалах кăвакарчăнсем нумай усрать. Анчах Вадимăн манăнни пеккисем — тĕк тĕпекеллисем, манăн Вадимăн пеккисем — тĕк ураллисем çук. Çавăнпа эпир пĕр-пĕринпе улăштарма шут тытрăмăр. Вадим мана тĕк ураллисене пĕр мăшăр пама пулчĕ, эпĕ Вадима тĕк тĕпекеллисене паратăп.

Улăштарасса улăштартăмăр та, анчах çук çав, ĕç тухмарĕ, пирĕн кăвакарчăнсем ют çĕрте пурăнма килĕшмерĕç: Вадим панисем ман патран ун патне — Вăрманкаса вĕçсе кайрĕç, эп панисем ман пата вĕçсе килчĕç.

Мĕн тăвас?

Майне шухăшласа тупрăмăр. Çуркунне, кăвакарчăнсем çăмарта тусан, Вадим мана хăйĕн тĕк ураллисен çăмартисене пама пулчĕ, эп Вадима тĕк тĕпекеллисене паратăп. Вара эпĕ Вадим панă çăмартасене хамăн кăвакарчăнсен йăвине, Вадим эп панă çăмартасене хăйĕн кăвакарчăнĕсен йăвине хурать, çапла вара, пирĕн кăвакарчăнсем ку çăмартасенчен тухнă чĕпĕсене хăйсен чĕпписем, чĕпписем кăвакарчăнĕсене тăван ашшĕ-амăшĕ, йăвисене хăйсен тĕп килĕ тесе шутлаççĕ, ниçта та вĕçсе каймаççĕ.

Эпир кĕтнĕ вăхăт çитрĕ, кăвакарчăнсем çăмарта тума пуçларĕç. Ман тĕк тĕпекеллисем те пĕрер çăмарта турĕç. Тепĕр кунне, иккĕшне Вадима кайса парас тесе, кăвакарчăнсен йăвисем патне хăпартăм та, ак япала! Пĕр йăвинче те пĕр çăмарта та çук. Мĕне пĕлтерет ку?.. Çăмартисене кăвакарчăнсем хăйсем ӳкерсе пĕтернĕ тес — çĕрте хупписем те çук. «Кӳршĕ ачи Уçăп вăрласа кайман-ши?» — шухăш пырса кĕчĕ.

Малалла

«Эс кăна вĕçместĕн, эпĕ те вĕçетĕп…»


Эс кăна вĕçместĕн, эпĕ те вĕçетĕп,

Каçсерен вĕçетĕп эп те тĕлĕкре.

Эсĕ те çунатлă, эпĕ те çунатлă;

Ăнтăлать-çке темшĕн тӳпенех чĕре.

 

Эс кăна ӳкместĕн, эпĕ те ӳкетĕп,

Час-часах ӳкетĕп эп чулсем çине.

Эс те аманатăн, эп те аманатăп,

Ерипен манатăп сурансен шутне.

 

Эсĕ те çунатлă, эпĕ те çунатлă...

Ăнтăлать-çке темшĕн тӳпенех чĕре.

Эсĕ те телейлĕ, эпĕ те телейлĕ,

Кăйкăр пек вĕçсессĕн, тусăм, тӳпере.

 

31.07.2021

Йĕпе кĕркунне


Сивĕ урамра,

тĕттĕм ăшăмра.

Пĕлĕтлĕ тӳпе,

пылчăклă, йĕпе.

 

Сивĕ çил вĕрет,

шăмшакăм чĕтрет.

Шăнса кайнипе,

куçсем те йĕпе.

Ку вăл – кĕркунне –

кăтартать хăйне.

Çумăр çунипе

татах та йĕпе.

 

Хĕвел те пăхмасть,

çĕре ăшăтмасть.

Юхать çĕрĕпе

пĕлĕтрен йĕпе.

 

Пӳртре те сивĕ

(ман пекех – кивĕ).

Кунĕ-çĕрĕпе

кĕркунне – йĕпе.

Ун пек те юрать


Санран нумай та

кирлĕ мар –

санпа пĕрле

тăрса сывласчĕ.

Кăштах кăна

эс манпа лар –

сан аллуна

тытса ларасчĕ.

 

Эп мĕн калассине

пĕлетĕн,

эп пĕр сăмах

каламасан та.

Ман пурнăçа

çаплах кĕретĕн.

мĕн пулнине

ăнланмасан та.

Паян эс

манăн пурнăçра –

эп санпа

сывламасан та.

Хурланнă чух,

савăнăçра –

санпа нихçан та

лармасан та.

 

Р.S. : Ун пек те

юратма юрать,

туйăм вăл

чĕререн тухать.

«Лăсканса çурхахланнă кун-çулăм…»


Лăсканса çурхахланнă6 кун-çулăм,

Сапламашкăн сана çĕнĕ пулăм

Хальлĕхе хĕрхенсе парнелет

Пурăнма хистекен çут тивлет7.

 

Ситрелсе8 сапаланнă сĕвемĕн

Асăмри самантсем тĕллĕн-тĕллĕн —

Хăртласа9 ĕлкерес йӳтĕмпе10

Пĕтĕре(тĕ)п сăвăлла шерепе;

 

Сӳтĕлсе каясран тĕвĕлетĕп —

Вĕçĕнче вырнаçтарăп çут ĕмĕт;

Шăрçаланнă куççуль тирĕмне11

Сыпăнтарăп ĕлккенлĕх12 кӳме.

 

Ăнăçу сикчевне13 пытармалăх

Ĕненӳ, теветкеллĕх, ăсталăх —

Алылмаш — эреветлĕ тĕрре

Куçараççĕ утас çул-йĕре.

 

Куллăмпа укаланнă çĕн кунăм!

Сыпăнтарĕ сана ырă сунăм —

Иртнипе — ӳркенми кашнинчех

Шăпана çут элчел14 пӳкличчен.

Хăрушă тавăру


— Ак япала! Ĕмĕр тăршшипе литературăри вăрăсене, леш «Плаки атти» тенисене тытса пурăнтăн та, халь вара ху та вăрлама тытăнтăн пулать? Ай-ай-ай… Лекрĕн, эппин, ватсупнă! Николай Васильевич Гоголе çаратнă вĕт эсĕ, намăссăр! Аслă писатель эс çут тĕнчене çуралса тухиччен сакăрвунă çул малтанах çырнă ун пек калав!..

Çапла ниçта кайса кĕрейми хĕпĕртесе, урисемпе чечетка ташланă пек тăпăртатса кăшкăрма пултараççĕ манăн хăшпĕр туссем çак калав ятне вуласанах.

Анчах мана ку пĕртте хăратмасть. Кăшкăрччăрах ара, кам чарать вĕсене? Ман чун таса — Гоголĕн «Хăрушă тавăру» калавне тивмен эпĕ. Эп каласа парас тенĕ ĕçсем пĕртте Гоголь çырса кăтартнă ĕçсем пек мар, ман геройсем те пачах урăхла. Унăн калавĕнче — асамçăсем, шуйттансем, рыцарьсем, тем тума та пултаракан хăватлă турă… Эп вара ахаль çынсем çинчен каласа кăтартасшăн. Хамăн хулара пурăнакан (паян кун та сывах-ха вĕсем) икĕ бухгалтер — Энтрейпе Унтрей — çинчен.

Мĕн тăвас тетĕн, ман геройсен иккĕшĕн те паспортри ячĕсем пĕрешкел пулнă — Андрей. Хушамачĕсем те пĕр пек — Иванов. (Сăмах майăн каласан, пĕр Шупашкарта кăнă миçе пин-ши вăл Ивановсем? Пĕтĕм республикипе илес пулсан вара, тепĕр математика наукисен кандидачĕ те шутласа кăлараймасть пулĕ!..).

Малалла

■ Страницăсем: 1... 7 8 9 10 11 12 13 14 15 ... 796
 
1 теветкеллĕх — хăюлăх
2 хаса – явап тыттарни
3 хăмсар — хăрат
4 чĕм — сывлăш
5 сăпат — çын
6 çурхах – çĕтĕк-çурăк
7 тивлет — телей
8 ситрел – саланса кай
9 хăртла – юса, сапла
10 йӳтĕм — сăлтав
11 тирĕм — çыхă
12 ĕлккенлĕх — илемлĕх
13 сикчев – сиктерсе хăварни
14 элчел – вилĕм