Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +4.3 °C
Истинное мужество - осторожность.
(Еврипид)
 

Николай Сидоров: Якку пичче

Николай Сидоров09.10.2021 13:554766 просмотров

Унтанпа нумай ҫул иртсе кайрӗ. Хӗрӗх ҫула яхӑн. Пӗрех унӑн сӑнӗ, калаҫӑвӗ, чӗлхи, тыткаларӑшӗ манӑн асӑмран тухмасть. Тепӗр чухне шутлатӑп: мӗншӗн кун кӗнеки ҫырса пыман-ши? Паллӑ ҫынсемпе тӗл пулнӑ самантсем, пулӑмсем питӗ нумай пулнӑ-ҫке!.. Шел, хӑшӗ-пӗри кӑна асра юлнӑ.

Ҫавӑн пек пулӑмсенчен пӗрне — Яков Ухсайпа тӗл пулнӑ самантсене — вулакан патне ҫитересшӗн те паян. Сӑлтавӗ те ҫук мар. Пӗрремӗшӗ: аслӑ пиччемӗрсене, ӗҫтӗшсене, чӑваш чӗлхине, литературине сума суни, хисеплени пит палӑрсах каймасть халӗ. Иккӗмӗшӗ: кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш халӑх поэчӗ, М. Горький ячӗллӗ РСФСР, К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш АССР Патшалӑх премийӗсен лауреачӗ Яков Гаврилович Ухсай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитет. Паллӑ кунӗ ҫывхарать пулин те, ниҫта та унӑн ятне асӑннине, патшалӑх шайӗнче уява хатӗрленнине илтмерӗм, курмарӑм. Эпир ӳссе ҫитӗннӗ вӑхӑтра вара Яков Ухсай Раҫҫейри паллӑ поэтсенчен пӗриччӗ, Мустай Карим, Расул Гамзатов (иккӗшӗ те — Социализла Ӗҫ Геройӗсем) поэтсемпе пӗр шайраччӗ. Пирӗн ентеш те вӗсен шутне кӗмелли ҫынччӗ, анчах «ырӑ ҫынсем» тӑрӑшнипе ӑна хамӑр хушӑрах — Чӑвашрах — путарса лартрӗҫ.

Эпӗ 80-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче университетра вӗреннӗ вӑхӑтра «Ҫилҫунат» литература пӗрлешӗвне ертсе пыраттӑм. Яков Ухсайпа хам та пӗрре мар тӗл пулнӑ. Эпир унпа туслашсах ҫитнӗччӗ. Виталий Петрович Станьял — пирӗн вӗрентекенӗмӗр тата ертӳҫӗ — ҫапла калатчӗ: «Пирӗн классиксем ватӑлса пыраҫҫӗ. Эсӗ, Микула, мӗнле те пулин студентсене пуҫтарса вӗсемпе тӗлпулусем ирттер-ха. Кайран студентсем вӗренсе тухӗҫ те учительсем пулӗҫ, шкулти ачасене пирӗн паллӑ ҫынсем ҫинчен каласа кӑтартӗҫ. Куҫпа курнине, хӑлхапа илтнине нимӗн те ҫитмест». Я. Ухсайпа, Г. Айхипе, А. Артемьевпа, А. Лукинпа, А. Емельяновпа, Л. Таллеровпа, Н. Дедушкинпа тата ыттисемпе тӗл пулнӑ самантсем халӗ те асра.

«Ватӑлтӑм, Микула. Хамӑн шухӑша тӑватӑ йӗркене кӗртейми пултӑм. Пуҫран ҫап — ултӑ, ҫичӗ... е саккӑрмӗш йӗрке ҫине куҫатӑп. Пӗр сӑмахпа, сӳтӗлме пуҫларӑм», — терӗ вӑл мана пӗррехинче, хӑйӗн пултарулӑхне хаклама хӑтланнӑ чух. Эпӗ те — ҫынни ҫавнашкал — нихӑҫан та калаҫӑва айккинчен ҫавӑрттарса, йӑпӑлтатса, пуҫ ҫапса пуҫлама пӗлменскер, тӳртен ҫапларах ыйтрӑм: «Сире, Яков Гаврилович, мӗнлерех чӗнмелле-ши? Яков Ухсай е Якку Ухсай, е Ухсай Якковӗ?» Вӑл ман ҫине сиввӗнрех пӑхса илчӗ те ҫапларах хуравларӗ: «Пӗррехинче мана пединститута сирӗн пек студентсем хӑнана чӗнчӗҫ. Тӗл пулӑва ертсе пыраканӗ, ахӑртнех, ҫухалса кайнӑран манӑн ята пӑтратса ячӗ: «Паян пирӗн патӑмӑрта хӑнара Уксах Якковӗ», — терӗ.

Вӑл йӑл! кулса илчӗ. Тинех унӑн питӗнче ӑшӑ кӑмӑл пайӑркине асӑрхарӑм. Калаҫу та ҫӑмӑллӑн пуҫланчӗ. Эпӗ ӑна чӑвашла «Якку пичче» терӗм, вӑл хирӗҫлемерӗ.

— Ӑҫтан пулатӑн-ха эсӗ? — ыйтать манран поэт.

— Общежитинчен! — тетӗп.

— Хӗ-хӗ, шӳте ӑнланатӑн иккен эсӗ, — терӗ те кӗсйинчен «Беломор-канал» кӑларчӗ, пӗр папирускине лутӑркаса ҫемҫетрӗ, кӗпҫи енчен шаккарӗ, вӗрчӗ.

— Тӑвай енчен, — тӳрлетрӗм хамӑн йӑнӑша.

— Тӑвайсем — паттӑр халӑх, ӗҫчен халӑх, пултаруллӑ халӑх, — терӗ вӑл чӗлӗмне тивертнӗ май. — Эпӗ фронтра Тӑвай каччипе паллашрӑм. Питӗ хӑюллӑ ҫынччӗ. Эпӗ ун пирки сӑвӑ та ҫыртӑм.

Ҫавӑн чухне ухмах пулнӑ мар-и? Ыйт, тӗпче. Тен, хисеплӗ поэт унӑн тӑван ялне, хушаматне, ятне астуса юлнӑ? Кайрантарах сӑввине шыраса тупрӑм. Вӑл «Каччӑ» ятлӑ, ӑна 1945-мӗш ҫулне ҫырнӑ.

Чӑн-чӑн каччӑ эпӗ куртӑм

Висла леш енче.

Йӑлтӑр-йӑлтӑр ҫичӗ орден

Кӑкӑрӗ ҫинче.

 

Хамӑр ен ҫыннин сӑнарӗ

Сисӗнчӗ унта.

— Ӑҫтисем пулатӑр, — терӗм, —

Старшина юлташ?

 

Чӑвашран. Тӑвай районӗ, —

Терӗ старшина.

Яков Ухсай — Чӑваш халӑх поэчӗ — фронтовик, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин пӗрремӗш, иккӗмӗш степенлӗ орденӗсен кавалерӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан поэт хӑй ирӗкӗпе Улатӑрта йӗркеленнӗ 141-мӗш стр. дивизи ретне тӑнӑ, фронта тухса кайнӑ. Вӑл вӑрҫӑ окопӗсенче сахал мар асапланнӑ, вилӗме пӗрре мар куҫран пӑхнӑ. Дивизи хаҫатне салтаксен паттӑрлӑхӗ пирки хыпарласан, хаҫат ӗҫченӗсем унӑн пултарулӑхне асӑрханӑ, хӑйсен ретне тӑма чӗннӗ. Ҫапла поэт ҫар корреспонденчӗ пулса тӑнӑ, арми хаҫатӗнче вӑй хунӑ капитан Ҫӗнтерӗве Прагӑра кӗтсе илнӗ. Ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн те ӑна сахал мар патшалӑх наградисем парса чысланӑ. Вӗсен шутӗнче — Ленин, Октябрь Революцийӗн, Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав тата «Хисеп палли» орденсем.

Яков Ухсай, пурӑннӑ чух, чӑваш чӗлхине, чӑваш халӑхӗн ӗҫӗ-хӗлне, культурине, литературине тӑванла халӑхсен хушшинче сарассишӗн ырми-канми тӑрӑшнӑ. Вӑл вырӑссен паллӑ поэчӗпе А. Твардовскийпе туслӑ пулнӑ, ӑна чӑваш халӑхне, чӗлхине юратма вӗрентнӗ, ытти халӑхсен чи паллӑ, ятлӑ, сумлӑ ҫыннисемпе ҫыхӑну тытнӑ. Ҫавӑн пекех Яков Ухсай — чӑваш литературин калассикӗн К. В. Ивановӑн тӑванӗ пулнӑ май — Константин Иванов пуҫланӑ «Шуйттан чури» трагедие вӗҫленӗ.

Яков Гаврилович Ухсайпа эпӗ юлашки хут сакӑрвуннӑмӗш ҫулсен варринче В. Тимаков редактор пӳлӗмӗнче тӗл пултӑм. Вениамин Петрович поэтпа эпир кӳршӗ ялтан, пӗр-пӗрне лайӑх пӗлнӗ, ун патне час-час кӗрсе тухаттӑм.

— Ирт, лар, — терӗ мана пӳлӗм хуҫи.

Сӑмах-юмах лаша пирки пыратчӗ. Эпӗ те хам пурнӑҫри пӗр саманта аса илтӗм. Ун пирки аслӑ юлташсене каласа патӑм.

Университета вӗренме кӗриччен эпӗ Тӑвай районӗнчи «Луч» совхозра (Йӑнтӑрччӑ ялӗ) бригадирта ӗҫлеттӗм. Манӑн бригадӑра «Гром» ятлӑ лаша пурччӗ. Эпӗ ӑна мӗн пӗчӗкрен пӗлеттӗм: вӑл пысӑкчӗ, вӑйлӑччӗ, лӑпкӑччӗ, нихӑҫан та чупмастчӗ, асмастчӗ, хуҫине итлетчӗ. Ӑна кӳлме ытларах ватӑ ҫынсем кӑмӑллатчӗҫ. Эпӗ ӗҫленӗ вӑхӑтра ҫак чӗлхесӗр янавар шӑп та лӑп ватӑлса ҫитнӗччӗ, унӑн ура чӗрнисем питӗ тарӑн ҫурӑлнӑ пирки утаймиех пулнӑччӗ. Дирекци ӑна какая ӑсатма йышӑнчӗ.

Ӗлӗк утта алӑпа ҫулатчӗҫ. Ут-ҫие сахалтан та 200-300 ҫын тухатчӗ. Ҫависене ятарласа икӗ ӑста туптатчӗ, хӑйратчӗ. «Чӑш-ш, чӑш-ш!» тӑватчӗ вичкӗн ҫава ҫаран ҫинчи сип-симӗс курӑка ҫӗре тӳнтернӗ май. Ҫӑлакансем шап-шур кӗпепеччӗ. Хӗрарӑмсем — шур тутӑрпа, арҫынӗсем пуҫ ҫине шурӑ кӗписене ҫавӑрса ҫыхатчӗҫ. Сӑртран пӑхаттӑм та, калӑн — хирте шур акӑшсем ишеҫҫӗ.

Шӑп ҫавӑн пек хӗвеллӗ кун — ирхине — халӑх ӗҫе кайма пуҫтарӑннӑ вӑхӑтра лаша вити умне грузовик пырса чарӑнчӗ. Шофер кузов ҫинчен трап антарчӗ, Варлам пичче — конюх — витерен ват лашана ҫавӑтса тухрӗ. Халӑх ырра мара сиссе пӗрре хумханса илчӗ, тепре «илсе каяҫҫӗ» тесе машина патне чупса пычӗ. Ял ӗҫченӗ сӑмахсӑрах ӑнланчӗ. Нумайӑшӗ чӑтаймарӗ, куҫҫулӗпех, сасӑпах макӑрса ячӗ. Ара, вӗсен пурнӑҫӗ чылай чухне ҫак лашапа ҫыхӑннӑ-ҫке. Вӑл та — ял хӑлӑхне вӑй ҫитнӗ таран пулӑшнӑ чун — ҫак тӗлпулу юлашки пулнине сисрӗ курӑнать: унӑн та куҫӗсем шывланчӗҫ. Икӗ пысӑк тумлам куҫҫуль ҫӗре ӳкрӗ. Арҫынсем чӑтаймасӑр куҫӗсене тартрӗҫ...

— Ун пекки фронтра нумай пулатчӗ. Аманнӑ чунсене вырӑнтах персе пӑрахатчӗҫ. Нумайӑшӗ макӑратчӗ, — пӗтӗмлетрӗ калаҫӑва Якку пичче. — Эпӗ лаша пирки пӗрре мар ҫырнӑ, ҫырӑп та.

Астӑватӑп-ха вӑл ҫырнӑ йӗркесене. Университетра вӗреннӗ чух пӗрре мар унӑн пултарулӑхне тӗпченӗ:

Лаша темрен те пулнӑ хаклӑ,

Ӗлӗк-авал та тӑрӑшсах

Ҫамки ҫине чӑн ылтӑн ҫакнӑ

Купца та, хан та, шахиншах.

 

Ӑна хуҫи ҫумне пытарнӑ,

Чи ырӑ тус пек юнашар,

Леш тӗнчере ҫиме хӑварнӑ

Сап-сарӑ сӗлӗ, шур тӑвар.

 

Ҫын Марс ҫине вӗҫсен те, ҫулӗ

Хальхи Канаш пек ҫывӑх чух

Илемшӗн ҫеҫ пулин те юлӗ

Ӗҫчен лаша, чӗлхесӗр чун.

 

Поэтсенчен пӗччен, пӗри ҫеҫ

Санпа ҫӳретӗп туслашса,

Ҫыратӑп чӑннипе те, тивӗҫ,

Мухтав юрри сана, лаша.

— Ывӑнтӑм. Каятӑп, — ура ҫине тӑчӗ Якку пичче.

— Микула леҫсе ярать, — терӗ Вениамин Петрович.

Эпир Шупашкарӑн тӗп урамӗпе васкамасӑр утрӑмӑр. Яков Гаврилович пысӑках мар, тӗреклӗ арҫын. Ун ҫине пӑхатӑп та тӗлӗнетӗп: «Пӗчӗк арҫын кӑна, ӗҫӗ-хӗлӗпе — Улӑп!» Куҫӗ — ҫивӗч, чӗлхи тата ҫивӗчрех. Килӗ умне ҫитеспе кӑштах сак ҫине ларса канма кӑмӑл турӗ.

— Эсӗ вара мӗн ӗҫлен? — шӑтарасла пӑхрӗ ман ҫине поэт.

— Эпӗ-и? — ҫак ыйтӑва кӗтменскер, тӑрук ҫухалса кайрӑм. — Эпӗ те сӑвӑсем ҫыркалатӑп.

— Ҫыркалатӑн пулсан, урӑх ан ҫыр, — касса татрӗ вӑл.

— Мӗншӗн?

— Поэт пулма йывӑр, Чӑваш халӑх поэчӗ пулма — пушшех. Асапланса пурӑнни кӑна, — терӗ те, эпӗ нимӗн те ӑнланманнине курсан, калаҫӑвне малалла тӑсрӗ. — Эсир ӗнтӗ, студентсем, пӗлетӗр: эпӗ — Пушкӑртран, Слакпуҫран. Пушкӑртла та, тутарла та аван чухлатӑп. Хусанта, Ӗпхӳре манӑн юлташсем нумай. Эпӗ ҫакна асӑрханӑ: тутар тутара сутмасть, пушкӑрт пушкӑрта сутмасть, чӑваш чӑваша сутать, чӑваш чӑваша тӗп тӑвать...

Яков Ухсай пурнӑҫӗнче ун пекки пӗрре мар пулнӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 37-38-мӗш ҫулӗсенчи репресси вӑхӑтӗнче ун пирки «халӑх тӑшманӗ» тесе ҫӑхавланӑ. Поэта ярса тытнӑ. Районти НКВД путвалне пӑрахнӑ, кунӗн-ҫӗрӗн допроса сӗтӗрнӗ, хӗненӗ. Пӗррехинче поэт — ҫак мӑшкӑла чӑтаймасӑр — следователь пистолетне ярса тытнӑ та тӑнлавӗ умне илсе пынӑ. «Ҫак районтан тухса кайма хут ҫырса паратӑр — перӗнместӗп», — тенӗ. Лешӗ килӗшнӗ. Пуҫ тӑрринчи пӗлӗтсем капланса килнине сиссе малтан вӑл Улатӑра, кайрантарах Чӑваш ҫӗрӗнчен Чӗмпӗре тухса тарнӑ, тен, ҫавӑнпа кӑна сывӑ юлнӑ. Кайран та — «Чӑваш халӑх поэчӗ» ята тивӗҫсен те — ун ҫинчен ҫӑхавсем ҫырӑнма пӑрахман. Уйрӑмах ӑна «ырӑ чунлӑ ҫыравҫӑсем» унӑн мӑшӑрӗ — Мария Ухсай писатель — сарӑмсӑр вилсе кайсан хытӑ айӑплама хӑтланнӑ, ҫӑхав хыҫҫӑн ҫӑхав партин Тӗп комитетне ӑсатнӑ. Ҫавӑнпах пирӗн паллӑ поэта Социализмла Ӗҫ Геройӗн ятне паман тенине те илтнӗччӗ.

— Тата эпӗ пьесӑсем ҫыркалатӑп, — тӑсрӑм хамӑн сӑмаха.

— Мӗн ятлӑ? Мӗн ҫинчен? — тӗпчет аслӑ пичче.

— «Чӗмпӗр куҫҫулӗ» ятлӑ. К. В. Иванов ҫинчен. Вӗсен класӗ петици ҫырнӑ пирки. Вӗсене класӗпех Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчен кӑларса яраҫҫӗ. Виталий Петрович Станьял ырӑ сӑмах каларӗ. Чӑваш ҫамрӑксен театрӗн тӗп режиссерӗ А. Г. Васильев сцена ҫине кӑларас пек калаҫрӗ.

К. В. Иванов ятне илтсенех поэт сӑнӗ ҫуталса, илемленсе кайрӗ, кӑштахран салхулланчӗ, шухӑша путрӗ.

— Ҫыр. Вӑл темӑна никам та хускатман. Шел ачана. Эпӗ хам та «Чӗмпӗр эпопеи» ярӑмпа кӗнеке кӑларасшӑн. Темшӗн ӗҫӗ чарӑнса ларчӗ, — терӗ те шухӑша путрӗ.

Халӑх поэчӗ тӑван чӗлхе пирки, пулас ӑру пирки пӑшӑрханса калаҫатчӗ. Уйрӑмах ӑна чӑвашран тухнӑ пуҫлӑхсем тӑван чӗлхене хӑвӑрт манни, чапшӑн ҫунни канӑҫ памастчӗ:

«Тӗрлӗ ҫутӑ тӳммешӗн

Тӗнки тухать ав лешӗн», —

тетчӗ вӑл К. В. Иванов сӑмахӗсемпе.

Икӗ ҫул каялла К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Наталия Сергеева режиссер Яков Ухсай трагедийӗ тӑрӑх «Шуйттан чури» спектакль лартрӗ. Ҫакӑ хисеплӗ поэтӑмӑршӑн чӑн-чӑн парне пулчӗ тесен те йӑнӑш мар. Аслӑ пиччемӗре манса пыратпӑр мар-и? Уйрӑмах Наталия Сергеева режиссер тав сӑмахӗ каласшӑн. Вӑл ырӑ сӑмаха тивӗҫлех. Спектакльте хӑшпӗр ҫитменлӗхсем пур пулин те, вӑл Яков Ухсайӑн чи йывӑр хайлавӗсенчен пӗрне — «Шуйттан чурие» — кун ҫути кӑтартма пултарчӗ, йывӑр чӗлхеллӗ, тӗрлӗ характерлӑ сӑнарсене куракана ҫӑмӑллӑн, ӑнланмалла уҫса пачӗ. Куракан та унӑн ӗҫне тиркесе йышӑнмарӗ. Нумаях пулмасть асӑннӑ спектакле Хусанти Г. Камал ячӗллӗ Тутар патшалӑх драма театрӗн сцени ҫинче кӑтартрӗҫ, туп-тулли залри куракансем артистсене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса тав турӗҫ. Ҫак спектакле Пушкӑрт ҫӗрне илсе кайса кӑтартсан та аван пулмалла та... Шел, ун пек-кун пек калаҫнине илтмерӗм...

Ман шутпа, Кӗслету ҫинче хӑйӗн канӑҫне тупнӑ чӑваш Улӑпӗ ҫинчен пирӗн — чӑваш ҫыравҫисен — пӗр-икӗ сӑмах каламаллах. Манас марччӗ ӑна. Эпир мансан та, унӑн сӑввисем чӑваш халӑх чӗринче ӗмӗр-ӗмӗр упранӗҫ. Ун пирки аслӑ пиччемӗр 38-мӗш ҫулнех ҫапла ҫырса хӑварнӑ:

Ҫӳл ту ҫинче, шур чул ҫинче,

Чие пек хӗрлӗ кӗпепе

Ларатӑп эп пӗчченҫӗ.

Выля-выля пуҫ тӑрринчен

Кӗрхи тӑрна картийӗ пек

Шур пӗлӗтсем иртеҫҫӗ.

 

Куккук сассилӗ улӑхра

Ҫаран хумханнине савса

Йӗри-тавра пӑхатӑп.

Кӑмӑл ҫӗкленнӗ вӑхӑтра

Ҫуралнӑ кӑмӑллӑ сӑвва

Шур чул ҫине ҫыратӑп.

Аса илӳсен, ӑшӑ сӑмахсен каҫалӑкне уҫрӑмӑр ӗнтӗ. Яков Ухсайӑн паллӑ кунне тивӗҫлӗн,чыслӑн кӗтсе илесчӗ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 2551.73.4636
2021.10.09 15:17
Agabazar
Çак статьяра асăнакан «общежити» сăмах пекки пирки.

Эп пĕр чĕлхерен тепĕр чĕлхене сăмахсем йышанассине хирĕç мар.

Анчах та кунашкал макаронизм — каймасть!

Чăваш чĕлхинче, идеалра, унашкал япаласем пулмалла мар.

Ман шутпа, унашкал çурт-йĕре пурăнкăч темелле. Аналогсем: ларкăч, тăркăч, вырткăч, хĕскĕч, хыркăч, çыркăч,.....
Евразиец // 1977.69.9930
2021.10.09 15:37
Agabazar, сначала прочитайте книгу "Доктрина создателя". Как там в народной мудрости? У турков: "Не спеши, коза в лес...". У русских: "Не спеши, красная шапочка, в лес...". А у чувашей? Для начала пусть говорят и пишут на своем языке как им нравится... Иначе своими предложениями вы можете совершенно отчуждать даже от обыденного родного языка.
Agabazar // 2551.73.4636
2021.10.09 16:19
Agabazar
Николай Сидоров Яков Ухсая хĕн-хур тÿссе пÿрăннă çын пек кăтартасшăн.

Эх, мĕнле кăна чăткаланă-ши, мăнтарăн Якку пичче!

Анчах та ăна çавнашкал ракурспа кăтартни тĕрĕс мар пек туйăнать.

Михаил Сениэль поэт Яков Ухсай пирки «пÿтсĕр çын» тесе каланă пек астăватăп.

Ну, каланă пултăр. Вара мĕн? Тĕнчере халлапри пек ылттăн çын çук. Михаил Сениэль хăй те «ылттăн» (?) çын пулман пуль. Апла-капла виçсе-тĕрĕслесе çÿреме шутламастăп.
Agabazar // 2551.73.4636
2021.10.09 20:29
Agabazar
Ай-юй, Евраçийццăн ыттисем тăван чĕлхерен (чăваш чĕлхинчен пек ăнланмалла) писесрен сехри хапса тухнă тит.

Камсем тăван чĕлхерен писесрен хăран? Олег Алексеевич Николаев тăван чĕлхерен писме пултарать-и? Е Сергей Владимирович Щербаковшăн пăшăрханатăн-и?
Вулакан // 1691.09.7756
2021.10.10 13:56
Якку пичче ватална хыссан унан сурчен инсе мар вырнасна "Чувашия" рестораненче ларма юрататче. Вал лутра, хайне еверле сын пулса кураначче. Ресторанта шавламан. Анчах унан камале кара пулначче. Сак чух унан кусесем пите хаярла пулначче.
Евразиец // 1977.69.9930
2021.10.18 11:04
Agabazar, но и кыпчак-чуваш вы настоящий. Что же вы всё время ёрничаете и чрезвычайно ершистый. Хочется на ваше подлинное лицо посмотреть, есть ли там, интересно, что-нибудь европеоидного?

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики