Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +4.3 °C
Тот не живет, кто страшиться смерти.
(Зейме)
 

Аçтахар Плотников: Ҫеҫпӗл Мишшин тӑван чӗлхи театр умне тухатех!

Аçтахар Плотников05.11.2019 21:0520190 просмотров

Ҫамрӑксен театрӗн ҫурчӗн ҫамки ҫине чӑвашла ҫырманни чылайӑшӗн кӑмӑлне хускатрӗ — статья айӗнче хӑйӗн шухӑшне сахал мар ҫын палӑртрӗ. Ҫавах та театр директорӗ шӑнкӑравланӑ хыҫҫӑн, ыйту хуравне хӑйӗнчен илтес тесе, Елена Васильевна патне ҫитсе килес терӗм.

Чӑн та, тӗрӗссипе, статья ҫырас умӗн Елена Николаевӑпа ҫыхӑнмаллаччӗ. Хӑш-пӗр япала вара уҫӑмланӗччӗ, халӑх ытлашши пӑшӑрханса ӳкмӗччӗ.

Статйи хӑй «Чӑвашла ҫырма вӑхӑт пулман» хыпарпа паллашнӑ хыҫҫӑн ҫуралчӗ-ха ӗнтӗ. Унта тӗп вырӑна учреждени ячӗсене чӑвашла ҫырассине лартнӑччӗ та-ха та. Анчах халӑха ытларах Ҫеҫпӗл Мишши ятне чӑвашла ҫырманни пӑшӑрхантарчӗ пулас та чи нумай «патак ҫиме» Елена Васильевнӑн тиврӗ. Кунта савӑнмалли самант та тупма пулать ӗнтӗ — чӑвашлӑх тӗнчи халӑх чӗрине хумхантарма пӑрахман-ха! Халӑх хӑй чӑваш пулнине манса кайман, ытти халӑх хушшинче ҫухаласшӑн мар!

Ҫамрӑксен театрӗн директорӗ патне ун чухне мӗншӗн шӑнкӑравламарӑм-ха? Пӗрремӗшӗнчен, вӑл статья ҫӗрле ҫырӑнчӗ (шӑматкун ирхи валли курӑмланма лартнӑччӗ). Иккӗмӗшӗнчен, Фейсбукра ку тӗлӗшпе Елена Васильевнӑн хуравӗ пурччӗ ӗнтӗ — вӑл унта чӑвашла пулатех тесе пӗлтернӗччӗ. Шӑнкӑравласан та урӑх ним ҫӗнни те пӗлеймӗп тесе шутларӑм. Вӑл хурава та хамшӑн «отписка» евӗр ҫеҫ йышӑнтӑм-ха.

Директор патӗнче хӑнара пулнӑ хыҫҫӑн ыйту уҫӑмланчӗ. Чӑвашла ҫырма шутламан тени пӗрре те тӗрӗс мар. Шутланӑ. Чӑвашла текстне те хатӗрленӗ. Эп ҫырнӑ статья пулман пулсан ҫак кунсенчех чӑвашла ҫырни те хӑйӗн вырӑнне тупатчӗ. Паян пулса иртнӗ шӑв-шав хыҫҫӑн театр ятне ҫурт ҫине урӑхларах ҫырма шут тытнӑ, ҫавна май кӗтме тивӗ. Ку ӗҫе 22-мӗшччен йӗркелесе ҫитерес шухӑшлӑ.

Ҫурт ҫамки ҫинче вырӑсла ҫеҫ ҫырса хуни вӑхӑтлӑха ҫеҫ. Пӗрремӗшӗ — ҫывӑх вӑхӑтра Шупашкар театр форумӗ иртмелле. Вӑл чӳкӗн 11-мӗшӗнче пуҫланмалла. Ҫавна май васканӑ та ӗнтӗ, вырӑслине те пулин ҫурт ҫамки ҫине вырнаҫтарма — хӑнасене ятсӑр театрта йышӑнас мар тесе. Иккӗмӗшӗнчен — театр директорӗ ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑ кунӗ тӗлне ҫав-ҫавах чӑвашла та пулӗччӗ. Ку уява вырӑсла ятпа ҫеҫ ҫавах кӗтсе илмӗччӗх.

Унсӑр пуҫне ҫурт ҫамки ҫинче вырӑн хӗсӗк пулни те лару-тӑрӑва самай кӑткӑслатнӑ. Чӑвашлине ӑҫта вырнаҫтарасси ыйту тӑратнӑ: вырӑслипе юнашар? е алӑк ҫийӗнчи полосапа усӑ курмалла? Ҫӗнӗ тум тӑхӑннӑ хыҫҫӑн театрӑн ум енӗ пушанса юлнӑ (асаилтерер, маларах унта театр анонсӗсем вырнаҫнӑччӗ) — унта ҫырасси пирки те шухӑшланӑ: пысӑк та илемлӗ саспаллисемпе вырнаҫтармалӑх вырӑн сахал мар. Ҫаксенчен хӑш варианта суйласа илнине каярах пӗлме пулӗ — вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн. Хальлӗхе сире пӗлтермӗпӗр, варианчӗсемпе ҫеҫ паллаштарӑпӑр.

Елена Васильевна патӗнче хӑнара пулни питӗ кӑмӑла кайрӗ. Чи килӗшнӗ самант — Иосиф Трера театрта манмаҫҫӗ: директор кабинетӗнче ун сӑнӗ тӑрать; Елена Васильевна та калаҫу хушшинче ун ятне вунӑ хут та асӑнчӗ пуль. Хӑшӗ-пӗри Иосифа ахалех вӑранма ыйтать — Ҫеҫпӗл ятӗнчен ҫамрӑксен театрӗнче кулаҫҫӗ тени тӗрӗс мар. Елена Васильевнӑн ятне те ырӑпа кӑна асӑнатчӗҫ эп тӗл пулнӑ ҫынсем. Театр ҫуртне хӑт кӗртес тесе вӑл театртах кунне-ҫӗрне ирттерет тени сахал мар илтрӗм. Чӑн та, калаҫуран та хӑйне шанса панӑ ӗҫе пӗтӗм чуна парса ӗҫлени лайӑх курӑнчӗ.

Ҫамрӑксен театрӗн ҫурчӗ чӑннипе те илемлӗ пулса тухнӑ. Кӑна Валерий Туркай та палӑртрӗ. Елена Васильевнӑна эпир хамӑр енчен пуҫланӑ ӗҫе тивӗҫлӗ шайра вӗҫлеме сунатпӑр, театр форумӗ те, Ҫеҫпӗл Мишшин ҫуралнӑ кунне халалланӑ уяв та аван иртессе шанатпӑр!

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 1344.68.8969
2019.11.05 23:07
Agabazar
Енчен те вырăсла çырни тулли вариант пулсан, чăвашла çырни те тулли пулма тивĕçлĕ.

Чăн малтан кăтартни юрамалла, анчах та ăна суйласа илмеççĕ пек туйăнать.

Мĕншĕн?
Сăлтавĕ — унчченхи конструкцие йăлтах аркатма тивет. Чăвашла çырни валли хупă (кантăксăр) урлăма суйласа илсен — унашкал хуйхă пулас çук.
Agabazar // 1344.68.8969
2019.11.06 00:00
Agabazar
Анчах та кунта чи кирли — чăвашла майлаштарни вырăслинчен вĕтĕрех, хавшакрах, айвантарх, илемсĕртерех пулманни.

Енчен те вырăсли пилĕк тăваткал метр йышăнать пулсан, чăвашли те унран каярах пулмалла мар.

Вырăслине ахаль сăрласа мар, юри хатĕрленĕ рельефла блоксенчен тунă пулсан, чăвашли те çаплах пултăр.
Agabazar // 1344.68.8969
2019.11.06 00:07
Agabazar
Иккĕмĕш сăнра алăксем çийĕн "çамрăксен театрĕ" тесе КĔСКЕН майлаштарни пур.

Мĕнех, вăл та пултăр. Вăл ытти меслетсене хирĕçлемест. Ытлашши мар. Çапах та тĕп алăк патĕнче пулмаллах вăл. Таçта çÿлелле каçăрăлса пăхмашкăн ан тивтĕр!!!
2019.11.06 00:13
Станислав Убасси
Кунта ҫулӑмлӑ, вут-кӑварлӑ Аçтахар чӗлхи-ҫӑварӗ ҫунтарать!.. МАТТУР!

АÇТАХАР - "Аҫтаха" сӑмахпа ҫыхӑннӑ ("дракон" тенине пӗлтереть).

Чӑваш хӗрсе кайсан Аҫтаха пулать те! Ҫеҫпӗл хӑй те ҫавнашкал пулнӑ ("Кӑвар чӗри, кӑвар чӗлхеллӗ, Чӑваш ачи, сассуна пар". - тесе каланӑ)...
2019.11.06 00:31
Станислав Убасси
Этот комментарий удален. Причина:
Станислав Убасси // 3072.53.4949
2019.11.06 01:05
Agabazar: "...вырăсли пилĕк тăваткал метр йышăнать пулсан, чăвашли те унран каярах пулмалла мар".

Тӗрӗс.
Атнер // 1726.84.3785
2019.11.06 08:39
Ҫапла ҫав.Республикӑра чӑвашлӑхшӑн ӗҫлекенсен,темшӗн,чӗлхемӗр кирлех мар.100% каламасӑрах паллӑ,хӑйсен ачисемпе тӑван чӗлхепе калаҫманни,тата кунта та вырӑслине малтан вырнаҫтарма май тупнӑ.Ма ха вара вӗсем васканипе чӑвашлине вырнаҫтарса хурма пултарайман?.Йоҫӑф та ҫапла пулнӑ ши?.
Agabazar // 3867.01.8161
2019.11.06 09:41
Agabazar
Станислав Упаççи,
Çеçпĕл Мишши мĕнлерех çын пулнă пирки мĕн питех пĕлетĕр-ши?

Сăвăсем çырни вăл пĕр япала, хăй пурнăçра ("по жизни") еплерех çын пулни — пачах урăх япала!

Ăçтахар юлташ кунта "хĕрсе кайнине" нимĕн чухлĕ те курмастăп.

Пурте куç умĕнче вĕт! Чăвашла палăртни çукки — куç умĕнче! Ăна суккăр çын çеç курмасса пултарать. Бинокль кирлĕ мар, телескоп кирлĕ мар, микроскоп кирлĕ мар.......
"Хĕрсе каймалли" кунта ним те çук!

Страницăсем: 1, ... 5, 6, 7, 8, 9, [10]

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики