Арсений Тарасов // 3433.20.0207
2026.01.06 08:56 | |
Ираида Вдовина патӗнче пулма тӳр килнӗччӗ. Калаҫтарнӑччӗ. Ҫурчӗн пӗрремӗш хучӗ ҫурри ҫӗр ӑшӗнчи пек астӑватӑп. Тен, ТВ фильмотекинче упранса та юлнӑ пулӗ. "Пӗр сӑмахӗ - пин ылтӑн" киноочерк интернетра пур.90-мӗш ҫулсенче-ши унӑн ячӗпе ятарлӑ фестиваль те ирттерме пуҫланӑччӗ. Шел, каярахпа пӑчланчӗ пулӗ вӑл. | |
Ялтан1 // 1355.31.0651
2026.01.10 08:51 | |
О, ку передачӑна эп курнӑччӗ. Миҫемӗш ҫулта эс кӑтртнӑччӗ, Арҫук? | |
Agabazar // 2413.87.9643
2026.01.11 06:01 | |
Арсений Тарасов: Ҫурчӗн пӗрремӗш хучӗ ҫурри ҫӗр ӑшӗнчи пек астӑватӑп.Алексин юлташ пирĕн ума фото кăларса тăратать. Енчен те Тарасов аса илнĕ пек пулсан, чÿречесем çĕр çумĕнчех пулмаллаччĕ. Анчах та сăн çинче апла мар, кантăк хашакĕсем йĕркеллĕ çÿллĕшĕнчех. Çав вăхăатрах верандăна хăмасенчен çапкаласа çеç тунине куратпăр, вăл чултан мар; хапха та чăтма çук лутра. Усапкана, палисаднике, йывăç решеткесенчен майлаштарнă ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра апла тумаççĕ. | |
х // 3000.76.3861
2026.01.12 14:55 | |
Вдовинана манман. Осипов А. Ираида Вдовина юрланă юрăсем // Ираида Вдовина юрлакан чăваш халăх юррисем / сост. А. Осипов. Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 1985. Ум сăмахĕнче Вдовина кун-çулне питĕ лайăх уçса кăтартнă. Александр Осипов истори ăслăлăхĕсен кандидачĕн диссертацине 2020 ç. хÿтĕленĕ. | |
Agabazar // 1636.5.8957
2026.01.12 22:16 | |
истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ е ÿнер пĕлĕвĕн кандидачĕ?
Енчен те эс каланă пек пулсан, мĕншĕн ÿнер пĕлĕвĕн кандидачĕ мар? Ираида Вдовина ячĕпех çыхăннă-ши диссертаци? 1985 тата 2020-мĕш çулсем хушшинче ай-хай нумай шыв юхса иртнĕ!!!! Александр Осипов Ираида Вдовина юрланă юрăсене нотăсемпе çырса тухнă. Питĕ кăткăс та явапла ĕç шутланать. | |
х // 3000.76.3861
2026.01.13 11:39 | |
Осипов – истори кандидачĕ. Теми: Тури чăвашсен туйĕ. ЭТНОГРАФИ. | |
Леонид КЕВЕР // 7344.6.1217
2026.01.19 12:51 | |
Статья интереслӗ!
Ираида Вдовина чӑннипех мухтава тивӗҫлӗ! Александр Осипов тӗпчевҫӗ те питӗ маттур.Валерий Алексеевпа Арсений Тарасов журналистсене те уйрӑммӑн тав тумалла. | |
АрсениЙ Тарасов // 3433.20.0207
2026.01.19 17:53 | |
ЯЛТАН ҫырнине хуравласа. И.Вдовина патӗнче хӑҫан пулнине астусах каймастӑп.Пысӑк передача та туман, ахӑртнех.В.Алексинӑн фильмӗ хыҫҫӑн ун патне кайса тӗплӗн ӳкерме кирлех пулман ӗнтӗ тата ҫав фильм хыҫҫӑн вӑл ҫулталӑкранах вилнӗ темелле.Эпир В.Алексинпа вӑл вӑхӑтра пӗрлех ӗҫленӗ.Унӑн питӗ капитальнӑй фильм вӑл. Эпӗ хамӑн "Кӗтрет ҫути" текен ярӑм валли (Вдовина пекех интереслӗ, пултаруллӑ ҫынсем ҫинчен) ӳкерме пултарнӑ.Ҫурчӗн пӗрремӗш хучӗ е путвал пулнӑ вӑл (питӗ тасаччӗ, ӑшӑччӗ, эпир хӗлле пулнӑ пулмалла), унта ун чухне пӗр-пӗр архива лекнӗ пекех туйӑннине астӑватӑп.Вӑл ялта эп ахаль те пулкаласа: ҫак ял ячипе Володя Васильевпа университет хыҫҫӑн В.Станьялӑн Кӑнтӑр поселокӗнчи хваттерӗнче 2 ҫул пурӑннӑ, Володьӑн пиччӗшӗ Юра Станьялӑн тӑванӗсен хӗрне качча илнӗ, амӑшё шкулта чӑваш чӗлхи вӗрентнӗ. Александр Осиповсем И.Вдовина ячӗпе ирттерекен "Ай, юрлар-и" фестиваль ирттерме пуҫласан унта ӳкернӗ те, пӗр ҫӗнтеруҫине (ҫамрӑк хӗрачаччӗ) Ф.Павлов училишине экзаменсӗрех вӗренме илнӗ пек те илтнӗччӗ. | |
Agabazar // 2318.82.1837
2026.01.20 09:57 | |
Ĕнтĕ кунта Ираида Вдовинана çав-çавах путвала та нÿхрепе сĕтĕрни сисĕнет.
Анчах та В.Алексин юлташ илсе кăтартнă фотосăн (вăл суя япала мар пуль тетĕп) çакна çирĕплетеймест. | |
Алексин // 1355.31.0651
2026.01.23 15:42 | |
Просмотреть данный комментарий можно будет лишь после проверки модератором. На заметку: записи зарегистрированных пользователей под премодерацию не попадают. | |
