Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -8.7 °C
Дурак льстит самому себе, умный льстит дураку.
(Э. Бульвер)
 

Аçтахар Плотников: Чӑваш чӗлхине юратнӑ турккӑ

Аçтахар Плотников01.12.2015 20:256876 просмотров

Турцирен хурлӑхлӑ хыпар ҫитрӗ. Чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче тӗрӗк чӗлхисен паллӑ тӗпчевҫи Талат Текин пирӗнтен уйрӑлса кайнӑ. Ку ҫухатушӑн уйрӑмах чӑваш чӗлхеҫисем хытӑ пӑшӑрханаҫҫӗ. Эпир Санкт-Петербург университечӗн Хӗвелтухӑҫ факультетӗнчен тӗрлӗ ҫулсенче вӗренсе тухнӑ чӑваш чӗлхеҫисемпе — Атнер Хусанкайпа, Геннадий Дегтярёвпа тата Эдуард Лебедевпа — тӗл пулса калаҫрӑмӑр. Вӗсене хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне палӑртма ыйтрӑмӑр.

Талат Текина юлашки ҫула ӑсатнӑ самант.

 

Атнер Хусанкай, ЧНК хисеплӗ президенчӗ

— Иртнӗ шӑматкун Турцире паллӑ тюрколог Талат Текин ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ…

— Ку чунтан кулянтаракан хыпар. Эпӗ унӑн тӗпчевӗсемпе паллашнӑ, усӑ та курнӑ. Вӑл ытларах тӗрӗк чӗлхисене пӗтӗмӗшле тӗпчекен пулнӑ, ҫапах та чӑваш чӗлхине те сахал мар тишкернӗ.

— Талат Текин ӗҫӗсене эсир мӗнле хакланӑ пулӑттӑр?

— Чӑваш чӗлхи историйӗшӗн унӑн ӗҫӗсем питӗ усӑллӑ. Арап ҫырулӑхӗпе ҫырнӑ Атӑлҫи Пӑлхар палӑкӗсене те тӗпченӗ вӑл, кӗнеке кӑларнӑ. Талат Текин чӑваш чӗлхине пӑлхарсен чӗлхипе тачӑ ҫыхӑнтарнӑ. Унӑн ӗҫӗсем пирӗн чӗлхен тӗрӗк йышӗнчи вырӑнне курӑмлӑ тӑваҫҫӗ.

— Текин профессорӑн чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗшӗн тунӑ тава тивӗҫлӗ ӗҫӗ-хӗлне пархатарлӑн палӑртма пулать-ши? Ун ятне пулас ӑрусем валли упраса хӑварасчӗ.

— Чӑваш энциклопедийӗнче ун пирки уйрӑм статья пурри, ман шутпа, пӗлтерӗшлӗ. Паллах, халӗ хаҫатра ун пирки хурлӑхлӑ хыпар парсан аван пулӗччӗ.

Геннадий Дегтярев, ЧПГӐИн ертсе пыракан ӑслӑлӑх ӗҫченӗ

— Чӑваш энциклопедийӗнчи Талат Текин пирки ҫырнӑ статьян авторӗ эсир пулатӑр. Нумай пулмасть пирӗнтен ӗмӗрлӗхех уйрӑлнӑ паллӑ турккӑ чӗлхеҫи пирки кӗскен каласа парӑр-ха.

— Талат Текин хӑйӗн чылай статйинче тата кӗнекинче чӑваш чӗлхин историне, унӑн сасӑ тытӑмне тӗпченӗ. Пирӗншӗн вӑл чи малтан ҫакӑнпа интереслӗ. Ун пирки «Турци Республикинче чӑваш чӗлхи пӗлӗвне пуҫарса яраканӗ» теме пулать. Талат Текинӑн чӑваш чӗлхине халалланӑ ӗҫӗсем Турцире кӑна мар, ытти чылай ҫӗршывра пичетленсе тухнӑ: Америкӑра, Корейӑра, Австрире... Чылайӑшне вӑл акӑлчанла ҫырнӑ.

— Чӑваш культурине тӗпчекенсем Турци ҫӗршывӗнче тата пулнӑ вӗт-ха?

— Халӗ вӗсем, чӑн та, сахалах мар. Пӗр вӑхӑт вара чӑвашлӑха тӗпчес тӗлӗшпе Турцире икӗ ӑсчах кӑна паллӑ пулнӑ. Пӗри — Талат Текин, тепри — Нури Юдже. Пӗри Америкӑри тюркологи шкулӗнче туптаннӑ, тепри — Гераманире пӗлӳ илнӗ. Талат Текин 11 ҫул хушши Америкӑри университетсенче ӗҫлесе пурӑннӑ. Унтах вӑл доктор диссертацине хӳтӗленӗ. Джон Крюгерпа нумай хутшӑннӑ, лешӗ вара чӑваш чӗлхине Николай Попперен вӗреннӗ. Ҫапла вара, авалтан килекен чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн пӗр вуллине асархама май пур: Николай Поппе — Джон Крюгер — Талат Текин.

— Талат Текинӑн хӑйӗн вӗренекенӗсем те пулнӑ-тӑр?

— Турцири чӗлхе ӑслӑлӑхӗнче Талат Текинӑн витӗмӗ пысӑк пулнӑ. Ун ӗҫӗсене вуласа ҫамрӑк тӗпчевҫӗсем чӑваш чӗлхипе интересленме пуҫланӑ. Ҫавсен йышӗнче Эмине Йылмаза уйрӑмах палӑртса хӑвармалла. Хӑйӗн пӗрремӗш тӗпчевӗсене вӑл Талат Текин ертсе пынипе ҫырнӑ.

Эмине Йылмазӑн та чӑваш чӗлхине тата сӑмахлӑхне тӗпчесе ҫырнӑ ӗҫӗсем питӗ курӑмлӑ. Вӑл ваттисен сӑмахӗсен пуххине, «Нарспие» (виҫӗ кӑларӑмпа та тухма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ) туркӑлла куҫарса кӑларнине пӗлетпӗр. Чӑваш чӗлхин историллӗ фонетикине тата морфологине ҫырнӑ. Ӑна, паллах, Талат Текин шкулӗнчен тухнӑскер темелле.

— Турккӑсем чӑваш чӗлхине тата культурине тӗпчени пире, чӑвашсене, паянхи кун кирлӗ-и? Е чӑваш чӗлхи ӑслӑлӑхӗ турккӑсемсӗр те аталанма пултарать?

— Турккӑ чӗлхеҫисем чӑваш чӗлхине, сӑмахлӑхне тата историне тӗнче умне кӑлараҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен ӗҫне турккӑлла кӑна мар, чӗлхесене лайӑх пӗлнӗ май, акӑлчанла та ҫыраҫҫӗ. Тата эпир хӑнӑхнӑ япаласем ҫине вӗсем урӑхларах пӑхаҫҫӗ, пире те ҫавсенех ҫӗнӗлле курма, тӗрлӗ енлӗ пахалама хистеҫҫӗ. Ку енчен те вӗсен ӗҫӗ усӑллӑ темелле.

— Мӗнлерех ҫын пулнӑ-ха Текин профессор?

— Унран пирӗн вӗренмелли нумай. Вӑл пысӑк ӑсчах кӑна мар, поэт та пулнӑ (сӑвӑ пуххи кӑларнӑ), питӗ пултаруллӑ хӗр (юрӑ ӑсти) ҫуратса ӳстернӗ. Конъюнктурӑпа пурӑнаканскер пулман вӑл, тивӗҫлӗ ҫын пулнӑ. Эсир пӗлетӗр пулӗ, Турцире ҫавӑн пек йӑла пур: ытти тӗрӗк чӗлхисене турккӑ чӗлхин диалекчӗсем пек хаклаҫҫӗ. Талат Текин ку шухӑшпа вара пӗртте килӗшмен, вӑл кашни тӗрӗк чӗлхи хӑйне уйрӑм чӗлхе пулнине ҫирӗплетнӗ. Тата вӑл чӑваш чӗлхи тӗрӗк чӗлхисен йышӗнче хӑйне уйрӑм вырӑн йышӑннине те палӑртнӑ. Ахальтен мар вӑл тӗрӗк чӗлхисем пирки «чӑваш-тӗрӗк чӗлхисем» тесе ҫырнӑ. Кун евӗрлӗ шухӑша унччен Николай Поппе каланӑ пулнӑ.

Талат Текин хӗрӗпе пӗрле

 

— Ҫак хурлӑхлӑ хыпара — Талат Текин пирӗнтен уйрӑлса кайнине — мӗнле йышӑнтӑр?

— Ҫын хӑть те миҫере вилсен те яланах: «Вӑхӑтсӑр вилсе кайрӗ», — тесе ҫыраҫҫӗ. Йӑли ҫапла. Талат Текин пурнӑҫран уйрӑлнине пӗлсессӗн эп ирӗксӗрех тепӗр майлӑ та шутласа илтӗм: «Ах, ытла та вӑхӑтлӑ мар-ҫке», — терӗм. Турципе Раҫҫей хушшинчи хутшӑнусем нихҫанхинчен та ытла япӑхланса кайнӑ чухне, турккӑсене пурне те тӑшмансем пек кӑтартма хӑтланнӑ чухне ҫак хыпар уйрӑмах темле хӑрушла туйӑнчӗ.

Каярах вара «тӗнчере нимӗн те сӑлтавсӑр пулса иртмест пуль» терӗм. Вӑл хӑйӗн вилӗмӗпе пире, Раҫҫейре пурӑнакансене, ахӑртнех асӑрхаттарать-тӗр. «Ытлашши шуйханма, вута краҫҫын сапма пӑрахӑр», — тесе каланӑ пек туйӑнать. Пирӗн хальхи политиксене ача чухне «Вутпа выляма юрамасть!» — тесе вӗрентмен пек туйӑнать. Пушар, пӗр алхасма пуҫласан, никама та шеллемест. Вута сӳнтермелле, дипломатсен хӑйсен тивӗҫне хӑвӑртрах пурнӑҫламалла.

Эдуард Лебедев, ЧПГӐИн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ

— Талат Текин ӗҫӗсене эсир мӗнле хакланӑ пулӑттӑр?

— Вӑл хальхи паллӑ турккӑ тӗпчевҫисенчен пӗри пулнӑ. Талат Текин танлаштаруллӑ истори грамматикинче алтаистика ыйтӑвӗсене тӗпченӗ, пӗтӗм алтай чӗлхисем пӗр кӑкран тухнине ӗнентерме пултарнӑ. Ҫавӑнпа унӑн ӗҫӗсем ҫак енчен питӗ пӗлтерӗшлӗ. Чи паллӑ ӗҫӗсенчен ҫаксене палӑртма пултаратпӑр: «Дунай пӑлхарӗсем тата чӗлхисем» (1987), «Атӑлҫи Пӑлхарсен палӑкӗсем тата чӗлхи» (1988), «Гуннсен чӗлхи» (1993) т. ыт. те.

— Унӑн ӗҫӗсем чӑваш филологийӗшӗн пӗлтерӗшлӗ-и?

— Паллах, чӑваш чӗлхишӗн те чӑвашсемшӗн те ун ӗҫӗсем пӗлтерӗшлӗ. Пирӗн мӑн аттесем хӑш чӗлхепе калаҫнине те, эпир хамӑр хӑш йӑхсенчен тухнине те ун ӗҫӗсем пулӑшнипе ҫирӗплетме пултаратпӑр.

— Эпир, чӑвашсем, Талат Текин ӗҫӗн паха енне мӗнле майпа палӑртма, чӑвашсен асӗнче хӑварма пултаратпӑр?

— Ман шутпа, Талат Текин ӗҫӗсене суйласа илсе уйрӑм кӗнекен куҫарса кӑларас пулать пирӗн.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Михаил Волков // 4173.69.9341
2015.12.01 21:51
Этот комментарий удален. Причина:
Михаил Волков // 4173.69.9341
2015.12.01 21:51
Этот комментарий удален. Причина:
Михаил Волков // 4173.69.9341
2015.12.01 21:51

Талат Текин ӗҫӗсене, Крюгерӑннисене те кӑларар. Сайтра парар. Ырӑ шухӑша манӑҫтарар мар.

Agabazar // 2943.39.3767
2015.12.02 05:51
Agabazar
Этот комментарий удален. Причина:
Agabazar // 2943.39.3767
2015.12.02 05:58
Agabazar
Этот комментарий удален. Причина:

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики