Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +18.3 °C
Честные речи и любезный вид редко сочетаются в людях.
(Конфуций)
 

Таисия Ташней: Ҫӗр ҫинчи пулса курмалли хӑна ҫурчӗсем

Таисия Ташней12.01.2016 21:053457 просмотров

Отпуска ют ҫӗршыва кайма хальхи вӑхӑтра чылай ҫыншӑн питех те йывӑрри паллӑ-ха ӗнтӗ. Унтан та ытларах: хамӑр патра та канма кайма май тупасси хӑшӗсене иккӗлентерет. Апла пулин те ҫӗр ҫинчи тӗлӗнтермӗшсем пуррине пӗлме те кӑсӑклӑ. Хальхинче эпир тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнче вырнаҫнӑ тӗлӗнсе каймалла илемлӗ тата хӑйне евӗр 14 хӑна ҫурчӗ пирки каласа кӑтартасшӑн.

1. ICEHOTEL отель Швецинче вырнаҫнӑ. Ку хӑна ҫурчӗ ҫулсерен ирӗлсе каять пулин те ӑна ҫӗнӗрен тӑваҫҫӗ. Ку вӑл лайӑх та темелле, мӗншӗн тесен кашни ҫулах пачах расна хӑна ҫурчӗ пулса тӑрать.

2. Whitepod Hotel отель Швейцаринче вырнаҫнӑ. Эко-ытарайманлӑхран Альпи пейзажӗ курӑнать. Ҫутҫанталӑк илемӗпе киленес текенсем ку вырӑнта хаваспах канӗҫ.

3. Attrap Reves отель Францинче вырнаҫнӑ. Унта канма пынисем ҫӳлелле пӑхсан ҫӑлтӑр курӗҫ.

4. The Mirrorcube отель Швецинче вырнаҫнӑ. Куб евӗр хатӗрленӗскер ҫакӑнса тӑрать.

5. Hotel Not Hotel отель Нидерландинче. Ку тӗслӗхре чукун ҫула хӑна ҫуртне ҫавӑрнӑ.

6. Poseidon Undersea Resort отель Фиджинче вырнаҫнӑ. Шыв айӗнче вырнаҫнӑскертен тинӗс курӑнать.

7. The Atomium отель Бельгинчи Брюссель хулинче вырнаҫнӑ. Ку хӑйне евӗр тытӑмпа ытти хӑна ҫуртӗнчен уйрӑлса тӑрать.

8. Ngorongoro Crater Lodge отель Танзанире вырнаҫнӑ. Уйрӑм бунгалосем (пурӑнмалли ҫуртсене унта ҫавӑн пек калаҫҫӗ) ҫутҫанталӑкпа ҫывӑхлатаҫҫӗ.

9. The Oberoi Индире вырнаҫнӑ. Унта кансан ҫын самантлӑха та пулин патша ҫемйин пайташӗ евӗр туйӗ теҫҫӗ.

10. Jade Mountain отель Сент-Люсире вырнаҫнӑ. Вӗҫӗ-хӗррисӗр бассейн та номертех.

11. Nhow отель Германире вырнаҫнӑ. Вӑл юрӑ-ҫемӗпе киленмелли вырӑн.

12. Amangiri Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче Ютӑра вырнаҫнӑ. Хысаклӑ ҫӗрте лараканскер тавралӑхпа питӗ ҫураҫуллӑн курӑнать.

13. Ubud Hanging Gardens отель Балинче вырнаҫнӑ. Кашни номере вӗҫӗ-хӗррисӗр бассейнпа илемлетнӗ. Хӑй хӑна ҫурчӗ джунгли ҫийӗнче вырнаҫнӑ.

14. Fairy Chimney Hotel отель Турцинче. Вӑл та ҫутҫанталӑкпа, архитектурӑпа тата чӑн пурнӑҫпа килӗшӳллӗн ҫураҫса тӑрать.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики