Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -6.7 °C
Поиск истины способен изрядно позабавить.
(Вернон Говард)
 

Статьи

Камсем эпир, чӑвашсем?

  03.12.2021 18:04 | 9848 просмотров

Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай эпӗ ҫырнӑ «Куҫна уҫ, артист» статья вӗҫне хӑварнӑ комментарие вуларӑм та, ӑна – ӗҫтӗшӗме – тав сӑмахӗ каласшӑн. Йывӑр лару-тӑрура сана – айӑпсӑр айӑпланнӑ ҫынна – пӗр-икӗ сӑмах каласа хавхалантарни питӗ кирлӗ. Шел те, тӗрӗссине калакан этем хальхи вӑхӑтра сахал. Пирӗн нумай ҫыравҫӑн, артистӑн, режиссерӑн, художникӑн, наука сотрудникӗн, журналистӑн тата ыттисен пӗр хӑюлӑх та, гражданла позици те ҫук. Эпӗ ҫакна асӑрханӑ: кам пуҫлӑх умӗнче йӑпӑл-йӑпӑл калаҫать, кам ӑна сутӑнать, кам ӑна пуҫ таять, кам ӑна мухтать – ҫавӑ питӗ лайӑх пурӑнать.

Далее...

 

Тав сӑмахӗ

  22.10.2021 11:57 | 3961 просмотров

Нумаях пулмасть эпӗ сайтра «Якку пичче» ятлӑ аса илӳ статйи пичетлерӗм. Ӑна писатель Чӑваш халӑх поэчӗ Яков Гаврилович Ухсай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалларӑм. Ҫак статьяна Мускавра пурӑнакан поэтӑн аслӑ хӗрӗ Елена Яковлевна та вуланӑ, ман пата тав сӑмахӗ ҫырса ячӗ. Ҫавӑн пекех вӑл тинтерех кӑна хӑйӗн пурнӑҫӗнчи пӗр пӑтӑрмаха аса илнӗ. Ӑн иккен чӑваш хӗрӗ вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ.

Инкек куҫа курӑнса килмест. Елена Яковлевна каласа панӑ тӑрӑх, ӑна пӗр кӗтмен ҫӗртен кӑшлавирус чирӗ аптратса ӳкернӗ.

Далее...

 

Якку пичче

  09.10.2021 13:55 | 4836 просмотров

Унтанпа нумай ҫул иртсе кайрӗ. Хӗрӗх ҫула яхӑн. Пӗрех унӑн сӑнӗ, калаҫӑвӗ, чӗлхи, тыткаларӑшӗ манӑн асӑмран тухмасть. Тепӗр чухне шутлатӑп: мӗншӗн кун кӗнеки ҫырса пыман-ши? Паллӑ ҫынсемпе тӗл пулнӑ самантсем, пулӑмсем питӗ нумай пулнӑ-ҫке!.. Шел, хӑшӗ-пӗри кӑна асра юлнӑ.

Ҫавӑн пек пулӑмсенчен пӗрне — Яков Ухсайпа тӗл пулнӑ самантсене — вулакан патне ҫитересшӗн те паян. Сӑлтавӗ те ҫук мар. Пӗрремӗшӗ: аслӑ пиччемӗрсене, ӗҫтӗшсене, чӑваш чӗлхине, литературине сума суни, хисеплени пит палӑрсах каймасть халӗ.

Далее...

 

«Шуйттан чури». Константин Ивановпа Ухсай Яккӑвӗ

  26.05.2021 21:52 | 5614 просмотров

«Нарспи» поэма авторӗ К.В. Иванов, хӑй ҫырма палӑртнӑ произведенисенчен, 1907-мӗш ҫулхи тетрадӗнче «Шуйттан чури» ятлӑ виҫӗ пайлӑ трагедине кӗртнӗ. Поэт пулас трагеди планне те хатӗрлесе ҫитернӗ, кашни пайӗнче хӑй мӗн ҫинчен ҫырассине йӗркеленӗ, произведенин малтанхи пӗрремӗш пайне (пиччӗшӗ укҫашӑн шӑллӗне вӗлернине) сӑвӑ формипе калӑплама та ӗлкӗрнӗ. Ҫав сыпӑка кура, эпир поэтӑн пулас «Шуйттан чури» произведени мӗнле жанрта, мӗнле виҫепе пулмалла пулнине куратпӑр. Константин Иванов хӑй пултарулӑхӗнче драматурги жанрне те аталантарма пултарса («Икӗ хӗр» сӑвӑ, «Нарспи» поэмӑри ашшӗпе амӑшӗ тата Нарспи сцени) вӑл драмӑлла пысӑк трагеди ҫырма хатӗрленни паллӑ.

Далее...

 
Orphus

Баннеры

Счетчики

0 Флудильня (чат)