Ку суйлав чӑн та влаҫ органӗсем чӑваш чӗлхи вырӑнне ӑҫта курнине питӗ лайӑх палӑртать. Япӑх енчен, паллах. Пӗр чӑвашла баннер та ҫук (курман эп), пӗр чӑвашла листочка-агитаци хучӗ те! Иртнӗ ҫулсенче суйлава чӗнекен хута яланах вырӑсла тата чӑвашла валеҫетчӗҫ пулсан. Кӑҫал вара — ВЫРӐСЛА КӐНА! Кунта хучӗн пичӗ. Хыҫал енӗ пуш-пушах (малтан хыҫал енче вырнаҫтаратчӗҫ, ҫырса тултармастчӗҫ пулин те).
Юрӗ, тейӗпӗр, Михаил Игнатьев, тӗлпулусенче халӑхпа чӑвашла калаҫать. Анчах та мӗншӗн чӑваш чӗлхипе агитаци материалӗ кӑларас мар?
Далее...
«Чӑваш халӑх сайчӗн 10 ҫулӗ» ярӑма кӗрекен ку статья вӗҫлекенни пулмаллаччӗ, анчах та паян ҫавра сӗтел иртмеллине пула хальтерех хатӗрлес терӗм. Тен, вӑл туллиех пулмӗ, анчах тӗп шухӑшсене пӗлтересшӗн.
Хальхи вӑхӑтра порталӑн тӗп сайчӗ ытларах чӑвашла хыпарлас ӗҫпе тӑрмашать. Энциклопедиллӗ пай та, вӑхӑт ҫитменрен хутран-ситрен ҫеҫ ҫӗнӗ статьясемпе пуянланать. Хальтерехри вӑхӑтра ку ҫапла пулса пырӗ те. Кӑшт улшӑнусем кӑна кӗртме шутласа хурса.
Пӗрремӗшӗ, хыпарсен хушшине «Сумлӑ сӑмах» рубрика хушасси.
(Аллине ялав тытнă çын)
Чăваш Çырулăхĕн халь вăйра тăракан йĕркевĕсене тата йăла-йĕркине И.А.Андреев пуçарăвĕпе ăсталанă тата пурнăçа кĕртнĕ теме пулать. Ялав ун аллинче пулнă.
Тÿрех каламалла, Иван Андреевич хăй "çĕнĕ" текен правилăсене пропагандăлас тата агитацилес ĕçе тÿреммĕн питех хутшăнман. "Общественнăçпа калаçас" (Public Relation, пиар) текен ĕçсене тĕпрен илсен Ю.М.Виноградов туса пынă ун чухнех. Сăмахран, Элли Илле йышши тĕрлĕрен вĕтĕр-шакăрсем лартнă çивчĕ ыйтусем çине хуравлама хăтланкаланă.
Малтанхи статьяра Чӑваш халӑх сайчӗн пуҫламӑшӗ еплерех пулни пирки аса илнӗччӗ. Ку хутӗнче вара тӗп сайт еплерех аталанни пирки чарӑнса тӑрӑп.
Ячӗ пирки калас пулсан эпир ӑна малтанах ҫапла шутласа хурсаччӗ. «Хыпар» хаҫат Алексей Леонтьев вӑхӑтӗнче хӑйне «Чӑваш халӑх хаҫачӗ» тесе пуҫелӗкӗнче пӗлтеретчӗ пулсан, эпир вара ҫак портала чӑваш халӑхӗн 21 ӗмӗрти информаци хатӗрӗ тесе «Чӑваш халӑх сайчӗ» ят парас терӗмӗр. Вырӑсла ячӗ ҫеҫ малтанлӑха урӑхлаччӗ — «Чувашский национальный сайт».
«1-мĕш номерлĕ кандидат». Карта алăкĕсем çине çыпăçтарса тултарнă М.Игнатьев сăнĕллĕ листовкăсенче мĕне кура çапла çырнă–ши? Юлташĕсем валли ятарласа пулсан кăна. Чăваш халăхĕшĕн вăл – ют çын. Çапларах пĕтĕмлетÿ тăвас килет Игнатьевăн суйлав умĕн кăларнă агитаци материалĕсене курсан.
Игнатьев штабĕ миллионшар тенкĕ укçа тăкса хатĕрленĕ пĕтĕм макулатура паян пур çĕрте те йăваланать. Юрĕ хăй мар – фотоÿкерчĕкĕ кăна))) Макулатура пулнăран мар-ши – календарьсемпе листовкăсене йăлт вырăс чĕлхипе кăларнă.
Чăваш сăмахĕсене таткаласа пĕтерес кăмăллă çынсем апла маррисене "вырăс хыççăн сикетĕр" тесе айăплама пăхаççĕ. Ю.Н.Исаев В.В.Туркай патне янă Уççырура та пур çавнашкалтарах калани.
Эппин, ку айăплав мана та, Акапасара, пырса тивет. Апла-тăк мĕн калама пулать-ха ку тĕлĕшпе?
Лешхайхисен шучĕпе вырăс чĕлхинче тĕрлĕрен ăнлавсене пĕр сăмахпа палăртса çырас туртăм пур имĕш. Чăваш чĕлхишĕн вара çак туртăм пачах та ют иккен. Калас пулать, ку япала нихăш енчен пăхсан та тĕрĕс мар.
Темиҫе кун каялла манпа Геннадий Павлов ҫыханчӗ. «Контактра» халӑх тетелӗ урлӑ.
— Пулӑшу кирлӗ.
— Мӗнпе? — хирӗҫ ыйтатӑп.
Ҫынна палламастӑп та мӗнле пулӑшу ыйтнине те чухламастӑп. Геннадий вара мана ӳкерчӗксем ярса пачӗ. Унта — «Хыпар» хаҫатӑн сӑнӗсем. Ҫурлан 25-мӗшӗнче тухнӑ кӑларӑм. Пуҫелӗкри «1906 ҫулхи январӗн 21-мӗшӗнче тухма тытӑннӑ» тесе ҫырса хунинче «январӗн» тенине хӗрлӗпе ункӑласа палӑртнӑ. Аяларах вара «Чӑваш чӗлхине пӗлменни» тесе палӑртса хунӑ.
Чӑн та уйӑх ячӗсене чӑвашла ҫырнинчен вырӑслисем ҫине куҫни Валери Туркай килсен пуҫланчӗ.
Ĕçпе республикăри тĕрлĕ района çÿреме тивет. Яланах тенĕ пек шкула кĕрсе тухатпăр, вĕрентекенсемпе тĕл пулатпăр. Уйрăмах чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсемпе калаçатпăр.
Юлашки çулсенче чăваш чĕлхипе литературин сехечĕсене чакарчĕç. Эпир шкулта вĕреннĕ чухне ун пек марччĕ: чăваш чĕлхине кун сиктерсе тенĕ пек шĕкĕлчеттĕмĕр. Чăваш литературине мĕн тери юрататтăмăр тата! Урокра хайлавсене сасăпа вулаттаратчĕç те тупăшса алă çĕклеттĕмĕр. Килти вулав валли те паратчĕç.
Çĕршыв сăмах пирки хăçантанпа ĕнтĕ ак çапла шавлаççĕ: курăсăн, çĕрĕм-шывăм тени пур тĕнчере! Эппин, асăннă сăмаха, çĕршыва, , çавна кура, уйрăм çырмалла имĕш.
Тавайăр темиçе çеккунтлăха çапла каланине чăна хурар. Вара пирĕн ума акă мĕн сиксе тухать. Ачсемĕр, тĕнчере çĕрĕм-шывăм çеç мар, çĕршывăм та пур-иç!!! Юлашки тĕслĕхе те классиксенчен илнĕ пайтах самантсемпе çирĕплетме пулать.
Шет лешхайхисем ĕнтĕ çав çĕрĕм-шывăм формăна çĕршыв сăмахăн туртăм категорийĕн пĕрремĕш сăпатĕнчи пĕрреллĕ хисепри ĕмĕлки тесе шутлаççĕ?
(Çак тĕлтен илнĕ карччынккана.)
Чăваш çырулăхĕн вăйра тăракан йĕркевĕсем пур. Кунта эпир çав йĕркевсенчи "орфографи" пайĕнчи 75-мĕш параграф пирки тепĕр хут сăмах хускатасшăн. Пĕлекен пĕлет: çав параграф çыракана хутлă сăмахсемпе усă курма çав тери пысăк ирĕклĕх парать. http://chuvash.org/blogs/comments/2212.html
Яланах уйрăм çыртарасшăн тăрашакансем пурăна-киле çакна ăнланса илме пуçларĕç: 75-мĕш параграфăн шутсăр пысăк хăватне халăхран пытарса пурăнма йывăрланнăçем йывăрланса пырать.