Аçтахар Плотников // 3038.63.8762
2019.11.06 10:14 | |
Оперӑпа балет театрӗ патӗнчен ӗнер иртсе кайрӑм. Ҫырман — куртӑм. Культура министрӗн умӗнче кашни тӗслӗх пирки ыйту тӑратмалла. Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗ те вырӑсла ятпа кӑна пурӑнать пулас. Яков Ухсай керменне (ҫуртӑн хуҫи патшалӑх мар теҫҫӗ-ха та...) пӑхмалла... | |
Атнер // 1726.84.3785
2019.11.06 13:23 | |
А опера-балет директорӗ чӑваш халӑхӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ тата чӑваш конгрес вице-президенчӗ чӑваш чӗлхине аталантарас тесе кунӗн-ҫӗрӗн ырми-канми ӗҫлекен паллӑ юрӑҫ марчӗ-и -ха? | |
Agabazar // 1439.22.8571
2019.11.06 14:04 | |
Патшалăх мар хуçа чăваш чĕлхине татах та ытларах хисеплеме тивĕçлĕ. Ун тĕлĕшпе саккун çук-им?
Нивушлĕ вăл, "эп — хуçа!" тесе Ухсай ячĕллĕ кермене, калăпăр, Трамп ятне пама та пултарать??? Аçтахар юлташ! Кунта кивĕрех комментарисем чаршав хыçнелле вирхĕнсе пыраççĕ. Сăмахран, эпĕ чăн малтан леш сĕнÿсем (вариантсем) пирки каланисем ĕнтĕ халĕ çук. Ман вара вĕсене кунта тепĕр хут çырса хумалла-им? Çырса хума пулĕ, анчах урăххисен комментарийĕсем çухалаççĕ.... | |
Валери Туркай // 4096.98.1205
2019.11.06 14:23 | |
Аҫтахар-тӑванӑм, хӑвӑн чаплӑ фотоаппаратупа Истори валли ӳкерсе юл ЧӐВАШ ЕНӖН "ҫамки" ҫине ҫырман Оперӑпа балет театрне!
Вӑл "ҫамка" ҫинче - Правительствӑ Ҫурчӗ енче - вырӑн пур Чӑваш Чӗлхи валли! Клементьев,ЧНК 1-мӗш вице-президенчӗ пулнӑскер, отставкӑна ХӐЙӖН ИРӖКӖПЕ каяс темесен, кӗҫех ҫыртарать! Валери ТУРКАЙ 8-927-855-54-80 Шӑнкӑравлакан нумай пулчӗ, тата шӑнкӑравлӑр! | |
Agabazar // 1439.22.8571
2019.11.06 14:58 | |
Енчен те кам та пулсан Клементьева "сирпĕтесси" пирки шутлать пулсан, кунта вара савăнмаллисем питех çук.
<br>Ну, сирпĕтĕç Клементьева? Вара — мĕн? Кама хăратма пулать кунпа? Хамăрa çеç, хамăра çеç... Илсе килсе лартĕç Клементьев вырăнне Калугăран, Рязаньтен е Ставропольтен пĕр-пĕр "шутсăр ăслă" çынна, аслă пиччене. Кун хыççăн пирĕн урса кайса алă çупмалла пулать-и? Темĕн..... Клементьев вырăнне, калăпăр, пĕр-пĕр Упаççи пекки кĕрсе ларать тесе ан та шанăр! | |
Станислав Убасси // 3072.53.4949
2019.11.07 00:42 | |
Agabazar: "...пĕр-пĕр Упаççи пекки кĕрсе ларать тесе ан та шанăр!"
Agabazar, ан култар (сӑвӑ пекех пулчӗ), пӗлмен ӗҫне хапсӑнни тата мула хапсӑнни ял кулли патне ҫитереть. | |
Валери Туркай // 5988.7.3722
2019.11.07 01:48 | |
Клементьев тенӗрен, "Агабазар", сӑмах кунта ҫав этем ПРИНЦИПСЕМПЕ ВЫЛЯННИ пирки пырать: сӑмахӗсем пӗр тӗрлӗ, ӗҫӗсем - пач тепӗр терлӗ.
Хутран-ситран эп Хусанти Оперӑпа балет театрӗнче пулатӑп, вӑл халь - Европӑри чи чаплӑ оперӑпа балет театрӗсенчен пӗри. Унта, театра кӗмелли алӑк ҫине те, туалета кӗмелли алӑксем ҫине те, гардеробра та, тутар тата вырӑс чӗлхисемпе усӑ кураҫҫӗ. Кӗсъе телефонне чарма тутарла, вырӑсла тата акӑлчанла сӗнеҫҫӗ. Кун пирки пӗр-ик уйӑх каярах Клементьева каларӑм эп. Усси пулчӗ-и - пӗлместӗп: хамӑрӑн опера театрӗнче юлашки вӑхӑтра пулман-ха. Чӗлхесем ҫинчен калакан саккун ӗҫлемест!!! АКӐ вӑл - пирӗн Тӗп Инкекӗмӗр!!! Пурсӑра та хисеплесе, Валери Туркай. | |
Микула // 9259.3.8429
2019.11.07 05:16 | |
Ура, ЧИНОВНИК ЭПИР каланине итлерӗ ? Ӗҫне туман пулсан ташлама ан васкӑр. Пӗрре мар ултатланӑ тата улталланнӑ. Ҫеҫпӗл ячӗллӗ пулсан малтан чӑвашла ячӗ пулмаллине пӗлмен тата чухламан яваплӑ ӗҫченӗсем ыран та манса кайӗҫ чӑваш ҫинчен. Выговор и ӗҫрен хӑтарни пулсан тен ыттисем манмӑчӗҫ. Халлӗхе ан васкӑр шанма,курӑпӑр мӗнле виҫепе чӑваш чӗлхи тата вырӑс чӗлхи Республикӑра. Вырӑсла ҫырма маннӑ пулсан шавӗ тахҫанах Мускава ҫитнӗ пулӗччӗ,чиновникне те "тававй то свитания" тесе тахҫанах каланӑччӗ .
Унсӑр пуҫне,шутлатӑп,Шупашкарта тата ытти хуласенче чӑвашла ӳстермелли ача пахчисем пулмалла. | |
Микула // 9259.3.8429
2019.11.07 05:35 | |
Чӑвашсем .Ыррипе чеелӗхе уйӑрма пӗлӗр. Театр ячӗ ҫумне,тытнӑ хыҫҫӑн , васкаса пӗчӗккӗн те пуллин чӑвашла ҫырса хуни вӑл чеелӗх кӑна. Чӗлхене кунран кун хӗссе пыни ҫинчен манса каяр ? Чӑвашла ҫырса пани ҫиелтен кӑна пултӑр,шалти йӑлт вырӑсла пулсан та ячӗшӗн савӑнар ?
Ҫеҫпӗл мӗн каланӑ пулӗччӗ пире тӑрмашнине курса ? Ячӗ кӑна тивӗҫтернӗ пулӗччӗ Аслӑ Сӑвӑҫа ? Мӗн тери вӗтелнӗ шухӑшсем паян тесе каламӑччӗ вӑл ? Ыйту ҫине анлӑрах пӑхма хӑҫан пуҫлӑпӑр ? Унсӑр пуҫне,шутлатӑп, чи кирли ,Шупашкарта тата ытти хуласенче чӑвашла ӳстермелли ача пахчисем пулмалла. | |
Agabazar // 9685.8.4174
2019.11.07 05:44 | |
Ну, Упаççи музыкант мар тейĕпĕр.
Анчах та вăл — литературовед. Филологи ăславĕсен кандидачĕ. Оперăпа балет театрĕ — оперăсем, балетсем, мюзиклсем лартать. Вĕсен никĕсĕнче пуринче те — литература. Халĕ кÿршĕсене кайса пăхар. Хусанти Муса Джалиль ячĕллĕ оперăпа балет театрĕ. Директорĕ — кам? Мухаметзянов Рауфаль Сабирович. Вăл нимĕнле музыкант та мар! 1974-мĕш çулта Хусанти .... Хусанти хими-технологи институтне пĕтернĕ. Хусанти кнсерваторие 1919-мĕш çулта никĕслекенсем хушшинче Николай Никольский чăваш пулнă. Музыкант-и вăл? Çук. Консерватори тенĕрен... Акă Александр Осипов пур пирĕн. Музыкант. Консерватори пĕтернĕ çын. "Телеюрăшăн" ăна — тавтапуç! Авăна-авăна пуç таятпăр! Анчах та çынни пĕр-пĕр сумлă вырăн йышăнса кураймасăрах ватăлчĕ. |