Отпуска ют ҫӗршыва кайма хальхи вӑхӑтра чылай ҫыншӑн питех те йывӑрри паллӑ-ха ӗнтӗ. Унтан та ытларах: хамӑр патра та канма кайма май тупасси хӑшӗсене иккӗлентерет. Апла пулин те ҫӗр ҫинчи тӗлӗнтермӗшсем пуррине пӗлме те кӑсӑклӑ. Хальхинче эпир тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнче вырнаҫнӑ тӗлӗнсе каймалла илемлӗ тата хӑйне евӗр 14 хӑна ҫурчӗ пирки каласа кӑтартасшӑн.
1. ICEHOTEL отель Швецинче вырнаҫнӑ. Ку хӑна ҫурчӗ ҫулсерен ирӗлсе каять пулин те ӑна ҫӗнӗрен тӑваҫҫӗ. Ку вӑл лайӑх та темелле, мӗншӗн тесен кашни ҫулах пачах расна хӑна ҫурчӗ пулса тӑрать.
Кашни икӗ эрнере ҫӗр ҫинчен пӗр калаҫу чӗлхи ҫухалать. Ҫакӑн пек ҫырнӑ 2012 ҫултах Расс Раймер ятлӑ автор «National Geographic Россия» журналта. Унӑн статйине «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Чӗлхе нумай енлӗхӗшӗн» (За разнообразие языков) ушкӑнра илсе кӑтартнӑ.
Килес ҫӗр ҫуллӑх пуҫланнӑ тӗле хальхи ҫинче пине яхӑн чӗлхерен ҫурри таран ҫухалма пултарать тесе шухӑшланине пӗлтерет асӑннӑ статья авторӗ. Ҫакна вӑл ҫынсем акӑлчан, китай тата испани чӗлхисемпе калаҫма тытӑннипе сӑлтавлать.
Ислам тӗнӗн тӗнчинче халь вӑйлӑ хирӗҫӳсем пыраҫҫӗ. Вӗсен сӑлтавӗ чылай чухне сунитсемпе шиитсем пӗр-пӗринпе пӗр чӗлхе тупайманнипе ҫыхӑннӑ. Ҫакна шута илсе сире исламри ҫак икӗ юхӑм мӗн енчен уйрӑлса тӑни пирки каласа парас терӗмӗр.
Ислам тӗнӗ икӗ юхӑма пайланать — сунлӑх тата шиитлӑх. Вӗсен йышӗ пӗрешкел мар. Пур ислам ҫыннине те шутлас пулсан 85–87% сунит шутланать, шиитсем вара нумаях мар — вӗсен йышӗ 10%-ран та сахал. Ҫавӑн пекех ахмадитсем, хариджитсем тата ытти пӗчӗк ушкӑнсем пур.
• Ҫулсерен ашак утланса ҫӳрекенсем, авиакатастрофӑрипе танлаштарсан, ытларах пурнӑҫран уйрӑлаҫҫӗ. Ашак ҫинчен ӳкнӗ чухне, лашапа танлаштарсан, мӑя хуҫас хӑрушлӑх пысӑкрах.
• Пылӑн срокӗ ҫук, пин-пин ҫултан та вӑл ҫиме юрӑхлӑ пулӗ.
• Тӗнчен иккӗмӗш вӑрҫи пуҫланас умӗн Нью-Йоркри телефон кӗнекинче Гитлер хушаматлӑ 22 ҫын пулнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн – пӗрре те.
• Вилнӗ ҫыннӑн ӳчӗ ҫине те сивӗ шатри тухма пултарать.
• Устрицӑн куҫӗ, пуҫ мимипе танлаштарсан, пысӑкрах.
• Этеме ручка сӗнсен 97 проценчӗ хӑйӗн ятне ҫырать.
Сиам йӗкӗрӗшӗсем кӗлеткин пӗр-пӗр пайӗпе ҫыпҫӑнса ҫуралаҫҫӗ. Кун пек ҫынсем тӗнчере сайра тӗл пулаҫҫӗ. Пуҫӗсем пӗрлешсе ҫуралнисем питӗ сайра. Сиам йӗкӗрешсемпе кӑсӑкланса тӗнче тетелӗнче ку информацие шырарӑм. Акӑ мӗн куҫ тӗлне пулчӗ.
1. Энг тата Чанг Банкер йӗкӗреш. Вӗсем 1811 ҫулта ҫуралнӑ. Ячӗсем «сулахай» тата «сылтӑм» тесе куҫаҫҫӗ. Вӗсем кӑкӑрӗ тӗлӗнчен пӗрлешсе ҫуралнӑ. Арҫын ачасем кун ҫути курсанах тӗнче пӗтет тесе каланӑ. Анчах ку тӳрре тухман. Энг тата Чанг пирки вара тӗнчипех пӗлме пуҫланӑ.
Кӑсӑклӑ пулнӑран тӗнче тетелӗнче чи вӑрӑм ҫӳҫлӗ ҫынсене шыраса тупрӑм. Камсем-ха Гиннесс рекорчӗсен кӗнекине кӗме пултарнӑ? Ҫак ыйтун хуравӗсемпе ыттисене те паллашма сӗнетӗп.
Паллӑ ӗнтӗ: мода кашни утӑмра тенӗ пекех улшӑнса пырать. Анчах чылай хӗрарӑм яланах варӑм ҫӳҫлӗ пулма ӗмӗтленет. Ҫапах тӗнчере ку енӗпе мухтанма пултаракансене алӑри пӳрне тӑрӑх шутласа кӑларма пулать. Чӑннипех те илемлӗ тата вӑрӑм ҫӳҫлӗ ҫын сахал-ҫке-ха.
Официаллӑ ҫӑлкуҫсене ӗненес тӗк тӗнчере чи вӑрӑм ҫӳҫлӗ хӗрарӑм Китайра пурӑнать.
Эсир хӑвара гуманитарисен йышне кӗртетӗр пулин те ку тӗлӗнмелли фактсем ҫав-ҫавах тӗлӗнтермеллех. Вӗсене пӗлни сирӗн кӑмӑла каясса шанатпӑр.
1. Абрахам де Муавр акӑлчан математикӗ ӑнсӑртран тенӗ пек хӑйӗн ыйхи кашни кун 15 минут ытларах пулнине асӑрханӑ. Ӑсчах вара ыйхӑ вӑхӑчӗ хӑҫан 24 сехете ҫитнине арифметикӑлла програссипе шутласа кӑларнӑ. 1754 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗ пулса тухнӑ. Тӗлӗнмелле те шӑп ҫав кун математик вилнӗ те теҫҫӗ.
2. Тӗне ҫирӗп тытса пыракан еврейсем христиансен паллисене ӳкерес-кӑтартасран сыхланаҫҫӗ.
Тӗлӗнтермӗшсем вулакансемшӗн интереслӗ пуль тесе шутлатӑп. Уйрӑмах чи-чи ята тивӗҫнисем. Чи илемли, чи пысӑкки, чи пӗчӗкки. Тата ытти нумай чи-чисем. Планетӑри кашни кӗтесе ҫитсе курма пурин те укҫи-тенки ҫитмест пуль, ҫавӑнпа та хӑш-пӗр вырӑнсемпе паллаштарас килет. Ку хутӗнче чи хӑрушӑ картлашкасем пулӗҫ.
Ҫӳллӗ вырӑнсенче вырнаҫнӑ туризм объекчӗсем ҫине сайра хутра ҫеҫ пусма-картлашкасӑр ҫитме пулать. Хӑпарасса хӑпарӑн-ха, анчах кайран тата анма тивни пирки те манмалла мар. Анчах ҫӳле хӑпарнӑ хыҫҫӑн сирӗн ума тухса тӑракан сӑнпа киленни тем тесен те нушаланса хӑпарнипе аннине тӑратех.
Бангкокра пурӑнакан Киттипум Сонгсири кил-ҫурт таврашӗнче усӑ курма меллӗ вырӑн сахал йышӑнакан кӗпе-йӗм ҫакмалли япала шутласа кӑларнӑ. Вӑл нумай функционаллӑскер, хӑвӑрт пуҫтарӑнать, шуруп-пӑта таврашӗпе усӑ курмасӑрах вырнаҫтарса лартма пулать.
Кӗпе-йӗм ҫакмалли ҫӗнӗ концепта Curve Hanger ят панӑ, ӑна karv сӗтел-пукан студеийӗ валли хатӗрленӗ. Кӗпе-йӗм ҫакмалли вешалкӑна фанерӑран компьютерпа усӑ курса касса кӑлараҫҫӗ. Программӑна пула пӗр фанера листинчен нумай пӗчӗк пайсем тухаҫҫӗ, ытлашши материал расхутланмасть.
Ку ҫурта 1997 ҫулта уҫнӑ. Хӑй вӑл Испанире вырнаҫнӑ, Бильбао хулинче. Хальхи исскуство музейӗ илемлӗ вырӑнта тӑрать — йӗри-тавра илемлӗ Нервьюн шывӗ юхать.
Ҫак ҫурт чӑн та питӗ хӑйнеевӗрлӗ. Инҫетрен пӑхсан темӗнле карап теме пулать ӑна. Ун дизайнне Френк Гери шутласа кӑларнӑ, деконструктивизм стилӗпе хатӗрленӗ.
Деконструктивизмӑн никӗсӗ Жак Деррид француз философӗн идеисем ҫинче никӗсленет. Ҫавӑн пекех Совет Союзӗн 1920-мӗш ҫулӗсенче аталаннӑ конструктивизм стилӗ те йӗр хӑварнӑ теҫҫӗ.