Ираида Вдовинӑна, чӑваш юррисене пухакана тата юрлакана, вулакансенчен чылайӑшӗ ҫак сӑнӳкерчӗкре палласа илчӗб пулӗ. Мускаври "Мелодия" фирма кӑларнӑ виҫӗ пластинкӑна иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче кашни килте тенӗ пекех ҫавӑрттаратчӗҫ, юрӑҫ сасси Чӑвашрадиопа кун сиктерсе тенӗ пек янӑратчӗ. 1985 ҫулта вӑл пухнӑ 222 юрра уйрӑм кӗнекен те пичетлесе кӑларнӑччӗ.
Кӑшт маларах Чӑваш телевиденийӗ Ираида Вдовина пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫичен киноочерк ӳкерме пуҫланӑччӗ. Сценари авторӗ пулнӑ май Ҫӗрпӳ районӗнчи Иккӗмӗш Туҫа ялне ҫитсе килтӗм. Ку вӑхӑт тӗлнелле Ираида Григорьевна вырӑнти ӑстасенчен ҫырса илнӗ юрӑ тетрачӗсене Шупашкарти архивсене панӑччӗ ӗнтӗ. Анчах халӑхра анлӑ сарӑлнӑ юрӑсемпе такмаксене хӑҫан тата камран ҫырса илнине лайӑх ас тӑватчӗ. Хӑй Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кӗчкей салинче ҫуралса ӳснӗ май кунти ватӑ ҫынсенчен илтнӗ юрӑсене уйрӑмах хаклатчӗ, вӗсене мӗнле илемлетни пирки каласа пани пухнӑ материала самай пуянлатрӗ.
Киноушкӑнпа яла килсен хӗрарӑмсене пуҫтарса вӑл вӑйӑ карти туса кӑтартрӗ, "Чечек те татас килет ман", "Кумма, кумма, ӑсатса яр", "Чей ӗҫесчӗ пылпала" тата ытти юрӑсене кинокамера умӗнче шӑрантарчӗ, юрра-ташша пултарасси ӑратран-ӑрата куҫса пыни пирки каласа пачӗ.
Паллӑ юрӑҫӑ "хӑнасене" лайӑх пӑхма пӗлетчӗ. Эпир тӑнӑ ҫӗре сӗтел ҫинче тутлӑ апат пӑсланса ларатчӗ. Ҫырма хӗрринчи хӑрах урамри икӗ хутлӑ чул ҫуртра вырӑн пурин валли те ҫитетчӗ. Мана валли верандӑра тӗк тӳшек сарса панӑччӗ. Пахчари йӑмра ҫине кураксем ҫӗр каҫма килсе вырнаҫатчӗҫ, вӗсен «хорне» итлесе ҫывӑрса каяттӑм. Кӑвак ҫути килнӗ-килмен ҫав «хор» мана ыйхӑран вӑрататчӗ.
Шупашкарти телевидени 1984 ҫулта ӳкернӗ ҫирӗм минута пыракан "Пӗр сӑмахӗ - пин ылтӑн" киноочерка нумаях пулмасть Интернетра курма пулатчӗ. Шел, темле сӑлтава пула такам ӑна кӗскетнӗ, икӗ минута пыракан юрӑ сыпӑкне кӑна хӑварнӑ.
Валерий Алексин
Сӑнӳкерчӗкре: Валерий Алексеев журналист, Ираида Вдовинӑпа ун мӑшӑрӗ Василий Васильевич, ҫутӑ паракан (шел, ун ятне-шывне маннӑ); иккӗмӗш ретре: Геннадий Исаев сасӑ операторӗ, Виталий Анишин водитель, Юрий Диделев кинооператор.
__...__ - выделение слова ссылой.
__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.
__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.
**...** - выделение жирным.
~~...~~ - выделение курсивом.
___...___ - выделение подчеркиванием.