Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +0.3 °C
Начитанный болван - самая докучливая разновидность дурака.
(Д. Тейлор)
 

Надежда Кириллова: «Шуйттан чури». Константин Ивановпа Ухсай Яккӑвӗ

Надежда Кириллова26.05.2021 21:525558 просмотров

«Нарспи» поэма авторӗ К.В. Иванов, хӑй ҫырма палӑртнӑ произведенисенчен, 1907-мӗш ҫулхи тетрадӗнче «Шуйттан чури» ятлӑ виҫӗ пайлӑ трагедине кӗртнӗ. Поэт пулас трагеди планне те хатӗрлесе ҫитернӗ, кашни пайӗнче хӑй мӗн ҫинчен ҫырассине йӗркеленӗ, произведенин малтанхи пӗрремӗш пайне (пиччӗшӗ укҫашӑн шӑллӗне вӗлернине) сӑвӑ формипе калӑплама та ӗлкӗрнӗ. Ҫав сыпӑка кура, эпир поэтӑн пулас «Шуйттан чури» произведени мӗнле жанрта, мӗнле виҫепе пулмалла пулнине куратпӑр. Константин Иванов хӑй пултарулӑхӗнче драматурги жанрне те аталантарма пултарса («Икӗ хӗр» сӑвӑ, «Нарспи» поэмӑри ашшӗпе амӑшӗ тата Нарспи сцени) вӑл драмӑлла пысӑк трагеди ҫырма хатӗрленни паллӑ. Поэт палӑртнӑ тӑрӑх «Шуйттан чури» трагедин иккӗмӗш пайӗнче халӑх вӑрҫӑра вилнисене пытарать, анчах шуйттан килсе тухнипе ҫынсем тарса пытанаҫҫӗ, ун хыҫҫӑн вилнисен шӑтӑкӗсене чун сыхлавҫисем тӑпрапа витеҫҫӗ. Виҫҫӗмӗш пайӗнче – ӗҫ-пуҫ ҫулталӑк иртсен. Амӑшӗпе икӗ ача пурӑнакан киле кӗрсе шуйттан вӗсене пӗрин хыҫҫӑн теприне вӗлерет. Анчах аҫа ҫапать те кунӑн чунне те илсе каять. «Шуйттан чури» трагеди – «Нарспи» умӗнхи пусӑм, вӑл произведенине хатӗрлекенӗ, теҫҫӗ ӑсчахсем. Анчах поэтӑн «Нарспи» поэма «Шуйттан чури» трагедирен маларах пурнӑҫланнӑ, Иванов ӑна 1908-мӗш ҫулта ҫырса пӗтернӗ, ҫав ҫулах вӑл Чӗмпӗрте «Сказки и предания чуваш» кӗнекере пичетленнӗ те. Философилле пусӑмлӑ «Шуйттан чури» (чӑваш «Фаусчӗ») вара поэтӑн пӗтӗмпе ҫырӑнса ӗлкӗреймен. Чӑваш халӑх поэчӗ Ухсай Яккӑвӗ, Константин Ивановпа пӗр ялта Слакпуҫӗнче ҫуралнӑскер, поэтӑн ҫывӑх тӑванӗ, хӑй пурнӑҫӗпе пултарулӑх лаҫҫинче 25 ҫула ҫитеймен вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ гениллӗ поэтӑн чылай ӗмӗчӗсем пурнӑҫланайманшӑн пӑшӑрханса нумай шутланӑ. «Хамӑн ҫур пурнӑҫа Константин Иванов пултарулӑхне тӗпчессине халаларӑм», – тет Чӑваш халӑх поэчӗ хӑйӗн пӗр калаҫӑвӗнче. 1950-мӗш ҫулсенче вӑл Константин Ивановӑн «Нарспи» поэми тӑрӑх пьеса ҫырса пӗтерет, 1960-мӗш ҫулсенче вара – «Шуйттан чури» трагеди. Константин Иванов виҫӗ пайлӑ трагеди тесе палӑртнӑ пулсан, Ухсай Яккӑвӗ пилӗк пайлӑ трагеди ҫырать. Икӗ произведенине те вӑл гениллӗ поэт пултарулӑхне халалать. Ухсай Яккӑвӗ «Нарспи» драмине ытларах К. Иванов поэзийӗ патне туртӑнмасӑр, хӑй куҫӗпе курса, чылай вырӑнсенче проза енне куҫса, хӑш-пӗр вырӑнсене ҫеҫ сӑвӑласа ҫырать. Вӑл ҫырнӑ «Нарспи» трагедире ҫӗнӗрен кӗртнӗ сӑнарсем питӗ нумай. Сӑмахран, Тимеш, Тӑхтаман шӑллӗ, каярахпа вӑл Михетерпе карчӑкне, вӗсемпе пӗрлех Сетнере те, Тӑхтаман вилӗмӗшӗн тавӑрать. Ухсай Яккӑвӗ «Нарспи» драмӑна сцена ҫинче лартма хатӗрлесе хӑй хушса, шутласа кӑларнӑ трагедиллӗ сценӑсем питӗ нумай кӗртнӗ, ку драма ун ҫӗр утмӑл страница таран ҫырӑннӑ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Ухсай Яккӑвӗ ҫырнӑ ҫак «Нарспи» трагедине сцена ҫинче 1960-мӗш ҫулта кун ҫути кӑтартнӑ. Ахӑртнех, поэт ҫурални 70 ҫул тултарнӑ тӗле хатӗрленӗ пулас ку премьерӑна. Тен, тата 1959-мӗш ҫулта Чӑваш театрне Константин Иванов ятне пани те «Нарспи» поэмӑна сцена ҫинче кӑтартма, урӑх инсценировкӑпа та сцена ҫине кӑларма хистенӗ. 1964-65-мӗш ҫулсенче вара Ухсай Яккӑвӗ Константин Ивановӑн «Шуйттан чури» трагедине сцена валли ҫырса пӗтерет. Ҫӳлерех каларӑмӑр ӗнтӗ, Константин Иванов хӑй трагедин планне тата трагедин 1-мӗш пайне ҫырса хӑварнӑ пулсан та, Ухсай Яккӑвӗ вӑл кӑтартӑва пӑхӑнмасть, хӑй пек шутласа ҫырать. «Шуйттан чури» трагеди содержанине вӑл Константин Иванов ҫырнӑ ытти поэма-сӑввисене кӗртсе, вӗсене анлӑ усӑ курса йӗркелет. Кунта Константин Ивановӑн «Икӗ хӗр» сӑвви те (Ҫак тӗнчере мӗн мӑнтӑр? Ҫак тӗнчере мӗн тутлӑ?), «Тӑлӑх арӑм» (Камӑн юнлӑ кашӑкки, ҫавӑн вилнӗ упӑшки), тата «Тимӗр тылӑ» поэмисен сыпӑкӗсем те (Шалт-шалт, тыллӑм, шалт та шалт сик-сик Акӑр ҫулӗпе) палӑраҫҫӗ.

Ухсай Яккӑвӗ ҫырнӑ пилӗк пайлӑ трагедин пӗрремӗш пайӗнче Константин Иванов Кайрӑклӑ ялне Макҫӑм патне юмах итлеме килет. Макҫӑм юмӑҫҫӑ хӑй патне килне пухӑннӑ ҫынсене юмах каласа пама хатӗрленет:

«Тахҫанах ӗлӗк-авал

Икӗ тӑван пурӑннӑ.

Пиччӗш ылтӑн-кӗмӗлшӗн

Чунне сутнӑ шуйттана».

Ытти тӑватӑ пайӗ пӗтӗмпех ҫак истори мӗнле майпа пулса иртнине сӑвӑлла диалогласа каласа пани пулса тӑрать. Драматург ҫын чунӗ Шуйттана мӗнле сутӑннине малаллахи тӑватӑ пайӗнче кӑтартса панӑ. Ухсай Яккӑвӗ ҫырнӑ «Нарспи» трагеди Чӑваш академи драма театрӗн сцени ҫинче кун ҫути курнӑ пулсан, «Шуйттан чури» трагедине ҫак таранччен те лартакан тупӑнман, 2000-мӗш ҫулсенче В.Н. Оринов режиссёр Ҫамрӑксен театрӗнче пӗрремӗш хут ку трагедине кун ҫути кӑтартнӑччӗ. Чӑваш академи драма театрӗнче Ухсай Яккӑвӗ 1965-мӗш ҫулта ҫырса пӗтернӗ «Шуйттан чури» 5 пайлӑ трагедине (икӗ пайлӑ мистикӑллӑ драма тесе палӑртнӑ пьесӑна халь лартакансем) пӗрремӗш хут 2020-мӗш ҫулта Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки, Н.А. Сергеева режиссер кун ҫути кӑтартрӗ. Спектакле Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн гранчӗпе кӑларнӑ. Грант укҫипе кӑларни палӑрать, кунта спектакль валли хатӗрленӗ декораци тата костюмсен художникӗн ӗҫӗ те (Светлана Зверева), ташӑ енӗпе ӗҫленӗ (З. Александрова), спектакле кӗвӗпе илемлетес композиторӑн ӗҫӗ те (Лолита Чекушкина) анлӑ курӑнать. Спектакльте чӑваш пурнӑҫӗн картини: ӗҫӗ-хӗлӗ, вӑййи-уявӗ, йӑли-йӗрки, вӑрҫӑ нуши тата ытти те. Ҫавӑн пек нушаллӑ чӑваш пурнӑҫӗ витӗр эпир этем чунне шуйттан мӗнле майпа укҫапа илӗртсе, хӑй чунне суттарса ун чури пулса тӑнине куратпӑр. Этем чунӗнчи ырӑпа усал кӗрешӗвне кӑтартса парасшӑн пулнӑ спектакле кун ҫути кӑтартакансем. Анчах, ман шутпа, кӑтартсах ҫитереймен. Мӗн ҫитмест-ха спектакльте? Тӗп шухӑшне уҫса парайманни ҫитеймест. Ҫын чунӗ шуйттана парӑнма май тупса майӗпен хӑй ӑшӗнче ҫав хӑрушӑ вӑй – сутӑну – мӗнле аталанса пынине, ахӑртнех, режиссерпа тӗп роле вылякан Е. Урдюков (Юнтиер) ҫителӗклӗ таран пӑхса тухайман. Спектакль пуҫламӑшӗнчи илемлӗ картина та сахал, вӑл пьесӑра та питӗ кӗске, ҫавӑнпа та режиссерӑн пӗрремӗш картинӑна, пиччӗшӗпе шӑллӗ пӗр-пӗрне епле юратса та хисеплесе ӗҫленине (Юнтиер: «Илӗм-тилӗм ирхине, хӗвел куҫне уҫиччен иккӗн сиксе тӑтӑмӑр») ытларах та, май пур таран анлӑрах кӑтартса пама тӑрӑшмалла пулнӑ. Халь вӑл спектакльте ҫитмест, ҫукпа пӗрех. Артист (Е.Урдюков) пуҫламӑшӗнченех хӑйне ыйхӑ пуснине вылять. Юнтиерӑн ыйхӑ пуснине пӑхмасӑр, хӑй ыйхине сирсе, икӗ тӑван епле ҫывӑххи (Юнтиер: Иккӗн туслӑ пурӑнсан, кутӑн каймӗ пурӑнӑҫ), хӑйсем, икӗ пиччӗш, пӗр-пӗрне хӑш вӑхӑтра та пулӑшма хатӗрри пирки хӗпӗртемелле (Юнтиер: «Патӑн мӑйӑр катнӑ чух пиччӳне ҫур тӗшшине»). Халь артист спектакль пуҫламӑшӗнченех ыйхӑ пуснине вылянипе ҫак икӗ тӑван пӗр-пӗрне епле ҫывӑххи, вӗсем пӗр-пӗрне мӗнле хисеплени, юратни, пӗр-пӗриншӗн епле савӑнни курӑнмасть (Яструн: Эх, пиччеҫӗм, эх пичче! Эсӗ мана ачаран ачаш пӑхса ӳстертӗн, хутӑн мана яланах хӑвӑн чуну ҫумӗнчи чӗр тӗпренчӗк вырӑнне»). Ҫак ырӑ енсем шуйттанпа тӗл пулнӑ хыҫҫӑн, каярах майӗпен ҫухалма пуҫлаҫҫӗ-ҫке! Ҫавӑнпа та спектакль пуҫламӑшӗнче пирӗн ҫак енсене курмалла. Халь вара вӗсем Юнтиер рольне выляканӑн ҫукпа пӗрех.

Мӗнле аталанса пырать-ха пьесӑра чун шуйттана сутӑнни? Пӗрремӗшӗ, ҫын йӑнӑшӗ. (Амӑшӗ: «Эх, ачам, мӗншӗн эсӗ выртрӑн-ши ҫылӑхлӑ йӑран ҫине?») Иккӗмӗшӗ, ҫын хаярланать, ун темшӗн ӑшӗ вӑркама пуҫлать. (Юнтиер: «Ялкӑшса ҫунать чӗре, тӗтӗм ҫеҫ тухмасть, анне»). Виҫҫӗмӗшӗ, ҫыннӑн хӑть мӗнле майпа та пуяс шухӑш пуҫне пырса кӗрет. (Юнтиер: «Ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере мулпа укҫа пулмасан чи илемлӗ ҫыннӑн та хакӗ ҫук, телейӗ ҫук. Тухса кайӑп ыранах мул пухма, укҫа пухма»). Тӑваттӑмӗшӗ, ҫын мул пухма хӑрушӑ меслет тупать. (Юнтиер: «Эпӗ кӗтсе тӑнӑ пек, вӑрҫӑ мана пуйтарма сиксе тухрӗ ӑнсӑртран ҫакӑ янкӑр уҫӑ каҫ»). Пиллӗкмӗшӗ, ҫын пуҫӗ аташса каять. (Юнтиер: «Канӑҫсӑр ҫынсем текех, ҫӗршыва сыхлас тесе, юн тӑкчӑрах хирсенче, манӑн ҫутӑ тӗнчере мул пухма ҫеҫ ӗмӗт пур»). Улттӑмӗшӗ, ҫын укҫапа чирлесе каять. (Юнтиер: «Ылтӑн-кӗмӗл хам умра йӑлтӑр-йӑлтӑр тунӑ чух куҫӑм-пуҫӑм алчӑрать, ӳтӗм-тирӗм тӑр чӗтрет»). Ҫиччӗмӗшӗ, чун сутӑнас патне ҫитни хӑрушӑ ӗҫ тутарать. (Юнтиер: «Ылтӑн-кӗмӗлшӗн анчах вӗлерессӗм ман килет хамӑн савнӑ шӑллӑма». Ун хыҫҫӑн вара: «Эп вӗри ҫатма ҫинче ташлаттарӑп халӑха. Эпӗ, чаплӑ Юнтиер, ял хуҫи, ҫӗрме пуян!»). Саккӑрмӗшӗ, ҫын чунӗ ӗнтӗ хӑйӗн мар, вӑл шуйттан чури пулса тӑрать, вӑл чунне сутнӑ, ӑна шуйттана пама хатӗр. (Юнтиер: «Чунӑм тӑр-тӑр-тӑр чӗтрет, тухса тарас пек выртать ман ура тупанӗнче»).

Ҫакӑн пек (ку, паллах, пьеса тӑрӑх пӑхса тухнӑ пирӗн вариант) е кӑшт урӑхларах чун сутӑнӑвӗн аталанӑвне режиссер тӗп рольте вылякан артистпа пӗрле пӑхса тухман пирки, спектакль тӗп шухӑшӗ аталанса пымасть. Халь Юнтиер (Е. Урдюков) спектакль пуҫламӑшӗнчен пуҫласа вӗҫне ҫитичченех пӗр пек – усал. Артистӑн ку роль валли сасӑ диапазонне те аталантармалла пулнӑ, вӑл ҫукки те питӗ кансӗрлет сӑнар аталанӑвне кӑтартма. Е, ку роле, ҫамрӑк артистпа пӗрле ытларах опыт пухнӑ, хӑй сассине аталантарнӑ артиста та шанса памалла пулнӑ.

Ҫавӑн пекех, Шуйттан сӑнарӗн (А.Герасимов) ҫын чунне сутӑн илес тенин аталанӑвне те режиссер артистпа пӗрле ҫителӗклӗ пӑхса тухман пек туйӑнать. Пьеса тӑрӑх пӑхсан, ку аталану ҫакӑн пек пулма пултарнӑ (ку каллех пьеса тӑрӑх пӑхса тухнӑ пирӗн вариант): Пӗрремӗшӗ: «Эсӗ ҫак йӑран ҫинче ҫывӑраттӑн вилнӗ пек. Эпӗ сана куртӑм та урлӑ сиксе каҫрӑм та сана илтӗм ӗмӗрлӗх хамӑн тимӗр картана». Иккӗмӗшӗ, шуйттан ҫынна хӑрушӑ ӗҫ тутарать: «Ан хӗрхен! Шӑллунтан чи усалли санӑн пулмӗ ҫӗр ҫинче, пыр та чик ӑна!» Виҫҫӗмӗшӗ, шуйттан этеме ӗнтӗ хӑйӗн чунне ирӗккӗн пама ыйтать: «Эсӗ те, этем васка, пар чунна!» Шуйттан сутӑннӑ этем чунне ҫӑмӑллӑнах илет. Шуйттан сӑнарӗ те халь спектакльте пӗрпекрех туйӑнать, мӗншӗн тесен вӑл кашни сценӑрах пӗр пек асамлӑ вӑйпа Юнтиере хӑйӗнчен аякка ямасть. Шуйттанӑн этем чунне илес вӑйӗ те малтанхи сценӑсенче вӑйлах мар-ха, ҫын этем сӑн-питне ҫухатса пынӑ май ҫеҫ вӑл вӑйланса пырать, чи вӗҫӗнче вара ун чунне илме хатӗр пулать.

Ҫак икӗ сӑнар, ырӑпа усал хирӗҫӗвӗ, ҫапӑҫӑвӗ – спектакльте чи кирли. Апла пулсан, пурнӑҫра пӗчӗк йӑнӑшах (Мӗншӗн эсӗ выртрӑн-ши ҫылӑхлӑ йӑран ҫине?) малалла аталанма пултарса пысӑк инкек патне илсе ҫитерме пултарать. Ҫавӑнпа та ҫак аталану вӑхӑтӗнче ҫын чунӗнче мӗн пулса иртни куракана интереслӗ. Чун укҫашӑн сутӑну ҫулӗ ҫине тӑрсан, вӑл хӑй юратнӑ, ҫывӑх тӑванне те вӗлерме пултарать иккен. Ак мӗнле хӑрушӑ трагеди! Тӗрӗссипе, хальхи вӑхӑтра янӑракан питӗ ҫивӗч ыйту: укҫа енчӗкӗ, пуянлӑх, ҫав асар-писер пуянлӑхпа ҫывӑх ҫынсен пӗр-пӗрин хушшинчи хутшӑнӑвӗ арканса пыни!

Спектакльте этем малтанласа хӑй чунне сутас мар тесе кӗрешни, кайран хирӗҫни, асапланни, унтан чӑтаймасӑр чунне шуйттана пани пулмалла. Халь вӑл картина курӑнмасть. Ытти рольсенче артистсем хӑйсен сӑнарӗсене тупнӑ теме пулать. Режиссёра (Н.А. Сергеева), ҫак спектаклӗн ҫӳлерех кӑтартнӑ ҫитменлӗхсене палӑртнипе пӗрех, тав сӑмахне те калас килет ҫак произведенине кун ҫути кӑтартнӑшӑн. Мӗншӗн тесен, Константин Иванов ҫырма палӑртнӑ трагедине (анчах ҫырса пӗтереймен!), Чӑваш халӑх поэчӗ Ухсай Яккӑвӗ ун шухӑшне хӑй майлӑ аталантарса ҫырнӑ трагеди, паллах, Чӑваш театрӗн репертуарӗнче пулмалла. Ҫавӑнпа та ҫамрӑк режиссёр чи малтанхи хут ку трагедине Чӑваш театрӗн репертуарне кӗртни ҫав тери паха.

Чӑваш театрӗнче пӗр-пӗр автор пьесине илсе лартас умӗн: пьеса пирки шутласа калаҫасси, режиссер пьесӑна мӗншӗн лартас тӗллевӗсем, ҫав тӗллевсене артистсем витӗр палӑртса вӗсене пурнӑҫа кӗртесси – вӑл япала ҫукпа пӗрех юлашки ҫулсенче. Ун пек шкул тахҫан пулнӑ та халь хупӑннӑ, чылай чухне «калаҫкаласа илни» ҫеҫ тӑрса юлнӑ. Ҫавӑн пиркиех театрӑн репертуарӗнчи кашни спектакль хӑй умне лартма тӑрӑшнӑ тӗллевӗ патне ҫитеймест. Вӑл шкул Чӑваш театрӗнче 1940-60-мӗш ҫулсенче пулнӑ теҫҫӗ, Чӑваш театрне гениллӗ Константин Васильевич Иванов поэтпа пӗр ятлӑ-хушаматлӑ Константин Иванович Иванов режиссёр пулнӑ чухне. Ҫавӑнпа пуль, ун чух чӑн-чӑн пысӑк сцена ӑстисем ӳссе ҫитӗннӗ, вӑл шутра, Борис Алексеевпа Алексей Ургалкин – СССР халӑх артисчӗсем. Ун пек шкулсӑр вара – артистӑн та, режиссерӑн та ӳсӗмӗ ҫук е вӑл питӗ сахал палӑрать.

Каларӑмӑр ӗнтӗ, Чӑваш халӑх поэчӗ Ухсай Яккӑвӗ, Константин Иванов пултарулӑхӗ чӑвашсемшӗн ан иксӗлтӗр, вӑл пултарулӑх анлӑрах, курӑмлӑрах пултӑр тесе тӑрӑшнӑ. Поэт «Нарспи» пьеса пуҫламӑшӗнче те, «Шуйттан чури» трагеди пуҫламӑшӗнче те кун пирки хӑй шухӑшне палӑртса ҫырать. Классикӑн пӗлтерӗшне ӑнланса, ун ӗмӗчӗсене хӑй пултарулӑхӗпе чӗртме тӑрӑшса Чӑваш халӑх поэчӗ Ухсай Яккӑвӗ чӑваш халӑхне хӑй ҫырнӑ ҫӗнӗ произведенисем парать: «Эс ху, пиччем, кӑвар поэт, суйланӑ сӑвӑ виҫипе ҫичшерлӗ сыпӑк йӗркипе ман каласа парас килет пурне те хамӑр халӑха», – тет вӑл. Ҫавӑнпа та Чӑваш театрӗн «Шуйттан чури» програмккинче те кӑна асӑрхаса хӑвармалла пулнӑ. Эпӗ унта Ухсай Яккӑвӗ сӑмахӗсене те, театр хӑй енчен калама пултарнӑ «К.В. Иванов пултарулӑхне халаласа» текен сӑмахсене те курмарӑм.

Маларах каларӑмӑр ӗнтӗ, Ухсай Яккӑвӗ ҫырнӑ «Шуйттан чури» трагедире – шухӑшӗ те, чылай усӑ курнӑ произведенисем те – Константин Ивановӑн. «Халӑх калавне улӑштарса ҫырнӑ», – тет пире гениллӗ поэт Иванов, хӑй «Шуйттан чури» виҫӗ пайлӑ трагедине, 1907-мӗш ҫулта, ахӑртнех, пулас Чӑваш театрӗ валли ҫырма палӑртса, вӑл ҫуралассине шанса. Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗн, чӑваш халӑхӗн гениллӗ поэчӗ ятне чыслӑ тытса пымалла, май пур таран ун пултарулӑхне хисепе хума тӑрӑшмалла, ун ятне ытларах та ытларах ҫӗклемелле. Поэт ӑна ҫав тери тивӗҫлӗ.

Ӳкерчӗксенче: Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ лартнӑ «Шуйттан чури» спектакльти сценӑсем. Театр сайтӗнчен илнӗ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Микки // 2431.73.5185
2021.05.26 23:39
Питӗ анлӑн тишкесе тухнӑ. Маттуркка! Шухӑшӗсемпе килӗшмесӗр тӑма ҫук.
Agabazar // 3246.84.5423
2021.05.29 18:38
Agabazar
Килĕш, килĕш! Çав тери вăйлăн килĕш!
Микула // 1077.37.9691
2021.05.30 15:46
"Укҫапа илӗртсе, хӑй чунне суттарса ун чури пулса тӑнине куратпӑр"? Паян ыттисенчен ытларах "курма " юрамаҫ. Паян хушни тавра кӑна ташламалла. Хӑвӑртан нимӗнле шухӑш та пулмалла мар. "Хальхи вӑхӑтра янӑракан питӗ ҫивӗч ыйту: укҫа енчӗкӗ, пуянлӑх, ҫав асар-писер пуянлӑх"? Темиҫе ҫынсӑр пуҫне чухӑн пурнӑҫпа пурӑнмалла , пурте пӗрешкл,харкашу ҫук.Тӗллев паян пӗрре кӑна,нимӗн тк улштармалла мар,ахалех лайӑх. Нимӗнле ҫивӗч ыйту та пулмалла мар сирӗн. Хушнӑ тунӑ,хушман туман.
Agabazar // 1504.19.2038
2021.06.02 16:29
Agabazar
Укçана пăрахăçламалла тесе Указ кăларма шутлатăн-и ху ятран?
Евразиец // 1977.69.9930
2021.07.08 11:03
Agabazar, Мигула, МĔН ВĂЛ УКÇА? Металран туни мар, хутран туни банк билечĕ мар. УКÇА МĔН ВĂЛ? - Что такое деньги?

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики