Хальхи вӑхӑтри тӗнче шайӗнчи ҫӑлтӑрсен ламран лама пыракан йӑх-несӗлне «РБК стиль» портал тишкернӗ май вӗсенчен хӑшӗсем паллӑран та паллӑ тымартан тухнине палӑртать.
Франко Дзеффирелли Итали режиссерӗ Леонардо да Винчи живописец тата изобретатель йӑхӗнчен тухнӑ. Ку пӗтӗмлетӳ патне Алессандро Веццози тата Агнезе Сабато Итали историкӗсем ҫитсе тухнӑ. Вӗсем да Винчи ҫемйин генеалоги йывӑҫне 40 ҫул тишкернӗ хыҫҫӑн пӗтӗмлетнӗ. Художникӑн вил тӑприҫӗ XVI ӗмӗрте ҫухалнине пула Леонардо ДНК анализне тишкерме май килмен. Тата паллӑ художникӑн ачисем те пулман. Ҫапах та унӑн пиччӗшӗ-шӑллӗсемпе аппӑшӗ-йӑмӑкӗсем йышлӑ пулнине кура да Винчин 35 ытла тӑхӑмне асӑрханӑ. Ҫавсен хушшинче 93 ҫулти Дзеффирелли те пулнӑ. Унӑн чӑн хушамачӗ — Корси. XIX ӗмӗрте Корси йӑхӗ Леонардон тӑван хулинче да Винчисен чи палли пулнӑ.
Бенедикт Камбербэтч актера тата унӑн виҫҫӗмӗш сыпӑкри тӑванне Плантагенетсен династийӗнчи акӑлчан патшисенчен чи юлашкинчен влаҫра ларнӑ виҫҫӗмӗш Ричардран пилӗк ӗмӗр тата 16 несӗл уйӑрать. Монархпа актер тӑван лекнине британи ученӑйӗ Кевин Шюрер палӑртнӑ. Плантагенетсен династийӗнчен тухнисем 1 миллионран пуҫласа 17 миллион таран британҫӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Вӑтам Анӑҫра ҫуралнӑ Синди Кроуффорд модель, электрик тата медсестра хӗрӗ, хӑйӗн ҫемйи пирки «ытларах чух ҫӗрулмипе апатланакан» тесе интервьюсенчен палӑртма кӑмӑллани паллӑ. Ҫапах та вӑл Каролингсен динатсийӗнчи Аслӑ Карл император йӑхӗнчен тухнӑ. Синди Кроуфордӑн ҫемье кун-ҫулӗ патша виҫҫӗмӗш хут авланнӑ хыҫҫӑнхи несӗлӗсенечн пуҫланнӑ.
Оззи Озборн рок-музыкант несӗлӗсем Раҫҫей патши иккӗмӗш Николай тата британи патши пӗрремӗш Георг патне илсе ҫитереҫҫӗ иккен. Озборн тымарне неандерталецсем тата авалхи Рим ҫыннисем таранах тишкернине ӗнентереҫҫӗ.
Джордж Клуни Голивуд актерӗ АПШри президент суйлавне пӗрре кӑна мар хутшӑнать. Шурӑ ҫурт патне юнпа ҫывӑххине туйнӑран та пулӗ теҫҫӗ хӑшӗсем ун пирки. 2012 ҫулта генеалог-экспертсем вӑл Америкӑн 16-мӗш президенчӗн Авраам Линкольнӑн йӑхӗнчен пулнине палӑртнӑ.
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.