Чебоксары, Эльтеберу (Главе) Чувашской Республики О.А. Николаеву
Хытӑ шанса тӑракан, пирӗн чи аслӑ ҫыннӑмӑр, Эльтеперӗмӗр Олег Алексеевич!
Сире чӑрмантарма (вӑхӑтӑр темле ҫук пулсан та!) икӗ пӗчӗк ыйтӑва тишкерттерессе хускатма хӑюлӑх ҫитеретӗп. Сирӗн шанчӑклӑ канашҫӑсем камне пӗлместӗп, ҫавӑнпа тӳрех хӑвӑра кӑна шанатӑп.
1. Марина Карягина тележурналистка, ҫыравҫӑ кандидатурине «Халӑх писателӗ» ятне илме тӑратнӑ чухне тӗкӗ пама темиҫе вулакан тата ҫыравҫӑ мана тахҫантанпах ыйтаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ӑна студент чухнеренпех лайӑх пӗлетӗп.
Заметка «Пропавший тираж» опубликована на «Чувашском народном сайте» 21 апреля с.г. Наконец-то, после упорного молчания пришел ответ за подписью министра:
Уважаемый Валерий Николаевич!
Министерство цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики рассмотрело Ваше обращение от 11 мая 2023 г. и сообщает следующее.
В 2022 году АО «Чувашское книжное издательство» подготовило и издало книгу Алексеева В.
Ираида Петрова ҫыравҫӑ, драматург ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитрӗ
Тӗлӗнсе каймалла, шӑп 50 ҫул каялла 1973-мӗш ҫулхи пуш (март) уйӑхӗнче эпӗ чӑваш ҫыравҫи Ираида Алексеевна Петровапа ҫыру ҫӳретме пуҫланӑ. Ку ҫапла пулса иртрӗ. Эпир шкулта вӗреннӗ чух пире, шкулта лайӑх вӗренекенсене, ҫӗнӗ ҫулта кӗнекесем парнелетчӗҫ. Ман алла ҫапла майпа Ираида Алексеевнӑн «Тятюк» ятлӑ кӗнеки лекрӗ. Кӗнеки шутсӑр килӗшнӗччӗ. Чӑвашла ҫырнӑ кӗнекесене вулама юратаканскер, 12 ҫулти хӗрача кӗнекене сывламасӑр тенӗ пек вуласа тухнӑччӗ.
(к отчетно-выборному съезду ЧНАНИ 26 ноября 2022 года)
Прошло 30 лет со дня образования Чувашской народной академии наук и искусств (ЧНАНИ). Идея академии возникла в 1990 году, организация была создана в рамках Союза чувашских краеведов (СЧК) 26 ноября 1992 года со своим Уставом как народное объединение гуманитарных сил чувашского этноса. Основу ее составляли видные научные сотрудники, краеведы, активисты школ, училищ, вузов, учреждений.
Многое за это время изменилось к лучшему.
Раҫҫей историйӗн пӗрремӗш обществин пуҫлӑхӗ, историк тата сӑвӑҫӑ Вяземский патне 1824 ҫулхи июнӗн 7-мӗшӗнче, вырӑс сӑмахлӑхӗн хуҫи Пушкин Александр Сергеевич шӑпах ҫапла ҫырнӑ: "Пирӗн, чӑвашсен, критиксем ҫук." Анчах та критика вӑл ҫитменлӗхсем ҫинчен япӑх кӑтартни. Пушкин вахӑтӗнче критиксене юратман.
Пушкин ӗҫӗсене тӗпчекенсем калани тӑрӑх Александр Сергеевич Пушкин чӑваш халӑхӗ ҫинчен Николай Карамзин истори тӗпчевҫинчен пӗрремӗш хут илтнӗ. 1816 ҫулти ҫу вӑхӑтӗнче Карамзин ҫемйи Патша ялӗнче пурӑннӑ.
Редакцирен: Вячеслав Павлов пирӗн редакцине черетлӗ ҫыру ярса пачӗ. Вӑл пирӗн сайтпа усӑ курса конкурс ирттересшӗн, тата хутшӑнакансен хуравӗсене те пухас ӗҫпе те пулӑшма ыйтать. Паллах, эпир хирӗҫ мар. Конкурсӑн текстне аяларах пичетлетпӗр. Вячеслав Павлов лартнӑ ыйтусем ҫине вара ҫак статья айӗнче хуравлама пултаратӑр, е, комментари ҫырмалли калӑпӑш ҫителӗксӗртерех пулсан, редакци адресӗпе ярса пама пултаратӑр: site@chuvash.org. Хуравра хӑвӑрӑн ятӑрпа хушаматӑра палӑртма ан манӑр. Эпир вӗсене Вячеслав Павлова ярса парӑпӑр.
Редакцирен: юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче Чӑваш наци конгресӗн Аслӑ пухӑвӗ иртрӗ. Ун умӗн пирӗн сайтра Вячеслав Павловӑн уҫӑ ҫырӑвӗ пичетленнӗччӗ. Ҫыру айӗнче сахал мар ҫын алӑ пуснӑччӗ, ӑна вара Элтепер патне те, Патшалӑх Канашӗн председателӗ патне те ярса панӑ пулнӑ. Аслӑ пуху шавласа иртсе кайрӗ, конгресс президенчӗн пуканне тепӗр ҫын йышӑнчӗ… Ҫыру ҫине хуравсем те килме пуҫланӑ. Вячеслав Павлов пире ҫав хуравсен кописене ярса пачӗ, эпир вара вӗсемпе сире паллаштарас терӗмӗр.
ЧӐВАШ РЕСПУБЛИКИН ПУҪЛӐХНЕ О.Н. НИКОЛАЕВА
КОПИСЕМ:
ЧӐВАШ РЕСПУБЛИКА ПАТШАЛӐХ КАНАШӖН ПРЕДСЕДАТЕЛЬНЕ Л.И. ЧЕРКЕСОВА
ЧӐВАШ НАЦИ КОНГРЕСӖН ПРЕЗИДЕНТНЕ Н.Ф. УГАСЛОВА
ХИСЕПЛӖ ОЛЕГ АЛЕКСЕЕВИЧ!
2021 ҫулхи октябрӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн черетлӗ Аслӑ Пухӑвне ирттерме палӑртнӑ.
Хӑй ӗҫлесе кайнӑ малтанхи тапхӑрта Конгресс, пирӗн шутпа, чӑнахах та чӑваш нацине европӑлла типлӑ наци пек йӗркелесе ярас, чӑваш патшалӑхлӑхне, ун политика системине тӗпрен ҫӗнетсе улӑштарас, халӑхӑн экономика никӗсне трансформацилес, чӑваш чӗлхи статусне ҫӗклес тесе пысӑк ҫитӗнӳсем тунах.
Нумаях пулмасть эпӗ сайтра «Якку пичче» ятлӑ аса илӳ статйи пичетлерӗм. Ӑна писатель Чӑваш халӑх поэчӗ Яков Гаврилович Ухсай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалларӑм. Ҫак статьяна Мускавра пурӑнакан поэтӑн аслӑ хӗрӗ Елена Яковлевна та вуланӑ, ман пата тав сӑмахӗ ҫырса ячӗ. Ҫавӑн пекех вӑл тинтерех кӑна хӑйӗн пурнӑҫӗнчи пӗр пӑтӑрмаха аса илнӗ. Ӑн иккен чӑваш хӗрӗ вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ.
Инкек куҫа курӑнса килмест. Елена Яковлевна каласа панӑ тӑрӑх, ӑна пӗр кӗтмен ҫӗртен кӑшлавирус чирӗ аптратса ӳкернӗ.
Чӑваш Республикин пуҫлӑхне
О.А. Николаева
Хисеплӗ Олег Алексеевич!
Эпир, шӑпа хушнипе Чӑваш Республикин тулашӗнче пурӑнакан чӑвашсем, пӗтӗм чӑваш халӑхӗн уйрӑлми пайӗ пулса тӑратпӑр.Чӑваш республикипе унӑн Шупашкар шӗкӗр хули тӗнчери мӗнпур чӑвашсемшӗн чӗлхепе культура центрӗ пулса тӑраҫҫӗ. Ҫавна пула Эсир, Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗ пулнӑ май, пӗтӗм чӑваш халӑхӗн лидерӗ пулса тӑратӑр. Ҫавӑнпа Сирӗн тӑван чӗлхешӗн тӑрӑшакан принциплӑ позицирен чӑваш чӗлхипе культурин малашнехи аталанӑвӗ тӳррӗн килет.