Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +9.3 °C
Кто малым не доволен, тот большего не достоен.
(В.И.Даль)
 

Таисия Ташней: Хӑй ӑҫта ӗҫленине пӗлмен ҫынсем пульницӑра нумай-ши?

Таисия Ташней17.01.2016 18:334519 просмотров

Пӗр енчен вар хытиччен кулмалла, тепӗр енчен ларса макӑрмалла ку тӗслӗхе тусӑм иртнӗ эрнере каласа кӑтартрӗ. Шӑнса пӑсӑлнӑ хыҫҫӑн сывалаймасӑр вӑрах пурӑннӑ хыҫҫӑн тухтӑр патне кайнӑ. Унта тем тӗрлӗ сиплев ҫырса панӑ, эмелне йӗркипех асӑнса кайнӑ. Каланӑ — тунӑ. Анчах чир иртсе кайманнине кура кӑштахран (пирӗнтен чылайӑшӗ сывлӑхран ытла ӗҫе мала хурать мар-и ҫав...) тусӑм тепре пульницӑна ҫул тытнӑ. Пӗр пӳлӗмрен тепӗр пӳлӗме ҫӳренӗ май тусӑм амбулатори карттине шӗкӗлчесе ларнӑ. Ак тамаша! Пӑх та кур: вӑл диспансеризаци тухнӑ-мӗн. Хут тӑрӑх. Тӗрӗссипе, пульница тӑрӑх хутламан тусӑм.

Диспансеризаци тухнӑ пек кӑтартни темех мар тейӗпӗр. Унта кашни ҫыннӑнах тӗл пулма пултаракан диагнозсем ҫырса хунине те курмӑш пулса ирттерме пулать тейӗпӗр. Тӗлӗнтерекенни татах асӑрханӑ тусӑм. Амбулатори картти тӑрӑх шутласан, ман тусӑм пек пульница тӑрӑх йӑрккакан ҫын та ҫук темелле: унта вӑл вӗҫӗмех кайса ҫӳренӗ имӗш. Чи кӑсӑкли — ӗҫпе республика тӑрӑх командировкӑсенче ҫӳренӗ кунсене те пульницӑна пынӑ пек кӑтартнӑ, тусӑм ӗҫлекен организаци хӑй юбилейне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура палӑртнӑ чух та тусӑм ҫынсемпе савӑнас чухне пульница тӑрӑх ҫӳренӗ пулать.

Ку та тем мар тeме юрать тейӗпӗр-ха. Чи кулӑшли вара (пӗр кана эпир чӑннипех те ахӑлтатрӑмӑр. Тӳррипе вара тӗлӗннипе кайса ларӑн) — тусӑм пирки амбулатори карттинче «Пациент каланӑ тӑрӑх, хӑй ӑҫта ӗҫленине астумасть», — тесе ҫырса хуни. Шурӑ халатлисем хӑйсен йӑнӑшне тахӑш вӑхӑтра тӳрлетнӗ-ха ҫапах та. Компьютерпа наборланӑскере ручкӑпа чӗрсе «корреспондент» тесе ҫырса хунӑ.

Пире, ирӗклӗ ҫынсене, кулӑшла пек туйӑнчӗ те: «Эх, кампа ҫыхланнӑ вара эпир! Хӑв ӑҫта ӗҫленине те пӗлместӗн те!» — тесе вар хытиччен ахӑртӑмӑр-ха. Анчах, чӑннипе, ним кулмалли те ҫук.

...Пульницӑна каймасӑр пурӑнакансен амбулатори карттисенче кӑна ҫавӑн пек тӗлӗнтермӗш япаласем ҫырса хураҫҫӗ пуль тенӗччӗ. Ҫакӑн хуравне шыраса тӗнче тетелӗсенчен пӗринче, хамӑр тарӑхри 5 пине яхӑн ҫынран тӑракан ушкӑнра, тусӑм каласа кӑтартнине ҫырса пӗлтертӗм.

Вырӑссем: «Хӑть тӑр, хӑть тӳнсе кай», — теҫҫӗ те, 5 пине яхӑн ҫынран тӑракан ушкӑнра тусӑм каласа кӑтартнинчен тӗлӗнекен пулмарӗ. Пӗри, те тухтӑр пулчӗ вӑл, те медицинӑри вӑрттӑнлӑха тӗшмӗртекенскер, диспансеризаци тухнӑ евӗр ҫырса кӑтартнине тӳрре кӑларма пӑхрӗ. Вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх, пульницӑсен хӑйсен планӗ-мӗн. Ӑна тултармасан вӗсене штрафлаҫҫӗ пулать. Яваплӑхран пӑрӑнас тесе тухтӑрсен ирӗксӗрех суйма тивет имӗш. Апла ан пултӑр тесен хайхи комментатор ҫынсене диспансеризаци тухма чӗнсе каларӗ. Калаҫӑва хутшӑннӑ ытти ҫын вара хӑйсен карттинче ҫырса хунӑ суя япаласене шӑкӑрттин асӑнса кайрӗ. Вӗсене вуланӑ май тусӑм пирки амбулатори карттинче: «Хӑй ӑҫта ӗҫленине пӗлмест» тесе ҫырнине тӳрлетсе хунишӗн те чунтан савӑнмалла тесе шухӑшлас килчӗ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики