Кӑҫал «Чӑваш пики» конкурсра пулма курма тӳр килчӗ. Тӳрех палӑртса хӑварам: пӗтӗмӗшле илсен килӗшрӗ вӑл мана. Филармони алӑкне уҫса кӗрсенех чӑвашлӑх сасси илтӗнчӗ унта. Каҫал тӑрӑхӗнчен килнӗ фольклор ушкӑнӗ юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗ.
Кӑҫал ӑмӑртура республика тулашӗнчен килнӗ пикесем те тупӑшрӗҫ. Чӗмпӗр облаҫӗнчи тата Тутарстанри хӗрсем унта хутшӑнма хапӑл тунине ырламалла ҫеҫ. Чӑваш пикин титулне ҫӗнсе илессишӗн пӗтӗмпе 18 пике кӗрешрӗ. Малтанах хӗрсем хӑйсемпе паллаштарчӗҫ.
X ӗмӗрте (922-мӗш ҫул) Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне инҫетри арабсем патӗнчен элчӗсем килсе кайнӑ. Кун пирки эпир элчӗлӗх ҫыруҫи Ахмед ибн Фадлан ҫырса хӑварнисенчен пӗлетпӗр.
Хӑшпӗрисем шутланӑ тӑрӑх, ҫав ҫыравсенче темӗнле "суваз" текен йӑх пирки асӑнни пур имӗш.
Анчах та ҫакна шутсӑр шанчӑклӑ хыпар теме ҫук. Мӗншӗн тесен текстра чӑннипе "суваз" мар, "суван" тени тӑрать. Тӗрлӗрен апла-капла шухӑшларӑшсем ҫине таянса ҫеҫ ҫавна "суваз" пулӗ теҫҫӗ.
Турцирен хурлӑхлӑ хыпар ҫитрӗ. Чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче тӗрӗк чӗлхисен паллӑ тӗпчевҫи Талат Текин пирӗнтен уйрӑлса кайнӑ. Ку ҫухатушӑн уйрӑмах чӑваш чӗлхеҫисем хытӑ пӑшӑрханаҫҫӗ. Эпир Санкт-Петербург университечӗн Хӗвелтухӑҫ факультетӗнчен тӗрлӗ ҫулсенче вӗренсе тухнӑ чӑваш чӗлхеҫисемпе — Атнер Хусанкайпа, Геннадий Дегтярёвпа тата Эдуард Лебедевпа — тӗл пулса калаҫрӑмӑр. Вӗсене хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне палӑртма ыйтрӑмӑр.
Талат Текина юлашки ҫула ӑсатнӑ самант.
Чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарта Чӑваш халӑх ӑслӑлӑхӗпе ӳнерӗсен академийӗн йӑлана кӗнӗ Ҫулталӑк пухӑвӗ пулса иртет. Кӑҫал ӑна Академи президенчӗн Евгений Ерагинӑн 60 ҫулне халалласа ирттерме йышӑннӑ. Президент биографийӗ ЧНАНИ «Хыпарӗсенче», ытти журналсенче пичетленӗ. Е.Е.Ерагин, тӑлӑх ӳснӗ ача, салтакра пулнӑскер, Ялхуҫалӑх институтӗнче инженера вӗренсе тухрӗ те ялхуҫалӑхӗнче ӗҫлерӗ. Тӑван халӑх ӑс-халне пӗлес килнипе Чӑваш патшалӑх университетӗнче хӗрсе вӗренчӗ, ун хыҫҫӑн шкулта вӑрах тӑрӑшрӗ.
«Хыпар» хаҫат пирки пӗр вӑхӑтра шӑв-шав лӑпланнӑччӗ. Ӑна чылай ҫул редактор пулса ертсе пынӑ Алексей Леонтьев вырӑнне Валери Туркай влаҫа ларнӑ хыҫҫӑн Чӑваш халӑх сайтӗнче те, «Правда ПФО» интернет-кӑларӑмра та тем тӗрлӗ шухӑш та палӑртакан тупӑннӑччӗ. Нумаях пулмасть Валери Туркай Чӑваш Енӗн информаци политикин министрне Александр Иванова халалласа сӑвӑ ҫырни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Сӑвӑра Валери Туркай республика шайӗнчи ҫав пуҫлӑха йӗпленӗччӗ. Каярах пирӗн сайт Валери Туркайпа контракт тӑсманни, тӗп редактор тивӗҫне Михаил Арланов пурнӑҫлани пирки хыпарларӗ.
Чӑваш Енре демографи лару-тарӑвӗ япӑх темелле мар. Ку енӗпе пӗлтӗр республикӑра хӑйне евӗр ҫитӗнӳ те пулнӑ: ҫуралнисен йышӗ вилнисенчен нумайрах пулнӑ. Ача ҫуралсан ашшӗ-амӑшӗ ун валли ят шырать. Халӗ паллӑ ӗнтӗ мӗнлерех ятсем анлӑ сарӑлни: Анастасия, Мария, София, Елизавета, Виктория… Арҫын ачасене ытларахӑшӗ Максим, Кирилл, Роман, Егор ят хурать. Республикӑра ачасене тӗне кӗмен чӑвашсен ятне паракансем те пур. Ку хутран-ситрен ҫеҫ тӗл пулать. Ҫапах ку та темӗн пекех…
Чӑваш Енре 2013 ҫул уйрӑмах интереслӗ пулнӑ темелле.
«Пӗркласрисем» халӑх тетелӗнчи пирӗн ушкӑнра вырнаҫтарнӑ ҫак шухӑша сайта та кӗртес килсе кайрӗ. «Пӗркласрисем» халӑх тетелӗнчисем ҫеҫ мар, ыттисем те паллашчӑр тесе.
Паян чӑвашла радио итлесе пӑхрӑм. Шухӑшӗ лайӑх, анчах та чӗрӗк пайне кӑна чӑвашла калаҫаҫҫӗ, ертсе пыраканӗсем чӑваш сӑмахӗсене йӑнӑшпа калаҫҫӗ. Вӗсем пурте тенӗ пек чӑваш шкулӗнче вӗреннӗ (Чӑваш ен хулисене чӑвашах тесе шутлатӑп) чӑваш чӗлхипе литература урокӗсенче 4–5 паллӑ илнӗ. Ҫавах та чӑвашла хырӑм выҫать теме кӑна тӑнлаҫҫӗ.
1990 ҫулхи юпан 27-мӗшӗнче Чӗлхесем ҫинчен калакан саккуна пӗрремӗш хут йышӑннӑ. Унтанпа 25 ҫул иртнӗ май эпир хӑш-пӗр ҫынсенчен ҫак саккуна мӗнле хак пани пирки ыйтса пӗлес терӗмӗр.
— Паян Чӑваш ССРӗнчи чӗлхесем ҫинчен калакан саккуна йышӑннӑранпа 25 ҫул ҫитрӗ. Ӑна юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче йышӑннӑ. Юрий Николаевич, паянхи куна илсен, чӑвашлӑха тата чӑваш чӗлхине аталантаракан чи пӗлтерӗшлӗ институт ертӳҫи пулнӑ май, ҫак саккуна епле хаклатӑр?
Амур барсӗ. Тепӗр ячӗ ун — Инҫеттухӑҫ леопарчӗ. Вырӑнти вӑхӑтпа паян 09:00 пулать ӗнтӗ, Инҫет Тухӑҫра ҫак чӗрчуна ҫапса кайнӑ. Паян ирхи тӑрсан ҫакӑн пирки чылай МИХ ҫырса пӗлтерчӗ. Хам пулсассӑн кунашкал кушак тӗсӗ пуррине пӗлместӗмччӗ те, капла вара ҫӗнни самай пӗлтӗм.
Амур барсӗ, иккен, питӗ сайра тӑрса юлнӑ пысӑк кушак тӗсӗ. Тӗнчипе те вӗсен йышӗ 80 ҫитмест. 57-шӗ вара Тинӗсҫум (ытлашши чӑвашлатма юратманнисем валли — Приморье) тӑрӑхӗнчи «Земля леопарда» (чӑв.
Чӑваш тавраплӳҫисен союзӗн председателӗ Сергей Сорокин вӑй хунипе Станъял ялӗнче 2015 ҫулхи юпан 10-мӗшӗнче кӗрхи сӑра уявӗ пулса иртрӗ. Шурӑ юр ҫинчи ку Кӗрсӑри йӑлтах ҫӗнӗлле кӗрлерӗ. Кун пекки халиччен тата ӑҫта пулнине эпӗ курман та, илтмен те. Пӗтӗм ял хутлӑхӗн халӑхӗ харӑслатса пухӑнчӗ. Чӑнах та, Н.И. Ашмарин ҫырнӑлла «ҫакӑ пирӗн халӑхсем пӗр сӑмахпа кӗр тӑвать» тени пулчӗ-тӑр вӑл.
Малтанах Мускав Мӑнҫулӗ хӗрринчи тӑватӑ башньӑллӑ Чемен карти текен хулаш йӗри-тавра ялҫ-ялӑн йывӑҫсем лартрӗҫ, стан пӳрчӗсене капӑрлатрӗҫ, кӑвайтсем чӗртсе, 16 хуран ҫакса яшка та шӳрпе пӗҫерчӗҫ.